Чип-чипер çывăрса выртакан Хветĕр Иванччă арăмĕн сассине илтсе сасартăк вăранса кайрĕ. «Эй-яй-яй, ватăлнăçемĕн ухмахланса пырать-иç манăн упăшка», — терĕ те арăмĕ, Хветĕр мучи куçне уçрĕ. Вăл пӳрте кĕмен, кĕлет умĕнчех çĕр каçнă иккен. Çапах та тахăшĕ утиял пырса витнĕ ăна. Те арăмĕ, те ачисем...
Хветĕр мучи ĕнер мĕн-мĕн пулса иртнине тĕплĕн астуса илме тăрăшрĕ. Канаша протез патне кайнăччĕ-ха вăл. Протезне, чăнах та, питĕ хӳхĕм тунă, чĕркуççи çăрине те халичченхи пек пĕр енне кăна мар, икĕ енне те лартнă. «Шинĕсем» сарлака. Пĕç тĕпне тытмалли «тимĕр кăшăл» та чухах.
— Хĕрĕх виççĕмĕш çултанпа ку вун иккĕмĕш ура ĕнтĕ ман, — терĕ Хветĕр мучи. — Кашни икĕ çулта пĕрре илнĕ...
Хветĕр мучи хатĕр протеза михĕ ăшне чиксе хучĕ, унтан кассиртан командировăчнăй укçи илчĕ те (укçине протез заводĕнчех параççĕ) килне кайма тухрĕ. Вăл хулаçум пуйăсĕпе Вăрмара чиперех çитрĕ-ха, апат çырткалама тесе район центрĕнчи чайнăйне кĕрсе ларчĕ. Меню çинче «суплап», «кашман» тесе çырнисене (кусем «суп лапша», «каша манная» тенине пĕлтереççĕ) шыраса тупрĕ, вара кĕçех вĕри яшкана вĕре-вĕре сыпма пуçларĕ.
— Иванччă, тусăм, — сасартăк илтрĕ Хветĕр мучи. Пăхрĕ те фронтран пĕрле таврăннă Кирилл Антонова курах кайрĕ.
— Ой, Кириле-çке! — çавăнтах кашăкне сĕтел çине хучĕ мучи.
— Эпĕ! Астăватăн-и, Свердловскинче епле тĕл пултăмăр. Госпитальтен тухсан...
— Астумасăр! Вакуна кĕрсен эсĕ мана вырăн та тупса патăн. Выртса пыма. Манăн ун чух ларма çукчĕ. Сурана юн тăкăнса анатчĕ...
— Çапла çав, кайран эпĕ Тĕрлемесре кăмпа анса илтĕм. Мĕн пек юратса çирĕмĕр! Чим-ха, лар эсĕ. Эпĕ кайса килем пĕр çĕре...
Антонов чупнă пек утса кайрĕ те (ун ури тӳрленсе çитнĕ пулас) икĕ стакан хĕрлĕ эрех йăтса килчĕ.
— Тĕл пулнă ятпа, — терĕ вăл.
Çапла, малтан вĕсем пĕрер стакан ĕçрĕç. Ун хыççăн Хветĕр мучи те парăмра юлмарĕ. Чайнăйран вĕсем чиперех шăкăртин тухрĕç-ха. Антонов сĕтел-пукан фабрикин коменданчĕ иккен. Ачисем ӳссе çитнĕ. Ывăлĕ салтака та кайса килнĕ. Икĕ хĕрĕ качча тухнă. Çĕнĕ хваттерте пурăнать. Хветĕрĕн те çын умĕнче пуçа чиксе тăмалли çук. Тăватă хĕр ӳстернĕ вăл. Вĕрентнĕ. Тăваттăшне те качча панă. Кĕрӳшĕсем — лайăх çынсем: пĕри — колхоз бригадирĕ, тепри — шофер, виççĕмĕшĕ — платник, тăваттăмĕшĕ институтра вĕренет.
Автовокзал тĕлне çитсен туссем алă парсах уйрăлчĕç. Хветĕр автобус хăçан каяссине ыйтса пĕлчĕ те тенкел çине ларчĕ. Çурăм хыçне çакнă миххине хăй çумне хывса хучĕ. Тенкел çывăхĕнчех лаштра тирексем кашласа лараççĕ...
Анчах çакăн хыççăн хăй мĕнле киле çитнине мучи йĕркеллĕ астумасть. Автобус çине ларнăччĕ пулас-ха. Çынсем кĕшĕлтетни, чупкалани курăннă пек туйăнать. Ытти-хытти паллă мар. Хветĕр сасартăк хыпăнса ӳкрĕ, унталла-кунталла пăхкаларĕ. Васкасах ыйтрĕ:
— Астумастăр-и, урана ăçта хутăм эпĕ?
— Мĕнле урана? — тĕлĕнчĕ арăмĕ,
— Ара, протеза. Михĕреччĕ вăл.
— Çук, нимĕнле михĕ те курман.
— Мĕнле курман? — сиксе тăчĕ упăшки.
— Тĕрĕссине калатăп, Хветĕр. Нимĕн те çукчĕ сан умра.
«Хамах айăплă, — шухăшларĕ мучи. — Иçмасса, протезĕ пит хухĕмскерччĕ. Урари мĕн-ха ĕнтĕ... Тахçанах хуçăлнăскер. Тек тăхăнма та юрăхлă мар...»
Вăл урамалла тухса пăхрĕ. Кивĕ протезне шăкăр-шăкăрт тутарса майĕпен уй хапхи патне çитрĕ. Çук, ниçта та курăнмасть. Акă мучи хирте. Çулăн ик енĕпе çӳллĕ ӳснĕ ыраш сарăлса ларать. Тавралăхра унăн тутлă тусанĕ вĕçет. Каçхине сывлăм ӳкнĕ. Сукмак нӳрелнĕ. Ун урлă кăпшанкăсем йăпăртатса каçнă, типĕ тăпра кăларса йĕр хăварнă. Хветĕр аслă çул çине çитрĕ. Автобус çакăнта чарăннă ĕнтĕ. Урăх каймалли çук. Тарăхнă çын унталла-кунталла çаврăнкаласа çӳрерĕ. Çăра та çӳллĕ курăк тăрăх утнипе ботинки те, шăлавар пĕççи те йĕпенчĕ, курăк вăррисем çыпçăнчĕç...
