Юрий Сементере
Çак ĕмĕр пĕтĕмпех хура та шурă,
Тăратпăр акă ĕмĕр вĕçĕнче,
Тем-тем курса тем-тем чăтсан та, Юра,
Пире çапса хуçмарĕ çут тĕнче.
Хури — хурах. Çак çĕр çине килсессĕн
Сăпка юрри илтмерĕмĕр санпа —
Пире пăвса тăкас тесе çиллессĕн
Тăшман çуйхашрĕ урмăш сасăпа.
Шурри — шурах. Хĕвеллĕ ăраскалăн
Пире валли те çитрĕ ыр хĕлхем —
Хăйсем пĕтсен те, йăх юнне тăсмалăх
Пире çăлса хăварчĕç аттесем.
Кайран санпа ăнлантăмăр - тĕнчемĕр
Хура та шурă çеç те мар иккен.
Курма пĕлсен — пĕр вĕçсĕр ун илемĕ:
Кăвак та ешĕл, йăмăх та кĕрен...
Курма, илтме пĕлсессĕн çутçанталăк —
Пин çутăллă, пин кĕвĕллĕ илем,
Çавна куллен çынна астутармалăх,
Çав илемпе чуна савăнтармалăх
Çут тĕнчене килеççĕ поэтсем.