Тухья — чăваш элемĕ,
Чăвашлăхăн палли.
Тухья — чăваш илемĕ,
Тухья — хĕрсем валли.
Юрлаççĕ мухтамашкăн
Сар йĕкĕт ячĕпе:
Савмашкăн-вылямашкăн
Тухьяллă хĕр чипер...
Хĕрсем татах та капăр
Пуçри тухйипеле.
Хăна кĕтме тухатпăр
Тухья çутипеле...
Чăвашăн пихампарĕ —
Тухьямăрăн çути —
Пире упранă мар-и
Паян куна çити?
Тухать ума асамлă
Алтайăн ту хырçи.
Унта-çке тăхăмланнă
Тĕп несĕлсен чĕрçи.
Тухья пек пулнă теççĕ
Унти пĕр вырăна.
Тен, кăшт хитрелетеççĕ
Халапсенче ăна?
Анчах йăх пуçĕ — кашкăр
Тăвать унта йăва:
Камах çитсе-ха каçтăр
Çак вăрттăн çĕршыва?
Пĕр ачана хăтарнă
Çак ырă чун-ама.
Леш вун ача хăварнă
Тĕреклĕн хунама.
Тĕрек тесех каланă
Çав кашкăр тăхăмне.
Тухья тесе ят панă
Малтан хăйсен йăхне...
Йăва пек туллă вырăн
Кун панă-çке йăха.
Ятра туятăн ыррăн
Çак икĕ сăмаха.
Ту ĕлкине куратăн
Тухья кӳлепинче,
Тĕсне те тавçăратăн
Ун симĕс шăрçинче...
Хĕвел, тӳпе сăнарĕ —
Тухья эрешĕнче.
Çапла ĕненнĕ мар-и
Упрать çӳлти тĕнче.
Хальччен чыслать-шим халăх
Кун курнă çĕршывне?
Нухрат-мерчен тухьяллă
Тухать тĕнче умне.