— Мĕн шыратăн, Хветĕр мучи? — илтĕнчĕ пĕр ачан янравлă сасси. Вăл ярмак кăкăрлă, йĕмне тавăрса янă. Сарă çӳçĕ хĕвелпе йăл-йăл курăнать.
— Ура шыратăп, ачам. Ура... — терĕ мучи.
— Ура?! — тĕлĕнчĕ ача.
— Ĕнер çухатса хăварнă.
— Мĕнле-ха апла?!
Ача шеллерĕ. Йĕри-тавра чупса шырарĕ. Çук. Хветĕр канав хĕррине ларчĕ. Кăшт вăхăт иртсен Петюк та (ачана çапла чĕнеççĕ иккен) юнашар пырса вырнаçрĕ, унăн уринчи кивĕ протез çине тинкерчĕ.
— Ку пăсăлчĕ-и? — ыйтрĕ вăл.
— Канава çеç ывăтмалла ăна... — пăшăлтатрĕ мучи. Хăй вара урăхла шухăшларĕ. Ăна çак кивĕ протезĕ те темле питĕ çывăх пек туйăнать-çке-ха. Вăл ăна хăнăхнă. Унпа нумай çухрăм утнă. Çил-тăман витĕр те... Пылчăклă çул тăрăх та... Кăнтăрла та, çĕрле те... Çавăнпа вăл ют япала мар. Ăна Хветĕр канава тухса ывăтас çук. Пӳрт тăрринче, мачча çинче упранаççĕ вĕсем. Малтанхинчен пуçласах... Хăшĕсем типсе йăлтах пĕчĕкленнĕ ĕнтĕ, халтăртатса кайнă. Хăшĕсен тимĕрĕ хуçăлнă. Хăшĕсен ун пек-кун пек винтне кăларса илнĕ (запчасть вырăнне). Çапла, ушкăнпах выртаççĕ пӳрт тăрринче урасем. Çапăçса ывăннă, сӳлтен кайнă салтак пек.
— Уруна снаряд татнă-и санне? — пĕлесшĕн пулчĕ Петюк.
— Çук, врачсем... Пăчкăпа.
— Пăчкăпа?!
— Çаплах. Вăрçăра амантăм та госпитале лекрĕм. Унта сыватма тăрăшрĕç. Темиçе уйăх гипспа выртрăм. Кайран татмалла килсе тухрĕ.
— Таттармалла марччĕ сан...
Çак сăмахсем Хветĕр чĕрине йĕппе чикнĕ пекех ыраттарса илчĕç. Чăнах, миçе çул шухăшламасть-ши вăл çакăн çинчен. «Таттарман пулсан мĕнлеччĕ-ши? Тен, сывалмастчĕ-ши ман ура?» — тенĕ вăл яланах. «Гангрена иртсе каятчĕ пуль. Хытă тăмаллаччĕ манăн. Таттармастăп темеллеччĕ...» Юлашки çулсенче çак шухăш ăна темшĕн хытăрах та хытăрах аптăратма пуçларĕ. «Ача пулнă çав, ăс кĕрсе çитмен», — час-часах пăшăлтатрĕ вăл. Çавнашкал самантсенче пуçа тепĕр шухăш килсе кĕни çеç унăн чунне пусаратчĕ. Вара хăй çинчен тем пысăкăш çĕклеме сирсе ывăтнă пекех мучи ирĕклĕрех сывласа яратчĕ. «Татман пулсан вилеттĕм те пулĕ çав. Юрĕ, урана хăварни пуçа хăварниех мар. Çынсем ав пуçĕсене хăварчĕç».
Кăвак çӳçлĕ Хветĕрпе Петюк чылайччен шăкăлтатса ларчĕç. Мучи хăй фронтра фашистсене хирĕç çапăçни çинчен каласа пачĕ. Ача куçĕ умĕнчех вăл темле хитреленсе, илемленсе пычĕ. Унăн çӳçĕ те кăвак мар ĕнтĕ. Протезĕ те çук. Икĕ ури те сывă. Вăл салтак. Унăн пилотки çинче хĕрлĕ çăлтăр. Хĕветĕр вут-çулăм витĕр тăшман çине ыткăнать. Пĕр фашистне вĕлерет, тепĕрне. Тăшмансем ăна пур енчен те переççĕ. Автоматпа. Минометпа. Тупăпа. Ун çине танксем кăларса яраççĕ. «Тигрсем», «пантерăсем»... Самоходка «Фердинанд»... Хветер пурпĕрех малалла ыткăнать. Унпа пĕрле юлташĕсем. «Тăван çĕршывшăн! Ура!» — кăшкăраççĕ вĕсем. Ташман тӳссе тăраймасть. Чакма пуçлать. Совет салтакĕсем çĕнтерсе кайнă май тавралăх çуталса, илемленсе пыратъ. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тухать те ăшшăн кулса ярать. Тупăсен кĕрлевĕ инçе юлнăçем кайăксен савăнăçлă юрри янăрама пуçлать. Хире сухаçăсем тухаççĕ. Ылтăн пĕрчĕсем сапаççĕ. Часах ем-ешĕл калча шăтса тухать.
Хветĕр мучи тепĕртак ларсан килнелле утрĕ. Петюк ĕни патне васкарĕ. Унăн халĕ епле те пулин часрах ӳссе Тăван çĕршывăн салтакĕ пулас килет.
Хветĕр мучи килне çитрĕ. Чĕри çавăнтах вырăнта мар. Апат çинĕ-çимен сысна фермине çул тытрĕ. Унта платник. Вăл вите урайĕн хăмисене юсаса сарать. Алăк таврашне тӳрлетет. Сысна тени — ашкăнма юратакан чĕрчун. Пурне те сăмсипе хайăрать. Ватма, çĕмĕрме тăрăшать. Çавăнпа фермăра штатнăй платник кирлех. Ку ĕçре Хветĕр мучи ытла та вырăнлă. Пит васкама кирлĕ мар унăн. Апла пулин те яланах вите таврашĕнче пулмалла, пурне те курмалла.
