Макăракансем телейлĕ, вĕсем канăçлăх тупĕç
[Мф.5:4]
Хветтис картишĕнчен пĕр ытам хурăн вутти йăтса кĕчĕ те пуленкесене кăмака умне кăптăртаттарса хунă май тĕпелти каркăç хыçĕнчи кравать еннелле пуçне чалăштарса ерипен сăмах хушрĕ:
— Ых-х сивĕ тулта, хĕл çитет тейĕн. Май уйăхĕнче майра шăнса вилнĕ тени çакă-тăр ĕнтĕ вăл. Аппа, сулхăн пӳртре ĕнтĕркерĕн пулĕ-ха, çиччас кăмака хутса яратăп, ăшăнатпăр майĕпен.
Аллă çулалла капашакан хĕрарăм çапла евĕклĕн сăмах килтерсе каланккана вут-шанкă тултарчĕ, вара кĕçех кăмака кĕрлесе çунма та пуçларĕ. Те тĕпелтен сас-хура илтĕнменнипе, Хветтис ялкăшакан çулăм синчен куçне илчĕ те мăнаккăшне ятран канăçсăрланса чĕнчĕ:
— Лисук аппа, мĕнле эс унта? Паян та самай мар-и? Çаплах йывăр-им?
Чаршав хыçĕнчен хашлатса сывлани илтĕнчĕ те, Хветтис иккĕмĕш çул вырăнпах выртакан кинемей çывăхне пырса тăчĕ. Утса-чупса çӳренĕ çĕртех инкек йăтăнса анчĕ мар-и ашшĕн аппăшĕ тĕлне — пăрлак çул çинче шуса ӳксе сулахай урине хуçнă хыççăн ниепле те ураланаймарĕ сакăр вуннăри ватă. Пульницара та сиплерĕç-ха малтан, анчах шăмă сыпăнма хыпаланманнине кура тухтăрсем хулпуççине кăна сиктеркелерĕç: «Эсир мĕн, тăванăм, çынни сакăр вуннăра, апла пулин те вун çиччĕри пек сиккелесе çӳрекен пуласса шанатăр-им? Утакан пулаймасть, ан та кĕтĕр». Пăшал кĕрĕслетнĕ евĕр çак сăмахсем хыççăн лăпланмаллаччĕ пек ĕнтĕ Хветтисăн, анчах вăл мăнаккăшĕн шăпи пирки пĕр çамрăках мар хирургран татах тĕпчерĕ. Лешĕ вара çапла ăнлантарчĕ: «Сыпăнайман шăмă çĕрме тытăнас хăрушлăх пысăк. Кун пек чух урине татни те çăлса хăвараймасть — ытла ватă. Асапланса вилме пултарать кинемей. Çакна пĕлсе тăрăр».
Ăсĕпе Хветтис йăлтах ăнланать-ха. Ара, этем тенин пурăнас кунĕсем вĕçсĕр-хĕрсĕр мар ĕнтĕ, темле çывхартас темесен те тĕтĕмсĕр яла куçмалли самант кашнийĕнех çитет. Анчах чĕре çакна ăнланасшăн та, йышăнасшăн та мар-çке. Мăшăрлă пулма пӳрменнипе мăнаккăшĕпе пĕрле йăпанса пурăнакан Хветтис тем парĕччĕ ват çынна ура çине тăратас тесе, анчах Лисук аппăшĕ йăшнăçемĕн йăшса пырать авă. Юлашки вăхăтра тата час-часах вилĕм пирки сăмахлакан пулчĕ.
— Ах-х, Хветтис, ачам, — терĕ кинемей хальхинче те хаш-ш сывласа ярса. — Пехил сана, ачам... Мана пĕчĕк ачана пăхнă пек пăхатăн. Пархатар курмалла пултăрах санăн, ылтăнăм...
Ват çыннăн çăварĕ типнипе сăмахĕсем те чул айĕнчен хĕсĕнсе тухнăн асапланса тухрĕç.
— Шыв ĕçес килмест-и сан, аппа? — мăнаккăш çумне ларнă май йăвашшăн ыйтрĕ хĕрарăм.
— Пар... кăштах...
