Тем те пĕлетĕп теттĕм эп хама,
Сăлтав пур урăхла халь калама:
Пĕлӳ кĕртет пулсассăн çылăха,
Суя пĕлӳ пухнийĕ — кăлăхах.
Суя шур илтерет чĕре куçне,
Пит хăвăрт мăкăлтать ăс-хакăла,
Шуйттан час иленет этем пуçне
Усаллатса йăваш çеç кăмăла.
Хăвпа тăванлă, çывăхри çыннах
Вара паратăн чул эс, çăкăр мар.
Çĕрле вăл кăшкăрать пулсан: «Хурах!» —
Хуплатăн хăлхуна эс çывăрма.
Пĕлӳ кирлех-им çăвара табак
Хыпса йӳç тĕтĕме çăтма пăк-пак?
Пĕлӳ тени мĕн-ма-ха пулăшмасть,
Мăшăрсене вăл уйрăлма чармасть?
Пĕлӳ пуррисеннех çапла вара
Ача мĕн-ма юлать-ха тăлăха?
Пĕлӳ пуррисемех мĕн-ма вара
Шав çаратаççĕ хӳтсĕр халăха?!
Пур ырă ăс, пĕлӳ те — Турăран,
Пĕлӳ паха Ун çутипе кăна!
Çынна сума суман ăс — шуйттанран,
Вăл пĕлӳпе иртеймĕн тамăкран.
Тем те пĕлетĕп теттĕм эп хама,
Сăлтав пур урăхла халь калама:
Пĕлӳ кĕртет пулсассăн çылăха,
Суя пĕлӳ пухнийĕ — кăлăхах.