Анчах тепĕр икĕ кунтан, фермăран таврăннă чух, протез тимĕрĕ шатăрт туса хуçăлчĕ. Хветĕр килне аран-аран сиккелесе çитрĕ. Тимĕрçĕ Василий пăрапа шăтарса протез тимĕрне икĕ тĕлтен «заклепать» турĕ. Çук, ура пурпĕрех ăнăçмарĕ. Тепĕр виçĕ кунтан йăлтах «стройран» тухрĕ. Ун хыççăн колхоз электросварщикĕ Якур «сварить» туса пачĕ. Тимĕрне çеç мар, ура сăранне те çунтарчĕ. Çав-çавах майлашăнмарĕ протез. Тепĕр куннех кăпăлт хăйпăнчĕ тимĕр. Унтан татах «сварить» турĕç, татах. Халĕ протез пăхма та хăрушланса кайрĕ. Сăранĕ йăлтах çунса шăтнă. Шини авăнчăк та мăкăль-шакăльлĕ. Мĕн тумалла ĕнтĕ кунпа? Хветĕр хывса ывăтрĕ ăна. Мачча çине улăхса кайрĕ. Тен, малтанхи протезсенчен вăхăтлăха хăшĕ те пулин юрĕ. Вĕсем, типсе пирченнĕскерсем, пурте ретпе выртаççĕ. Пĕчĕкленнĕ хăйсем. Вилнĕ протезсем тесен те юрать вĕсене. Вил тăпри патне пырсан çавăнта пытарнă çын пурнăçне аса илетĕн. Кивĕ протезсене курсан та Хветĕре вĕсемпе çӳрени аса килчĕ.
Акă чи хĕрринчи пĕрремĕш протез. Ăна хĕрĕх виççĕмĕш çулта илнĕччĕ вăл. Ку протез гипсран кăна. Ăна илнĕ чухне Хветĕр каччăччĕ-ха. Çулла вĕсем Вăрмар станцине тиха кӳлсе кайрĕç. Микулайпа иккĕшĕ. Тăпри çăмăл пултăр, пĕлтĕр суранĕ тепĕр хут «асса кайнипе» вилчĕ вăл. Танцăна каяс пирки вĕсем каçхинех хĕрсемпе калаçса татăлнăччĕ. Хĕрĕсем Верăпа Çипханиччĕ. Вера — эвакуаципе килнĕскер. Çипхани — хура куçлă, çăмăл çан-çурăмлă хĕр. Пĕри — вырăс, тепри — чăваш. Каччăсем вĕсене ялтан тухсанах асăрхарĕç. Хĕрсем ыраш пуссинче кĕтсе тăнă. Ара, ялтанах каччăсемпе ларса тухма аван мар-çке-ха. Вĕсем станцăна шăкăл-шăкăл калаçса çитрĕç. Юрататчĕ çав хĕрсенчен пĕрне Хветĕр. Станцăра тихана атă-пушмак мастерскойĕн картишне тăратрĕç, тăварса апат пачĕç. Унта Упа Иванĕ ĕçлетчĕ. Вăрçă тухиччен пĕр çул малтан вăл комбайнпа урине таттарнă.
Хветĕрпе Микулай пуйăс çине ларса Канаша кайрĕç. Вакуна кĕме май килмерĕ, вĕсем тамбур çинчех тăрса пычĕç. Протеза илсе каç пуласпа Вăрмара çитрĕç. Хĕрсем кĕтнĕ вĕсене. Яла хаваслă таврăнчĕç.
Ун чухне Хветĕре колхозри пулăшу кассин председателĕ тунăччĕ. Тырă виçсе паратчĕ вăл. Салтак çемйисен килĕсене кайса тĕрĕслетчĕ. Акă яла вăл пуçласа протезпа тухрĕ. Капла мĕн калăн, çыннăн пĕвĕ-сийĕ илемлĕрех. Симĕс гимнастеркăпа, галифе шăлаварпа...
Иккĕмĕш протеза илсен, астăвать-ха, Верăна Мускава ăсатса ячĕç. 1944 çулта пулчĕ ку. Ун чухне эвакуаципе килнисем Мускава таврăнма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Вера тухса каяс умĕн вĕсем çĕрĕпех урамра уткаласа çӳрерĕç. Уçтик аппасен хапхи çумĕнчи тенкел çине ларчĕç. Çав протезпах Çĕнтерӳ кунĕ çитсен ӳсĕрпе хытă ташланăччĕ Хветĕр.
Виççĕмĕш протезпа епле çӳренĕччĕ-ха тата? Тӳсеймерĕ Хветĕр, унпа суха тума тухрĕ. Пар лашапа. Пĕрин ячĕ Катюша, теприн — Анюта. Йăлтах ăшша пиçнĕ уксах сухаçă киле çитсенех тӳнсе кайрĕ, апат çимесĕрех выртса çывăрчĕ. Ирхине аран-аран çĕкленчĕ. Протез шăйăрнипе ури вут тукмакĕ пек шыçса кайнă. Тек сухана каяймарĕ вара Хветĕр. Ăна больницана хучĕç.
Тăваттăмĕш протез «шини» чĕркуççинчен çӳлерех икĕ тĕлтен хуçăлнă. Пĕрремĕш хут — вăрмантан вутă турттарнă чухне. Хветĕр йывăр юман пуленккисене пĕчченех йăта-йăта хучĕ. Ун хыççăн кукăр-макăр вушар йывăçа урапа çине хăпартма тăчĕ. Чул катрамĕ пекех йывăр пулчĕ вăл. Хветĕр ăна аран-аран урапа çине çĕклесе хучĕ. Анчах лешĕ юлашки çеккунтра алăран вĕçерĕнсе кайрĕ. Хыттăн лачлатрĕ те урапа тĕнĕлне шартах хуçса пăрахрĕ. Çавăнпа пĕрлех протез тимĕрне те. Иккĕмĕш хут — йĕтем çинче. Хветĕре весовщик туса хунăччĕ ун чухне. Молотилка патĕнчен тырă виçсе яма. Чунĕ вĕри-çке-ха унăн. Хветĕре грузчиксем михĕсене автомашина çине ерипен тиенĕ пек туйăннă. Вăл уксах урипе йăлт-ялт сиккелесе пынă та пĕр пысăк миххе çурăм çине çавăрса хунă. Тăлт-тăлт утса кайса кузов çине ывăтнă. Унтан тепĕр миххине. Виççĕмĕшне. Тăваттăмĕш миххе йăтса кайнă чухне унăн протезĕ шатăрт тунă. Хветĕр кузов патне хăрах уран сиксе те пулин çитнĕ-çитнех, çапах та тек михĕ йăтасси пулман...