Шывне пĕр-ик сыпкăм турĕ те Лисук кинеми хаш! сывласа ячĕ татах:
— Ах-х, çăвар мар, ăшăм çунать манăн... Хальччен çынна çăвар уçса калама сехĕрленнĕ çылăхăм чуна çунтарать. Турă та çавăнпах вилĕм ямасть-тĕр ман пата, тамăкри пек асаплантарать... Çылăх каçарттарасчĕ те, Хветтис...
Тĕлĕнсе тинкерчĕ Хветтис мăнаккăш çине — аташмасть-и вăл? Хăй ĕмĕрĕнче никампа урлă пулса, хирĕлсе курман кинемейĕн мĕн çылăхĕ пултăр ĕнтĕ? Мăшăрĕпе те, вăрçăран хăрах урине çухатса таврăннă Сахрунпа, шăкăл-шăкăлччĕ вĕсем. Турă ача-пăчаллă пулма пиллеменнипе-ши, Лисук шăллĕн вăталăх хĕрне, Хветтиса, хăйсен юн тĕпренчĕкне юратнă пекех юрататчĕç иккĕш те. Кайран, Сахрун йыснăшĕ çĕре кĕрсен, Хветтисăн шăллĕ, тĕпкĕче юлакан Куля, авланнăччĕ те, çамрăксене тăвăрлатас темерĕ ватта юлнă хĕр, мăнаккăшĕ патне пурăнмах куçрĕ. Çавăнтанпа вун пилĕк çула яхăн пĕр кĕвĕллĕн килĕштерсе кил-тĕрĕшре аппаланчĕç ваттипе çамрăкки. Хветтис мăнаккăшĕнчен пĕртте урлă-пирлĕ сăмах илтмен çак таранччен. Мĕн çылăхĕ ĕнтĕ халь тин? Кай, аташать пуль, тупата...
«Мекеке-ек!» — илтĕнчĕ çак самантра урамран.
— Ай, мур качаки, татах кĕтӳрен тарса килнĕ ĕнтĕ, — шухăш ярăмĕ тăруках арканса кайрĕ Хветтисăн. — Çанталăк сивĕ тăнипе курăкĕ те пĕр хĕлхем çеç ӳсейнĕ те, пуçтах выльăх тăранмасăрах киле тара-тара килсе чуна илет саççим. Ăт, каяннăй...
Çапла ятлаçкаласа качакине кил картине кĕртме тухрĕ Хветтис. Хайхи хапха алăкне уçса урама тухса тăчĕ те, выльăх ниçта та курăнманран, «кича-кича-кича, кич-кич!» тесе янраттарса йыхăрчĕ пĕр ăстрăм. «Ăçта мура çухалчĕ вара ку? Сассине чиперех илтрĕм-çке,» — тесе хĕрарăм пĕрре урамăн анат енне, тепре тăвалла тинкерчĕ, анчах анат енчен вĕçтерсе килекен шурă çăмăл машинасăр пуçне урăх ним те лекмерĕ куç тĕлне. Ни каялла кĕрсе кайма, ни малалла утăмлама аптăраса Хветтис çывхаракан «Жигулие» çапла пĕр ăстăркка тĕсесе тăчĕ. Акă хайхискер унпа танлашрĕ те пач кĕтмен-туман çĕртен чарăнчĕ. Шалт тĕлĕннĕ Хветтис ăнман качаки çинчен те вуçех манчĕ — кам этемми пулчĕ ара ку? Çак вăхăтра машина алăкĕ кăштах уçăлчĕ те, сар сухаллă çамрăках мар арçыннăн йăваш куçĕпе тĕлме-тĕл пулчĕ хĕрарăм. «Мĕн кирлĕ-ши кускере?» — вĕлт вĕçрĕ Хветтис пуçĕнче шухăш.
— Йăмăкăм, — кабинăран пуçне кăларса кăмăллăн чĕнчĕ арçын, — ыйтса пĕлес тенĕччĕ: çав сирĕн ял пуçĕнчи çурхи шыв-шурпа япăхнă кĕпере юсаса пĕтернĕ-ши? Ман юнашар яла çитмелле, кунтан çул тӳрĕрех тесе килтĕм те...
