«Эс ăçтан?» — тесе ыйтсассăн
Эпĕ: «Хĕрлĕ Чутайран!» —
Тетĕп çав тери хавассăн,
Мухтанатăп та кайран.
Пĕчĕк çеç тăван çĕр-шывăм
Эсĕ манăн Чутай ен.
Ирхине ӳксессĕн сывлăм
Кĕмĕлпе хитреленен.
Сар хĕвел сана ачашшăн,
Пит йăвашшăн çупăрлать.
Санăн кăмăлна туясшăн
Варкăш çилĕ антăхать.
Кайăксем чуна çĕклеççĕ
Чĕвĕл-чĕвĕл сассипе,
Çепĕç туйăм парнелеççĕ.
Çапларах Чутай ирпе.
Кунĕпе таçта васкаççĕ
Питĕ ĕçлĕ чутайсем.
Пур пĕр савăнма манмаççĕ —
Пит хаваслă-çке хăйсем.
Çăлтăрсем каçпа тухсассăн
Куç хĕсеççĕ Чутая.
Пĕр самантлăх чарăнсассăн
Ку вăл пырĕ нумая.
Ман Чутай вăл хăй те çăлтăр,
Çичĕ тĕслĕн çуталать.
Пирĕншĕн маяк вăл пултăр —
Кашниех ăна шанать!