Пиллĕкмĕш протез — чи чăтăмли, чи юратнă протезсенчен пĕри. Хветĕр, темиçе ача çитентернĕ ашшĕ пекех, вĕсенчен хăшне те пулин уйрăмах кăмăллать. Çав вун икĕ ураран ăна тарăхтараканнисем те, савăнтараканнисем те пулнă. Пиллĕкмĕшĕ савăнтарнисен шутĕнче. Унпа ăçта кăна кайман-ши вăл? Протез çавах çĕмĕрĕлмен, хĕсмен, ыраттарман. Хветер арăмĕ Çипхани ун чухне ĕне ферминче ĕçлетчĕ. «Кĕркунне çитрĕ. Урана тăхăнма атă та, боти таврашĕ те çук», — терĕ вăл пĕррехинче. Хветĕр тепĕр кунне ирех Чупайне утрĕ. Çав ял лавккинче лутра кĕлĕллĕ боти пур тенине илтнĕччĕ вăл. Çул çинче пĕр-пĕр лав тупăп-ха тесе шутларĕ. Кирлĕ чухне япала тупăнмасть çав. Хветĕр Чупай лавккине çуранах лăкăштатса çитрĕ. Анчах ăнмарĕ унăн: бртисем пĕтнĕ имĕш. «Энĕшпуç магазинĕнче пур», — пĕлтерчĕ ăна лавккари пĕр хĕрарăм. Хветĕр тӳрех унта çул тытрĕ. Каллех ун валли лав таврашĕ пулмарĕ. Çапах та лăкăштатса çывхарчĕ вăл Энĕшпуç патне. Çырма тăрăх утса яла анчĕ. Юрать-ха çанталăкĕ типĕ, сулхăн. Утма йывăр мар. Энĕшпуçĕнче Хветĕр чăнахах та боти туянчĕ. «Ĕнтĕ арăма савăнтаратăп», — шухăшларĕ вăл. Вара канса-туса тăмасăрах Хурăнкассине — тăван ялне васкарĕ. Вăрманпа кайрĕ вăл. Чăтлăхри улах çул çинче сап-сарă çулçă. Шĕшкĕсем çаралнă. Вĕсен тăкăнса пĕтмен курланкисем хуллен силленеççĕ. Тункатасем çумĕнче кĕрен кăрăç çемйи. Вăрманта ытла та шăп. Никам та çук. Хветĕр пĕчченех утрĕ, утрĕ. Сӳлтен кайрĕ пулин те, малаллах тапаланчĕ. Çан-çурăмĕ йĕпенчĕ унăн, пичĕ тăрăх тар шăпăртатса юхать. Вăл пурпĕрех утрĕ. Чăн-чăн салтакла. Тем пекех канас килсен те канмарĕ вăл, мĕншĕн тесен канма ларнă хыççăн хускалма йывăр. Ура тепĕр хут хĕрсе çитиччен пĕр утăм ярса пусасси те вилĕм. Акă тĕттĕмленнĕçемĕн тĕттĕмленчĕ. Вăрман çав-çавах пĕр сас-чĕвĕ те памасть. Çав-çавах питĕ лăпкă, кичем. Хветĕр, çаплах утать, утать. Унăн епле те пулин килне çитмелле. Арăмне çĕнĕ боти тыттарас килет çамрăк упăшкан. Вăрмантан аран-аран тухрĕ вăл. Халĕ унăн тем тарăнăш Кăпшар çырми урлă каçмалла. Юрать-ха уйăх тухрĕ. Тавралăх сĕт пек шурă çутăпа витĕнчĕ. Килне çитрĕ-çитрех Хветĕр.
Унăн пурĕ çирĕм пилĕк километр утма тиврĕ. Протезĕ вара пĕрре те шăкăр-шакăр тумарĕ, пăсăлмарĕ. Акă вăл халь пӳрт тăрринче ытти протезсемпе пĕрле выртать. Хветĕр ăна тытса пăхрĕ. Ун çинчи тусана кĕпе таткипе шăлса тасатрĕ. Протез шинĕсем тутăхман иккен. Тĕксĕм çутăпа йăлтăртатрĕç.
Улттăмĕш протез авă темле айнаксăр, хутланса выртать. Хветĕр ун çине пăхрĕ те кулса ячĕ. Пĕр çулсенче путвал хуралçи тунăччĕ Хветĕре. Çуркунне путвала хĕрарăмсем нумай пыратчĕç. Çĕрулми суйлама, касма... Хирте апат пĕçерекенсçм — паранкă варри илме (каснă хыççăн). Хуралçă, ахаль тăриччен тенĕ пек, хĕрарăмсене çĕрулми касма, тултарма пулăшатчĕ. Шӳт тукаласа илетчĕ.. Ун чухне тăлăх арăмсем чылайччĕ çав. Юмах çаптарма ăстаччĕ вĕсем, Улькка, пуринчен те шухăрахчĕ. Хăй çӳллĕ кăкăрлă, пысăк, яштака. Вут-хĕм сирпĕнсе тăнă пекех туйăнатчĕ унран. Пĕр кунхине, ĕç пĕтсен, Хветĕр патне пычĕ те Улькка: «Алкум алăкĕ тухса ӳкрĕ манăн. Тархасшăн, ырă çын пул-ха. Петлине çапса пар», — терĕ. Хĕрхенчĕ ăна Хветĕр. Кайса çапса пачĕ. Тепрехинче мунча кăмаки юсама чĕнчĕ. Хветĕр ун патĕнче чиперех тăм çăрса тăратчĕ-ха. Пĕшкĕнсе ĕçлеме лайăх пултăр тесе протезне мунча алкумĕнчи килĕ çине хывса хунăччĕ. Таçтан муртан сиснĕ Çипхани. Çĕмĕрттерсе çитрĕ те ай тустарма пуçларĕ. Ниепле ӳкĕте кĕртме çук. Юлашкинчен урса çитнĕ арăм килĕ çинчи протеза ярса тытрĕ. «Уксах урупа та арăмсем патне чупатăн. Ял култармăш! Тĕнче çĕртмĕш! Намăссăр!» — терĕ вăл. Вара: «Эппин, юл çакăнтах. Киле ан таврăн», — терĕ те протеза йăтса вĕçтере пачĕ. Мĕн каласси пур, йĕркеллĕ чухне кăмăлĕ чĕкеçĕнни пекех Çипханин. Çиллентерсен — сăмах та ан хуш. Мĕн тăвас тетĕн! Хветĕр çавăн чухне килне хăрах уран сиксе çитрĕ. Ялăн пĕр пуçĕнчен тепĕр пуçне. Килне таврăнсан арăмĕ виçĕ кун хушши протеза памарĕ ăна. Картишĕнчи йăмра тăррине çӳлех улăхса çакнă. Çипхани йывăç тăррине улăхма ăстаччĕ çав. «Фронтовика мăшкăллани ку!» — çухăрашрĕ ун чухне Хветĕр. Вăл протеза антарас тесе чулпа та, патакпа та персе пăхрĕ. Çук, антараймарĕ. Виççĕмĕш кунне, арăмĕ тухса кайсан, икĕ шăчча пĕрлештерсе çыхрĕ, вĕçне çава çирĕплетрĕ. Эсрел инструменчĕ пекех пулчĕ вăл. Çапла аран-аран касса антарчĕ протеза. Ку, паллах, çав тери тарăхтаракан ĕç пулчĕ. Çапах та арăмне ун пек хăтланнăшăн каçарчĕ вăл.
