I
Паян Настя каллех шурă хурăн патнелле утрĕ. Чунĕ темшĕн унтах туртрĕ. Куçĕсем шывланнă Настьăн. Çитсен, савнине ыталанă пек, çамрăк хурăна çупăрларĕ хĕр. Унăн куçĕ умне Вовăпа çӳренĕ кунсем тухса тăчĕç. Мĕнле телейлĕччĕ вĕсем! Шкулта та, çуллахи ăшă каçсенче те ялан пĕрлеччĕ çамрăксем. Анчах тем пулчĕ каччăна — хулана вĕренме тухса кайрĕ те пачах манса кайрĕ Настя çинчен. Халь йĕкĕт Шупашкар хĕрĕпе çӳрет, яла сайра хутра çеç килсе каять. Урамра курсан та, ним пулман пекех сывлăх сунать те малалла хăйĕн çулĕпе утать. Настя вара ниепле те манаймасть Вовăна. Çак шурă хурăн çеç хĕр чĕрине лăплантарать.
Настя кăçал вуннăмĕш класс пĕтерет. Çуркуннепе чĕрĕлнĕ çанталăк çынсен чун-чĕрисене те сиплет, çĕнĕ вăй-хăват парать. Пĕррехинче хĕр шухăша кайса шкул коридорĕпе утнă чухне хирĕç пĕр каччă килнине асăрхарĕ. Вăл ниепле те куçĕсене ун çинчен илеймерĕ. Йĕкĕт утать, Настя çине ăшă куçсемпе, ăшă кулăпа пăхать. Темле чуна тыткăнлакан çутă сарăлать каччăран. Унăн пайăркисем хĕре хăйсен хăвачĕпе тĕлĕнтерсе, хумхантарса ячĕç. Хĕвел куçа йăмăхтарса ялтăртатма тытăнчĕ тейĕн, пĕтĕм тавра асамлă çутăпа çиçме тытăнчĕ. Чĕрере çав тери ырă пулса кайрĕ Настьăн — утса мар, вĕçсе тухрĕ шкултан. Вăл урамра та çак туйăм тыткăнĕнчен хăтăлаймарĕ, ешĕл симĕс тум тăхăннă хурăнсем çине темччен çухалса кайса пăхса тăчĕ. Кайран çеç хĕр аса илчĕ: ку каччă — Николай Сивелин, кăçал 11-мĕш класс пĕтерет.
Тепĕр кунне Настя шкула ăна курас ĕмĕтпе утрĕ. Акă каччă хăйсен класĕнчи хĕрсемпе калаçса тăрать. Вĕсен умĕнчен иртсе кайнă чухне Николай ун çине тинкерсех пăхнине туйрĕ хĕр, чунĕпе хумханчĕ.
— Салам, Настя, мĕнле пурнăçсем? — терĕ пĕррехинче йĕкĕт, шкул коридорĕнче иккĕш çеç тĕл пулсан.
— Чиперех-ха, — ответлерĕ хĕр.
— Пуçна ан ус, хаваслăрах пул, — терĕ те каччă, васкаса малалла утрĕ.
Настя вара ниепле те унăн ăшă куçĕсене манаймарĕ. Пĕлет хĕр — йĕкĕтĕн хăйĕн савнийĕ пур, тахçанах çӳреççĕ пĕрле. «Мĕншĕн ман Николай пек пичче çук-ши хăть», — шухăшларĕ Настя хурланса.
Çуллахи кунсем, çамрăксемшĕн ырă вăхăт, мĕнле пуçланни те сисĕнмерĕ. Ĕçлесе ывăннă пулсан та, каçпа Настя тантăшĕсемпе клуба каять е урамра калаçса ларать. Час-часах вĕсем патне ялти каччăсем пырса лараççĕ.
— Эх, хĕрсем, тунсăхларăм сирĕнсĕр, ĕнерхи каçранпах курман вĕт хамăр ял пикисене, — тет те вара Серёжа, пурне те сиктере-сиктерех хăйĕн савнийĕ — Альбина, çумне хаваслăн вырнаçать.
Шӳтлеççĕ, кулаççĕ çамрăксем. Настя çеç хăй Вовăпа пĕлтĕр çакăн пек телейлĕн вăхăт ирттернине аса илет те куллянать ăшĕнче.
— Салам Çăкалăх çамрăкĕсене! — илтĕнет тепĕр чух урамра Николайăн сасси, велосипедпа ял витĕр тухса кайнă чух.
— Килсе лар кунта, таçта ан васка, — чĕнеççĕ хĕрсем ялан каччăна.
— Савни кĕтет, савни çилленет, — шӳтлет те йĕкĕт, малалла вĕçтерет.
Николайăн сассине илтсенех, Настьăн чунĕ савăнать те, тунсăхлать те. Вăл хавасчĕ ăна халь çак çамрăксен ушкăнĕнче курма, анчах каччă яланхиллех хăйĕн савнийĕ патне, Ырашкассине, васкать.
Час-часах Настя асламăшĕн ялне, Хурăнлăха, кайса килет. Килĕшет ăна ват çын патĕнче.
— Асанне, каласа пар-ха хăв çамрăк чухне мĕнле пулнине, асаттепе паллашнине, — ыйтать вара хĕр пахчара ĕçлесе ывăннă хыççăн асламăшĕнчен..
— Ĕлĕкхи йĕркесем çирĕпрех пулнă, çапах каччăпа хĕрсем килте тунсăхласа ларман: вăйăсене те тухнă, уявсенче те савăннă, тĕрлĕрен мыскарасене те лекнĕ, — пуçлать кашнинче кинемей хăйĕн пуплевне, мăнукĕ савăнсах итленине курса.
Темле тĕлĕнмелле лăпкă пулса каять вара Настьăн чунĕнче. Вăхăт та чарăнса ларать тейĕн çак самантсенче. Итлĕччĕ те итлĕччĕ вăл асламăшĕн калавне темчченех, анчах ват çын ывăнать — кун каç еннелле сулăннă.
— Юрĕ, асанне, тепреххинче каласа парăн ыттине. Эпĕ кайрăм, — тет те хĕр килелле тухса утать.
Хĕвел аннă ĕнтĕ. Çанталăк лăпкă. Кăмăл лайăх. Урасем ывăннă пулсан та, çăмăллăн пыраççĕ. Яла çитес умĕн çеç чĕре канăçне çухатать. Настя Вова çинчен шухăшлама тытăнать, Николай пирки салхулланать, малаллахи пурнăç пирки пăшăрханать.
Çуллахи ырă кунсем питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç. Хĕр уншăн куллянмасть. Юратать вăл кĕркуннене, мĕншĕн тесен çак кăштах салхуллăрах вăхăт иртнĕ кунсене пĕтĕмлетет, малалла — çĕнĕ пурнăçа, талпăнма хистет. Настя вунпĕрмĕш класра, юлашки çул çутă ачалăх тĕнчинче. Умра ăна пысăк ăраскал кĕтет.
Шкула тăтăшах Николай хăйĕн савнă хĕрĕ патне килсе каять. Йĕкĕт хăйсен ялĕнчи ял хуçалăх кооперативĕнче тракторист пулса ĕçлет. Часах каччăна çара илсе каяççĕ. Вăл хăшпĕр чухне хăйĕн савнине ирех шкул умĕнче тимĕр урхамахĕпе кĕтсе илет.
— Ачасем, пурте паян ман пата салтака ăсатма пырăр! Эпĕ ыран çара каятăп! — йыхравларĕ пĕррехинче каччă, тракторне чарса.
— Пирĕн çинчен манса ан кай унта, — ответлерĕç харăс Настя ялĕнчи хĕрсем.
— Çырусем кĕтетĕп сирĕнтен, пикесем! — янрарĕ Николайăн сасси кĕрхи сывлăшра.
Каччă кăнтăрла иртсен шкула килсе темччен юлташĕсемпе калаçса тăчĕ. Настя юнашар иртсе кайнă чухне вăл темскер каласшăнччĕ, анчах хăяймарĕ. Хĕр хумханчĕ пулсан та, мĕн тумаллине пĕлмерĕ.
Ир-ирех шкул ачисене хирĕç пĕр машина вĕçтерсе пыни курăнчĕ. Унăн кузовĕнче виçĕ каччă. «Тепре тĕл пуличчен, пикесем!» — илтĕнчĕ машина çинчен. Хĕрсем ăнланчĕç: ку йĕкĕтсем — пулас салтаксем. Настя вĕсен хушшинче Николая та курса ĕлкĕрчĕ, кăмăлĕ салхулланчĕ унăн: каччăн ăшă та ырă куçĕсемсĕр йывăр пулать пурăнма. Вĕсем вăй, хавхалану парса тăратчĕç хĕре. Халь вара пĕччен йывăрлăхсене çĕнтерме, малалла кайма вĕренес пулать унăн.
