Урхамах утăма утланса
Эп каям-и вут пек вылянса? —
Килĕм-йышăм, мана ăсатсам
Çул çине ăш сăмах каласа.
Çӳрен утăм çинче çил вылять,
Çӳрес çулăм инçе тăсăлать.
Чĕлпĕре çирĕпреххĕн тытсан
Ăнтăлни те пырать вĕт ăнса.
— Ялăм-йышăм, ăсат ывăлна,
Ывăлу сан пĕлмест ывăнма.
Пĕкĕ витĕр шур пĕлĕт юхать,
Çилхесем хушшипе çул тухать.
Кӳлнĕ ăйăр чул-хăйăр сапса
Талпăнать харăсшаррăн тапса.
— Çĕрĕм-шывăм, ĕç хуш ачуна,
Вĕри тар уçăлтартăр чуна!
Çутă çăлтăр çула çутатать,
Çут пуласлăх мала васкатать.
Çӳлтикасси.