Ача чухне эп кăсăя тытсаччĕ,
Пӳрте илсе кĕрсе ăна ярсаччĕ.
Тĕнче илемĕ курнă, тен, унра,
Алра тăр-тăр чĕтрен ик çунатра.
Анчах ман ĕмĕт вăраха пымарĕ:
«Яр ирĕке!» — тесе анне каларĕ.
Эп тăрăшрăм каллех тытас тесе,
Çук, тыттармарĕ тыткăна сиссе.
Кăварланса çунан кăмакана
Кĕç вĕçрĕ-кĕчĕ, куртăм кăшт кăна.
Тем чĕпĕтрĕ ман пĕчĕк кăкăра,
Тем чăмакки кĕç ларчĕ-çке пыра!
Пĕл: кăсăя шăпи çавăнтанпа
Умран кая пĕлмест, ялан манпа.
Пĕтсессĕн пĕтĕп шелсĕр çулăмран,
Ман сыхланасчĕ тарçă пуласран.