Çынна хĕрхенекенсем телейлĕ, вĕсене хăйсене хĕрхенĕç.
Таса чĕреллисем телейлĕ, вĕсем Турра курĕç.
[Мф.5:7,8]
Эпĕ ăна автобусрах асăрханăччĕ. Пĕрре пăхнипех вăл мĕнлерех çын пулнине тавçăрма та, миçе çулта иккенне тĕшмĕртсе калама та аптăрамалла пек туйăнчĕ те, пĕр ăстрăм витĕрлесех пăхса лартăм çак ни ытла ватă, ни çамрăках мар арçын çине. Платна хул-çурăм, шăртлă янах, вăрăмрах хура çӳçне ĕнсе хыçне резинкăпа пуçтарса çыхнă. Çыхха шăнăçайман çӳç пайăркисене хăлха хыçне меллештернĕ. Çийĕнче тĕттĕм кăвак футболкăпа хура шăлавар, хулпуççи урлă пысăках мар сумка уртнă. Тек-текех енчен-енне çаврăнкаласа автобус чӳречинчен хула урамне тĕсесе пыратчĕ вăл. Ахăртнех, кунти çын мар-тăр та, хăйне кирлĕ чарăнура анма пĕлмесĕр шăхăрса юласран çапла канăçсăрланать пулĕ-ха ку терĕм вара эпĕ ун çинчен куçăма илсе.
Манăн хама шараçлантаракан ыйтусем те мăй таран-ха, тĕрĕссипе. Паян акă анчăк хӳри евĕр вăрăм чĕлхемпе таçта та пырса кĕме юратакан сăмсана пула чут кăна ĕçсĕр тăрса юлаттăм. Эпĕ вăй хуракан хаçатăн паянхи номерĕнче ман статья тухмаллине пĕлеттĕм-ха. Сусăр ача-пăча шăпине сăнлакан материала эрнене яхăн питĕ тĕплĕ пуçтарнăччĕ, икĕ каç куç хупмасăр тенĕ пек текст шăрçаларăм. Ирхине халь çеç пичет станокĕ айĕнчен тухнă хаçата алла илсе кирлĕ страницăна уçсан ахлатсах ятăм — статьяна çуррине яхăн кĕскетнĕ. Куçăмпа урлă-пирлĕ виçелесех ăнлантăм: материалти тавлаштаракан, сусăррисен проблеми çине урăхларах куçпа пăхтаракан шухăшсене кăларса сирпĕтнĕ те çара фактсене çеç хăварнă. Чухлатăп, хаçат калăплассишĕн яваплă редакторăн ĕçĕ ĕнтĕ ку. Автора ним пĕлтермесĕрех çапла туни пĕрре мар пулкаланă ун, ытти журналистсем тарăхса ятлаçнине хам та сахал мар илтнĕ. Шалтан вăй-й! вĕркесе çĕкленнĕ тарăхăвăма çăварлăхласа ĕлкĕреймесĕрех редактор ларакан пӳлĕме таплаттарса пырса кĕтĕм. Вара çăвара ăнсăртран персе чикнĕ вĕри улмана пак! кăларса пенĕн тӳрремĕнех çапла ыйтрăм:
— Василиса Аркадьевна, ман статьяна мĕншĕн кĕскетрĕр?
Тем çырса ларакан редактор, ĕçтешсем каларăш «юбкăллă Вася», куçлăхне хывса мăйăр пек куçĕпе ман çине мăкăл-л! тинкерчĕ те çапларах çавăрттарса хучĕ:
— Горячева, эсĕ мĕн, вĕри чей ĕçнĕ-им?! Чим, мĕнлеччĕ-ха? «Сусăр ачана та çут тĕнче курма шăпа пӳрнĕ пулсан, эппин вăл пире, сыввисене, темшĕн кирлех...» Тĕрĕс-и? Сан шутупа, хаçатра çапла йышши шухăшсем çырса патшалăхра чăлах ачасем çуралнин кăтартăвĕ ӳссе пынине тӳрре кăларар-и? Ятарлă диагностика центрĕсенче инкеклĕ пепкесенчен амăш варĕнче чухнех хăтăлнине мĕншĕн сивлетĕн тата? Тупăннă гуманистка!.. Пуçа ăна хитре калпак тăхăнма кăна туса янă тетнем?!.
— Пуçа шухăшлама тунă, Василиса Аркадьевна... — редактор хĕрӳллĕхне кăштах сĕвĕртес тĕллевпе лăпкăн сăмах хушрăм эпĕ. — «Ан вĕлер» тени пурне те пырса тивмест-им вăл? Апла тăк ваттисем чире пула сусăр-чăлаха çаврăнсан вĕсене те вĕлермелле пулĕ? Пăхакансене асаплантараççĕ-çке вĕсем, хăйсем те шар кураççĕ, патшалăха мĕн чуль тăкак тата... Мĕнле шутлатăр?
— Итле-ха, эсĕ кунта ухмаха персе хĕрене пĕренепе танлаштарса ан тăр. Харпăрин ватлăхĕ епле килессине никам та пĕлмест, çавăнпа яш-кĕрĕме ваттине хисеплеме вĕрентмелле, сывви-сусăррине пăхмасăрах. Ăнлантăн-и?
Редактор çапла хĕремесленсе шавланине илтсенех пĕр паллакан хĕрарăм нумаях пулмасть каласа парса тĕлĕнтернĕ ĕненме те йывăр пăтăрмахлă истори пуçа килчĕ.