Настя пуçĕпех вĕренĕве чăмрĕ. Вова яла киле-киле кайрĕ, анчах малтанхи савнийĕпе калаçмарĕ. Çĕнĕ çул та иртсе кайрĕ, 8-мĕш март уявĕ те часах çитет.
— Хĕрĕм, тăхта-ха, сан ятпа кунта открытка килнĕ, — чарчĕ пĕррехинче ăна ялти почтальонка.
Чечеклĕ уяв саламĕ Николайран иккен. Настя, çакна кĕтменскер, пăлханса кайрĕ. Вăл йĕкĕтрен килекен ăшша пĕтĕм чунĕпе туйрĕ. «Çырусем кĕтетĕп, Настя», — тенĕ каччă вĕçĕнче. Хĕр темччен открыткăна алăра тытса ларчĕ, мĕн хуравламалли çинчен шухăшларĕ. Каçпа вăл хумхана-хумхана Николай патне шкулти пурнăç çинчен çыру шăрçаларĕ, праçникпе саламланăшăн тав турĕ. Тепĕр кунне ăна почта ещĕкне кайса ячĕ. Çапла иккĕшĕ пĕр- пĕрин патне çыру çӳретме пуçларĕç. Хĕр кашнинчех Николайран хыпарсем чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Вĕсене вуласан, савăнăçлă, çĕкленӳллĕ кăмăлпа çӳрерĕ вăл.
Акă шкулти юлашки каç, алăра аттестат. Хĕрсемпе каччăсем çăмăллăн шкул вальсĕн кĕввипе çаврăнаççĕ. Пурте савăнăçлă пулсан та, кашнин чĕринче кăштах салху пур. Çăмăл мар сыв пуллашма хаклă учительсемпе, туссемпе.
— Кайрăмăр ташлама! — терĕ те Серёжа, Настьăпа тантăшне зал варринех илсе тухрĕ.
— Эх, çаврăнар, — каларĕ Альбина, савнине аллинчен тытса.
— Эпир те юлар мар, — терĕ юнашар тăракан Роман, Настьăна ташша чĕнсе.
Вальс кĕвви янрать те янрать… «Çакăнта халь юнашар Вова пулмаллаччĕ вĕт-ха, темшĕн çулсем уйрăлса кайрĕç», — шухăшларĕ хĕр, телейлĕ тантăшĕпе унăн тусĕ çине пăхса.
Ир енне хĕрсемпе каччăсем ял çумĕнче вырнаçнă сăрт çинчи пĕчĕк вăрмана утрĕç. Вĕсем унта хĕвел тухнине кĕтсе илме кайрĕç. Акă ылтăн пайăркасем çывăракан çутçанталăка çутатса çĕнĕ куна вăратаççĕ. Çакна сăнакан çамрăксем чунĕсемпе туйрĕç: паянтан вĕсен те çĕнĕ пурнăç пуçланать.
II
Настя хулана кайса института бухгалтера вĕренме кĕме документсене пачĕ. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче паллă пулчĕ: вăл халь ĕнтĕ — студентка. Часах хĕр тăрăшсах пĕлӳ пухма тытăнчĕ. Сайра хутра вăл Шупашкар урамĕнче Вовăна тĕл пулкаларĕ. «Салам, Настя!» — тет те каччă кашнинчех, малалла утать. Хĕр уншăн халĕ питех хуйхăрмасть. Вăл пуçĕпех студент пурнăçне чăмнă, вăхăт çук салхулланса ларма. Канмалли кун киле çитсен, Николай çырăвĕсем çамрăк чуна кичемленме памаççĕ.
Анчах пĕррехинче каччăн çырăвĕ Настьăна çав тери хумхантарса ячĕ. Хĕр ăна вуланă май, ниепле те ĕненеймерĕ унти сăмахсем хăйне валли пулнине. «Настя, эпĕ сана хамăн савни пулма ыйтатăп», — тесе çырнă йĕкĕт. Куççульсем шăпăр- шăпăр юхрĕç хĕрĕн, çав вăхăтрах вăл хăй ăшĕнче каччăна чунтан тархасларĕ: «Тархасшăн, Николай, кирлĕ мар кун пек манпа…». Темле илтес килсен те «савни» сăмаха чĕрене çывăх çынран, Настя ăнланчĕ: каччă пăтранчăк кăмăлпа çырнă çакăн пек. Николай хăйĕн хĕрĕпе, Маринăпа, çара каиччен тăватă çул пĕрле çӳренĕ. Çакăн чухлĕ пынă таса туйăм тăруках сӳнсе ларма пултарнине ĕненмерĕ Настя. Хĕрĕ те çăмăлттай мар, яланах шухăшласа калаçать çынпа.
— Аня, мĕн пулнă сирĕн тантăша? Мĕншĕн çыру çӳретме пăрахнă вăл Николайпа? — ыйтрĕ вăл Маринăн тантăшĕнчен, хула урамĕнче тĕл пулсан.
— Çыруйĕсене ярать-ха вăл, анчах темшĕн хыпарсем вырăна çитеймеççĕ, хăшпĕррисем каялла та килеççĕ адрес тупăнманнипе, — ответлерĕ хĕр.
«Ăçта васкатăр-ши эсир, каччăсем? — терĕ Настя тепĕр кунне хăйĕн хуравĕнче Николай патне. — Пĕчĕк пăтăрмахранах пысăк пĕтĕмлетӳсем тăватăр. Упрăр пĕр-пĕрне, хăвăр туйăмсене». Пĕртте аркатас килмерĕ унăн Маринăпа Николайăн тахçанхи туслăхне. Питĕ йывăр юратнă çынтан уйрăлма — çакна лайăх пĕлет хĕр. Вăл вара каччăна лайăх юлташ вырăнне шутлама хăнăхнă ĕнтĕ.
Часах Николайран ответ килчĕ. «Каçар, Настя, чăнах та, васкарăм пулмалла. Тăруках ултă çыру илтĕм хамăн пикерен», — тенĕ унта. Пĕр чаçран тепĕр чаçа куçнă чухне вĕсем çĕтсе юлнă, тин çеç ăнсăртран тупăннă.
Пĕрремĕш курс хăвăрт иртсе кайрĕ. Халь ĕнтĕ Настя иккĕмĕшĕнче. «Кăçал ялтан Серёжăпа Вова çара каяççĕ,» — терĕ пĕррехинче Альбина тантăшĕ ăна урамра тĕл пулсан. Ку хыпар Настьăна савăнтармарĕ. Чунĕ лăпланнă пулсан та, вăл туять — тем çыхăнтарса тăрать вĕсене Вовăпа, шухăшсемпе уйрăлма памасть. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, пĕр кĕркуннехи сивĕ кунта Настя каччăна хула урамĕнче курчĕ. Лешĕ вара, хĕре курсан, ун патне чупса пычĕ те:
— Настя, мана çара илсе каяççĕ. Шăмат кун пыр ăсатма. Эпĕ ялта пĕрле вĕреннĕ ачасене пурне те чĕнтĕм, — терĕ.
— Юрĕ, пырăп, — ответлерĕ хĕр.
Хăй вара мĕн тумаллине пĕлмерĕ. Унăн пĕртте ăсату каçĕнче Вовăпа юнашар ют пике çӳренине курас килмерĕ.
— Альбина, айта пĕрле каятпăр салтака ăсатма. Пĕччен пулас килмест ман унта, — шăнкравларĕ Настя тус-юлташĕ патне.
— Ан пăшăрхан, йĕрсе ларма памастăп эпĕ сана, — ответлерĕ тантăшĕ.
Акă пурте сĕтел хушшине вырнаçнă, Настя — Вовăна хирĕç. Хĕр каччăн пичĕ, хусканăвĕсем çине пăхать те ăнланать — питĕ çывăх вĕсем чуна. Темле чĕререн кăларса пăрахас тесен те йĕкĕте, вăл унăн пĕр кĕтессинче çавах юлать. Пулас салтака ырă сăмахсем каланă хыççăн Настьăпа Альбина ыттисемпе пĕрле сĕтел хушшинчен тухрĕç. Вовăпа унăн хулари савнийĕ ăсату каçĕ тăршшĕпех пĕрле çӳрерĕç. Киле çитсен, урамран янракан кĕвĕ сассисене итлесе, хĕр темччен куççуль тăкрĕ. Çак каç вăл хăйĕн савнă каччипе çеç мар, хăйĕн юратăвĕпе те яланлăхах сывпуллашнăн туйăнчĕ.
