Çăрахви инке, тин çеç тултан кĕнĕскер, аллисемпе чӳрече янаххи çине тĕреннĕ те урамалла пăхcа тăрать.
— Ай-уй, халăхĕ те çав, килеççĕ те килеççĕ, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Ялавсемпех... Чечексем тата... Ăçтан тупнах ун чухлĕ чечек? — тĕлĕнсе кайнă Çăрахви ваштах каялла çаврăнчĕ те урлă сак çинче пуçне усса ларакан упăшки еннелле пăхрĕ. — Кайса курмаллах пуль.
Çăрахви инке чăлана кĕрое çийĕнчи тутăрне, саппуна улăштарса тухрĕ, упăшкине хирĕç пырса тăчĕ.
— Ашшĕ! Эсĕ пымастăн-им? — ыйтрĕ Çăрахви инке унăшкинчен.
Çтаппан шартах сикрĕ, анчах хăйне алла илме тăрăшрĕ.
— Пуç ыратать. Шарламан та эп сана, иккĕмĕш эрне аптратăп. Ыратать те ыратать.
— Кур-ха эс, пĕтĕм район пухăннă. Çăмăл машинисем пулкипе килчĕç. Шупашкартан та пур, теççĕ. Ял-ялĕсем тата. Хамăрăн ĕнтĕ ачи-пăчисем те тăрса юлман. Атя, тухса уçăл, пуç ыратни те иртпе кайĕ. Пӳртрен те тухса курмастăн та, епле-ха ан ыраттăр ĕнтĕ.
— Ан та минрет, пыраймастăп терĕм сана, — çилленерех тавăрчĕ упăшки.
Çăрахви инке кăмăлсăрланчĕ, анчах урăх йăлăнса тăмарĕ. Пӳрт алăкне кăна хытăрах хупса хăварчĕ. Упăшкинчен иртме хăнăхман вăл.
Арăмĕ тухса кайсанах, Çтаппан чӳрече патне çывхарчĕ. Вĕсемпе хирĕçех ларакан клуб умне халăх пасарти пекех пухăнса тулнă. Варринче шап-шурă катан пирпе чĕркесе лартнă палăк курăнать. Палăкĕ пысăк, ялти пӳртсенчен те çӳллĕрех, вĕçленкинче — çăлтăр, çăлтăрĕ ăшне, каçхине çутă пама, электричество лампи вырнаçтарнă.
Эрне ытла пуç ыратать терĕ Çтаппан арăмне. Çук, пуç та мар вăл, ăш вăркаса çунать. Чĕре йăш-йăш туса ыратать. Ыйхи те ыйхă мар, ухмаха кăларассах çитрĕ. Тĕлĕксемпе аташать. Пĕррехинче арăмĕ çумĕнчех: — Кирлĕ! Кирле! — тесе кăшкăрса вăранса кайрĕ. Тĕлĕкĕ чăнах та усалскер пулчĕ. Кирле ăна тĕрмене хупса лартнă пек. Çтаппан пукан çинче пуçне усса ларать пек, ун тавра Кирле уткаласа çӳрет.
— Ну мĕн? Эпир çĕнтертĕмĕр-и, эсир-и? Эпир çĕнтертĕмĕр! Виççырмари колхюз çинчен халь республика пĕлет. Нимĕн те тăваймарăр эсир, нимăнле ĕç те тухмарĕ сирăн. Ухмах пулнă эс, мана вĕлересшĕн пулнă. Эп вилмен. Çапла çав. Ухмах пулнă эс, ют çын ăстăнĕпе пурăннă, кулак чĕппи! Хама пенĕшĕн сана пăвса пăрахатăп. Эп вилмен. Эп халăхпа пурăнатăп, — тесе Кирле ăна мăйран çулса илет. Сывлăш та, сас та тухмасть.
— Мĕн кăшкăран? — ыйтнăччĕ арăмĕ.
Хăй ыйхинчен хăй хăракан пулчĕ Çтаппан. Куçа хупсанах каллех çав тĕлĕкех курать, каллех ăна Кирле тĕрмене хуптарнă, каллех суд тăвать.
Çав тĕлĕк чăнлăха куçнăн туйăнать Çтаппана. Акă, халь те чӳрече çывăхне те пыма хăратъ. Çынсем ăна асăрхаса: «Курăр, Кирлене вĕлерекенĕ çавă ĕнтĕ», — тесе кăшкăрĕç.
Лаштах ларать Çтаппан сĕтел умĕнчи пукан çине. Аллисемпе пуçне тăревлет, куçне вăйпа хупать, пĕтĕм куç хупанкисем ыратса каяççĕ. Анчах хăтăлаймасть шухăшран. Шухăш Çтаппана лава кӳлсе лартнă та, хăвалать, хăвалать, пушăпа çапнă пек хӳтерет. Вăхăт-вăхăтăн çамка çине сивчирпе чирленĕ евĕрлех патăр-патăр шултра тар тухать.
Мĕнтен пуçланчĕ-ха вăл?
Çтаппан ун чух ăнсăртран çав палăка тунă çĕре пырса тухнăччĕ. Каменщиксем патĕнче Андрей Викторович пурччĕ.