...Иккĕмĕш ачине çуратма хатĕрленекен пĕр хĕрарăма тухтăр çинçе сас (ультразвук теççĕ ăна вырăсла) тĕрĕслевĕ тунă та икĕ хыпар пĕлтернĕ. Анекдотри евĕр каласан пĕри — лайăххи, тепри — начарри. Лайăххи çакă: ывăл ача тĕнчене килме васкать-мĕн. Тăватă çулхи хĕр пĕрчи çитĕнтерекен амăшне ку пĕлтерӳ савăнтарсах янă: эх, тĕпкĕчшĕн çунакан ашшĕ хĕпĕртет ĕнтĕ! Унччен те пулмасть япăх хыпар илтсе чутах тӳнсе каймасть хайскер: çинçе сас кăтартăвĕ тăрăх — çуралас пепке сусăр иккен. Сехри хăпнă хĕрарăма йăпатмалли меслет те хатĕрех-мĕн шур халатлин: хырăм пăрахмалла. Пилĕк уйăха çитнĕ, чун кĕнĕ тăван ачана ним пулман пек вĕлермелле те — ĕçĕ пĕтнĕ. Мĕнле пурăнас килет — çапла пурăн вара. «Сусăр ача çуралсан кайран хăвна çеç айăпла, эпир сана асăрхаттарнă кăна мар, пулăшу та сĕннĕ,» — тухтăр каланă çак сăмахсем вичкĕн çĕçĕ майлах тăрăннă амăшĕн чĕрине. Малтан хырăм пăрахма шат та пат килĕшмен-ха вăл. «Кирек епле пулсан та — хамăн, пĕрех çурататăп,» — тесе шăлне çыртнă. Участокра сăнаса тăракан тухтăр инкеклĕ пепке çинчен ас тутарсах тăман тăк, çак утăма тăвас çукахчĕ пулĕ вăл. Çĕрçен çип çинче çакăнса тăракан шалти çирĕплĕхĕ татăлса анать те хайхин — килĕшет вара. Ултă уйăха та çитсе кайнă пепкинчен хăтарма ыйтса куççуль витĕр хут çырать. Çитĕнсе кайнă сусăр ачана операци туса касса илме йышăнаççĕ тухтăрсем. Касаççĕ хайхи, анчах айван та чăлах ача вырăнне тĕрĕс-тĕкел пепке çип-çинçе саспа уалатса ярать-мĕн. Ултă уйăхра çеç пулин те чĕрĕ пурнăçшăн ăнтăлакан сып-сывă маттуркка ывăл! Мĕн тумалла? Наркозпа минренĕ амăшне калама юрамасть — суд тенкелĕнчен хăпса пĕтеймĕн. Вăхăтсăр çуралнă ытти сусăр пепкесене çара паккаллах пăр пек сивĕ кафель урайне хурса кăшкăрайми пуличчен, кăвакарса кайиччен урайĕнчех тытнă пек те тăваймастăн. Ача сывă-çке-ха! Алли-ури те вырăнтах, пичĕ-куçĕ те, ытти кăтартусем те йĕркеллех. Пĕртен-пĕр çăлăнăç — вăхăтсăр çуралнисене йышăнакан çурта — инкубатора — ăсатмалла. Амăшĕ хăй аллипе операци тума ыйтса çырнă хут пур, эппин пепкерен хăй хăтăласшăн пулнă, ним шикленмелли те çук. Çапла тăваççĕ те.
Тăна кĕнĕ хĕрарăм каярах тĕпренчĕкĕ пирки ыйтсан: «Вилĕ ача çуратнă эсĕ, пăрахнă пепке ӳтне ашшĕ-амăшне памастпăр, вилĕ ача çуратнине ĕнентерекен справка каярах хатĕр пулать,» — тесе евитлеççĕ хайхине.
Ача вырăнне — хут татăкĕ. Мĕн тума кирлĕ вăл халь тин? Инкеклĕ хĕрарăм малтан çаплипех тухса каять-ха, анчах ĕçре çав справка кирлĕ тенипе пульницана каялла таврăнма тивет унăн. Шур халатлисен пĕр юрă: «Хатĕр мар-ха». Темиçе те килет çапла, урăх ĕç çук пек. Юлашкинчен хĕрарăма те такам ăс парать: дежурство журналĕнче операци епле иртни пирки мĕн çырса хунине ыйтма тавçăрать. Пĕр çап-çамрăк медсестра, ăна-кăна ним те пĕлменскер, кăларса кăтартать мĕскĕн амăшне çак журнала. Шурă çине хурапа çапла çырса хунă-мĕн: çав-çав сехетре пациенткăн чĕрĕ те сывă ывăл ача çуралнă, пепкерен амăшĕ хăтарма ыйтнине шута илсе ăна çав-çав тĕле ăсатнă. Хăш кун пулнине кăтартнă. Урай хăми ӳпне-питне чалăшса кайнăн туйăнать хĕрарăма. Тĕрĕсех-и? Йăнăшмасть-и? Хăйĕн ячĕ-шывех тăрать-мĕн. Кайран шеремет хĕрарăмĕ хăй ывăлне усрама илни çинчен документсем тутарса кăна ачаллă пулать...
Çак чăннипех те пĕççе шарт! çапса тĕлĕнмелли истори асăма килчĕ те, хирĕçлемесĕр тӳсеймерĕм:
— Çуралас пепке чăнласах сывă е сусăр пуласса та никам та пĕлмест. Хамăра тĕрлĕ лозунгсемпе витсе Турă паракан пепкерен хăтăлнине ырă ĕç тесе хаклаймастăпах эпĕ, Василиса Аркадьевна. Статьян тĕп шухăшĕ те çакăччĕ, анчах та кĕскетсе тăкнине пула вăл çухалнă.
— Мĕнех, редактор юсани килĕшмест тĕк урăх ĕç вырăнĕ те шырама пултаран. Вăйпа тытмастпăр, — сиввĕн тухрĕç редактор сăмахĕсем.
Юбкăллă Вася куçлăхне сăмси çине утлантарчĕ те татах хут ăшне тирĕнчĕ. Пусăрăнчăк кăмăлпа тухрăм эпĕ ун кабинетĕнчен. Ним тăвайманнипе, шалта кӳтсе çитнипе ӳлесе йĕрес килчĕ хамăн. Пăтăр-пăтăр юхса анчĕ куççуль пит çăмарти тăрăх. Ĕçтешсемпе пĕрле ларакан пӳлĕме ыткăнса пырса кĕтĕм те (мухтав Турра, никам та çукчĕ унта) пĕр ăстăркка чĕтренсех макăртăм. Эй, Турăçăм! Мĕншĕн çав таранах чунсăр çынсем?! Чи кирли — хăйсене ан тивччĕр! Халăха шухăшлама вĕрентесси журналистикăн тивĕçĕсенчен пĕри марччĕ-и вара? Чим, тен, сусăрсем пирки çапла шухăшласа эпĕ хам йăнăшатăп? Тен, тухтăрсем сыв мар пепкерен амăш варĕнче чухнех хăтăлса та тĕрĕсех тăваççĕ? Мĕн нуша курса тертленмелле ун, чăнах та?.. Турăçăм, пулăш! Нимĕн те ăнланми пултăм ку пурнăçа. Эсĕ пурах тăк, илтетĕнех ĕнтĕ ман чун ĕсĕклевне. Çук, çук, вăйсăр çын мар-ха эпĕ, анчах пурнăçри çакнашкал çӳллĕ чул хӳмесемпе тĕл пулмассерен кăмăл шатăрах хуçăлать, ĕçлес хавха сӳнет. Ара, хаçат тени çара цифрăпа та факт купипе çеç тулса лармалла-им-ха вăл? Тираж чакать, халăх хаçат вуламасть тесе янрашма юратаççĕ пуçлăхсем. Паян, телевиденипе интернет ĕмĕрĕнче, кулленхи пĕр евĕрлĕ пулăмсене кичем чĕлхепе сăнлакан хаçат-журнала камăн уçса вулас килтĕр? Тарăн шухăшлă, пурнăçра мĕн пулса иртнине чăннипех те тĕрлĕ енлĕ хакласа çырнă материал кĕтет вулакан. Чылайăшĕ хаçат страницине уçса вăл е ку ыйтăва епле татса памаллине те шырать. Эпир ăна çавна памарăмăр тăк — сывă пул, вулакан. Сан хаçату енне тек çаврăнса та пăхмĕ вара вăл.