Тепĕр кунне Настя хулана кайрĕ. Вăхăт вĕренӳре хăвăрт иртрĕ. Хĕр иккĕмĕш курс та пĕтерчĕ ĕнтĕ. Хăйĕн илемĕпе, ырă кăмăлĕпе каччăсен чĕрисене хумхататчĕ вăл, анчах нихăшĕ те ун чунне тыткăнлаймарĕ. Час-часах Настя институт коридорĕнче Игоре, тепĕр факультетри йĕкĕте, тĕл пулатчĕ. Ку каччă унтан икĕ çул аслăрах, компьютерсен технологийĕн инженерĕ пулма вĕренет. Ятарласах кĕтсе тăнăн туйăнать Настьăна Игорь кашнинчех коридорта. Хĕре курсан, каччă сывлăх сунать те тăрса юлать хыçалтан пăхса. Анчах тепĕр чухне йĕкĕтĕн куçĕсем Настьăна тем калаççĕ, тем ăнлантараççĕ, хĕр вĕсенче путмах тытăнать. Анчах сăмахласа кайма Игорĕн хăюллăхĕ çитмест пулас. Çапла иртет кун хыççăн кун.
Акă Николай та çартан таврăнчĕ. Настя пĕррехинче ăна ял клубĕнче тĕл пулчĕ. Каччă часах авланма шутлать иккен. Маринăпа иккĕшĕ туй кунне те палăртнă ĕнтĕ. Кайран вара вĕсем хулара пурăнма шутлаççĕ.
— Эх, мĕнле çитмĕç ĕнтĕ мана пурнăçра сан çырусем, — терĕ йĕкĕт уйрăлас умĕн. — Эпĕ вĕсене питĕ хăнăхрăм.
— Юнашар савни чухне куллянма вăхăт пулĕ-ши сан? — шӳтлерĕ Настя.
— Туя питĕ кĕтетпĕр сана Маринăпа иккĕн те, — юлашкинчен каларĕ Николай.
Каччă клубран тухрĕ. Настя вара, ăна пăхса юлнă май, савăнчĕ те, хурланчĕ те. Йĕкĕтрен малтанхиллех чуна ăшăтакан çутă пайăркисем сапаланнине туйрĕ хĕр. Малалла вĕсен çулĕсем тĕппипех уйрăлса кайĕç. Çапах та Настя хăйне çак самантра телейлĕ туйрĕ. Вăл пĕлет: пур çĕр çинче çавăн пек çынсем — куçа йăмăхтарса яракан çутăпа ялтăртатаççĕ вĕсен чунĕсем. Ăшăтаççĕ пĕрне, хĕмлентереççĕ, вăй параççĕ пурăнма теприне, лăплантараççĕ канăçсăррине. Куçа илме çук çак çутăран. Çавăн пек çын пулчĕ те ĕнтĕ Настьăшăн Николай.
Пурнăçăн хăйĕн йĕрки. Часах каччăн туйĕ те пулчĕ. Ун хыççăн вăл хулара пĕр фирмăра хурал службинче ĕçлеме тытăнчĕ. Настя та тăрăшсах институтра пĕлӳ пухрĕ. Тăваттăмĕш, пиллĕкмĕш курссем питĕ хăвăрт иртсе кайрĕç уншăн, пиллĕкмĕш те вĕçленчĕ ĕнтĕ. Хĕр тăван институчĕпе сывпуллашса хăйсен ялĕнчи ял хуçалăх кооперативне бухгалтер пулса ĕçлеме килчĕ.
III
Тăван ял, ачаранах пĕлнĕ çынсем, çирĕп хуçалăх — пурте килĕшеççĕ Настьăна. Çамрăксем кунта нумай: кам ял хуçалăх техникипе ĕçлет, кам фермăсенче, кам çĕвĕ цехĕнче, кам пĕчĕк заводра. Вова та çартан таврăнса кунтах механизаторта тăрăшать. Вăл çемьеллĕ ĕнтĕ, вырăс хĕрнех авланнă. Час-часах мар пулсан та, урамра тĕл пулать ăна Настя, вара куçĕсем тунсăхпа тулаççĕ пикен.
Авланнă çын çине темле ăнланмалла мар пăхнине сиссе, хĕр патне Павăл куршанак пек çыпçăнма тытăнчĕ. Питĕ путсĕр çак каччă. Ялти хĕрарăмсем хушшинче япăх сăмах çӳрет ун çинчен. Сарлака, тăваткал питлĕскер, ялан çиллес кăмăллă, пĕрин патне çеç мар вăйпах çулăхнă вăл. Вăйĕ, чăнах та, ытлашши те Павлăн, анчах çынлăх çитмест. «Выльăхсене пăхса хăв та выльăх пулнă эс», — тарăхса калатчĕç ăна хĕрсем, çуллă куçсемпе вĕсем çумне çыпçăнсан.
— Ну, каятпăр-и паян клуба? Эп сана каçпа кĕтетĕп, — терĕ пĕррехинче Павăл, Настьăна урамра чăрсăррăн пилĕкĕнчен ярса илсе.
— Ниçта та каймастăп эпĕ санпа, — терĕ те хĕр, çирĕппĕн каччăн аллисене хăйĕн çинчен илчĕ.
— Мĕн, институт пĕтернĕ те хăвна мăнна хуратăн-им? Курăпăр-ха малалла, манран вĕçерĕнеймĕн çапах, — шăл витĕр каларĕ Павăл.
Тахçантанпах клуба тухманскер, пĕррехинче Настя Кĕрхи бала кайрĕ. Унта халăх туп-тулли. Пурте савăнăçлă. Акă музыка янраса кайрĕ. Хăйĕн енне Павăл утнине курсан, хĕрĕн кăмăлĕ хуçăлчĕ.
— Ташлама тухар-и? — илтĕнчĕ çав вăхăтра юнашар.
— Савăнсах, — ответлерĕ Настя, тахăш самантра ун умне пырса тăнă Костьăна, хыçалти урамра пурăнакан каччăна.
Вĕсем иккĕшĕ те вальсра çаврăнма тытăнчĕç. Хĕр çак кĕрнеклĕ каччă çумĕнче хăйне хӳтлĕхре туйрĕ. Ташă хыççăн урама тухса темччен пĕрле çӳрерĕç ик çамрăк. Пĕр ялта пурăнсан та, питех калаçман вĕсем пĕр-пĕринпе: кашнин хăйĕн юлташĕсем, тантăшĕсем пулнă. Халь çеç Костя илемлĕ сăн-питлĕ, яштака пӳлĕллĕ пикене асăрхарĕ. Настьăн хура куçĕсем нумайлăха тыткăнларĕç ăна.
Хĕл кунĕсем те çитрĕç ĕнтĕ. Йĕри-тавра шап-шурă. Çав тери лайăх хĕллехи лăпкă каçсенче юрпа витĕннĕ урамсем тăрăх шăкăл-шăкăл калаçса çӳреме пĕр-пĕринпе. Костя шофёрта ĕçлет пулсан та, темпе те интересленет, нумай кĕнеке вулать. Настьăна пĕртте кичем мар унпа. Каччăн чĕринче вара юрату хĕлхемĕ çунать. Унăн хĕр духийĕнчен, чуна çывăх çын юнашар тăнинчен тепĕр чухне пуçĕ те çаврăнма тытăнать.
Часах шăнкăртатса çуркуннехи шывсем юхса кайрĕç, умра — çу кунĕсем — чи хĕрӳ вăхăт ял çыннин. Кунĕпе ĕçлесе ывăннăскерсем, самантрах каçпа çывăрса каяççĕ. Çамрăксен çеç ыйхисем çĕтнĕ, шăпчăк сассине итлесе киленеççĕ вĕсем.
— Мĕнле илемлĕ вĕт, — тет Костя кашнинче.
— Тĕлĕнмелле кайăк. Йĕри тавра пач тĕттĕм, чун шикленет тепĕр чухне, вăл вара çакна курмасть та тейĕн — шăрантарать хăйĕн юррине. Ăна итлесе çынăн чĕри çĕкленет, хавас туйăм çуралать. Уншăн текех каç тĕттĕм мар, — хушать Настя.