— Вĕлермен пулсан паян кун та пурăнмаллаччĕ. Ун сывлăххипе ех-хĕм! тумасăр çĕр çула çитмелле, — терĕ вăл.
— Çапах та кам пенĕ пулнă-ши ăна? — ыйтрĕ Рудольф ятлă çамрăк, кăçал 9-мĕш класс пĕтернĕскер.
— Тавçăрма тавçăратпăр та, çакланмарĕç, — хуравларĕ Андрей Викторавич. Хăй ăнсăртран тенĕ пек Çтаппан çине пăхса илчĕ.
Çавăнтан пуçланчĕ те канăçсăрлăх, çавăнтанпах Çтаппан шухăшран хăтăлаймасть.
...Ашшĕне вăл астумасть. Патша вăрçинченех таврăнман. Аслашшĕ ашшĕ вырăнĕнче пулнă Çтаппаншăн, аслашшĕпе асламăшĕ пăхса ӳстернĕ ăна. Амăшĕ Ишеке качча тухсан та парса яман вĕсем Çтаппана. Ачалăх та пулнă, çамрăклăх та, вылянă, кулнă, анчах çав телейлĕ вăхăтăн пĕр саманчĕ те асра çук. Аслашшĕ кăна асра.
Пин те тăхăрçĕр çирĕм саккăрмĕш çул. Кĕрхи тĕттĕм каç. Чӳречесене çивиттисемпе, асламăшĕн çăм тутрисемпе карса лартнă. Пӳртре чĕпкуçĕ кăна çунатъ. Çтаппан пӳрт умĕнчи пахчара, ватă йăмра вулли çумĕнче, йăпшăнса тăрать. Аллинче ун пуртă.
Пĕрин хыççăн тепри килеççĕ ял пуянĕсем пахча хыçĕпе. Лайăх сĕрнĕ алăк сас памасăр уçăлать. Йăп та йăп! кĕрсе çухалаççĕ килекенсем. Çтаппан вĕсене паллать, тĕттĕме хăнăхнă куçĕсемпе кушак пек куратъ. Пурте пухăнса çитсен, Çтаппан татах чылай итлесе тăрать, килкартине кĕрсе, йыттине сăнчăртан вĕçерет, вара тин пӳрт алăкне уçать.
— Кирле йыттисем йĕр çине ӳкмерăç-и? — ыйтать аслашшĕ, çĕмĕрт пек хура куçĕсене типпĕн ялкăштарса.
— Çук, çĕрле çӳреме хăраççĕ вĕсем, — тавăрать Çтаппан.
Мăнукĕнчен хăй шухăшне пытарман аслашшĕ шухăшне малалла тăсать:
— Кулхуссем çинчен ахаль калаçаççĕ тетĕр-и? Çук. Кĕçĕн Виççырмара коммунă туса хучĕç, кĕçех кулхус пирăн пата та çитет. Каларĕ тейĕр ак. «Правдăна» вуласах пыратăп. Пирĕн шухăшлама сăлтав пур: выçă çын çăкăр касать халь.
— Вĕлеретпĕр, йăлтах касса ваклатпăр, — чăтаймасть Кăвакал Левенĕ.
— Вĕлерсе пĕтереймĕн, усал курăкăн тымарĕ вăйлă. Пĕрин вырăнне тепри шăтать, — тавăрать аслашшĕ.
— Эпир те йышсăр мар, — чăтаймасть каллех Левен.
Вăл — хытанка та çӳллĕ çын, урисем хăмăт клещи пекех кукăр. Утасса кăвакал хăраххи тайкалана-тайкалана утать. Сарă куçĕсем хĕсĕк, куç хĕррисем ашланса хĕрелнă. Хăй — ниçта çук хыткукар. Ялта ун пирки кашниех пĕлет. Кĕлĕчĕсенче тырри çĕрет пулин те, арăмĕпе ачисене кашни апатра пĕрер çӳхе чĕл çăкăр касса парать, ашне те хăех валеçет. Тăхăрвунă çухрăмри Шупашкара лава кайма пĕр çăкăрпа икĕ çăмарта тата пĕр пулштух уйран чикет, анчах пĕр çăмартине çисе ямасăр каялла илсе таврăнать.
Левене ыттисем хăтăрса илеççĕ:
— Чарăн эс, итле. Тит Захарчă ăслă çын, хутла вĕреннĕ.
Кунта пуринчен ытла аслашшĕ пуç пулни сисĕнет.
— Чăрсăр çын часах такăнакан. Эп утмăл урлă каçнă, сиввипе ăшшине чылай курнă, ман пурнасси те нумаях юлмарĕ, хамшăн мар, сирĕншĕн тăрăшатăп. Мĕн каласшăн эп сире: пытарăр тыррăрсене, пусăр выльăхăрсене, чухăна юлăр, колхоза кĕрĕр. Çын аллипе тунă япалана çынах пĕтерет.
Пухăннисене аслашшĕ калани килĕшмест. Ăна хăравçă вырăнне хурса айăплаççĕ.
— Пĕр коммунист юлмиччен ваклатпăр! — хĕрӳленет Левен.