— Эй, çук, çук, юсаса пĕтереймен-ха ăна. Тавраран каймалла, каçаймастăн тӳртен, — ăнлантарнă май сухаллă çынна витĕрлесех сăнарĕ Хветтис.
Шалпар хура тумлă çак арçынна ниçта курнине те асне илеймерĕ-ха, анчах ун сăнĕнче темле вăрттăнлăх пытаннăн туйăнса кайрĕ ăна сасартăк, унран темĕскер шутсăр кирли ыйтса пĕлмелле пек. Çак самантрах мĕн те пулин шухăшласа кăлармасан руль умне кĕрсе ларать те акă — хыççăн тусан çеç мăкăрланса юлĕ вара. Питĕ хаклă япала сарăмсăр çухатасран сехĕрленнĕн Хветтис пак персе ячĕ:
— Эсир хăвăр ăçтисем тата?!
— Кунтан мар эпĕ. Юнашар ялти чиркĕвĕн çĕнĕ пачăшки пулатăп. Михаил атте вилнĕ хыççăн унта ĕçлеме мана пиллерĕç. Ку тăрăхра пулкаланă эпĕ унччен, çуркуннесерен сирĕн ял кĕперĕ юрăхсăра тухнине те пĕлетĕп çавăнпа.
Çакна илтсен Хветтис шалтан аçа çапнăн тăр-тăр чĕтренсе илчĕ — эй, тĕнче! Лисук аппăшĕ макăрса ыйтнине Турă тивĕçтернии çакă мар тăк мĕн ку тата? Шултра куççуль йăр-р! юхса анчĕ хĕрарăм пичĕ тăрăх. Халь-халь тапранас машина патнелле ăс çухатнăн талпăнса пычĕ те Хветтис уçă кантăкран сылтăм аллипе пĕтĕм вăйран çатăрласа илсе макăра-макăра йăлăнма пуçларĕ:
— Эй, ыр çыннăм!.. Сана Турă хăех пирĕн тĕле çавăрса килчĕ пулĕ. Ватă мăнакка иккĕмĕш çул тăраймасăр асапланса выртать. Ман умра чунне уçас çук вăл. Тархасшăн... Кăмăл тусамăр... Турă ячĕпе ыйтатăп...
* * *
Те кăтăш пулнăччĕ Лисук кинеми — Хветтис ытти чух пулсан вăратас çукчĕ-ха ăна, халь вăйпах тенĕн чĕнсе кĕртнĕ çынна кĕттерсе тăрасси тесе хуллен ятран чĕнчĕ:
— Лисук аппа, кур-ха, кама тупса килтĕм?..
Ват çын йывăррăн куçне уçрĕ. Хветтиспа çуммăн хура ряса тăхăннă çынна асăрханăскерĕн пичĕ тăрăх икĕ çут шăрçа йăрлатса анчĕ.
— Эй, Турăçăм, илтрĕн пулать апла ман кĕллĕме? Мухтав Турра... — пăшăлтатрĕ Лисук кинеми куççуль витĕр.
Турă умĕнчи ӳкĕнӳ ют хăлха валли маррине лайăх ăнланакан Хветтис: «Апла эпĕ тухам, сире кансĕрлемĕп,» — терĕ те пӳртрен йăпăрт тухрĕ.
Пачăшкă пукан илсе кинемей умне вырнаçрĕ. Унтан ватă çынна куштăрканă аллинчен хуллен çупăрларĕ те йăвашшăн сăмах хушрĕ:
— Елизавета, чунна арман чулĕ евĕр мĕн пусарса тăнине пĕтĕмпех калама тăрăш. Туррăмăр эпир епле пурăннине, мĕнле çылăха кĕнине ахаль те йăлтах пĕлсе тăрать. Пирĕн пахматсăр чунăмăр вара чĕререн ӳкĕнсен кăна тасалать çав çылăхсенчен. Тӳрĕ Çӳлхуçа патне нимĕн таса марри те лекеймĕ, çавна асра тыт. Ну, эпĕ хатĕр итлеме.
