Пĕр аслă вăрманта
(Хăш-чух шăв-шав та пулкалать унта)
Хĕл сиввинчен тухса кĕрсен ăшша
Вăрман халăхĕсем
Пĕр ĕç тума кӳлеççĕ пар лаша.
Канашласа пăхаççĕ те вĕсем
Тилхепене шанса параççĕ Упана.
«Асту», — тесе
Калаççĕ вĕрентсе, —
Асăрханса пĕр тикĕс тыт ăна,
Унта-кунта карт-карт ан турткала.
Сулăнчăкра тӳнсе ан кайтăр лав.»
«Ан пăшăрханăр, — тет Упа,
Хăпартланса мăн сасăпа, —
Тилхепене тытас ĕç кăткăс мар
Явкалса илсессĕн — яра пар...
Каç пуласпа
Тулли лавпа
Кĕтеççĕ Упана.
Вăл çук та çук. Паллах, пăшăрхану:
«Ах, çул çинче тем пулнă-ши ăна?
Каяççĕ шырама. Кураççĕ (ну и ну):
Йăваннă тулли лав. Арканнă урапа.
Кăшт леререх ларать Упа.
Ăна курсан каларĕ халăх:
«Тилхепене тытма кирлех ăсталăх».