Кайран, киле кайма тухсан та, çак ыйтусемех канăç памарĕç мана. Шăна-пăван пек хĕвĕшекен шухăш тыткăнĕнче айланса пыраканскер, хамăн чарăну çывхарнине те сисмен. Автобусран васкавар антăм та арçын сассине илтех кайрăм:
— Хĕрача...
Тамаша, вăтăр çулта та хăвна хĕрача тесе чĕннине илтме пулать-мĕн. Пĕчĕкрех пӳллĕ те çинçешке кĕлеткеллĕ пулнăран çапла çамрăк курăнатăп-ши элле, пĕлместĕп. Сасă илтĕннĕ енне çаврăнтăм та паçăр автобусра асăрханă арçынпа куçа-куçăн тĕл пултăм.
— Хĕрача, калăр-ха, тархасшăн, çакăнта таçта чиркӳ пулма кирлĕ. Кунти çын мар та, пĕлместĕп, — терĕ çак çын куçăмран йăвашшăн пăхса.
Пĕр-ик кун хырăнман пичĕпе вăрăм çӳçĕ малтан шиклĕ туйăм çуратнăччĕ манра. Арçыннăн евĕк сассине илтсен çак шикленӳ таçта кайса кĕчĕ. Хам та сисмерĕм, кăмăллăн кулса сăмах хушрăм:
— Пур, тĕрĕсех килнĕ эсир, эпĕ шăп çавăнталла пурăнатăп. Кунтан пĕр вунă минут утмалăх... Атьăр хам хыççăн.
Çулпа анаталла утрăмăр. Халап хапхин сăлăпне пĕр илсе пенĕскер чĕнмесĕр пыма та аван мар. Ем-ешĕл çăкасем те çуллахи вăштăр çилпе пăшăл пăтти пĕçереççĕ ав. Вĕсен çумĕпе тăсăлакан тротуарпа утнăçемĕн арçын енне пуçăма чалăштарса çапларах кăсăклантăм:
— Каçарăр, кунтисем мар терĕр те, инçетрен-и? Мĕн çăмăлпа килсе лекрĕр пирĕн пата?
Ман çулташ хулпуççинчен уртнă сумккине тӳрлеткелесе илчĕ те:
— Хам эп Пушкăрт енчен. Сирĕн хулана вара шăпа кустăрми кустарса килчĕ, — терĕ хĕрхӳн кулнă пек туса. Унтан те калас, те калас та мар тенĕн тытăнса тăчĕ те хушса хучĕ:
— Эпĕ сирĕн хула çумĕнчи пĕр колонире ларатăп, хама йĕркеллĕ тытнăшăн вунă кунлăх отпуск пачĕç те...
«Колонире» тенине илтсен сисмесĕрех кăрт! туртăнтăм эпĕ — çакă çитменччĕ тата! Арçын çавна çийĕнчех асăрхарĕ те мана лăплантарма васкарĕ:
— Тĕрмене çын вĕлерсен е кама та пулин çаратсан çеç мар, йăнăшпа та лекеççĕ. Ан шикленĕр, хам ĕмĕрте никама та хур туса курман эпĕ.
— Миçе çула хупрĕç вара сире? — хама-хам алла илсе лăпкăнах ыйтма тăрăшрăм.
— Вуннă, тăхăр çулĕ иртрĕ ĕнтĕ, тепре кăна юлчĕ.
Эпĕ тĕлĕннипе тăпах чарăнса тăтăм.
— Ву-унă?! Йăнăшпа та вунă çул таран параççĕ-и вара? Çын айăпне хăвăр çине илтĕр-им?
Арçын кăштах чĕнмесĕр пычĕ те:
— Çапла пулса тухать ĕнтĕ... — терĕ шухăшлăн, пит-куçĕ — тем аса илсе-тĕр — хĕрхӳленчĕ.
Хам та сисмерĕм — манра журналистка вăранчĕ. Унашкал тĕслĕхсем манпа унччен те пулкаланă-ха: калаçса каятăн та пĕр-пĕр çынпа, итлес те итлес килет вăл пупленине, хайхи çын саншăн пач кĕтмен çĕртен чунне уçать те, пĕр-пĕр материал геройĕ тухса тăрать куç умне. Халĕ те çаплах пулчĕ. Самай çитĕннĕ çӳçне ĕнсе хыçне пуçтарса çыхнă этем çине тĕлĕнерех тинкертĕм те шахвăртса ыйтрăм:
— Ыр çыннăм, тĕрмере халĕ çӳç ӳстерме те ирĕк параççĕ-им?
— Мана ирĕк пачĕç çав. Хăвăрах шутлăр, кĕлĕ вулакан шакла пулни килĕшӳллĕ-и? Çук вĕт. Колонире Турра пуç çапмалли пӳлĕм йĕркелессине пуçăнтăм та ĕнтĕ, каярах ирхи-каçхи кĕлĕсене вулама та манах ыйтрĕç. Тĕрмере ларакансем хушшинче пурнăçăн сакăлталлă çулĕ çинче такăнса ӳксе çĕтсе кайнисем ытларах. Чĕрере Турă валли кĕтес уçăлсан пурăнма çăмăлрах пулнине пиртен кашниех туять. Саккуна пăснисен те чун пур, вĕсем те сисеççĕ çавна...
Симĕс çăкасар вĕçленчĕ те çывăхрах çутă хĕреслĕ чиркӳ тăрри курăнса кайрĕ. Эп пурăнакан хваттер кунтан инçех мар, сылтăмалла пăрăнас пулать. Ман çулташăн вара малалла тӳп-тӳрĕ каймалла. Тем тесен те çак хăйне питĕ ансат та евĕклĕ тыткалакан арçынпа çапла тăрук уйрăлса каяс килмест-ха ман. Шалтан тем вĕскĕртсе тăрать пек, ун пурнăçĕ пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме хистекен йĕкĕлти туйăм кăтăкламах пуçларĕ темелле. Эпĕ чарăнса тăтăм та:
— Ыр çыннăм, ятăра пĕлместĕп ĕнтĕ, эсир шыракан чиркӳ авă, — терĕм пӳрнепе тĕллесе. — Итлĕр-ха, сирĕн кăштах вăхăт тупăнмасть-и? Хаçатра ĕçлетĕп эпĕ, Светлана Горячева теççĕ мана. Пурнăçăр питĕ кăсăклантарса ячĕ: айăпсăр çĕртен тĕрмере ларатăп тетĕр, çав вăхăтрах никама та ӳпкелеместĕр. Мĕнле ун пек? Çитменнине кĕлĕ вуламалли пӳлĕм йĕркеленĕ тата. Тепри пулсан тĕнчере тĕрĕслĕх çук тесе йӳçсе-чашкăрса çеç çӳремелле, усаллансах каймалла. Эсир вара... Тĕлĕнмелле... Пĕлетĕр-и, материал çырас шухăш çуралчĕ, хăвăр ирĕк парсан паллах...
