Хĕрарăмсем
пире çуратнă самантра
мĕн-мĕн çинчен
шутлаççĕ-ши сисмен хутран?
Пĕр шухăшне
пĕлме пулать пĕр йăнăшми:
Ан пултăр, теççĕ, варçăра
çĕр йынăшни.
Хĕрарăмсем
пире ăсатнă кунсенче
мĕн-мĕн çинчен
шутлаççĕ-ши перрон çинче?
Пĕр шухăшне курма пулать
куçĕсенче:
лăпках пулинччĕ ĕмĕрех
ку çĕр çинче.
Эпир ӳсетпĕр те
каятпăр салтака.
Пĕр мăшăр атă.
Телее — мăшăр такан.
Чĕн пиçиххи — кĕлте çыххи —
шинельсене
шăп пилĕкрен туртса çыхать
пĕр кĕлтене.
Е çурăмпа,
е хырăмпа,
е урапа...
Е улăхпа,
е пуш хирпе,
е урампа...
Салтак шăвать.
Салтак выртать.
Салтак утать...
Пит йывăр чух
пĕрремĕш хут табак туртать.
Хĕрарăмсем!
Эсир пилленĕ-çке пире
шинельсемпе
хӳтĕлеме Ĕçе, Мире.
Хĕрарăмсем салтаксемпе пĕрле
кашни:
— Ан пултăр, — теççĕ, —
вăрçăра çын йынăшни.