— Тух-ха эс, итлекелесе çӳре, — хушать Çтаппана аслашшĕ.
Ăна, çамрăк тесе, шанмаççĕ курăнать, мĕн каварланни тепĕр виçĕ куктанах паллă пулчĕ.
Ир-ирех ял Советне Кăвакал Левенне тытса пынă текен хыпар хăвăрт сарăлчĕ. Ытла та ухмахла çакланнă вăл. Коммунă председателĕ Андрей Викторович сĕм-çĕрлечченех фермăсенче пулнă. Анчах урампа Андрей Викторивич мар, унăн шăллĕ Петĕр иртсе пынă. Тĕттĕмре асăрхайман çăткăн кулак — тӳрех кĕрслеттернĕ. Петĕре хулпуççинчен амантнă. Шăп çав вăхăтра хуралçăсене тĕрĕслесе килне таврăнакан Андрей Викторович таракан Левене ура хунă. Лешĕ пăшалĕ-качкипех сирпĕнсе кайнă. Вара унăн аллисене хыçалалла пăрса çыхнă, лайăх кăна ислетнĕ. Унтан ял Советне илсе пынă. Районтан чĕнсе илнĕ милиционер çав кунах Левене тытса кайрĕ.
Çавăн хыççăн аслашшĕ питех те хăраса ӳкнĕччĕ, Çтаппана вăл çапла каланăччĕ:
— Мана итлемерĕç. Вăхăт çитмен халь вĕлерме. Халь ак хама та тытса кайĕç. Эс ман пĕртен-пĕр шанчăк, Çтаппан. Акă, сана кĕске пăшал, вăрманта пеме вĕрентĕп. Халь атя...
Вĕсем сарай хыçĕнчен пахчана тухрĕç. Ватă улмуççи айне çитсе тăрсан, аслашшĕ пăшăлтатса калаçрĕ:
— Ман ура айĕнче ылтăнпа кĕмĕл. Йывăр кун килсен кăна тĕкĕн. Сан ĕмĕрне çитет унта. Эп, тен, тытса каяс пулсан, таврăнаймăп та. Маншăн тавăр. Кирле ман пĕрремĕш тăшман. Анчах пĕччен ту. Тепĕрне каласан — вăл вăрттăнлăх мар, хăçан та пулин тухать-тухатех. Ал-ура — ĕçлеме, икĕ хăлха — итлеме, пĕр чĕлхе — пуплеме. Ăна тĕвĕлеме пĕл. Ытларах итле эс, çавăнпа турă этеме икĕ хăлха панă.
Аслашшĕн хăрани кăлăхах пулчĕ. Кăвакал Левенĕ шыва путнă пекех çухалчĕ. Сямун Петĕрне пĕр виçĕ хут милицие чĕннĕ терĕç, анчах каялла кăларса янă.
Хăрани иртсе кайсанах, Тит Захаронич хăйĕн ĕçне пикенчĕ. Вăл икĕ ĕнине сутрĕ. Вăрçакан арăмне çапла тавăрчĕ:
— Ăсу кĕске сан, ман ĕçе ан хутшăн. Виççĕн пĕр ĕнепе те пурăнатпăр.
Культурăллă хуçалăх тытса пыракан аслашшĕ кĕçех лашисене те ярăнтарчĕ, хăй валли кăвак ăйăра кăна хăварчĕ. Лашисене киле килсех илсе кайрĕç.
— Халь сана уйăрса кăларатăп, — лăх-лăх кулса калатчĕ аслашшĕ. — Вара эп середнякран та чухăнрах этем пулса юлатăп. Çапла лартаççĕ вĕсене!
Пин те тăхăрçĕр çирĕм тăххăрмĕш çулта вĕсем вăрман касрĕç, çил арман валĕ пек пĕренесене ниме тăва-тăва кăларчĕç.
— Тит Захарович ĕлĕк хăй вăрман сутатчĕ, халь хăй вăрман касать. Ĕмĕр пĕр килмест, — тетчĕç çынсем.
— Мăнукăма уйăрса кăларасшăнах выльăхсăр-чĕрлĕхсĕр юлтăм, — макăранçи тăватчĕ аслашшĕ çынсем умĕнче. |
Çтаппана ял варрине, ахаль выртакан тăкăрлăка, кил вырăнĕ пачĕç.
— Уй хĕррине илме тăрăшмаллаччĕ. Ухмах эс. Ял варринче ял курать, уй хĕрринче уй курать, — вăрçатчĕ аслашшĕ.
Платниксем çу каçиччен пӳртпе çенĕк турĕç, аслашшĕ килĕнчен пĕр кĕлет куçарса лартса пачĕç. Юлнă пĕренесем вителĕхе те çитрĕç. Картиш тавралла чусран çăтă-çăтă карта çапрăç.
— Тăлăх ача эс. Сана никам та пырса тĕкĕнеймест. Кам пĕлет, тен, манăн та çак пӳртрех вилмелле пулĕ.
Уйрăлса тухнăшăн Çтаппан калама çук савăнчĕ. Ара, савăнма сăлтав та пулнă çав. Халь хăй тăвать ĕнтĕ пурнăçа, çын куçĕнчен пăхмасăр пурăнма пуçлать.