Пуçне пĕр вĕçĕмсĕр килекен шухăшсенчен чи кирлине тытас тесе-тĕр, Лисук кинеми пĕр авка шăпăрт выртрĕ. Унтан ассăн сывласа илчĕ те тарăн йĕрсем урлă та пирлĕ карăннă питне тутăр вĕçĕпе шăлса илсе шала йăмнă саспа ерипен калаçма пуçларĕ:
«Вăрçă чарăннă çулхине эпĕ çирĕм пиллĕк тултарнăччĕ. Пирĕн ялтан çапăçу хирне тухса кайнă тăхăр вуникĕ арçынтан çуррине яхăн кăна каялла çаврăнса килейрĕç, вĕсенчен те пулин çурри ĕмĕрлĕхе уксах-чăлах пулса юлнă. Мĕн тăвăн? Вилсе выртни мар çапах та, инке-арăмсем куншăн та Турра тав тунă. Вăрçă тухичченех салтак тумне тăхăннă савнийĕм, Хĕветĕр, нимĕçсем тапăнса кĕнĕ пирвайхи кунсенчех йывăр çапăçура пуçне хуни çинчен пĕлтерекен «хура хута» малтанхи çулах илнĕччĕ эпĕ. Çавăнпа аттепе шăллăмсăр пуçне çĕнтерӳпе таврăнакан çывăх çын урăх пулман ман. Турра шĕкĕр, çаврăнса килчĕç чиперех. Çапла мирлĕ пурнăç пуçланчĕ. Ялта хĕрсем нумай, яш-каччисем сахалăн. Манпа тантăш е аслăраххисем вара — пӳрне хуçлатса шутламалăх. Ылхан вăрçă пуçаракансене! Пирĕн савнисене, çуралас ачасене, çемье телейне туртса илчĕç вĕсем!.. Анчах çĕр çине хĕр пулса килнĕскерĕн хуть те мĕнле пулсан та арçын ăшшине туйса курас килет мар-и? Пĕррехинче хĕлле, улах ларнă чух, ют ял каччипе паллашрăм, Çеркей ятлăччĕ. Хамран тăватă çул кĕçĕн. Эпĕ ун чухне ĕне ферминче пăрушкасене пăхаттăм. Ман пата фермăна та пыра-пыра каятчĕ çакскер, кăмăллăн пуплетчĕ курнăçмассерен. Чĕрем сар çу пек ирĕлчĕ, чунăм çеçкене ларчĕ тейĕн хĕл кунне пăхмасăрах... Саппун кантри салтăннă хыççăн ман Çерушка таçта панч! çухалчĕ. Кĕте-кĕте халтан кайрăм чун савнине. Макăрман кун иртмен пулĕ, пуçра шухăш шăна-пăван пек хĕвĕшсе чуна шуйхататчĕ. Кĕçех манăн çие юлни палăрчĕ. Çакна пĕлнипе пĕрлех тепĕр хыпар — хăрушă хыпар! — илтетĕп: ман Çеркей авланать-мĕн. Хăйсен ялĕнчи пĕр çамрăк учительницăна качча илет. Минретсе ӳкернĕ çак синкере епле чăтса ирттернĕ-ши эпĕ — пĕлместĕп. Хальхи хĕрупраç нумай шутласа тăмасăр хырăм пăрахма каять пуль ĕнтĕ, пирĕн вăхăтра вара кăшт урăхларах пулнă. Ача-çке ку, ача-а! Савнă çынран тата! Анчах мĕн тери намăс! Атте-аннерен, шăллăмран, ял-йышран!.. Турăçăм, ăс парсам, мĕн тумалла?! Вара шутларăм — çурататăпах, тем пулсан та çут тĕнче кăтартатăпах пепкеме. Кĕлеткем сарлакарах шăмăллă пулнипе-ши — çире пурри малтан палăрсах та каймастчĕ. Улт уйăхсем çитсен катанпирпе туртса çыхса лартаттăм куллен ӳссе пыракан хырăма. Эх, тапаланатчĕ вара шалта, мĕскĕн, сывлама та йывăр пулнă ĕнтĕ ăна унта. Те савăнмалла, те кулянмалла — эпĕ йывăр çын иккенне анне те сисмен.