Эпĕ пăтăр-пăтăр калаçнине итленĕ май арçын иккĕленни сисĕнчĕ. Пĕр хушă чиркӳ еннелле тинкерсе чĕнмесĕр тăчĕ вăл. Унтан йăваш хăмăр куçне ман çине куçарчĕ те:
— Георгий ятлă эпĕ, — терĕ аванмарланнă пек пулса. — Вăхăчĕ пур-ха ман, туллиех. Сирĕн хулари çак чиркӳре ĕçлекен пĕр пачăшкă час-часах пырса çӳрет пирĕн пата. Чун валли кирлĕ тĕрлĕ кĕнекесем, турăшсем тупса парать вăл пире. Çавăнпа курнăçас тесе килсеттĕм те, анчах халь сире тĕл пулни те ăнсăртран мар-тăр апла...
Çулăн сулахай енче çуллахи кафе пур, чатăр карса меллештернĕскер. Кафе умĕнчех — пластикран янтăланă хĕрлĕ тĕслĕ сĕтелсем, хыçлă пукансем. Георгий çав еннелле пуçне сĕлтрĕ те çапла хушса хучĕ:
— Итлĕр-ха, Светлана, ура çинче тĕрĕслĕх çук теççĕ. Атьăр çавăнта кайса ларар апла пĕрех хут.
Эпир кафе умне пырса вырнаçса ахаль ларасран чей илтĕмĕр те, пирĕн сăмах-юмах малалла тăсăлчĕ:
— Вăт, эсир «усаллансах каймалла» терĕр. Тĕрĕс, пулнă ман пурнăçра ун пек тапхăр, анчах йĕркипе каламалла пулĕ кун пирки...
Георгий пĕр ăстрăм шухăша кайса ларчĕ те хаш-ш сывласа ярса калаçма пуçларĕ:
— Эпĕ вунă çула çитиччен тăлăх ачасен çуртĕнче ӳснĕ. Тăван аттепе анне камне те пĕлместĕп. Анне пирки уйрăм çынсем калани урлă кăшт-кашт илткеленĕ: çăмăлланнă вăхăтра пепки ăнсăртран сусăрланни пирки тухтăрсем пĕлтерсен мана ача çуратмалли çуртрах пăрахса хăварнă вăл. Ывăлĕн шăпипе тек нихçан та кăсăкланман. Тепĕр тесен — пĕрре те айăпламастăп ăна. Çут тĕнче кăтартнишĕн те тав. Эп шутланă тăрăх, качча та кайман айван хĕр çеç пулнă-тăр вăл. Мĕнле ӳстерĕп ку сусăрскерне тенĕ пулĕ... Çапла тăлăхсен çурчĕ маншăн тăван кил пулса тăнă.
Çуралнă чух сусăрланни ман çапларах палăратчĕ: кĕлеткем кукăрччĕ, ĕнсерен кăшт аяларах çурăм шăмми чалăшшине пула тем пысăкăш мăкăль хăпарнăçем хăпарса пыратчĕ, çавна пула пĕрле çитĕнекенсем хушшинче мана ытларах Курпун ятпа чĕнетчĕç, хăшĕ-пĕри «Квазимодо» тесе те мăшкăллатчĕ. Анчах ку чи хăрушши марччĕ-ха. Чĕрене тăвар сапнă пек касса ыраттараканни çакăччĕ: пирĕн пата вăхăтăн-вăхăтăн ача усрава илес кăмăллă çынсем те килетчĕç. Пит-куçпа илемлĕ, кĕлеткепе маттур та сывă тантăшăмсем куç хупса илнĕ çĕре усрав ача пулса тăратчĕç, эпĕ вара ялан суйланчăксен йышĕнче. Апла мана никам та юратмасть, эпĕ никама та кирлĕ мар! Йĕплĕ япала чиксе хунăн ыраттарса тăратчĕ çакă чунăма.
Пĕррехинче пирĕн интерната темĕнле питĕ чаплă тумланнă пиччесемпе аппасем килчĕç. Ушкăнри ачасенчен темшĕн мана кăна суйласа илчĕç çаксем.
— Ну, ачамккă, — терĕ пĕр кăвак куçлă, хура костюмлă арçын куçăмран ăшшăн тинкерсе, — маттур йĕкĕт тăватпăр санран. Хитре каччă пулас килет-и?
— Килет, — тетĕп именсе, çавăнтах чĕлхене вĕтелесе тăракан ыйтăва пăшалпа пенĕн персе яратăп. — Вара мана усрама илетĕр-и?
Шукăль тумлă арçын кăштах шухăша кайса тăчĕ те:
— Вара сана усрама та илĕç, хăв та çĕр-шывшăн хастар салтак пулăн, — терĕ çирĕппĕн.
Арçын пĕртте шӳтлемен-мĕн. Часах мана Новосибирск хулинчи ятарлă клиникăна вырттарчĕç. Кунти нейрохирургсем ылтăн алăллă пулнине халĕ ман кӳлепе çине пăхсан чăннипех те ĕненме пулать пулĕ — кукăрăлнă çурăм шăммине тӳрлетсе çурта евĕр яштака хул-çурăм парнелерĕç. Кĕçех усрава илес пирки шахвăртни те тӳрре тухрĕ — мана Ĕпхӳре пурăнакан ача-пăчасăр пĕр çемье, Ксения Сергеевнăпа Василий Антипович, хăйсем патне илсе кайрĕç. Этем пурнăçĕ хура тата шурă йĕрсенчен тăрать тенине илтме пулать час-часах. Маншăн çапла шурă йĕр тапхăрĕ пуçланчĕ тейĕттĕм. Ксения Сергеевнăпа Василий Антиповича атте-анне тесех чĕнеттĕм, питĕ ырă çынсемччĕ. Анчах эпĕ тăхăр класс пĕтернĕ чух пĕр кĕтмен çĕртен инкек йăтăнса анчĕ пирĕн çине — каçхи сменăран таврăнакан аттене шăпана-хурахсен эшкерĕ тапăнса вилмеллех çĕçĕпе чиксе амантать. Çапла аннепе иккĕнех тăрса юлтăмăр. Аттене пытарнă хыççăн анне час-часах чирлеме тапратрĕ. Эпĕ вара тухăç халăхĕсен кĕрешӳ мелĕсене вĕрентекен секцине çӳреме тытăнтăм — ман çав милици шыраса тупайман сĕмсĕр хурахсене питĕ те тавăрас килетчĕ. Шкул пĕтернĕ тĕлелле хулари дзюдоистсен ăмăртăвĕнче те хутшăнакан пултăм, медальсем те пĕрре мар çĕнсе илнĕ. Çапла вăхăт вăраххăн шурĕ. Икĕ çул çарта та пултăм. Эпĕ хĕсметрен таврăннă тĕле аннен сывлăхĕ пушшех хавшанă-мĕн, çавăнпа вĕренес ĕмĕте хăвартăм та васкасах ĕç шырама пикентĕм. Пĕр спорт шкулĕнче кĕрешӳ секцине ертсе пыракан тренер кирлĕччĕ те, эпĕ хаваспах çак ĕçе кĕрĕшрĕм. Анне, эпĕ таврăннипе хавхаланнăскер, самайланма тытăнчĕ. Йăлтах пĕчĕккĕн йĕркене кĕрсе пĕтмеллеччĕ пек, анчах пурнăçра пурте эпир шухăшласа хунă евĕр пулмасть çав...