Пĕррехинче икĕ çамрăк сисмерĕç те, ялти вĕренӳ çулĕсене аса иле-иле сăрт çинчи пĕчĕк хурăнлăха килсе кĕчĕç. Çак вырăнта ĕнтĕ çĕнĕ пурнăç хĕвелне кĕтсе илнĕ шкул пĕтернĕ яшсемпе хĕрсем. Тăруках сивĕ çил вĕрме тытăнчĕ. Çӳхе пурçăн кĕпе тăхăннăскер, Настя шăнма тытăнчĕ. Костя хĕре ыталаса илчĕ те хăйĕн пиншакне ун çине уртрĕ. Иккĕшне те вĕри пулса кайрĕ. Çепĕçлĕх туйăмĕн хумĕ пуçа çавăрчĕ каччăнне. Вăл хĕре чуптума тытăнчĕ те малалла мĕн пулса иртнине ăнланмарĕ. Иккĕшĕ те юрату тинĕсне чăмрĕç.
«Ну, мĕнле, вĕри пулчĕ-и?» — илтĕнсе кайрĕ çывăхра такамăн сасси. Çутăлма та тытăннă ĕнтĕ. Икĕ çамрăк тăруках аванмарланса кайрĕç. Вĕсем ăнланаççĕ: ку çынпа тĕл пулни — ырра мар. Ăçтан тупăннă вăл кунта çак вăхăтра? Павăл кула-кула ял еннелле утрĕ. Настьăпа Костя та унтах çул тытрĕç, анчах тепĕр сукмакпа. «Ан пăшăрхан, пурте лайăх пулĕ», — терĕ те каччă уйрăлас умĕн, хыттăн савнине чуп турĕ. Çу тăршшĕпех пĕрле çӳрерĕç иккĕш. Костя авланма шутланăччĕ ĕнтĕ, анчах кĕтмен çĕртен çамрăксен çулĕсем уйрăлса кайрĕç.
Кĕркунне каччăна юнашар района машинипе икĕ эрнене ĕçлеме ячĕç. «Настя, килте пĕр тумлам шыв та юлмарĕ, илсе кил-ха çăлтан», — терĕ пĕр каçхине амăшĕ. Хĕр витрисене шыв тултарса хăйсен пӳрчĕ еннелле утма тăнăччĕ çеç, умне таçтан Павăл тухса тăчĕ. Çакна кĕтменскер, Настя чутах витрисене çĕре ӳкеретчĕ. Чăрсăр каччă ун çумне çулăхма тытăнчĕ. Хĕр аран –аран хапха патне çитрĕ. Тăрук Павăл ăна пĕр кĕтесе хĕстерсе лартрĕ те чуп тума хăтланчĕ. Настя витрисене пăрахрĕ те путсĕре питĕнчен çутăлтарса ячĕ. Анчах лешне çакă хĕртсе çеç ячĕ. Вăл хĕре пахчаналла сĕтĕрме тытăнчĕ.
«Ак кампа савăшса пурăнан иккен эс ман ывăл инçетре чух!» — янравлăн илтĕнсе кайрĕ çав вăхăтра юнашар. Настя сывлайми пулса ларчĕ. Ку Костьăн амăшĕ вĕт! Пĕтĕм вăйне пухса хĕр Павăла тĕксе ячĕ те хапха алăкне уçса пӳрте чупса кĕрсе кайрĕ.
— Мĕн пулчĕ? — пăшăрханса ыйтрĕ амăшĕ аран-аран сывлаканскертен килĕнче.
— Павăл сиксе тухрĕ таçтан. Аран вĕçерĕнтĕм. Çитменнине Костьăн амăшĕ те тепле çав тĕлех лекнĕ, — хумханса ответлерĕ Настя.
— Мĕнле манса кайнă-ха эпĕ хĕрарăмсем каланине? Павăл пĕрин сехрине çеç мар хăпартнă кун пек, — ӳкĕнчĕ Елена Ивановна.
Кăштах лăпланнă хыççăн амăшĕпе хĕрĕ урама тухса витресене илсе кĕртрĕç.
Тепĕр кунне ял тăрăх Настя çинчен тем тĕрлĕ сăмах та çӳрерĕ. «Эх, мĕнле хĕрӳ каç пулчĕ ĕнер ман», — лăх-лăх кулса мухтанчĕ Павăл фермăра, ăшĕнче хĕре кураймасăр. Костьăн амăшĕ те питĕ тăрăшрĕ. Ирпе ирех, кĕтӳ хăваланă чух, ун тарăхнă сасси таçта çитиех янрарĕ.
Часах Костя ĕçлесе яла таврăнчĕ. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен амăшĕ, Нина Петровна, ывăлне вăрçма тытăнчĕ: «Кампа çыхланнă эсĕ? Настьăран лайăхрах хĕр тупаймарăн-и? Ялти мĕн чухлĕ пике сан çинчен ĕмĕтленеççĕ! Акă кӳршĕри Наташа кашнинчех хĕп-хĕрлĕ пулса каять сан çинчен сăмах тапратсан».
— Мĕн пулнă вара? — ăнланмасăр ыйтрĕ ывăлĕ.
— Эс çук чух сан савни Павăлпа савăшать. Хам куртăм! — кăшкăрчĕ амăшĕ.
Пуçран чукмарпа çапнăн, Костя анрасах кайрĕ. Малалла мĕн тумаллине вăл пĕлмерĕ. Каçпа йĕкĕт хăйĕн савнă çынни патнелле утмарĕ.
Çĕрĕпех куç хупманскер, тепĕр кунне Настя йывăр пуçпах ĕçе кайрĕ. Урамра вăл Костьăна тĕл пулчĕ. Сăнран тĕксĕмленнĕ каччă, сывлăх сунчĕ те чарăнмасăрах малалла утрĕ. Çапах та каçпа вăл хĕр патне килчĕ. Калаçу ниепле те çыпăçмарĕ çамрăксен. Шăппăн тăчĕç вĕсем пуçĕсене усса.
— Настя, мĕншĕн эсĕ çав териех мантан култăн? Такампа та вăхăт ирттерме хатĕр-и мĕн эсĕ? — илтĕнчĕ чуна çуракан ыйту Костьăран.
Тăвăннипе хĕр сывлăша хыпса илчĕ те сывласа кăлараймарĕ, хытсах ларчĕ. Аран-аран хăйне алла илсе хыттăн каларĕ:
— Эс çынсем сӳпĕлтетнине пурне те ĕненетĕн-и?
Каччă чĕнмерĕ. Настя çаврăнчĕ те пӳрте чупса кĕрсе кайрĕ. Костя пĕр вырăнта темччен тăчĕ-тăчĕ те хăйсен урамĕ еннелле утрĕ. Килне каччă ним туйми ӳсĕр килсе кĕчĕ. Амăшĕ çакна курсан урсах кайрĕ. «Эсĕ мĕн, хăвăн пурнăçна тĕппипех пĕтерес терĕн-им?» — кăшкăрчĕ вăл кравать çине йăванса кайнă ывăлне.
IV
Костя урăх Настя патне килмерĕ. Кĕркуннехи ăмăр çанталăкра та тепĕр чух хĕвел тухать, вĕсемшĕн вара уяр çанталăк хăçан пулать, пĕлмерĕ хĕр.
— Эсир çав Павăл сӳпĕлтетсе çӳрекен сăмахсем пирки çӳреме пăрахрăр-и мĕн? Пĕрре тăн кĕртсе илмелле пулнă ăна лайăхрах сирĕн, — терĕç юлташĕсем вĕсене.
— Пурнăç çине тĕрлĕрен пăхатпăр пулас çав эпир, — ответлерĕ Настя чĕререн хурланса.
Вунпĕрмĕш класра вĕренекен Наташа вара питĕ савăнчĕ Костя халь пĕччен пулнишĕн. Вăл юриех, кашни каç, каччă ĕçрен таврăннă çĕре урама тухса тăракан пулчĕ. Йĕкĕтĕн чунĕнче вара çил-тăман çавăрттарчĕ: çĕтсе çӳрерĕ Костя, мĕнле тĕрĕс çул тупмаллине пĕлмерĕ. Ним тума аптранипе сехечĕ-сехечĕпе кӳршĕ хĕрĕ тем çинчен пакăлтатнине урамра итлесе тăчĕ вăл.