Çиччĕмĕш протез — орден протезĕ. Унпа Хветĕр военкоматран Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ çакса таврăнчĕ. Нумай çул хушши кĕтнĕ ăна награда. Хветĕр ун çинчен манма та пуçланăччĕ ĕнтĕ. «Пама тăратнăччĕ те, май килмерĕ пуль», — тесе шухăшласа çӳретчĕ. Астăвать-ха: шартлама сивĕ каç. Сывлама та çук. Разведчиксем нимĕç ефрейторне тытса килчĕç. Çавăн чухне пĕлтернĕччĕ вĕсене: награда пама тăрататпăр сире тенĕччĕ. Тепĕр ик эрнерен, хаяр çапăçу, тĕркĕшӳ вăхăтĕнче, Хветĕр йывăр аманчĕ, госпитале лекрĕ. Гипсланă урапа кравать çинче ярт тăсăлса выртнă чухне те, урине татнă хыççăн та хаçатсене пăхкалатчĕ вăл. Указ пичетленсен хăй ятне шыратчĕ. Çук, унăн ячĕ курăнмарĕ. Килне таврăнсан та темле кичемрех пекчĕ ăна. Юлташĕсем орденсемпе килеççĕ. Ку шалти вăрттăн та пĕчĕк шухăш çеç пулнă ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, вăл пăшăрхансах кайман. Ара, çĕршывшăн хăй мĕн тума пултарнине тунă-çке вăл. Акă юлашкинчен пысăк награда ăна хăех шыраса тупрĕ. Çеп-çемçе кавир тăрăх утса пычĕ военком умне. Протезпа пулин те, чăн-чăн фронтовикла.
— Служу Советскому Союзу! — терĕ вăл çирĕппĕн, тăн-тăн сасăпа.
Саккăрмĕш протез темле хаяррăн выртнă пек курăнчĕ ăна. Унпа çӳренĕ вăхăтра яла чăрсăр та çăткăн сăн-питлĕ (темшĕн сăнĕнченех паллă вăл ун пекки) Емель Емельевич таврăнчĕ. Тен, таврăнмастчĕ те пуль вăл. Таçтан шăпăрпа шăлса, хăваласа янă ăна. Мĕн таçтанни... Вăрçă вăхăтĕнче банк управляющийĕ пулнă вăл. Ятлă-сумлă пысăк начальник. Унтан кăларсан Емель Емельевича райĕçтăвком председателĕ туса хунă. Çăнăх, кĕрпе, аш-какай, çу, пыл... Райĕçтăвком председателĕнчен чăн-чăн арлан пулса тăнă. Пурăнсан-пурăнсан асăрханă ăна, ĕнсе чикки парсах кăларса янă ăшă йăваран. Кĕçех çак çын хăйĕн тăван районне лĕпĕстетсе çитсе ӳкет. Пичĕ пĕркеленнĕ ĕнтĕ унăн, хырăмĕ хĕç пек хĕсĕннĕ. Шеллеççĕ мĕскĕне. Райпищекомбинат пуçлăхне лартаççĕ. Кунта вăл часах термене çакланать. Хăй: «Ахалех хупрĕç мана», — тетчĕ пулин те Хветĕр нихăçан та ăна ĕненмен.
Емель Емельевич кайран ялта питĕ шăппăн пурăнма пуçларĕ. Пахчине тем çӳллĕш тимĕр карта тытса çавăрчĕ. Те тĕрмеренех курса килнĕ вăл ун пек картана. Вара сад чĕртрĕ. Улмуççисем ӳсрĕç, çимĕç пама тапратрĕç. Таврара Емель Емельевичăн кăна вăйлă сад. Ачасем ун пахчи еннелле хăййăн-хăййăн пăхаççĕ, тутисене чаплаттарса илеççĕ. Анчах Емель вĕсене пĕр улма çитерес пулсан çав сехетрех çакăнса вилĕ. Лавĕ-лавĕпе Хусана улма-çырла ăсатать. Унтан вăл ял совет председателĕ пулса тăрать. Мĕнле майпа? Çакна Хветĕр халĕ те пĕлсе çитереймест. Тус-тăванĕсене йывăç, шифер, кирпĕч парнелеме тытăнать. Хветĕр çакăн çинчен илтет. Унăн пӳртне шыв каякан пулнă. Çитсе кĕрет хайхи председатель пӳлĕмне. Тӳрех шав-шав тума юратать вăл. Хăй еккиллĕ çын. Алăк патĕнче хĕсĕнсе ларать. Емель Емельянович курать ăна. Апла пулин те пуçне çĕклемест, сăмах та чĕнмест. Çырса ларсан-ларсан ытти пӳлĕмсене туха-туха кĕрет. Темле тус-юлташсемпе пуплешет. Хветер пирки асра та çук. Тĕнчере Хветĕр ятлă çын çуралса та ӳсмен тейĕн. Каç пуличченех ларать инвалид. Каç пулсан Емельевич сĕтелне шăкăр-шăкăр питĕрет.