Пĕр хĕллехи сивĕ каç ĕç пĕтерсе киле кайма тухрăм. Пыратăп хайхи Ĕпхӳ хулин пĕр тăкăрлăкĕпе вашлаттарса. Шартлама çанталăк çынсене ăшă çĕре хăвалать пулĕ çав — таврара иртен-çӳренсем пăт-пат кăна тĕл пулкалаççĕ. Анчах хула таçта шалта хăй пурнăçĕпех сывланине çывăхри шоссе хĕррипе чашлатса иртекен машинăсем аса илтереççĕ. Ура айĕнчи юр тăварланă купăста шăл айĕнче кăчăртатнă евĕр сас кăларать. Юр кăчăртатни тата транспорт сасси. Тĕлĕнмелле симфони! Сасартăк çак килĕшӳлĕх темле ăнланмалла мар сасăпа арканнă пек пулчĕ. Те чĕрчун, те этемех таçта çывăхрах нăйк! туса сас панăн туйăнчĕ. Эпĕ, пысăк çурт патнелле çитнĕскер, чарăнтăм та йĕри-тавралла тинкертĕм. Нимĕн те курмастăп-ха. Çак самантра хĕрарăм сасси хула урамне çурмаран çурса ячĕ тейĕн: «Пулăшă-ăр!..» Чуна сӳлеттерекен сас тĕттĕм тăкăрлăкран илтĕнчĕ те çавăнтах пăчланчĕ, эпĕ хам сисмесĕрех унталла ыткăнтăм.
Шур юр çинче мĕкĕлтетекен кĕлеткесене çурт хӳттинчен пăрăнсанах асăрхарăм. Вăрă-хурах хĕрарăм кĕлеткине хăпăл-хапăл хыпашласа тем ухтаратчĕ. Эпĕ путсĕре ĕнсинчен пĕррех çулса тытрăм та пичĕпе хам енне çавăртăм. Вăл ĕç-пуç çапларах çаврăнса тухасса пач кĕтмен пулас. Икĕ йăрă нăрă пек хура мăшăр куç шăтарасла тăрăнчĕ куçăмран. Туртса тăратрăм хайхине. Ман питпе ун пичĕ хушшинче икĕ шит майлă кăна юлчĕ пуль. Урса кайнăскер, хамран хам сехĕрленсе юр ăшне чикелентертĕм çакна. Çавăнтах шар курнă хĕрарăма пулăшу кирлĕ мар-и тесе тепĕр еннелле пĕшкĕнтĕм те, çамрăк хĕр кĕлетки месерле выртнине асăрхарăм. Эпĕ хĕрачана çĕклесе тăратма хăтлантăм — кăлăхах. Тытăнкине çухатнă пуçĕ лĕнк! турĕ хайхи. Нивушлĕ кая юлтăм?! Шурă шарфĕ мăйне хытă пăвса лартнине асăрхаса пушатма тăнăччĕ кăна, çывăхах килсе чарăннă машина фарин çутипе куçăм шарса кайрĕ. Çав вăхăтрах вăрă-хураха тĕксе янă çĕрелле куç ывăтса илтĕм — никам та çук. Тарнă ирсĕр! Машинăран тухнă çынсем хам еннелле чупни, темиçен мана ярса илни, тепĕртакран милици килсе çитни — çакă йăлтах усал тĕлĕкрине аса илтерчĕ. Çапла эпĕ «çын вĕлерекен» ята илтрĕм...
Георгие хăйпе тахçан-тахçан пулса иртнине тĕпĕ-йĕрĕпе аса илмешкĕн пĕртте çăмăл мар пулас. Вăл сивĕннĕ чей курки çине тинкерсе пĕр авка шăпăртах ларчĕ. Эпĕ ыйтмасăр тӳсеймерĕм:
— Калăр-ха, сире тӳрре кăларас текен пĕр çын та тупăнмарĕ-и вара? Экспертиза тĕрĕслевĕ тунă тăк, вĕлерекенни эсир мар, урăххи пулнине кăтартакан паллăсем тупăнмаллах пулнă-çке!
— Килĕшетĕп сирĕнпе, анчах мана çак сехметлĕ ĕçре алă тăсса парас çынсем çумра çукчĕ çав. Аннем хăрушă хыпар илтнĕ-илтмен чирĕ авса лартнипе пульницăна лекнĕ терĕç. Урăх тăвансем вара... Светлана, эпĕ халь тин ăна-кăна нимĕн те пĕлеймĕп, анчах манăн ун чух тĕрмене лармаллах пулнă-тăр çав. Ку Турă ирĕкĕ пулнă теме те хăрамастăп, тĕрĕссипе.
Тĕлĕннипе куçа чакăртсах тинкертĕм арçын çине. Мĕн калаçать вăл? Эпĕ çăвар уçма ĕлкĕриччен каллех Георгий сăмах хушрĕ:
— Çапла, çапла, ан тĕлĕнĕр. Халь ăнланатăп — тĕнчене килекен кашни çын тĕллĕн Çӳлхуçа палăртса хунă вăрттăнлăх пур. Эпир шантал çинчи çуртасем пек: пĕрин ĕмĕрне чĕрĕк таран çуничченех ăфф! тесе вĕреççĕ те сӳнтереççĕ, тепри пĕр тикĕссĕн вĕçне çитичченех çунать, виççĕмĕшĕ çăтăр-çатăр сас кăларса, сике-сике выляса сар куççульне юхтарать, теприне тата пĕр лартнă вырăнтан тепĕр çĕре те илсе лартма пултараççĕ. Анчах Турă çутакан çуртасен кашнийĕнех хăйĕн тĕллевĕ пур. Тĕттĕм пӳлĕмре пĕр ăвăс çурта çутнипех епле çуталса кайнине асăрханă-тăр ĕнтĕ эсир, Светлана? Шел, хăшпĕр çын вара хăйĕн чăн тивĕçне пурнăçлаймасăрах каять ку тĕнчерен. Çакна — Турă пилленĕ тивĕçĕме — ăнланса илме пулăшрĕ мана тĕрме.