Пĕррехинче Наташăпа Костя пĕрле клуба тухрĕç те çĕрĕпех пĕрле ташларĕç. Çакна кĕтмен ялти çамрăксем, вĕсем çине тĕлĕнсе пăхрĕç. Наташа питĕ телейлĕ туйрĕ хăйне. Часах Настя та каччă тепĕр хĕрпе çӳреме тытăннине пĕлчĕ. Ăшĕнче вут çунчĕ унăн, анчах Костьăпа хăйне малтанхи пекех тытрĕ: кашни кун сывлăх сунчĕ, ĕçпе çыхăннă ыйтусене лăпкăнах пăхса тухрĕ. Каччă та чиперех калаçрĕ Настьăпа, ним те пулман тейĕн. Йывăр пулчĕ çакна чăтма хĕре: юнашар килĕшекен, чуна çывăх çын тăрать, эсĕ вара ун патне пыраймастăн, сивĕ стена тăрать хушăра.
Çав кунсенчех хăйĕн тăван ялне Николай Сивелин çемьипе таврăнчĕ. Пурнăçĕ тĕрĕс мар çулпа кайнă унăн хулара. Вăл хурал службинче ĕçленĕ чухне пĕр организацинчен хаклă япаласем вăрланă та тĕрмерен икĕ çул ларса тухнă. Халь вара яла таврăнма шутланă. Настя нумайранпа курман ăна. Канмалли кун хĕр асламăшĕ патне, Хурăнлăха, кайса килме шутларĕ. Çак ялтах Сивелин та пурăнать. «Тен, тĕл пулăп ăна урамра», — шухăшларĕ Настя хăй ăшĕнче. Хурăнлăха хăвăрт çитрĕ хĕр.
— Николай, эсĕ-и ку? — терĕ вăл, лавкка умĕнче тăракан ар çынсем хушшинче паллакан сăна курсан.
— Асаннӳ патне-им? — ыйтрĕ Сивелин, иккĕшĕ ыттисенчен аяккарах кайсан.
Калаçу çăмхи ниепле те малалла кусмарĕ. Настя Николай çине пăхрĕ-пăхрĕ те ăнланчĕ: улшăннă тахçантанпах пĕлнĕ çын. Çук хĕвел çути чунĕнче, ялтăртатмасть, çиçмест вăл. Куçĕсем пушă, калаçнă чух таçта аякра вĕсем. Анчах тавçăрчĕ хĕр: тĕппипех сӳнмен-ха çак çутă. Николай ялта, тăван çĕр çинче ĕçлесе пурăнасшăн. «Ēмĕтсем пурнăçланччăр сан», — терĕ Настя унпа сывпуллашса. Вăл ăна нимпе те пулăшаймарĕ: иккĕшĕн ялĕсем инçетрех мар пулсан та пĕр-пĕринчен, ял хуçалăх предприятийĕсем ăрасна.
Хĕр асламăшĕн килĕ тĕлне çитес умĕн Ивана, Николайăн шăллĕне, курчĕ. Вăл урамра хăйĕн тракторне юсать иккен.
— Салам, Настюша! — инçетренех янрарĕ унăн сасси.
— Салам, ванчĕ-им? — ыйтрĕ пике.
— Ял варринчех чарăнса ларчĕ, уя тухасшăн мар ĕçлеме ман тимĕр юлташ. Ак чакаланкалăп та, çавах илсе тухатăп эп ăна, — кула-кула ответлерĕ каччă.
Иван пĕртте улшăнман: пурнăç çине тулли кăмăлпа пăхать, хресченĕн ĕмĕртен пыракан ăсĕпе пурăнать. Ку каччăн чунĕнчи хĕвелĕ малтанхиллех ăшшăн çунать — сивĕпе шăннă чĕресене ирĕлтерет, хуйхăпа пăтраннă кăмăла лăплантарать, халсăррисене вăй парать.
«Турăçăм, кашни çын хăйĕн вырăнĕнче пулни мĕнле пĕлтерĕшлĕ иккен пурнăçра, — шухăшларĕ Настя. — Иван акă юратнă ĕçĕнче, тăван çĕр çинче вăй хурать. Вăл çакăнпа телейлĕ, вăл хăй вырăнĕнче. Чунĕ те хавас унăн, йĕри-тавра пурне те ăшăтакан çутă сапать».
Çакăн пек шухăшсемпе хĕр асламăшĕн пӳрчĕ патне çитрĕ. Унта вăл пахчара ĕçлерĕ, ват çынна çĕрулмие, кишĕре вырнаçтарма пулăшрĕ. Ĕшĕннĕ, анчах чунĕпе лăпланнăскер, каç енне Настя тăван ялне кайрĕ.
Тепĕр кунне вăл ир-ирех ĕçе тухса утрĕ. Кăнтăрла хĕр столовăйне апат çиме кĕчĕ те хирĕç кĕтесре Костьăпа Наташа ларнине курчĕ. Хĕр ачан амăшĕ кунта повар пулса ĕçлет.
— Кур-ха, Павăлăн чупкăнĕ килчĕ, — илтĕнчĕ Наташăн сасси.
— Эс, пукане, пурнăç мĕнне пĕлместĕн-ха, çавах çынсене тиркеме хăтланатăн. Çитĕнсе çитсе уру çине тăр-ха, вара курăпăр, ирĕк пур-и сан ыттисене айăплама, — хыттăн каларĕ Настя вĕсен еннелле пăхса.
Хĕр ача тем ответлесшĕнччĕ, анчах Костя ăна чарчĕ, сăмах чĕнме памарĕ.
Кăмăлĕ хуçăлчĕ Настьăн, апат çимесĕрех тухрĕ столовăйĕнчен. Вăл кантура кĕчĕ те документсемпе ĕçлеме тытăнчĕ.
— Пур-и кунта кам та пулсан? — илтĕнчĕ çав вăхăтра алăк патĕнчен Романăн сасси.
— Мĕнле ĕçпеччĕ эсĕ? — ыйтрĕ хĕр, унăн аллинчи темле хутсене курсан.
— Мана çаксем çине алă пусса пар-ха, — терĕ йĕкĕт юнашар ларса.
Роман сисрĕ: Настя темшĕн питĕ салхуллă. Çакна пытарма тăрăшать вăл, анчах хура куçĕсем хурлăха пытараймаççĕ.
— Мĕн пулнă сана? — ыйтрĕ каччă пăшăрханса.
— Нимех те, иртсе каять акă, — терĕ хĕр.
Ăшра тем капланса килчĕ унăн, вĕри куççульсене аран тытса чарчĕ вăл. Тарăн сывласа илчĕ те Настя, хутсем çине хăвăрт алă пусса пачĕ.
— Чăн та ним те пулман-и? — тепĕр хут ыйтрĕ Роман.
Хĕр пуçне сĕлтрĕ. Йĕкĕт ун çине ĕненмесĕр пăхрĕ, çапах та çын чунне кĕрес мар, терĕ пулас, пӳлĕмрен тухрĕ. Настя вара аптечкăран валерьянка илсе ĕçрĕ те, тин лăпланчĕ. Ĕç кунĕ ерипен каç еннелле шурĕ.
Клубра паян концерт. Хуларан артистсем килеççĕ. Настьăн паянхи каç пĕртте килтен тухас килмерĕ, анчах амăшĕ çине тăрсах клуба хăваларĕ: «Паян питĕ чаплă концерт пулать унта. Кай, уçăлса кил хăть, ахаль те кашни каç пӳртре ларатăн», — терĕ.
Концерт, чăнах та питĕ лайăх пулчĕ, пурне те килĕшрĕ. Ун хыççăн çамрăксем ташлама юлчĕç. Акă музыка янраса кайрĕ. Тепĕр енче тăракан Костя вальса çĕнĕ савнине чĕнчĕ. Настя патне вара Павăл пырса тăчĕ те ăна вăйпах ташлама туртма тытăнчĕ. Хĕр килĕшменнипе, вăрçсах кайрĕç. Кунтан тухса каймаллине ăнланчĕ Настя, Альбинăна куçĕпе шырама тытăнчĕ. Çав вăхăтрах пуçĕ чике-чике ыратма пуçланине туйрĕ вăл. Аякрах мар хăйсен ялĕнчи каччăсен ушкăнĕ тăрать. Унта Роман та пур. Хĕр ун патнелле утрĕ.
— Роман, мана киле мотоциклпа леçсе хăвар-ха. Темшĕн хама питĕ япăх туятăп, — терĕ вăл йĕкĕте.
— Айта, кайрăмăр, — чĕнчĕ лешĕ, алăк еннелле утма тытăнса.
Тăруках ун çулне Павăл пӳлсе лартрĕ те Романа тумтир çухавинчен ярса тытрĕ. Хĕр туйрĕ: часах тытăçу пулать. Настя темскер каласшăнччĕ, анчах куçĕ хуралса килнипе урайне тĕшĕрĕлсе анчĕ те тăнне çухатрĕ, сăмсинчен юн юхса тухрĕ. Çакна курсан, Павăл тăшманне вĕçертрĕ те çĕре ӳкнĕ çын çине ăнланмасăр тĕллесе пăхрĕ. Роман хĕре асăрхануллăн çĕклерĕ, пукансем çине илсе хучĕ. Музыка янрама пăрахрĕ.