Пуян Митрахван хĕрне Санюка юрататчĕ вăл. Анчах аслашшĕ кăна манукне авлантарасси пирки шарламасть, уйăрса кăларасси пирки васкамасть. Каçсерен вăл Çтаппана çĕнĕ пӳрте илсе каять. Чĕпĕ куçĕ çутса вăсем сакайне нӳхреп алтаççĕ. Малтанхи çĕрне тăпраса купаланă пулсан, юлашкине аслашшĕ пахча хыçĕнчи çырмана йăттарать.
— Ывăçăн-ывăçăн шыва сап, юхса кайтăр, — вĕрентет вăл.
Кĕр иртрĕ, хĕл çитрĕ. Ял халь ĕнтĕ колхоз пирки кăна шавлать. Аслашшĕ çынсене пухма пăрахрĕ. Вĕсем çаплипех çĕнĕ пӳртре тĕрмешрĕç. Сакайĕнчи нӳхрепрен урай сарнă сарайне, шăтăк чавса тухрĕç. Çĕр айĕнчи çул маччине хăмасемпе çирăплетсе, юман тĕкĕпе тĕкĕлерĕç.
— Турра шĕкĕр! — сăхсăхрĕ аслашшĕ, ĕç пĕтерсен. — Пурнан ĕмĕрте çĕр айĕнчи çулпа та çӳреме тивĕ. Кунта хаклăрах япаласене пытарсан та тупас çук. Ирĕк парсан, Кирле манăн тире чĕрĕллех сӳсе яма хатĕр.
Ăслашшĕ тĕрмене çакланасран тата Кирлеран калама çук хăратчĕ. Кирле пек тăшман пулман та уншăн.
Пин те тăхăрçĕр çирăм пĕрремĕш çулта çăварни умĕн таврăннăччĕ Кирле. Çтаппан ун чухне вунвиççĕри ачаччĕ. Виççырмасем аван пĕлетчĕç: ĕмĕрĕнче Кирле выççипе туттине сахалах мар курнă. Çара ăна патша вăрçи тапрансан илсе кайнă. Çавăнтанпа вăл яла килсе те курман. Хăшĕсем ăна Ленина та хуралланă тесе калаçатчĕç, анчах хăй çинчен каласа панине никам та илтмен. Ялта вăл пĕрремĕш партийцă пулнă, çавăнпа ун çине çынсем кăсăкланса та шикленсе пăхатчĕç.
Таврăнсанах самаях сивĕ çанталăк тăратчĕ пулин те, Кирле лентăллă карттуспа, хура кĕске бушлатпа тата ботинкăпа çӳретчĕ. Хăшĕсем кураймастчĕç ăна, хăшĕсем юрататчĕç. Çтаппан çавна астăвать: çăварни эрнинче урампа пынă чухне Кирлене Кăвакал Йăванĕн шайкки тапăнчĕ. Вĕсем çиччĕнччĕ. Кирле тăр-пĕчченех. Йăванăнне вăл пĕрре çапнипех янах шăммине пăрса ячĕ, Митрахван Лукине тăнлавран çапса виçĕ кун тăнсăр вытмалла турĕ. Ăна хăйне вĕлерме те пултарнă. Якку Элекçийĕ, лутака та пиçĕ кĕлеткеллĕскер, ыттисем Кирлепе варçнă вăхăтра картаран вĕрлĕк хăйпăтса илчĕ. Элекçи сулса ярсан, тахăшĕ тĕкнипе-ши е ботинка шуса кайнипе, Кирле çĕре ӳкрĕ. Çав çеç вилĕмрен хăтарчĕ те ăна ун чух. Вĕрлĕк вĕçĕ юр çине анса тăрăнчĕ. Тепре сулса янă çĕре Кирле пăрăнма ĕлкерчĕ, Элеакçине хăйне çапса антарчĕ. Элекçи, кушак пек йăрăскер, сиксе тăрса çăмат кунчинчен çĕçĕ туртса кăларчĕ. Пăхса тăракан ачасем тара-тара çухалчĕç. Пĕр Çтаппан кăна вырăнтан та хускалмарĕ. Вăл чĕрипе пĕтĕмпех Кирле майлă пулчĕ, анчах патне пыма хăрарĕ.
— Хыçалтан Ялампи çапать! — кăшкăрчĕ вăл.
Те Çтаппан сассине илтрĕ Кирле, те хăех тавçăрчĕ — пĕр самантран матрос çинелле сикнĕ Ялампи çĕçĕ тытнă Элекçи еннелле вăркăнчĕ. Вăйлă пулнă çав Кирле, çав тери вăйлă. Кайран Элекçинне çĕççине туртса илчĕ, хăйне ĕмĕр асăнмалăх ислетрĕ. Ялти ятлă каччăсенчен виççĕшĕ çавăнтах выртса юлчĕç, ыттисем тарса пĕтрĕç.
Матрос, тытăçу хыççăн хăваласа хăшкăлтарнă вăкăр пек йывăррăн сывласа, хулăн та вăйлă сассипе ял илтмелле кăшкăрма тытăнчĕ:
— Паратăп сире, буржуйсем: кĕртетĕп тăна! Мана пуç таякан пулатăр. Эпир фронтра юн тăкнă чухне эсир чухăнсен юнне ĕçсе пурăннă!