Çуратма вăхăт çитрĕ хайхи. Килтисем тырă вырма кайма хатĕрленеççĕ. Ун чухне ĕç-çи пуçлансан килте ларакан пулман, ватти-вĕтти уя кĕшĕлтетсе тухаттăмăр. Кам жнейка çинче ĕçлет, кам кĕлте çыхать, кам çурлапа кăчăрт-кăчăрт тырă вырать, вĕт-шакăрсем пучах пуçтараççĕ. Хайхискер каçран ман хырăм кастарса ыратма пуçларĕ. Тавçăртăм: ку тем тесен те çавă! Çĕрĕпе шăла çыртса тӳсрĕм. Ир-ирех мана вăратма тесе аслăк çине хăпарма тăнă аннене хам сыв марри пирки евитлерĕм, пăрушкасем патне кайма хăйне ыйтрăм. «Ак тата ĕнтĕ! Мĕн пулчĕ-ха каплах?» — тесе тĕлĕннĕ анне фермăна тухса утрĕ. Жаткăпа ĕçлекен аттепе шăллăм та нумаях тăмарĕç. Кил-çурт пушанса юлчĕ те, эпĕ хама ирĕклĕрех туйма пуçларăм. Вар-хырăм пăявпа пăркăчланăн урлă касса ыратнине пăхмасăрах аслăк çинчен мекеçленсе антăм та чăлана кĕтĕм. Кунта эпĕ ача чухнех пуканесем валли атте ăсталанă тăпăл-тăпăл та пĕчĕк çӳпçе ларать. Ун ăшне пепке çуралсан кирлĕ пулакан япаласене килтисенчен вăрттăн малтанах хатĕрлесе хунăччĕ эпĕ...
Тем вăхăт асапланнă — ас тумастăп. «Уа-а-а!» — тесе янраттарса янă пепкемшĕн эпи-карчăкĕ те хамах пултăм. Ывăл иккен, ашшĕ пекех сарă çӳçлĕ, апла Çеркей ятлă пулмалла ĕнтĕ ун. Пĕр самант çапла тин çуралнă ачама кăкăр çумне чăмăртаса тăмран йăваласа тунăн палăкланса лартăм. Çĕнĕ кайăк, ку тĕнчене килсе ĕшеннĕскер, çирĕп пиеленĕ кипке ăшĕнче часах мăшлатса çывăрса кайрĕ. Унччен пулчĕ-и — шухăш: кĕç-вĕç фермăран анне килсе çитмелле! Эпĕ çак çуйланчăк шухăшпа шарт! сикрĕм те хам мĕн тунине те йĕркеллĕн ăнланмасăр тĕлĕрекен ачама çӳпçе ăшне вырттартăм. Çӳпçе тĕпĕнче çылăха пытарас пек! Эй, Турă! Мĕнле тӳсрĕн-ши Эс çакна?! Епле тӳрех лутăркаса тăкмарăн мана çакăн хыççăн?!. Пуçăма сĕрепсĕр шухăш хура çĕленле шăвăнса кĕчĕ: «Анкартисен хыçĕпе тухас та пĕр-пĕр çĕре кайса лартас çак çӳпçене. Тен, ырă чун тĕлне пулĕ, çылăхсăрскере Турă пĕтме памĕ, тен...» Кĕрен питлĕ, тутине чăпăрт! пуçтарса тытнă çывăракан пепкем çине тепре куç ывăтса илтĕм. Çӳпçери япаласем ан кăвакарччăр тесе темиçе çĕртен пӳрне кĕмелĕх шăтăк шăтарнă хупăлчапа витмех тăнăччĕ — чи кирлине аса илтĕм: çийĕмри кĕмĕл хĕресĕме ал-хапăл хывса ывăлăма çакса ятăм — Турă упратăрах тĕпренчĕкĕме. Унтан хаçатран васкавар чĕрсе илнĕ татăк çине кăранташпа «Çеркей» тесе кукăртрăм та хутне çӳпçене хурса хупăлчапа витрĕм...