— Чимĕр-ха, Георгий, — пӳлмесĕр тӳсеймерĕм эпĕ, — вара ăна ăнланас тесен раснах тĕрмене лармалла-им? Чипер-йĕркеллĕ пурăнсан тупма çук-им-ха пурнăçри хăвăн вырăнна?
Арçын кулса илчĕ те çапларах вăлтрĕ:
— Тăванăм, кашни çыннăн хăйĕн «тĕрми» пур-тăр çав... Пурнăçра эпĕ нимрен ытла çапкаланчăк-хурахсене кураймастăм, мĕншĕнни каламасăрах паллă пулĕ тетĕп. Шăпа вара мана пĕр шелсĕр çавăн йышши этемккесем хушшине вăркăнтарчĕ. Тĕнчене тытса тăракан пур тăк — ăçта вара унăн тӳрĕлĕхĕ? Турă мĕншĕн çапла тĕрĕс мар хăтланма ирĕк парать вара? Çак шухăш мана пуринчен ытла канăç памастчĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ ун чухне пĕр хама кăна шаннă, Турра вара вăйсăр çынсем хăйсене йăпатма шухăшласа кăларнă пулĕ теттĕм. Ас тăватăп, вĕлернишĕн, çаратнишĕн, пусмăрланишĕн ларакансене пыйтă лапчăтнă пек нимĕрсе тухас килетчĕ. Мĕн усси çак тĕнче каяшĕсенчен? Юман катка çинче текех йĕкел ӳсес çук! Тĕрмере мĕн виличчен ларсан та тӳрленес çук ун йышши этем. Шăп çавăн евĕрлĕрех шухăшпа суптăрканă чухне аллăма Библи лекрĕ. Ытахальтен пек уçкаласа пăхрăм, уйрăм вырăнсене вулама хăтлантăм: «Эпĕ сире çапла калатăп: тăшманăрсене те юратăр, сире усал сунакансене ырă сунăр, сире курайманнисене ырă тăвăр, сире кӳрентерекенсемшĕн тата хăвалакансемшĕн кĕлĕ вулăр...» Мĕнле-ха апла? Хăвна усал тăвакана епле юратăн? Чухăм япала! Тек уçас та килмерĕ хулăн кĕнекене. Çавăн хыççăн колоние пĕр пачăшкă килнĕччĕ. Зексене «хĕрлĕ кĕтесе» пуçтарчĕç хайхи. Эпĕ чиркӳ çыннисене «пуп куçĕ — нӳхреп куç», «пуппа тиекĕн кушакĕпе йытти те пулă тытнă» йышши каларăшсем тăрăх кăна пĕлекенскер, пит каясшăнах та марччĕ унта, анчах «аюк» тесе тăма ларма хĕр мар çав, хушнине тумаллах кунта. Тата тăшмансене мĕншĕн юрамалли пирки те ыйтса пĕлесех килетчĕ.
Ас тăватăп-ха, çылăхлă чун тамăк хуранĕнче епле нушаланни, çăтмах текен çĕрте вара шерпет евĕр панулми çисе юп курни пирки сăмах сӳтĕлессе кĕтнĕччĕ эпĕ темшĕн. Анчах пĕртте шутланă евĕр пулмарĕ. Калаçу пурне те кăсăклантарса янăччĕ. Хальхи пек ас тăватăп: чиркӳ çыннине ыйту çине ыйту парса парса тултарчĕç зексем. Ара, кунта, тем тесен те, ытларахăшĕ хăрушă çылăхла ĕçсемшĕн çакланнă-çке, апла тăк чун асапĕ пирки те вĕсем кĕнеке тăрăх çеç пĕлеççĕ теме çук. Кулас е мăшкăллас тĕллевпе шăл йĕрекенсем те чылайччĕ, паллах. Анчах Анатолий атте (паян шăпах ун патне килнĕ эпĕ) пĕр тарăхмасăр, лăпкăн та тĕплĕн кашни ыйтăва хуравлама тăрăшрĕ. «Юратакан Турă никама та асап кӳмест, тăванăмсем, этем хăй ирĕкĕпех усал çулне суйласа илсе вилĕмсĕр чунне асап авăрне чикет. Çылăх асплантарать этеме, Турă мар,» — пачăшкă çапла каланине илтсен шалтан вĕчĕлтеттерсе тăракан ыйтăвăн тупсăмĕ ярт! уçăлса кайнă пек пулчĕ. Ара, курайманлăх та çылăх-çке, хăвна хур тунă çынсене кураймасăр тăни апла мана хамах сиен кӳрет пулса тухать-и-ха? Çапли çапла пуль те, анчах çав нĕрсĕр туйăм хăй ытамĕнчен самантлăх та вĕçертмесĕр пăчăртаса тăрать пулсан мĕн тумалла? Епле хăтăлмалла унран? «Кĕлĕ вуласа,» — пулчĕ хурав. Кĕнекесен Кĕнекинчен илнĕ çак сăмахсем мĕн тери тĕрĕс пулнине ĕнентерекен самант та çитрĕ часах.