Çуркунне пĕр амăшĕпе çеç пурăнакан Кирле пӳртне вут тĕртсе çунтарса ячĕç. Аслашшĕ патне вăрманшăн пынине те астăвать Çтаппан. Вăрман илсе сутакан Тит Захаровичăн кирек хăш вăхăтра та пĕр пӳртлĕх йывăç пулнă. Тара тытса вăл курăс та хуттарнă, чăпта та çаптарнă.
Кирлепе Тит Захарчă вăрмана тухса кайрĕç. Мĕншĕн çураçайман вĕсем — çавна паянхи куна та пĕлмест Çтаппан, — аслашшĕне вăрмантан лавпах турттарса килчĕç. Выртма нумаях выртмарĕ вăл, анчах сыпăран сикнĕ янахне Трахвин юмăç çичĕ хут та лартса хăтланчĕ. Кашни апат çимессеренех янахĕ вĕçерĕне-вĕçерĕне каятчĕ, аслашшĕ Кирлене турăш енне сăхсăхса ылханатчĕ.
Яла çеç мар, мĕнпур тавраллăха сăмах сарăлчĕ: улталама хăтланнăшăн Кирле-матрос Тит Захаровича кăшт çеç вĕлермен.
— Майлатăп эп ăна, пурпĕрех майлатăп. Ӳкĕн-ха, ӳкнĕ чух таптатăп. Турă каçар, — час-часах пăшăлтататчĕ аслашшĕ сăхсăхса.
Анчах ăна аслашшĕ мар, никам та вĕлереймерĕ. Выçлăх çулне вăрмантан пĕр-пĕчченех пилĕк бандита тытса килсен, Кирлен ячĕ татах та паллă пулса тăчĕ, ача-пăча унăн хăюлăхĕ çинчен кăна калаçатчĕ. Пӳрт-çурт лартмарĕ вăл. Шыв арманĕпе кирпĕч завочĕ тытса тăнă Кăтра Тимахви çуртĕнче пурăнма пуçларĕ. Виççырма ялĕнчи Совет çинчен, унăн председателĕ Кирилл Петрович çинчен час-часах хаçатра çырчĕç, ăна мухтарĕç. Кирлене района ĕçлеме те илчĕç, анчах пин те тăхăрçĕр вăтăрмĕш çулта вăл каяллах таврăнчĕ. Виççырмара колхоз тума тытăнчĕ.
Килĕрен киле çӳретчĕ Кирилл Петрович. Унпа пĕрле унăн улшăнми тусĕ — Кĕçĕн Виççырмари коммуна председателĕ Андрей Викторович. Мĕн пирки пупленĕ вĕсем кашни килте — Çтаппан кăна пĕлмен, анчах каçсерен пĕр-пĕр кил умне пухăнса ларнă çынсем халь çеç йĕркеленĕ колхозпа коммуна çинчен кăвак çут киличченех калаçатчĕç.
— Ĕçлеççĕ-ĕçлеççĕ те, тырри-пуллине патшалăх илсе каять.
— Вăрлăхĕшĕн те пире пуççапĕç-ха.
— Кирле малашне кашни кулхусник арăмĕпе çывăрма пуçлать, тет, — персе ярать аслашшĕ.
— Ха-ха-ха, — кулаççĕ çынсем. — Андрей Викторович йăлтах çывăрса тухнă, тет.
Пухăнасса колхоза кĕменнисем пухăнатчĕç. Пахчана чăх кĕнĕшĕн вăрçнă кӳршĕсене те пĕр шухăш пĕрлештеретчĕ, вĕсем колжоза кураймастчĕç. Çапах та тăватçĕр киллĕ Виççырмаран малтанхи çулах виççĕр килĕ колхоза пĕрлешнĕччĕ. Ытти çĕрте колхозсем салана-салана каятчĕç, кунта Кирилл Петровичăн çирĕп алли сисĕнетчĕ. Хаçатсем Виççырмари «Гигант» колхоз çинчен тăтăшах çыратчĕç, ытти ялсенчен те колхоз курма çынсем килетчĕç. Яла килнĕ пĕрремĕш трактор таврана тĕлĕнтерчĕ. Ăна Андрей Викторович шăлнĕ Петĕр илсе çӳретчĕ. Кăвакал Левенĕ персе амантнăскер, вăл та герой пулса тăчĕ, хаçатсенче тăтăшах унăн сăнне пичетлетчĕç.
Халь ял пуянĕсем Якку Элекçи патне пухăнатчĕç. Аслашшĕ унта сайра хутра кăна кайкалатчĕ. Çтаппана пачах ямастчĕ. Таврăнма вăл кăмăлсăр таврăнатчĕ, ыттисене «çулламан пăру» тесе вăрçатчĕ.
Çтаппан çав çулхине авланма шут тытнăччĕ. Кун пирки сăмах пуçарсан, Тит Захарович çапла тавăрса хунăччĕ:
— Ан васка. Вăхăт çитсен хамах калăп.