Пирĕн анкарти хыçĕнченех çул иртсе каять, çавăнтах тарăн мар тип вар пур. Çав çырма хĕрринче ӳсекен хăва тĕммисем хушшине лартса хăвартăм çӳпçене. Каялла утнă май тăр-тăр! чĕтретĕп хам, çип татмалăх вăй юлман, çара ура тăрăх темĕн ăшă япала юхать — юн пулас. Çапла аран-аран çитсе ӳкрĕм киле. Пăлтăрти вырăн çине тӳннине кăна лайăх ас тăватăп. Тем вăхăт иртнĕ — эпĕ вăраннă чух таврара каç сĕмĕ тăратчĕ. Килтисем те пӳртре, те уйра — нимĕн те пĕлместĕп. Кĕлеткеме кăштах вăй кĕнĕ пек. Йĕри-тавралла пăхкаларăм та, вырăн çумĕнче ларакан пукан çинче темĕн пуррине асăрхарăм. Куркапа ăшă сĕт-мĕн. Анне эпĕ вăранмасăр çывăрнине кура килсе лартнă ĕнтĕ. Аллăма курка енне тăснăччĕ кăна — шарт! çупса ячĕ тейĕн такам. Ах, ăшă сĕт-и-ха сана?! Хăвăн ачуна выçă вилтĕр тесе таçти мура кайса ятăн пулать те, ăшă сĕтшĕн каçăхса ларатăн-и халь? «Анне!.. Çиес килет!..» — тесе пыр тĕпĕпе каçăхса макăрсан та никам та илтмест-çке çӳпçе ăшĕнчи мĕскĕне! Çак самантра аннен пăшăрханчăк сассине илтетĕп:
— Ай-ай, Лисук, мĕн пулчĕ-ха ĕнтĕ капла тăрук? Пуçу вут пекчĕ паçăр, хăв та начарлансах кайнă саççим. Ирĕн-каçăн пăрушкасемпе аппаланан та, килте те курма çук вĕт сана. Чирлесех кайрăнам ĕнтĕ, хĕрĕм?
Сĕмлĕхре питçăмартийĕм шĕл-кăваррăн ялкăшнине курмасть çав аннем. Мана çăвар уçма та намăс пирки аран-аран хевте çитерсе сăмах хушатăп:
— Халь самай пек-ха, анне, ан пăшăрхан ытлах...
Аннен ĕçпе хытнă алли çамкана перĕнет:
— Э, чăн та, пуçу аплах вĕри мар пек тата. Сĕтне ĕç-ха сивĕнсе кайиччен. Эсĕ чирлĕ тенине илтсен ферма хĕрĕсем каçхи сăвăмран парса ячĕç.
Пыра чăмакка капланать. Ӳлесе, ахăрттарса макăрас килнине аран-аран тытса чаратăп. Аннене шелленипе, аннерен намăсланнипе хама алра тытма тăрăшатăп. Ăшă сĕт мар, пăрăç янă эрĕм шĕвекĕ лăнкăртаттарса çăтнăн туйăнать — пĕтĕм ăш-чик çунса тухать. Мĕн туса хутăм-ха?! Çылăхлă пуçăма ăçта кайса чикес?!.
Çĕрĕпе чăлăм куç хупаймарăм. Хăлхамра пĕр вăйланса, пĕр тамалса тăтăшах ача макăрнă сасă илтĕннипе халтан кайсах çитсен вăшăл-вашăл сиксе тăтăм. Пăлтăрăн пĕчĕк чӳречинчен ирхи шурăмпуç çути сăрхăнса кĕрет-мĕн. Пуçăма пĕртен-пĕр шухăш пăралать: «Çитет! Кайса илетĕп! Мĕн пуласси пултăр — хам çуратнăскере ӳстерме мехел тупатăпах!»
Утнă çĕрте утса, чупнă çĕрте чупса ĕнерхи хăва тĕмисем патне вĕçтертĕм. «Сывă пултăрччĕ кăна... Тĕрĕс-тĕкел пултăрччĕ çеç...» — ăшра кĕл туса пыратăп çул тăршшĕпе. Ача сасси илтĕнмест-и тесе шав итлетĕп хам. Çитрĕм. Пăхатăп — нимĕн те çук! Нимĕн те, никам та çук! Йĕри-таврари тĕмсене йăлт ухтарса çаврăнтăм. Çакăнтах пулмалла-çке! Акă, çак тĕм хушшине лартнăччĕ, курăк лапчăннă вырăнĕ пур, хурăн хуппинчен янтăланă тетте пек çӳпçе вара — çук! Çĕр çăтман-тăр ĕнтĕ ăна? Ăçта-а?! Ăçта кайса кĕме пултарнă çӳпçе ăшĕнчи пепкем?!.
