Таврара çурхи тĕнче шăрши.
Сирнĕ пур чĕрчун хĕл ыйхине.
Сăмсине тĕк йăтнă та çерçи
Йышăнасшăн шăнкăрч вĕллине.
Капăрланĕ сад çу кунĕнче:
Йывăçсен тăртаннă папкисем.
Хĕвел ӳкнĕ аслăк хыçĕнче
Сӳс тĕвеççĕ вăрăм тунасем.
Ытарма çук çакăнти илем:
Утма çул анать шыв хĕррине.
Шур чăлхаллă ешĕл хурăнсем
Ушкăн хĕр пек тухнă ял вĕçне.
Çакăнта эп ӳснĕ пĕчĕкрен,
Çакăнтах ирттерĕп ĕмĕре.
Аттесем таптанă çĕрсенчен
Лайăххи пулсан та тĕнчере...