Анчах Çтаппан Елюк йывăр çын пулса юлни çинчен калама хăяймарĕ. Митрахван çемйине раскулачить туса Çĕпĕре яни кулак мăнукне хăй савнинчен ĕмĕрлĕхех уйăрчĕ. Вĕсем Елюкпа юлашки каç Митрахванăн анкартинчи арпалăхĕнче çĕр каçнăччĕ.
— Елюк, çитсенех çыру çыр. Сан хыççăнах Çĕпĕре пыратăп.
Çтаппан чăнласах аслашшĕ ылтăнне вăрласа тарма шут туса хунăччĕ, анчах ĕмĕт ирхи тĕтре евĕрлĕ кăна пулчĕ. Чунĕ сиснĕ пулĕ Елюкăн: уйрăлнă чухне вăл хӳхлесех макăрчĕ:
— Кирлех пĕтерет лире, Кирлех уйăрать пире...
— Ан макăр, эп пыратăп Çĕпĕре...
Тит Захаравича та шеллемерĕç, çуртне-йĕрне туртса илсе район центрне куçарса кайрĕç... Юрать-ха, хаклă япалисене маларах айккинелле шутарчĕ. Арăмĕпе иккĕшĕ те вĕсем Çтаппан патĕнче пурăнма тытăнчĕç.
— Халь авланма вăхăт. Паллатăн-и эсĕ кĕтӳç Сухрунăн хĕрне? Ялти чи чухăн çемье. Çăрахвине илмесен санăн пӳртне те турттарса кайĕç. Çăрахви — кулхусник хĕрĕ.
Чăнах та пухусенче хăшĕ-пĕри Çтаппан пӳртне те илес тесе кăшкăрнă, ăна аслашшĕ çын тарĕпе туса панă тесе калаçкаланă.
Шăпаран иртме çук, теççĕ. Çăрахвин пĕтĕм туприйĕ те пĕр кивĕ кĕрĕкпе икĕ сăхман, пĕр халатпа пĕр шупăр пулчĕ. Кĕпи-йĕмĕ те арчи тĕпне сармалăх кăна. Хитрипе, чăнах та ĕнтĕ, Елюкран ӳксех те юлман вăл: кĕлетки тăпăл-тăпăл, куçĕ — çăлтăр, çӳçĕ — хуп-хура та кăтра. Çапах та ăна юратма пултараймарĕ Çтаппан, куç умĕнчен Елюк кайма пĕлместчĕ. Ĕмĕр те иртсе пырать ĕнтĕ, анчах Çтаппан пĕрремĕш юратуне час-часах аса илет, пĕрремĕш юратупа пурăнать. Елюкĕ тахçанах çук-ха, ачине, çуратсан вĕрĕлсе кайса вилнĕ, таçта кăна ун юнĕ çӳрет, ачине ача çуртне панă, тетчĕç.
— Кулхуса кĕр халь. Кулхуса, — хистерĕ аслашшĕ.
Тетрадь листи çине çырнă ыйтăва çĕклесе кайрĕ Çтаппан Митрахван çуртне вырнаçнă правление. Кирлене вăл пĕрремĕш хут тенĕ пек ытла та çывăхран курчĕ. Председатель лутра сĕтел умĕнче ларатчĕ. Сарлака та çӳллĕ кĕлеткеллĕ пăхаттир Çтаппан кĕрсе тăрсассăнах, пысăк та хура куçĕсемпе ăна çӳçентермелле пăхса илчĕ. Вăл халь ватăлса кайнă пек туйăнчĕ: тăнлавĕсем шуралнă, куçĕ айне эрешмен карти пек йĕрсем сырса илнĕ. Паянхи пекек астăвать Çтаппан: Кирле пăт пуканĕ пек чăмăрĕсене чăмăртать, хăйĕн сулахай куç айĕнчи ӳчĕ талтлатса илет, çамки çинчи виçĕ тарăн карт çухалми касăнса выртнă.
Çтаппан унăн хăрушă куçĕсенчен хăтăлма шутлать, анчах чĕлхи çине пĕр сăмах та килмест.
— Кирилл Петрович, кулхуса кĕрес терĕм те...
— Колхоза?! — тĕлĕннĕ пек пулнăтччĕ председатель. — Колхоза чухăнсемпе вăтăмсене кăна илетпĕр. Эс — кулак чĕппи. Халăха тав ту Виççырмара пурăннăшăн.
— Эп тăлăх, — персе ячĕ Çтаппан.
— Çĕлен чĕппи çуралсанах ашшĕ-амăшне курмасть те, унран çĕленех пулать. Ăнлантăн-и?
— Эс мана асаттепе ан тĕк, — хăюланчĕ Çтаппан.
— Сан аслаçуна тахçанах Çĕпĕр кĕтет. Пĕлетни, вăл халь ăçта ларать? — ыйтнăччĕ Кирле.
— Тĕрмере мар пулĕ те, — ăнланмасăр персе ячĕ Çтаппан.
— Ак çакăнта, — сарлака кăкăрне çапса кăтартрĕ председатель. — Ох, чее, ох, чее, алла çулса илсен те, çĕлен хăраххи, хӳрине татса тарать. Виççирмара шыва кам пăтратнине пĕлетĕп, анчах çаклатаймастăп. Лекет, лекет вăл та.