Ĕмĕр тăршшĕпех çак çылăха чĕремре йăтса çӳретĕп. Турăпа иксĕмĕр кăна пĕлетпĕр кун çинчен. Каярах вăрçăран урасăр таврăннă Сахрунпа пĕрлешрĕмĕр, анчах Турă тек ача памарĕ мана. Пĕлетĕп, тивĕçĕм çук çакăншăн ӳпкелешме, пĕтĕмпех хам айăплă. Çӳпçе тĕпне пытарма хăтланнă çылăхăмшăн чунтан ӳкĕнсе каçару ыйтатăп халĕ.»
Каламаллине каласа пĕтерчĕ те Лисук кинемей чиркӳ çыннине куçран тинкерчĕ. Сар сухаллă пачăшкăн кăвакрах-çырă куçĕнче куççуль йăлтăртатать-мĕн. «Çеркейĕн те куçĕ çакăн тĕслĕччĕ, — темшĕн хăйне улталанă савнине тăрук аса илчĕ Лисук кинемей. — Вилнĕ тенине илтсеттĕм. Ыр вырăнта пултăрах.»
Пачăшкă сасартăк чĕтренсе илнĕ пек пулчĕ. Кинемей ӳкĕнĕвне тимлĕ итленĕскер, кăрт! туртăнчĕ, вара те хăй кунта мĕн сăлтавпа килсе лекнине асне илчĕ, те тата урăххи — хĕрарăмăн пуçĕ çине темле йышши катанпир хурса кĕлĕ вулама пикенчĕ. Çурма сасăпа чылайччен тем каларĕ, ыйтрĕ вăл. «Ашшин, ывăлин, святой сывлăшин ячĕпе Елизавета Турă чурин çылăхĕсене каçар. Аминь,» — тенине кăна ăнланса юлчĕ чирлĕ çын. Унтан кинемей пысăк çутă хĕреспе Турă кĕнекине чуп турĕ. Вара темле çăмăл-çăмăл пулса кайрĕ ăна сасартăк, каллех куçĕнчен вĕри тумламсем чупса тухрĕç, анчах хальхинче çакă савăнăç палли пулчĕ. Чĕрине пусарса тăракан пăр катрамĕ тăрук ирĕлсе аннăран шăпăр-шăпăр ейӳленсе юхакан куççуле кинемей пытарма та шутламарĕ. Пĕркеленнĕ тутисем хăйĕн пĕр вĕçĕмсĕр пăшăлтатрĕç: «Мухтав Турра... Мухтав Турра... Мухтав Турра...»
* * *
Пачăшкă пӳртрен тухнă чух Хветтис пуçтах качакине сума хатĕрленетчĕ. Ăнман выльăхне хĕрарăм кӳршĕри никам та пурăнман кил-çурт пахчинчен тупса таврăнчĕ. Епле кĕрсе кайнă унта янавар — пĕр Турă çеç пĕлет. Ан чăрсăрлантăр тесе мăйракинчен пăявпа çыхса вите алăкĕнчен кăкарнă качакине пăрахсах чиркӳ çынни патне пычĕ Хветтис.
— Ĕнтĕ епле тав тумалла-ши сире?.. — пачăшкă ятне-шывне пĕлейменнипе калас сăмахне вĕçлеймесăр арçынна куçран ыйтуллăн тинкерчĕ вăл.
— ...Сергий атте пулатăп эпĕ, — хĕрарăм шухăшне тавçăрчĕ рясăллă çын. — Ман чунăмшăн кĕлĕ вулăр, çав анчах. Туррăн çулĕсене пĕлсе пĕтерме çук, Ун ирĕкĕнчен килет пирĕнпе мĕн пулса иртни.