— Атя, тухăр. Ман каймалла, — тет.
— Эп ĕçпе килнĕччĕ, — тинех сăмах хушать Хветĕр.
— Мĕн çывăрса лартăн паçăр. Халь май килмест. Ыран... — тухса | вăркăнать пуçлăх.
Çапла, виçĕ кун çӳрет Хветĕр пуçлăх патне. Кашни кун каллĕ-маллĕ тăватшар çухрăм утать. Тăваттăмĕш кунне тӳсеймест, тарăхса çитет.
— Эс мĕн хăтланатăн? Суранлă урапа миçе хут килмелле сан пата? — тет вăл.
— Ничево, ничево, — мăкăртатать Емельевич куслăхне тутăрпа васкамасăр сăтăра-сăтăра илсе.
— Мĕн ничево? — хыттăн ыйтать Хветер.
Пуçлăх яштах пуçне çĕклет.
— Эсĕ, мĕн, мана хăратма килтĕн-и? Тупăннă этем. Вăрçăра эс çеç мар, пурте! пулнă...
Хветĕр чĕри хыттăн тапма пуçларĕ, çан-çурăмĕ чĕтрерĕ, аллисем чăмăртанчĕç.
— Ничево «хулиганить» тăваймастăн эс кунта. Мĕн те пулин хăтлансан тӳрех ăсататăп.
— Ăçта ăсататăн?
— Тупатăп вырăнне.
Хветĕр нервĕсене хытарчĕ. Унтан лăпкăн;
— Эпĕ санпа йĕркеллĕ калаçма килнĕ. Кăштах шифер кирлĕ мана. Хут туса пар-ха.
— Шифер! Ăçтан тупас ман?
— Йăмăкупа пиччӳне те, йыснуна та патăн-çке. Ман валли кăштах тупăнмĕ-ши вара?
— Ун пек калаçатăн пулсан марш кунтан! Пĕр хут татки те çырса памастăп. Пĕр листа шифер та, черепица та, тимĕр те ан кĕт. Фронтра пулнипе çĕмĕрттерсе çӳреме кирлĕ мар. Пĕтĕм çĕршыв çапаçнă вăрçăра. Пурте пĕр çын пек çĕкленсе тухнă тăшман çине.
Хветĕр чунĕ тăвăнсах çитрĕ. Ытла лайăх «витĕнкĕç сăмахсем» тупать-çке Емель Емельевич. Çакăн пек сăмах вăл — вăрçă вăхăтĕнче тылра пытанма тăрăшнă йĕксĕксен «шанчăклă хӳми». Хветĕр хăйне хăй те сисмерĕ. Вăл протезне вĕçертрĕ те йăпăр-япăр урине туртса кăларчĕ. Хăватлăн çӳлелле çĕклерĕ. Емель сĕтелли çине кĕрĕслеттерсе çапĕ. Протез «шинăсем» авăнчĕç. Емельевич пӳлĕмрен вăшт кăна тухса сирпĕнчĕ. Куçлăхĕ алăк çумне çапăнса чĕлпĕр саланчĕ. Нумай турткаларĕç Хветĕре. Хăйне çирĕп тытманшăн пайтах ӳкĕнчĕ инвалид. Анчах нимех те тумарĕç ăна, ятларĕç кăна. Емель Емельевича вара кĕçех председательтен кăларса çапрĕç.
Хветĕр хуллен шăлкаласа тăххăрмĕш протеза тытса пăхрĕ. Унăн чĕркуççинчен аяларах пайĕ (ура тунийĕ) йăлтах арканнă. Хăвăл йывăçĕ çук. Чĕркуççи тимĕрĕсем лапчăннă. Хветĕр ăна тӳрлетес тесе нумай аппаланчĕ, юсаймарĕ. Çак протез çине пăхсан Хветĕр çан-çурăмĕ яланах сӳлетсе илет. Халĕ те çаплах пулчĕ. Ун чухне вăл колхозăн автогаражĕнче тĕрмешетчĕ. Хуралçă пеккиччĕ вăл. Гараж хураллать, шăлса тирпейлет. Шоферсем вăхăтра таврăннипе таврăнайманнине тĕрĕслет. Автомашинăсене «заправить» туса пулăшать. Юрататчĕç ăна шоферсем. «Хветĕр Иванч», «Хветĕр Иванччă» тесе кăна тăратчĕç. Пĕр тулăксăр шоферпа вара, Карбюратор Çерукĕпе, «пăрçи пиçместчĕ унăн. Машинине пылчăклă-мĕнлĕ, тирпейсĕр тытатчĕ Çерук. Хăш-пĕр чухне тул çутăласпа тин таврăнатчĕ. Сăлтавне тупатчĕ хăй. «Хирте бензин пĕтсе ларчĕ», «баллон шăтрĕ», «зажигани чăхăмларĕ», «сцеплени пăсăлчĕ», «тормоз тытманнипе чун тухатчĕ»... пуху-мĕн пулсан Хветер ăна тарăхсах ятлатчĕ. Ырă çын тăвасшăнччĕ унран. Лешĕ вара ырă тăвас тесе каланине тепĕр майлă ăнланатчĕ. «Ура хурасшăн эс мана», — тетчĕ. Çапла, хирĕçӳ çивĕчленнĕçемĕн çивĕчленсе пычĕ. Юлташĕсем ятланă хыççăн Карбюратор пĕр вăхăтра йĕркене кĕнĕччĕ-ха. Уншăн Хветĕр савăнатчĕ. Анчах пĕр-икĕ эрне тытăнса тăчĕ-и те, Çерук каллех гараж умне тăр пылчăк машинăпа çитсе чарăнчĕ.
— Уç хапхуна! — кăшкăрчĕ вăл хуралçа.
— Уçмастăп, — терĕ Хветĕр. — Малтан çуса кил машинна.
— Эй, пуплешет те...