— Мĕн пулнă ăна? — ыйтрĕç пухăннă çамрăксем.
— Камăн нашатырь спирчĕ пур килте, чупăр хăвăртрах, — кăшкăрчĕç теприсем.
— Эп мотоциклпа кайса фельдшера илсе килетĕп, — терĕ те Роман, хăвăртрах клубран чупса тухрĕ.
Костя, малтан мĕн пулнине ăнланманскер, çынсем пухăннă çĕре çывăха пырсан, хытсах тăчĕ. Вăл пĕртте шухăшламан Настьăпа çавăн пек пулса тухасса.
Часах урамра мотоцикл сасси илтĕнчĕ, клуба фельдшерица, Маргарита Петровна, кĕчĕ. Нашатырь шăршипе хĕр тăна кĕмерĕ. Фельдшерица Настьăн чĕрине итлерĕ, юн пусăмне виçрĕ, кайран укол турĕ, анчах лешĕ куçне уçмарĕ. Маргарита Петровна хĕре хăвăртрах васкавлă пулăшу машинипе районти больницăна ăсатрĕ.
Хумханнă çамрăксем килĕсене саланма пуçларĕç. Костя çеç вырăнтан тапранмарĕ. Шухăша кайнăскер, юнашар тăракан Наташа çине-çинех киле кайма чĕннине те илтмерĕ вăл. Паянхи инкек пулнишĕн хăйĕн айăпне те туйрĕ каччă. Тахçанах пĕрле çӳремеççĕ пулсан та, вăл Настя çинчен час-часах шухăшланă, чунĕпе ун патне туртăннă. Хĕре курсан, яш чĕринче яланах юрату, тарăху, иккĕленӳ пĕр-пĕринпе хирĕçетчĕç. Анчах ĕмĕрлĕхех сывпуллашма хатĕр мар Костя Настьăпа.
Шухăш çиппине татма хăранăн, каччă хуллен, пуçне çĕклемесĕр, урам тăрăх килĕ еннелле утрĕ.
V
Настя пĕр эрне ĕнтĕ больницăра тăна кĕмесĕр выртать. Амăшĕ кашни кун больницăна çӳрерĕ, анчах хĕрĕ куçне уçмарĕ. Костьăн та чунĕ вырăнта мар. Çитменнине тата Роман ăна вăйлах тустарса илчĕ: «Эсĕ айăплă Настьăпа çавăн пек пулнишĕн. Чăнлăхпа суяна та пĕр-пĕринчен уйăрма пĕлместĕн», — терĕ. Костя больницăна икĕ хут ĕнтĕ кайса килчĕ, анчах тухтăрсем хĕр патне кĕртмерĕç. Тепĕр икĕ эрнерен çеç Настя тăна кĕрсе куçне уçрĕ, анчах ун патне, амăшĕсĕр пуçне, никама та ямарĕç.
Уйăх ытла выртрĕ хĕр тухтăрсем патĕнче сывалса. Больница хыççăн пĕрремĕш хут урамра тĕл пулсан ăна, Костя тĕлĕнсе кайрĕ. Хĕр куçĕсем пушă, ним те çук вĕсенче, иртсе каякан çынна та курмаççĕ тейĕн. Каччă ăнланчĕ: малтанхи Настя урăх çук. Ку вара — тепре, ют. Çакна йышăнма йывăр пулчĕ йĕкĕте.
Настя, чăнах та, улшăннă. Тепĕр тĕнчере пулса курнă вăл. Питĕ лăпкăччĕ унта, тавралăх çын чунне ăшăтакан çутăпа тулнăччĕ. Тĕлĕнмелле телейлĕ туйрĕ хăйне хĕр çав ырлăхра. Унăн пĕртте таврăнас килмерĕ ку тĕнчене, çынсем патне, анчах пĕр сасă ăна çине тăрсах каялла чĕнчĕ. Ку вăл Игорĕн сасси пулчĕ. Таçта инçетре, тĕтре ăшĕнче тăраканскер, каччă пĕрмаях: «Настя, Настя-я! Ăçта эсĕ, таврăн каялла!» — тесе йыхăрчĕ. Вăл çине тăрса чĕннипех хĕр пĕр хĕвеллĕ кун куçне уçрĕ те юнашар ларакан амăшне курчĕ. Хăйне ырлăх тĕнчинчен туртса кăларнăшăн малтанах Настя питĕ кăмăлсăр пулчĕ. Вăл ниепле те çав тĕлĕнмелле вăхăта манаймарĕ, шухăшĕсем унтах вĕçрĕç. Çынсене вара пикен таçта инçетелле пăхакан, чĕрĕ мар куçĕсем хăрататчĕç. Никамран та, нихçан та сехĕрленмен Павăлăн та, Настьăна курсан, чунĕ сӳ-ӳ! турĕ. Вилĕме куçран пăхнăн, вăл хăраса кайрĕ те çултан хăвăртрах пăрăнчĕ.
Çапах та хуллен хĕр кулленхи пурнăçа хăнăхрĕ, ĕçе те таврăнчĕ.
— Айта, ыран хулана кайса илемлĕ кĕпесем туянатпăр çулла валли. Парикмахерскине те кĕрсе тухатпăр. Айта, пуçна усса ан лар, — терĕ пĕррехинче Альбина тусĕ каç енне.
— Ман тăхăнмаллисем пур-çке, — ответлерĕ Настя.
— Çĕнĕ япаласемпе çĕнĕ пурнăç пуçланать. Сана халь çакă питĕ кирлĕ, — вĕрентрĕ тантăшĕ.
Тепĕр кунне иккĕшĕ те хулана ларса кайрĕç. Савăнăçлă кăмăлпа килчĕç унтан вĕсем. Настьăна паллама та çук ĕнтĕ: çĕнĕ причёскăпа, чечеклĕ çутă кĕпепе.
— Пĕлетĕн-и, Альбина, эпĕ малалла вĕренес тетĕп, — хăй те кĕтмесĕр персе ячĕ хĕр, тĕкĕр çине пăхса тăнă май. — Куçăмсăр майпа акăлчанпа нимĕç чĕлхи факультетне кĕрĕп. Вара, чăнах та, ман çĕнĕ пурнăç пуçланĕ.
— Кăмăлу пулсан тăрăш, интереслĕ те, усăллă та, — хавхалантарчĕ тантăшĕ.
Çапла Настя иккĕмĕш хут студентка пулса тăчĕ. Тин ĕнтĕ унăн пушă вăхăт çук. Çакăншăн хĕр савăнчĕ çеç. Вăл ĕçе çӳрерĕ, канмалли кунсенче хулари библиотекăна вĕренме кайрĕ, экзаменсене хатĕрленчĕ. Клуба урăх тухмарĕ Настя.
Пĕр çул сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Хĕр ĕнтĕ тăваттăмĕш курсра. Вăхăт-вăхăт вăл хулари пĕр фирмăна ĕç хучĕсем куçарма кайкаласа килет. Анчах пĕррехинче Настя пурне те тĕлĕнтерчĕ. Хуларан каç енне таврăннă чухне вăл урамра такамсем кăшкăрашнине илтрĕ. Тăваттăн ӳсĕр пуçла хĕрсе кайсах тӳпелешнине курчĕ хĕр çывăха пырсан, аякрах мар пĕри ирĕлме пуçланă юр çинче выртать. Чĕри тем лайăх мара сиснĕн, Настя çав çын патнелле утрĕ. Роман вĕт ку! Юр юнпа хĕрелнĕ каччă тавра. Хĕр ăна çĕклентерме тăчĕ те, аяккинчен тăрăнса тăракан çĕççе курсан, хăрушла кăшăрса ячĕ. Эрехпе пуçĕсене анратнă çамрăксем, çапăçма чарăнса, ним ăнланмасăр Настя еннелле пăхрĕç. Тахăшĕ вĕсенчен Романа çĕçĕпе чикнине ăнкарсан çеç, яшсем урăлса кайнă пек пулчĕç. Часах темиçе хĕрарăм чупса килчĕç вĕсем патне.
— Шăнкравлăр хăвăртрах больницăна! — кăшкăрчĕ Настя çынсене, кайран
Романăн аллисене тытса пăхрĕ.