— Ма калан мана эс ун пирки? Эп ун ывăлĕ мар.
— Хăйне пĕлтер. Шел, вăрманта çапса пăрахаймарăм. Эс каях, кай, ыйтусем çырса хута ан варала.
Вĕресе кайрĕ Çтаппан чунĕ асар-писер. Аслашшĕне нимĕн пытармасăр каласа пачĕ.
— Чее, тет, апла? — лĕхлетсе кулчĕ Тит Закарович. — Мана тытаймăн. Ман пуç пур. Пуç пулсан, тупра татах пулать. Ман чĕлхе пур, шăмăсăр чĕлхе шăмă хуçать. Ху çилленнине ан палăрт. Йăпăлтат. Чĕлхе çăвар япшар пулсан, курайман çын та çул паратъ. Ан илтĕр кулхуса, эпир урăх май тупăпăр.
Çав каç аслашшĕ çĕрĕпех çыру çырчĕ. Каярахпа райкомран сăран пиншак тăхăннă çын тĕрĕслеме килнĕччĕ. Анчах вăл Кирле майлах пулчĕ пулас, колхоза Çтаппана пурпĕрех илмерĕç. Çулталăк иртрĕ.
— Халь вăхăт, — терĕ пĕррехинче аслашшĕ. — Тавăрма вăхăт. Çанталăк лăпланчĕ.
Сарайне тухакан нӳхрепрен татнă кĕпçеллĕ винтовка илсе тухрĕ, сарай аслăкĕнчи улăм ăшне хăпарса пытарчĕ.
— Наган патронĕ тутăхать, — пăшăлтатрĕ вăл. — Ăна кĕпçе тасатать. Ăнлантăн-и? Эс, кин, çыртмаллисем Хатĕрле. Эпир Çтаппанпа вăрмана кайса пăхар-ха. Мунчасăр епле пурнăн? Тен, йывăç та тупăнĕ?
— Каçа хирĕçех-и? Ыран ир кайăр.
— Лесник патне çитсе выртмалла. Унпа калаçмасăр ĕç епле тухĕ. Ача ăсĕ те çав сан, кин.
Çтаппана аслашшĕ яланах çапла вĕрентетчĕ:
— Сулахай куçу курнине сылтăмми ан куртăр. Хĕрарăмпа сăмах ан вакла, арăму пулсан та ăна хăв мĕн шухăшланине ан кала. Ар ывăл пынă — ăс панă, хĕрарăм пынă — элек панă. Арçынна пĕтерекенĕ — хăрарăм чĕлхи.
Аслашшăпе вĕсем ялтан тухса утрĕç. Пĕр пăчкă йăтнă, кутамкка çакнă, пиçиххи хушшине пуртăсем хĕстернĕ. Кутамккара лавкка эрехĕ, çыртмалли, çимелли. Çынсем курмалла, васкамаоăр утрĕç вĕсем. Çарăклă вăрманĕнчи Тутар çырмине çитсен чарăнчĕç.
— Виктавка кунтах-ха. Ăна çĕркаç илсе килсе пытартăм. Ыран Кирлене района чĕннĕ. Яратпăр ăна района. Атя, лесник патне çитсе ӳкер, пире халь çын ытларах курни кирлĕ.
Аслашшĕ илсе пынă эрехпе леснике виле ӳсĕр пуличченех хăналарĕç, арăмне те вăйпа тенĕ пекех ĕçтерчĕç. Сухрун лесник валли, вăрансан мухмăр чĕртме тесе, тата çур литр лартса хăварчĕç.
— Эпир ыран пĕр мунчалăх йывăç касасшăн та, — тенĕччĕ аслашшĕ, лесвик ӳсĕрĕлсех кайиччен.
— Касăр, — килĕшрĕ ун чух Сукрун. — Çил-тăвăл ӳкерни туллиех халь.
Арăмĕ кăна тухса кайма тăрсан чарчĕ:
— Çĕрле тамле кайăк тĕлне пулăр.
— Кин, ан чăрман, кив утар пӳртне çитсе выртатпăр. Ыран ирех ĕçе тытăнасшăн.
Икĕ сехет пек утсан, вĕсем Виççырма вăрманĕпе района каякан çул çине тухрĕç. Кунта тарăн çырма. Аслашшĕ Çтаппана ял енчи çырма пуçне тăратрĕ. Кунтан çул ал туланĕ çинчи пек курăнать. Çырмине те, пуçне те хунав чăрăшпа вĕтĕ шĕшкĕлĕх сырса илнĕ.
— Хăв тĕлне çитсен пер. Тарма тытăнсан, эп перетĕп. Вĕлерсенех Тутар çырминелле чуп. Унта тĕл пулăпăр. Асту, çын ан асăрхатăр. Кӳр наганне. Эп çырман тепĕр пуçĕнче пулатăп. Килнине курсавах, куккукла авăт. Сан куçу çивĕчрех.