Карбюратор хирĕçме пуçларĕ. Çилленсен темле çăтăр-патăр калаçать вăл. Тăрантас кустăрми хушшине патак хурса шатăртатарнă пекрех. Кун пек чухне ун сăмахĕсене, Хветĕр шутласа кăларнă тăрăх, вун-вун икĕ процентран ытла ăнланма çук. Карбюратор çапла çатăртатрĕ-çатăртатрĕ те сасартăк грузовика чакарма тытăнчĕ. Кузовран пылчăк татăлса аннă иккен. Хветĕр ун çине Пусрĕ те шуса кайрĕ, ӳкрĕ. Сывă урине туртса илме ĕлкĕрчĕ-ха вăл. Протезне туртса илеймерĕ. Çав ура урлă машина каçса кайрĕ. Çапла, кĕтмен инкек килсе тухрĕ ун чухне. Кайран пĕлчĕ Хветĕр: леш, Карбюратор текенни, ӳсĕр пулнă иккен. Çапла, фронтра мар, ялтах тепĕр хут аманчĕ Хветĕр. Юрать-ха хальхинче протез урине кăна хуçрĕç.
Вуннăмĕш протез ытлашши кивелсех çитмен-ха. Унпа пĕр тикĕс, лăпкă пурăнчĕ Хветĕр. Ара, фермăра ĕçленĕ чухнех мĕнех пултăр-ха? Сыснасем пырса хыçаланаççĕ ĕнтĕ ун çумне. Ку темех мар. Тепĕр чухне, чăнах та, пылчăк ишме тивет çав ĕнтĕ. Сысна фермин картишĕ мĕнлереххи паллă: пылчăксăр пулмасть вăл. Хĕлле фермăна тарăн кĕрт тăрăх ашса çитесси те çăмăлах мар. Тепĕр чухне тракторпа çул уçаççĕ. Анчах шуçăмпах, Хветĕр пынă чухнех, уçмаççĕ-ха вĕсем. Ферма платникĕ пилĕк сехетре витене çитет. «Каярах килсен те юрать», — теççĕ ăна. Вăл çав-çавах хăй йăлине пăрахмасть. «Çук, вуннăмĕш протез ытлашши çĕмĕрĕлмен. Унăн чĕркуççинчен çӳлерех пайне (пĕççине) вунпĕрмĕш протез ăшне улăштарса лартас мар-ши?» — шухăшларĕ Хветĕр... Вăл ăна çавăркаласа пăхрĕ. Çук, «çăрисем» пĕр пек мар иккен, чĕркуççине хытарнă болтсем те пачах урăхла. Мĕн каласси пур, протез заводĕнчи туссем (унти рабочисене Хветĕр çаплах калать: нумай çул ура илсе чăннипех çывăхланса çитнĕ вĕсемпе) яланах ун пек-кун пек изобретени тума тăрăшаççĕ. Çăмăлрах, меллĕрех протез туса парасшăн çунаççĕ вĕсем. Çавăнпа та час-часах мĕн те пулин улшăну кĕртеççĕ. Хветĕр тарăхса та илчĕ. «Лапăртатаççĕ, — терĕ вăл. — Мана çăмăлли-мĕнĕ мар, çирĕпреххи кирлĕ. Хăтъ тем хулăнăш тимĕртен туса паччăр, шанчăклă çеç пултăр вăл. Пĕрене çĕклеме те. Чул тиеме те...»
Хветĕр, сисмесĕр тенĕ пекех, чи хĕрринчи ура çине — тин çеç çĕклесе улăхнă вунпĕрмĕш протез çине тинкерчĕ. «Эппин, санăн та срок тухрĕ иккен», — ассăн сывларĕ вăл. Мĕн тейĕн, кирек хăш протезпа та уйрăлма йывăр ăна. Хăйĕн çумĕнчен темскер ăшă, ырă япала уйрăлса кайнă пек.
Çак самантра Хветĕр каллех вуниккĕмĕш протеза аса илчĕ. Нивушлĕ çĕтмеллипех çĕтрĕ вăл. Мĕн тери намăс. Хветĕр нихăçан ун пек тăнне çухатса çӳременччĕ. Халĕ тем тумалла ĕнтĕ. Протез заводне тепĕр хут кайма аван мар. Çитменнине унта сан валли кашни эрнерех ура туса парас çук. Тĕнчере эсĕ çеç-и, инвалидсем татах та пур. Хветĕр çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Кунсăр пуçне фермăра та протезсăр май килмест. Икĕ хул хушшине те костыль тытсан пуртăпа епле каскалăн-ха. Капла ĕçлени мар, асапланни кăна...
— Лайăх мар... Пит лайăх мар, — хыттăнăх каласа хучĕ Хветĕр.
Аялтан Çипхани сасси илтĕнчĕ:
— Мĕн утса ларатăн эс унта. Апат анса çи. Лайăх мар пулсан та, мĕн тăвайăн ĕнтĕ халь.
Упăшки шарт сикрĕ те кăштăртатса анма тытăнчĕ.
Апат çисе ларнă чухне вĕсен алкум алăкне такам шаккарĕ.
— Лисук ачисем пуль-ха. Çавсен алли шашулкка патне çитеймест. Темме вăрăмлатса хумарĕ кантрине, — мăкăртатрĕ Çипхани, вара уçма тухрĕ. Пӳрте Лисук ывăлĕ мар, Петюк килсе кĕчĕ.
— Ĕç тухмарĕ, Хветĕр пичче, — терĕ вăл ăшталанса.
— Мĕнле ĕç?
— Эпĕ сан пирки хаçат редакцине çырса ятăм. Пĕлтерӳ пичетлеме ыйтса. «Хурăнкасси ялĕнче пурăнакан Федор Иванович Хурамалов Вăрмар поселокĕнче сылтăм урине (пĕç тĕп) çухатса хăварнă. Тупакансене хуçине пĕлтерме ыйтатпăр. Ура михĕре пулнă», — тесе çыртăм эпĕ.
Хветĕр кашăкне чашăкран кăларма та манчĕ, тем калама хăтланчĕ, анчах çăварти çăкăрне чăмласа антарайман пирки нимĕн те калаймарĕ. Петюк малалла пĕлтерчĕ.
— Ĕнер хыпар килчĕ. Редакцие ун пек шӳтлесе çырма юрамасть тенĕ. Пĕлтерĕве, кунсăр пуçне, укçа тӳлесен çеç пичетлеççĕ тесе каланă. Эпĕ паян конверт ăшне чиксе вун тăхăр пус укçа ярса патăм. Халĕ пичетлеççĕ пуль-ха. Хыçала татах ăнлантарса çыртăм. Миххи — йĕтĕн çиппинчен тĕртнĕскер терĕм. Урана тупатпăрах. Ытлашши кулянма кирлĕ мар.