Вĕсем сивĕ. Тăруках каччă куçĕсене уçрĕ, анчах ним калаймасăр, каллех тăнне çухатрĕ. Настя унăн пульсне тытса пăхрĕ, аран-аран çеç тапать вăл.
— Роман, ан парăн. Халех васкавлă пулăшу машини килет. Сан пурăнмалла-ха. Эпĕ сана ямастăп, — çирĕппĕн каларĕ хĕр.
Каччă каллех куçне уçрĕ те тепĕр минутранах тăнне çухатрĕ. Ăна сывлама йывăр пулса çитрĕ. Настя йĕкĕтĕн аллисене хыттăн чăмăртарĕ те сăмахларĕ: « Роман, ан парăн. Кур акă, сан патне хĕвел пайăрки анчĕ. Туятăн-и мĕнле ăшă пулса кайрĕ аллусене, урусене. Унтан пурнăç хĕлхемĕ куçать сана. Сисетĕн-и, сывлама та çăмăлрах та çăмăлрах. Сывла, Роман, сывла». Каччă, чăнах та, хăйне лайăхрах туйрĕ пулас: куçĕсене уçрĕ те хĕр çине тинкерчĕ.
Çав вăхăтра васкавлă пулăшу машини килсе çитрĕ те аманнă çынна хăвăртрах больницăна илсе кайрĕ. «Пурте чиперех пулĕ. Нумаях та вăхăт иртмĕ, сывалса тухăн. Сан ăшĕнче халь пурнăç хĕлхемĕ пур», — терĕ Настя ăна илсе каиччен.
Машина куçран çухалсан, хĕр хăй мĕнле ывăннине туйрĕ. Чĕри çине такам чул хурнăн, питĕ йывăр пулса кайрĕ ăна. Шăпăртатса куççуль юхма тытăнчĕ. Вăл каялла уй еннелле кайрĕ те çĕр çине выртса темччен макăрчĕ. Хăй те ăнланмарĕ мĕншĕнне. Тен, тахçантанпа пуçтарăннă йывăр самантсем, пăшăрханусем, ыратусем халь çак куççульсемпе ӳхса тухрĕç, те çапла чун тасалчĕ. Хуллен Настя лăпланчĕ, ăшра та çăмăл пулса кайрĕ.
Тĕттĕмленме тытăнчĕ ĕнтĕ. Хĕр ура çине тăчĕ те ерипен килелле утрĕ. Çул çинче вăл Костьăна тĕл пулчĕ, анчах ун çине пăхмарĕ. Каччă Настьăна сăмах чĕнесшĕнччĕ, анчах леш шухăша кайса пынине курсан, хăяймарĕ. Паçăр йĕкĕт ăна аманнă юлташĕ патĕнче курчĕ. Вăл та, ытти çынсем те ăнланмарĕç, пике мĕн каланине. Темле тĕлĕнмелле, ăнкармалла мар пулчĕç унăн сăмахĕсем. Настя утрĕ те утрĕ…Килĕ умне те çитрĕ ĕнтĕ.Çав вăхăтра шăпчăк хăйĕн юррине шăрантарма тытăнчĕ. Ыйхăран вăраннăн, хĕр пуçне çĕклерĕ те кайăк юррине итле-итле килне кĕрсе кайрĕ.
Çамрăксем нумайччен урамри инкек çинчен калаçрĕç, кайран лăпланчĕç. Эрех ĕçсе тултарнă яшсем хăш вăхăтра чарма пынă Романа çĕçĕпе чикнине те астумарĕç. Операции тунă хыççăн каччă больницăра тепĕр икĕ эрне выртрĕ. «Тĕлĕнмелле, мĕнле чĕрĕ юлнă-ха эсĕ çавăн пек йывăр суранпа», — терĕç тухтăрсем ăна сывалма пуçласан. Часах вăл ура çине тăчĕ. Киле таврăннă хыççăн, тепĕр икĕ кунтанах каччă ĕçе тухрĕ. «Тавтапуç сана мана пулăшнăшăн. Эпĕ ун чухне пĕтмех тытăннăччĕ, сан сăмахсем çеç уйрăлма памарĕç пурнăçран», — терĕ Роман, урамра Настьăна курсан. «Сана та тав лайăх юлташ пулнишĕн. Çулсем малалла, сывă та телейлĕ пулар», — ответлерĕ хĕр.
VI
Настя пиллĕкмĕш курсра ĕнтĕ. Çутă кун вăл ĕçре, каçпа экзаменсене хатĕрленет е документсем куçарать пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене. Костя малтанхи пекех Наташăпа çӳрет, анчах час-часах килне ӳсĕр таврăнать. Амăшĕ вăрçма тытăнсан, хирĕç: «Мĕн тумалли юлнă халь ман урăх? Эсĕ хăвăн чĕлхӳпе ман телее аркатрăн», — тесе хурать. Ятлаçнин усси çук. Костя ниепле те Настьăна манаймасть, анчах халĕ ĕнтĕ иртнине тавăрма çук. Хĕр улшăннă, тепĕр çын вăл халь.
Кĕркунне Романăн çуралнă кун. Вăл Настьăна тата ытти хăйĕн юлташĕсене праçнике чĕнчĕ. Акă пурте сĕтел хушшинче Романа çирĕм пиллĕк çул тултарнă ятпа саламлаççĕ, парнесем параççĕ. Праçник хĕрсе пынă вăхăтра такамсем алăкран шаккарĕç. Пӳрте икĕ каччă кĕрсе тăчĕç. Вĕсем пурне те сывлăх сунчĕç те Роман патне пырса çуралнă кун ячĕпе саламласа парнесем пачĕç. Кайран йĕкĕтсене сĕтел хушшине ларма чĕнчĕç. Пĕри Настьăна хирĕç вырнаçрĕ. Хĕр сисрĕ: каччă куç илмесĕр ун çине пăхать. Настя халь çеç ăнланчĕ — ку вĕт Игорь, институтра ун патне пыма хăяйман йĕкĕт. Ун сассипе вăл тăна кĕчĕ больницăра.
Каччă хăй çине тимлесе пăхнипе хĕре лайăх мар пулса кайрĕ. Çав вăхăтра купăс сасси янрама пуçларĕ.
— Настя, шăрантар-ха хăв нститутра вĕреннĕ чухнехи юрра, — терĕ кĕтмен çĕртен Игорь.
— Юрĕ, анчах эсĕ мана пулăш, пĕрле пуçлар, — ответлерĕ хĕр, кăштах шухăшланă хыççăн.
«Пĕччен хурăн» ятлăччĕ юрри, пике манма та тытăннă ĕнтĕ сăмахĕсене. Каччă купăсçăна темскер кайса каларĕ те, лешĕ палланă кĕвве выляма тытăнчĕ. Çепĕç, чуна пырса тивекен юрă пурне те хумхантарса ячĕ. Настьăпа Игорĕн сассисем çав тери хитрен, килĕшӳллĕн янрарĕç. Костя, сĕтелĕн тепĕр енче лараканскер, вĕсем çине кĕвĕçӳллĕн пăхма тытăнчĕ.
— Мĕншĕн ку юрра пĕрре те юрласа кăтартман эс пире? Кам ку йĕкĕт?», — ыйтма тытăнчĕç тантăшĕсем чăтăмсăррăн Настьăран, купăс выляма чарăнсан.
— Институтра пĕрле вĕреннĕ эпир унпа. Вăл студентсен концерчĕсенче час-часах хăй те сцена çине тухатчĕ, ответлерĕ хумханнă хĕр.
Часах çамрăксем пурте ташлама тухрĕç. Настьăна вальса Игорь чĕнсе кăларчĕ. Ташланă май, хĕр куçне те çĕклеймерĕ ун çине. Пĕрре пăхса илчĕ те, йĕкĕтĕн юратупа тулнă куçĕсенче путма тытăнчĕ. Хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ Настя — кĕлленмен иккен-ха ун чĕри, чăн-чăн туйăмсенчен чĕрĕлсе кайма та пултарать.
Каччăпа хĕрсем килĕсене саланма тытăнчĕç. Игорьпа унăн юлташне илме хуларан машина килчĕ. «Каçар, халь манăн каймалла. Тепĕр виçĕ кунтан сан пата килетĕп», — терĕ йĕкĕт сыв пуллашнă май.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, пĕр каçхине вăл Настьăна урама чĕнсе кăларчĕ. Вĕсем институтри çулсене аса илчĕç, хальхи пурнăç çинчен калаçрĕç.
