Пирĕн колхоз садĕнче
Тĕрлĕ тĕслĕ йывăçсем:
Улмуççи, сирень, чие...
Куç тулли çиçет илем.
Йăвă çулçă хушшинче
Шăпчăк юрă кĕвĕлет,
Сар хĕвелĕн ăшшинче
Ешĕл çимĕç хĕрелет.
Улмасем пиçсе çитсен,
Тулăх, капăр кĕркунне
Усăнаççĕ туратсем
Нӳрлĕ, кăпăш çĕр çумне.
Камăн чунĕ чăтĕ-ши
Уçăлмасăр çак садра?
Ах, улма-çырла шăрши
Чунăма савăнтарать.
Манăн сад илемĕпе
Киленсе çурес килет.
Кунсеренех çак сад пек
Çамрăклăх ман ешерет.