Петюк иккĕмĕш класран çеç вĕренсе тухнă-ха. Ăслă ача вăл. Хветĕр мучи сĕтел хушшинчен тухрĕ те ун патне пычĕ, ачана пуçĕнчен ачашласа саврĕ.
— Эй, япала... Хăвăн урупа такам пуçне те анрататăн ĕнтĕ, — терĕ Çипхани Петюк тухса кайсан.
— Тем те курса ларăн хальхи ача-пăчапа. Ма каларăм-ха ăна урана çухатса хăварни çинчен. Ĕнтĕ пĕлсех тăр. Пурте вар-хырăмне тытсах кулĕç, — тек апат çинчен аса та илмерĕ Хветĕр.
...Вăрмар автовокзалĕ патĕнчи тенкел çинче Хветĕр чылай ларнăччĕ çав. Автобус час килмерĕ. Тĕлĕрсех кайма пуçланăччĕ вăл. Çынсем хыттăнрах калаçнине, вĕткеленсе чупнине илтсе пуçне çĕклерĕ. Автобус килнĕ иккен. «Ăçталла каять?» — ыйтрĕ Хветĕр. «Хурăнкассине!» — терĕç ăна. Мучи хăпăл-хапăл утса пырса автобуса кĕчĕ. Кĕçех машина тапранса та кайрĕ. Кĕçĕр кунтан тек пĕр автобус та нихăш еннелле те çула тухмасть. Çавăнпа автовокзал та, урам та пушанса юлчĕç. Никам та çук. Тенкел çинче кăна темле мăкăль-шакăль вăрăм япала чикнĕ михĕ выртать. Чылайччен никам та пырса пăхмарĕ ăна. Ара, вырттăрах! Хуçи тупăнĕ-ха, килсе илĕ.
Чылай вăхăт иртнĕ хыççăн автовокзал умĕнче пĕр ача курăнчĕ. Кивелерех панă кăвак костюм тăхăннă. Çара пуçăн. Вăл тенкел çинчи миххе асăрхарĕ те хыпашласа пăхрĕ: унта хуçлатса хунă темле хытă япала пур иккен. Ача, пĕлес килнипе чăтаймасăр, михĕ çумне ларчĕ, васкамасăр çыххине салтрĕ. Ак тамаша! Ун ăшĕнче протез иккен. Кун пеккине курнă вăл, пĕлет. Атă-пушмак мастерскойĕнче ĕçлекен Упа Иванĕн те çавăн пекскерех вĕт-ха. Тен, вăл манса хăварнă. Ача михĕ хуçи килет-и тесе çур сехет ытла кĕтсе ларчĕ, анчах автовокзалра никамах та курăнмарĕ. Вара ал тупанĕ çине сурчĕ те миххе çурăмĕ хыçне çавăрса хучĕ. Унччен те пулмарĕ — канавран, чул куписем хыçĕнчен, йывăç пăшалсем çĕкленĕ ачасем сиксе тухрĕç. Вĕсен хушшинче Упа Иванĕн ывăлĕ Гриша та пур.
— Мĕн михĕпе çӳретĕн, Владька? — ыйтрĕ унран Гриша.
— Аçуна курмалла-ха. Çак япала унăн мар-и тетĕп, — тусĕ çине сăнанă пекрех пăхса илчĕ Владька. Унтан миххе салтрĕ те вĕр çĕнĕ протез кăларса кăтартрĕ.
— Аттен мар ку... — терĕ ача. — Вăл халь çĕннине илмен-ха, ури те унăн кунтан кĕскерех. Тăрри сак пек мар, хăвăл.
Тепĕртакран ачасем патне шур çӳçлĕ, темиçе орден ленти çакнă туяллă çын пырса тухрĕ. Михĕри протеза кăларсах пăхрĕ вăл. Унтан канаш пачĕ: «Ку япалан хуçине пĕлес тесен Канаша, протез заводне, кайса килмелле», — терĕ.
Тепĕр кунне пуйăс çине ларса Владькăпа Гриша çула тухрĕç. Миххе те пĕрлех илнĕ вĕсем. Протез заводĕнче инвалидăн япалине курнă-курман палласа илчĕç. «Хурамаловăн ку», — терĕç рабочисем. Адресне çырса пачĕç. Ачасем савăнăçлăн килне таврăнчĕç.
Ирхине ирех Владькăпа Гриша урамра тĕл пулчĕç те хăйсем тупнă миххе йăтса Хурăнкассине çитрĕç. Малтанах вĕсем Уçăп Михали патне кĕчĕç. Вăл — Владька ашшĕпе пĕр тăван. Вĕсен ывăлĕ — Петюк питĕ савăнса кĕтсе илчĕ юлташĕсене. Владькăпа Гриша Хветĕр мучин тупăннă урине илсе килнине пĕлсен вăл тĕлĕнсех кайрĕ.
— Хаçат редакцийĕнчен пĕлтерчĕç-и? — ыйтрĕ вăл.
— Çук-çке, нимĕн те пĕлтермен, — терĕ Владька.
— Мĕнле-ха? Эпĕ çырса янăччĕ вĕт...
— Мĕн тесе?
— Хурамалов урине çухатнă, пĕлтерӳ парăр тесе.
Часах ачасем Хветĕр мучи килне çитсе кĕчеç. Миххе курсан мучи хăрах уран сиксех вĕсем патне ыткăнчĕ. Чĕтрекен аллисемпе миххе салтса вĕр çĕнĕ протез туртса кăларчĕ.
— Ларăр, ачасем. Пыл илсе кĕретпĕр. Сире çĕнĕ пыл çитермесĕр ямастăп. Тавтапуç, тусăмсем. Ăçтан тупрăр! — хыпалансах калаçрĕ мучи.
Çипхани васкаса пыл илме тухрĕ. Хветĕр мучи ачасем çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те урине йăтса чăлана кĕчĕ. Унăн куçĕнчен шултра тумламсем юхса анчĕç. Хветĕр мучи протеза кăкăрĕ çумне тытса чăмăртарĕ.
«Вун иккĕмĕш ура... тупăнтăн-и, телейĕм», — пăшăлтатрĕ вăл.