Пĕрре, ир çинче, камера алăкĕ шăлтăр-шалтăр туса уçăлчĕ те пирĕн пата çĕнĕ çынна илсе килчĕç. Вăрă вăрра шанмасть тени тĕрĕсех-мĕн. Зексем çĕннисене алă саркаласах хăйсен йышне хутăштаракан йышшисем мар, куç айĕн те сисчĕвленсе сăнама пуçларĕç хайхискере. Пушă вырăн ман нар çумĕнче çеç пулнăран саккун чăпăркки айне лекнĕ çирĕм пилĕк çулсенчи çак этем çавăнта пырса тĕршĕнчĕ, йĕри-тавралла куян пек асăрханса пăхкаларĕ хăй. Çак шакла пуçа сăнанăçемĕн темĕн йăшăлт турĕ ман ăшăмра — ăçта курма пултарнă-ха эпĕ ăна? Акă, хайхискере зексем хупăрласа илчĕç те ятне-шывне, мĕнле статьяпа кунта лекнине тĕпчеме пикенчĕç. «Çĕр утмăл иккĕмĕш,» — тени хăлхана кĕрет. Апла хурахла тапăну иккен-ха. Чим, ак кăтартĕç кунта сана епле хурахланмаллине тесе сăнаса тăраттăм çакна — шакла пуç пуçне çĕклерĕ те, пирĕн куçсем ăнсăртран тĕл пулчĕç. Эпĕ чутах чĕлхесĕр пулса лараттăм — йăрă нăрă евĕр икĕ хура куç! Мăк пек çăра куç харшисем! Виличчен те асăмран кăлараймăп эпĕ çак сăн-пите — хама касамата лартнă ирсĕр çынвĕлерен сăнне. Вăр-р! вĕриленсе çĕкленчĕ шалта çилĕ. «Акă ăçта тĕл пулма пӳрнĕ иккен иксĕмĕре! Çĕр утмăл иккĕмĕш тетне, сволочь?! Çу-ук, çĕр пиллĕкмĕш темелле санăн, çын вĕлерекен! Шалча тулать тени тĕрĕсех-мĕн, шăпа пире куçа-куçăн тăратрĕ вăн!..» Çапла кăшкăрса яма та хатĕрччĕ эпĕ, анчах шăпах çак самантра «Строиться!» тесе пĕлтерчĕç те, чуллатнă чăмăра пытарса, хытарнă янах шăммине пушатса ĕçе васкама тиврĕ — тепĕр çур сехетрен колони анкартийĕнчех вырнаçнă çĕвĕ цехĕнче машинка кĕрлени çеç илтĕнсе тăмалла.
Çапла чунăма кисрентерекен сĕмсĕр шухăш сăрă кашкăр эшкерĕ майлах тапăнчĕ те мана, ăшăма хура çĕленле шăвăнса кĕчĕ — тăшманăма тавăрмалла! Улттăн выртса тăракан тимĕр решетке чӳречеллĕ камерăра ларма-тăма вырăн тупаймастăп хам валли — тăшмана тавăрмалли меллĕ самант кĕтетĕп. Çав вăхăтрах кассăн-кассăн вĕрекен варкăш çил пăчă сывлăша уçăлтарнă евĕр пачăшкăран унччен илтнĕ сăмахсем те канăç памаççĕ: «Этем хăй ирĕкĕпех усал çулне суйласа илсе вилĕмсĕр чунне асап авăрне чикет...» Çын вĕлерни усал ĕç-çке! Анчах та çак этемккене пула эпĕ, ним айăпсăрскер, тĕрмере ларни вара?! Çакă тĕрĕс ĕç-им?.. Икĕ пая ваклантăм тейĕн: пĕри тавăрма ыйтать, тепри — мĕн пуррипе çырлахма. Чăннипех те усал ернĕ çынччĕ пулĕ эпĕ çавăн чухне. Халь шутлатăп та, çынна усал ересси сипетсĕр шухăша пуçра вăрах тытса тăнăран, ăна хăвăн чĕрӳне хăв ирĕкӳпех илентернĕрен пулать иккен. Анчах çакă та йăлтах Туррăн ирĕкĕ. Йывăр чирлĕ çынна хирург операци туса сыватнăн этеме тăна кĕртмелли мелсенчен пĕри темелле-и?
Эпĕ тавăрас ĕмĕтпе пурăнса хаярланнăçемĕн хаярланса пытăм пулас. Ман тимĕр кӳсек евĕр чăмăрсен тутине астивкелесе курнă зексем айккинерех пăрăнма тăрăшатчĕç манран. Çак улшăнăва хам питех сисместĕм, тĕрĕссипе. Йăлт çапла пулмалла та пек туйăнатчĕ. Ĕнтĕ тăшмана епле кăнтмалли плана та пуçра йĕркелесе çитернĕпе пĕрехчĕ, анчах шухăшланине пурнăçлама шалтан темĕн чарса тăнине туяттăм.
Пĕрре çапла çĕрле ăшри вĕчĕхе чарайманран хаш-ш! хашлатса çывăрса каяймасăр асапланса выртаттăм. Юнашар путмарсем çинче яра куна ĕçлесе ĕшеннĕ зексем харлаттарсах хуп турттараççĕ. Манăн пуçăмра вара тавăрма тесе хатĕрленĕ план ӳкерчĕкĕсем пĕрин хыççăн тепри мĕлтлетеççĕ. Йăшăл-йăшăл çаврăнкаласа выртаканскер, юнашарти тапчан çинчен çурма шăп сас илтнипе шарт! сикрĕм.
— Итле-ха, брателла, эсĕ çывăрмастăн вĕт?.. — эпĕ хуравласса кĕтмесĕрех васкаса сăмахларĕ çакскер. — Эсĕ пултарас пек туйăнать темшĕн — пулăш мана... Пулăш çак тĕнчепе сыв пуллашма. Хамăн вăй-хăват çитмест, хăравçă эпĕ...
Малалла хутлă-хутлă сăмахсем тăкăнчĕç. Эпĕ мĕн-мĕн те, тăшман текен çынран çакнашкал сĕнӳ илтессе ĕмĕрте сунманскер, тăрсах лартăм. Чăнласах калаçать-и кускер е ăшăмри вăрттăн шухăша таçтан пĕлсе — анчах епле, эп кун пирки никама та çур сăмах та шарламан — мана тĕрĕслесе пăхма шут тытнă-и? Камерăн пĕртен-пĕр чӳречинчен кĕрекен капăртма евĕр çаврака уйăх çутинче ман кӳршĕн шуранка сăн-сăпатне те аванах уйăрма пулать. Эпĕ хăйĕн çине тĕлĕнсе куç чакăртнине курчĕ те çакскер малалла сăмах килтерчĕ:
— ...Эс ан тĕлĕн, Жорик, пурăнса йăлăхрăм эпĕ тата... тата...
Вăл тем калаймасăр шăпланчĕ те, эпĕ усаллăн шăл йĕрсе илмесĕр тӳсеймерĕм:
— Мĕн, çылăхусем канăç пами пулчĕç-им? Айăпсăр çынсене хурахланса тапăннă чух кунашкал шухăш пуçна та пырса кĕмен пулĕ-ха?..
— Ан шăртлан, эсĕ ху та пирĕшти мар... Пĕлетĕп, çын вĕлернĕшĕн ларатăн...