Çапла каласа Сергий атте кăштах шухăшласа тăчĕ те аллинчи пĕчĕк чăматанне çенĕк картлашки çумне таянтарчĕ. Унтан мăйĕнчен темĕн салтса Хветтис аллине тытрĕ те çав япалана хĕрарăмăн ывăçне хучĕ — тамаша, кĕмĕл хĕрес пулчĕ-мĕн ку.
— Акă, — терĕ хайхискер, — çак хĕресе аппăра парăр. Халĕ ăна кирлĕрех вăл.
Хветтис ал тупанне кĕрсе ӳкнĕ вăчăраллă çут хĕрес çине ним ăнланмасăр куçне чакăртса тинкерчĕ: «Мĕн тума? Лисук аппăшĕн хăйĕн те пур-çке...»
— Ман пĕлтерме хевте çитмерĕ, эсир калăр: çӳпçе ăшĕнчи ача эпĕ вăл, – пачăшкă çапла каланине илтсен хĕрарăм пушшех анранă пек пулчĕ. «Мĕнле çӳпçе. Мĕнле ача...» Пĕрре ывăçри хĕрес, тепре хăйĕн çине айван ачалла пăхса тăракан Хветтис ним те тавçăрайманнине асăрханă Сергей атте ăна çурăмран аллипе йăвашшăн çупăрларĕ те хăйпе хăй пупленĕн сăмахне малалла тăсрĕ:
– Тăванăм, аппăр пĕлет мĕн пирки сăмах пынине. Тата çакна калăр ăна: аттем, мана усрава илсе пăхса çитĕнтернĕ аттем, ун чух хăйĕн ĕçĕпе инçе çула тухнă пулнă. Хайхин тăранттас урапи чалăшса каять пĕр çырма хĕррипе иртнĕ чух. Чарăнса юсама тивет. Шăп çавăнта макăракан ача сассине илтсе хайхи çӳпçене тупать. Унта вара шари! çухăрса йĕрекен тин çуралнă пепкесĕр пуçне çак кĕмĕл хĕреспе ятăма кăтартса çырнă хут татăкĕ пулнă-мĕн. Паян мана Турă хама çут тĕнче парнеленĕ хĕрарăмăн çылăхне каçарттарма сирĕн тĕле çавăрса килчĕ. Эй, Турăçăм! Чăннипех те тĕлĕнмелле Санăн ĕçӳсенчен.
Мĕ-ĕн.! Мĕн терĕ вара çак сухаллă арçын. «Хама çут тĕнче парнеленĕ хĕрарăмăн çылăхне каçарттарма» килтĕм тет-и. Кай, тупата, мĕнле ухмахла кун пулчĕ ку паян! Апла Лисук аппăшĕ тахçан ача çуратнă пулса тухать-им-ха. Эй, тĕнче!
Кĕтмен хыпарпа чĕлхесĕрех пулса ларчĕ Хветтис. Хăмăр тĕслĕ чăматанне çĕклесе хапха еннелле утăмлакан пачăшкăна тĕлĕкри пек сăнаса ăсатрĕ. Унтан пушар тухнăн хыпаланса пӳрте кĕчĕ те тĕпеле ыткăнчĕ. Вара пушшех тĕлĕнсе тăп чарăнса тăчĕ: шуса ӳксе урине хуçнăранпа та пĕр кун вырăн çинчен çĕкленсе курман мăнаккăшĕ чаршав хыçĕнчи кравать çинче юрă юрласа лара парать:
Ăçта каян, чĕкеç, каçа хирĕç
Ик çунатту тăрăх шыв юхтарса.
Ăçта каян, савни, каçа хирĕç
Ик куçунтан куççуль ай юхтарса.
Мăнаккăшĕн юратнă юрри ку, анчах сусăрланнăранпа та аппăшĕ кĕвĕ тавраш ĕнĕрнине илтменчĕ хĕрарăм. Лисук кинеми çывăхах пырса тăнă Хветтиса курмарĕ те тейĕн, куçне хупса юрă шăрантарчĕ. Теплерен çеç алчăраса тăракан Хветтиса асăрхарĕ те телейлĕн йăлкăшса сăмах хушрĕ:
— Хветтис, качака сăваймарăна-ха? Сĕт ĕçес килет ман, ачам, ăшă сĕт...
Юпа, 2008.