— Эп яланах сан çинчен шухăшланă. Тĕлĕксенче те эс çеçчĕ. Вăрçаттăм хама хăюллăрах пулманшăн, куçран çухатнăшăн. Романа хулара курсан çеç пĕлтĕм эсĕ кунта пурăннине, — терĕ Игорь сыв пуллашас умĕн.
— Тĕлĕнмелле, сан сасă мана леш тĕнчерен туртса кăларчĕ, — ответленĕн, каларĕ Настя.
Каччă чăтаймарĕ, хыттăн-хыттăн ыталаса чуп турĕ хĕре. Йĕкĕтĕн вĕри тутисем, юрату хĕмĕпе тулнă куçĕсем пикен чĕрине хумхантарса, çулăмлантарса ячĕç. Аран-аран сывласа ячĕ вăл Игорĕн ытамĕнчен хăтăлсан.
Каччă хулана кайрĕ. Ун хыççăн вăл икĕ хут та хĕр патне шăнкăравларĕ. Ĕç нумай пулнипе, ниепле те йĕкĕт Настя патне килеймерĕ. Тепĕр шăмат кун çеç Игорь яла ун патне патне çитрĕ. Салху каччă.
— Настя, мана çур çула чикĕ леш енне вĕренме яраççĕ. Пĕртте уйрăлас килмест санран, анчах унсăр малалла ĕçлеме йывăртарах пулать. Кĕт мана, юрать-и? — терĕ вăл пусăрăнчăк кăмăлпа.
— Питĕ кĕтĕп эсĕ килессе. Шăнкăравласа та тăрăпăр пĕр-пĕрне, — ответлерĕ Настя.
Чăнах та, пĕртте ярас килмест унăн Игоре инçете нумайлăха. Тин çеç хăйне телейлĕ туйма тытăннăччĕ хĕр, халь вара каллех уйрăлу тухса тăчĕ вĕсен çулĕ çине. Анчах ним тума та çук.
Эрнерен каччă ют çĕршыва вĕренме кайрĕ.
VII
Сивĕ хĕл те иртсе пырать ĕнтĕ. Хĕвел ытларах та ытларах хĕртет, юр çукпа пĕрех. Çуркунне Настьăн çуралнă кун. Пĕррехинче ял хуçалăх кантурĕ патне палламан машина пырса чарăнчĕ. Унтан икĕ хĕрпе икĕ каччă тухрĕç. Пĕрин аллинче тем пысăкăш илемлĕ чечек çыххи, тепри торт тытнă, виççĕмĕшĕ çимеллисемпе тултарнă пысăках мар капăрлатнă карçинкка çĕклесе пырать, тăваттăмĕшĕ темле хутсемпе утать. Çамрăксем кантура кĕчĕç те унта ларакан çынсенчен: «Кам кунта Настя Николаева?» — тесе ыйтрĕç. Акă вĕсем бухгалтери еннелле утрĕç кирлĕ çынна шыраса. Тăватă хĕрпе каччă хăй умне пырса çуралнă кун ячĕпе хаваслă юрăсемпе, сăвăсемпе саламлама тытăнсан, Настя çĕтсех кайрĕ. Ун хыççăн çамрăксем ăна Игорь ячĕпе илемлĕ чечек çыххи, пысăк торт тата ытти парнесем пачĕç те кайма пуçтарăнчĕç. Хĕр вĕсене чунтан тав турĕ те çуралнă куна паллă тума юлма ыйтрĕ, анчах лешсем тепĕр çĕре васкарĕç. Настя вара праçнике ĕçри юлташĕсемпе паллă турĕ. Яланлăхах асра юлакан уяв пулчĕ ку хĕршĕн. Çакăн пек телейлĕ пулса курман вăл хăйĕн çуралнă кунĕнче.
Киле вăл тем пысăкăш хĕрлĕ роза чечекĕ çыххипе, савăк кăмăлпа çăмăллăн утрĕ. Костя, урамра юлташĕсемпе калаçса тăраканскер, тĕлĕнсе пăхса юлчĕ ун хыççăн. Телейпе çиçет Настя. Каччă тахçантанпах ăна кун пек савăнăçлă курман. Йĕкĕте хăйне те темле çăмăл пулса кайрĕ чунĕнче. Вăл хĕршĕн хĕпĕртерĕ.
Настьăн тусĕсем нумайччен калаçрĕç çав çуралнă кун çинчен. Хĕр ун хыççăн татах та илемленсе кайрĕ, темле илĕртӳллĕ хăват çынсене ун патне туртрĕ.
Çур çул хăвăрт иртсе кайрĕ. Пĕр кунне ĕç вĕçленнĕ çĕре кантур патне хура çăмăл машина килсе ларчĕ те унтан Игорь тухрĕ. Вăл Настьăна кĕтрĕ. Хĕр кантур алăкне уçса урамалла пĕр утăм çеç турĕ, куçĕсемпе каччăпа тĕл пулчĕ. Чарăнса тăчĕ пике. Питĕ тунсăхланипе-и, иккĕшĕ те куçĕсене илеймерĕç пĕр-пĕринчен. Тем каларĕç вĕсем, таçта вĕçрĕç шухăшсемпе пĕрле. Акă Игорь чăтаймарĕ: ыткăнчĕ те Настя патне, ыталаса чуп тума тытăнчĕ. Кăштах лăплансан, вĕсем машина çине ларса хĕр килне кайрĕç.
Тепĕр кунтан пурте Настьăн пӳрнинче мăшăрлану çĕррине курчĕç. Вĕсем Игорьпа çырăннă та ĕнтĕ. «Мĕнле питĕ хăвăрт туса ĕлкĕрнĕ эсир пурне те? Туй та пулмарĕ-çке сирĕн», — терĕç ялти çамрăксем Настьăна. «Эпир пĕр-пĕрне тахçанах пĕлетпĕр. Туйĕ пулать тепĕр уйăхран. Халь Игорĕн тепĕр эрнелĕхе ют çĕршыва кайса килмелле», — ответлерĕ хĕр.
Янкăр хĕвеллĕ çуллахи кун ялта Настьăпа Игорĕн туйĕ кĕрлерĕ. Ун хыççăн çамрăк мăшăр хулара пурăнма тытăнчĕ. Иккĕшĕн те унта лайăх ĕç пур.
— Ялта пурăнас килмест-и? Эсĕ вĕт килĕштеретĕн çутçанталăка, — терĕç тус-тантăшĕсем Настьăна.
— Çапла, эпĕ питĕ юрататăп хамăн яла, тăван тавралăха. Чуна ыраттармалла юрататăп. Уя тухатăп та сывлăшăн кашни пĕрчине туятăп, ирĕлсе, хутăшса каятăп вĕсенче. Вĕçĕ-хĕррисĕр инçене пăхатăп та мăн асаттесен тĕнчине аса илетĕп, унта кайнисем çав вăхăтра ман хыççăн çӳлтен сăнаса тăнă пекех туйăнать. Чăнах та, юрататăп тăван тавралăха, анчах кунта пурăнма мана йывăр аса илӳсем памаççĕ. Ыратараççĕ вĕсем чуна, тӳрленмен суран пек, татах та татах тавăраççĕ кăткăс самантсене. Кашни кун çакна туйма йывăр. Тен кайран, ватăласпа, чунпа лăплансан, таврăнăпăр яланлăхах кунта пурăнма Игорьпа. Халь вара, канмалли кунсенче атте-аннене пулăшмалла килкелесе тăрăпăр, — ответлерĕ хĕр.
Настя çĕнĕ пурнăçа пуçĕпех чăмрĕ. Туй пуличчен вăл Николая урамра курчĕ. Улшăннă çамрăк арçын. Вăл малтанхиллех, шкулта чухнехи пекех, савăнăçлă. Малтанхиллех унтан куçа йăмăхтаракан, чуна ăшăтакан ырă çутă саланать. Телейлĕ Николай, вăл пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă. Унăн çемье, юратнă ĕçĕ пур. Вăл — тракторист, комбайнёр, фермер — пĕрре каласан, уй-хир хуçи. Николай ир-ирех тăрать те вырма е сухалама, çулма е сӳрелеме тухса каять. Юратать вăл çĕре, чунĕпе туять ăна. Çĕр те парăмра юлмасть: лайăх тухăç çеç мар, хăйĕн тапса тăракан пурнăç вăй-хăватне те парать.
Костя Наташăна авланчĕ. Хăнăхрĕ вăл çак хĕре, телейлех туймарĕ пулсан та хăйне. Ачасем çуралсан çеç лăпланчĕ чунĕпе Костя.
Пурнăç малалла каять. Кам хăй вырăнне тупнă унта — вăл телейлĕ.