Эп çакна пĕлетĕп
чарлансем çинчен:
ĕмĕрне тухмаççĕ
тинĕсе пĕччен.
Мих.Васильев
Маншăн пурнăç — тĕпсĕр тинĕс,
Ĕмĕтпе виçми инçет.
Çук, пулмасть вăл тинĕс тикĕс,
Тăвăлра вăй-хал виçет.
Аслати те çиçĕм-хĕмĕ...
Хум силлет те ывăтать.
Пурпĕрех ишет-çке кимĕ,
Тăвăлра çеç чун канать.
Тинĕсе пĕччен тухманшăн
Шăпама тăвтапуçах.
Ална пар мана, юлташăм,
Вăй-халсем чакман пачах.
Малалла ишер, хум тивмĕ,
Чарăнмасăр пырĕ кимĕ.