Шатăр-р! туса тимĕрленчĕ чăмăр — йĕп çăрти чухлĕ те айăплă мар эпĕ! Анчах кун пирки никам умĕнче те çăварланма юраманнине ăнланнăран — зексем хăйсем пек маррисене тӳсме пултараймаççĕ — хам айри матраса çеç темиçе çĕртен кӳпкесе илтĕм. Ы-ы-ых!.. Вара... Мĕнле самант пулчĕ вăл — пĕлместĕп, анчах сасартăк ыратупа тулса ларнă манăн чĕреме таçтан чун тархаслăвĕ-кĕлĕ ейӳленсе-капланса анчĕ: «Эй, Турăçăм! Пур-и эсĕ, çук-и, пĕлместĕп, анчах пурах тăк, тархасшăн, пулăш мана! Пулăш çиллĕме кăнтарма! Чунăма лăпкăлăх кӳрсем!..» Куççулленме те маннă куçăмран тăварлă тумламсем пăчăртанса тухрĕç. Решеткеллĕ кантăк витĕр сăрхăнакан кĕмĕл уйăх çути çине айшатăн тинкерсе пĕр ăстăркка тăм кӳлепе евĕр хытса лартăм эпĕ. Унтан татах кӳршĕн тилмĕрӳллĕ пăшăлтатăвне илтетĕп:
— Жорик, ман нимĕнле шанчăк та çук. Пулăш... Чирлĕ çын эпĕ... Наркомансемпе явăçса кайнăччĕ, СПИД тупрĕç. Мĕн кĕтсе пурăнмалли халь тин?
Вăл шакла пуçне пуклак пӳрнеллĕ аллисемпе икĕ енчен хĕстерсе лапчăтас пек ярса тытрĕ те пĕтĕм тăлпăвĕпе вĕттĕн-вĕттĕн чĕтренсе малалла калаçрĕ:
-...Чунра ман — тамăк, пĕлетĕн-и çавна? Пĕр кун кунласси те асап... Хăтăлма пулăш çак тамăкран... Хама хам — пултараймастăп. Пĕррехинче доза валли укçа шыраса пĕр хĕрачана тапăнтăм... Эп вĕлерес те темен ăна. Пусса пăрахас пек çари-и! çухăрса ячĕ те... сехĕрленнипе шарфĕпе хытă туртса лартрăм... Самантлăх çеç — чунĕ тухса та кайрĕ. Хăвăртах пулать вăл, анчах эпĕ хама — пултараймастăп... Пулăш, брателла...
«Пĕлетĕн-и, кампа калаçатăн эсĕ? Тĕшмĕртетĕн-и, камран тилмĕретĕн?» — тесе ыйтас килсе тăратчĕ малтан, анчах кӳршĕм ытахальтен артистланманнине чунпа туйса илсе ним шарлама та аптăрарăм. Вăл вара питне çытар ăшне пытарчĕ те асапланса йынăшнипе туртăшса макăрни кăна илтĕнсе тăчĕ пĕр кана. Эпĕ çаплах ырă та, усал та чĕнмесĕр чĕмере тытнă çынла пăхса лартăм-ха. Унтан хайхискер шăп пулчĕ. Эпĕ, ку таранччен çак этеме кураймасăр пурăннăскер, сасартăк ăшăмри нĕрсĕр те эрешмен карри пек çыпçăнчăк туйăм — курайманлăх туйăмĕ — шыва янă тăвар евĕр ирĕлме пуçланине туйса илтĕм. Темле çăмăл-çăмăл пулса кайрĕ чунра. Шăп çакăн чухне вара «этеме Турă мар, çылăх асаплантарать» тенин пĕлтерĕшне те пĕтĕм чун-чĕремпе ăнланма пуçларăм пулас. Манран йăлăнса вилĕм ыйтакан çак пахматсăр этемккене те, ахаль те тамăкри пек асапланаканскере, хĕрхенес килсе кайрĕ тăрук... Çакăн хыççăн урăх пурнăç пуçланчĕ темелле. Саккун саламачĕ чăвăшлаттарнă зексем те ирсĕр те путсĕр курăнма пăрахрĕç майĕпен. Вĕсенчен чылайăшĕ ăраскалсăр, пурнăçра хăйсен вырăнне тупайман (е, тен, шырама пĕлмен) мĕскĕнсем çеç. Анчах апла пулсан та — вĕсем те шантал çинчи çуртасемех.
Георгий шăпланчĕ те каçхи хĕвел çутипе ялтăраса ларакан чиркӳ тăрри еннелле куç ывăтрĕ.
— Анатолий атте пулăшнипе кĕлĕ вуламалли пӳлĕм йĕркелерĕмĕр колонире. Турă тивлечĕ пирки шутлакан этем улшăнмасăр тăма пултараймасть. Хăрушă çылăхсемпе чунне вараланă зек та çынах. Вĕсем лайăх еннелле улшăннине куратăп та, чун хĕпĕртет. Ирĕке тухсан вара семинарине вĕренме кĕрес ĕмĕт пур, — тесе ура çине çĕкленчĕ вăл.
Эпĕ те ларнă çĕртен тăтăм. Анăçалла васкакан хĕвелĕн ылтăн шевлисем хула урамне йăлтах хăйсен ытамне илнĕ тейĕн. Лапсăркка çăкасен хӳттинче вырнаçнă кафе те çулçăсем витĕр сăрхăнакан пайăркасемпе чăпăл тунăн курăнать çак самантра.
Георгий пысăках мар сумккине хул пуççинчен уртрĕ те, эпĕ хыпаланса ыйтрăм:
— Итлĕр-ха, сирĕн хайхи... «пĕлĕшĕр» вара?.. Ăçта вăл халь?
«Тăшманăр» теме чĕлхе çаврăнмарĕ те, арçын эпĕ кам пирки шахвăртнине пурпĕрех тавçăрчĕ.
— А-а, Сева-и? — терĕ ăшшăн кулкаласа. — Нумаях юлман ĕнтĕ ун лармалли, кĕçех тухать. Чун нишлĕ пулни кĕлетке чирĕнчен самай хăрушăрах. Тата чирĕ те ăнсăртран тупăнман-çке, хăйĕн çылăхĕсемшĕн çаклатнă вăл ăна. Турă пире пурне те виçеллĕ парать, çавна ăнланать халь Сева.
Георгий манпа сывпуллашрĕ те чиркӳ еннелле утса кайрĕ. Эпĕ вырăнтан тапранмасăр тем вăхăт вăл кайнă еннелле тинкерсе тăтăм. Хамран аяккалла кайса пыракан арçын кĕлеткине хĕрхĕлтĕмленнĕ хĕвел пайăркисем çупăрланăран-и, пĕлместĕп — вăл мана çак самантра шăпах шантал çинчи çуртана аса илтерчĕ, Çӳлхуçа панă çĕклемпе пĕр ӳпкевсĕр çырлахса çунакан сарă çуртана. Вара çавăнтах хама хумхантаракан ыйтăвăн тупсăмĕ те тем авкара сасартăк уçăмланса кайнă пек пулчĕ: апла ӳт-пӳ тĕлĕшĕнчен сусăр çуралакан ача та Çӳлхуçа çутнă çурта. Ахальли кăна та мар, пирĕн чунсене çылăхран тасатма пилленĕ çурта.
Пуш, 2009.