Астăвать Çтаппан, паянхи пекех астăвать çав куна. Хĕвел ирхи апата лармалăх хăпарнăччĕ. Çтаппана асăрхаман пекех вуншар кайăк тĕрлĕ юрă шăрататчĕ. Çтаппан çĕр çине тăсăлса выртнă, ăна умри упасарри тĕмĕ хупласа хунă. Çав икĕ тĕм хушшипе çул курăнать. Çулĕ хăйăрлă, ăна кустăрмасем касса йĕр тунă, варринче лаша урисем путарса сукмакланă.
Ытла та сасартăк чĕрĕлчĕ çул. Кӳршĕри Хĕветуç инке иртсе кайрĕ. Васканă пулĕ-и вăл, вăхăт пулман-и, Тарăн çырма тĕпне анса çитсен «тула» тухрĕ. Ку Çтаппана савăнтарчĕ, çын пуррине апла никам та сисмест.
Питĕ мĕшĕлти иртет вăхăт. Çтаппанăн хăлхи кашни шăв-шава илтет, вăл сисĕмлĕ тискер кайăк пекех пулса кайнă. Тăтăшах чăмăртанăран винтовка алра тăр-тăр! чĕтрет.
Сасартăк лаша тулхăрни илтĕнчĕ. Кирле ытти чух района çурранах çӳрекенччĕ, çавăнпа çывхарса килекен тарантасра Кирле ларать тесе шухăшламан та Çтаппан, хăй тĕлне çитсен кăна вăл асăрхарĕ председателе, анчах ăна Çтаппан енчен ларнă колхоз бухгалтерĕ Ехрем хупласа хунă. Кирлен пуç тӳпеки кăна курăнать.
Лаша çырманалла анса кайрĕ. Кирле кĕлетки лаша çырмаран утса хăпарнă чук мушка тĕлне пулчĕ. Хумханнипе-ши курока туртма ĕлкĕреймерĕ Çтаппан, тепĕр хут тĕллеме тиврĕ. Юлашкинчен курока туртрĕ, пăшал сасси вăрмана çурса кайрĕ.
Кирле аллинчи пушшипе лашине туртса касрĕ, ăна Çтаппан лайăхах асăрхарĕ. Унтан, çатан çинчен сиксе анса, çул хĕрринчи шăшкĕ тĕми хыçне сикрĕ. Çтаппан авăрлама ĕлкĕрсе тĕм çине тĕллесе печĕ.
Кирле пăшал тĕтĕмĕ тухнине асăрхарĕ-ши е хăй тăшманĕ ăçта ларнине сисрĕ, — пуля Çтаппан пуç çийĕпе упасарри курăкне татса антарса вăшлатрĕ. Кĕрĕслетни çавăн кыççăн илтĕнчĕ.
Хăравçă пулнă Çтаппан, хăравçă. Хирĕç перес вырăнне вăл шĕшкĕ тĕмĕсем хыçнелле сикрĕ. Тĕмсем çатăртаттарнине Кирле илтрĕ пулас, каллех çумранах пуля вĕтĕ туратсене çапăнса пăрлатрĕ. Çтаппан тарма пикенчĕ. Тата икĕ хутчен пăшал сасси янрарĕ, анчах Кирле ăна пенĕ-и, е аслашшĕ Кирлене — çавна Çтаппан пĕлеймерĕ. Тутар çырмине çитсе ӳксен кăна вăл тăна кĕчĕ, аллисемпе урисем чĕтреме пăрахаймарĕç-ха.
Аслашшĕ кĕтмен çĕртен кушак пек сассăр сиксе тухрĕ.
— Сăмса шывĕ! — терĕ вăл çилĕллĕн. — Çирĕм утасран çынна вĕлермелле перейместĕн.
Çтаппан пĕрре хĕпĕртесе те кайрĕ. Хăратнипе те çитĕ, пурăнтăр этем.
— Тавах турра! — сăхсăхрĕ аслашшĕ. — Хам пулмасан, сана кăнтатчĕ. Тĕп турăм хам тăшмана. Эс, эс мĕн пăхса тăран, пытар пăшална!
Наганпа обреза çăка хăвăлне чиксе хурсан, çиелтен аслашшĕ хуйăрпа хупларĕ, сăхсăхса Çтаппана васкатрĕ:
— Атя, вăрман ытларах касас пулать халь. Вара пире никам га айăплă тесе шутламасть. Пӳкле вилĕмрен пӳлĕх те çăлайман. Хосподи, каçар.
Кăнтăрлаччен вĕсем чăрăшлăхра тар юхтармаллах ĕçлерĕç, кăнтăрла иртсен, лесник патне тухрĕç.
— Пуралăх кассан, çитĕ.
Тит Захарович эрехĕпех мухмăр чĕртнĕ Сухрун вĕсене хаваспах кĕтсе илчĕ, арăмĕ апат çакса ячĕ.
— Касса та пĕтертĕр-и? — тĕлĕнчĕ лесник.
— Ара, кăвак çутлах тытăнтăмăр та. Ĕлĕкхи мар халь, Сухрун шăллăм, ывăнтарать. Те кив утар пӳртĕнче выртса шăнтăм, пилĕк хутлантармиех пулчĕ, — чееленчĕ аслашшĕ. — Чуп-ха эс, Çтаппан, Пĕрлене, эрех тупса кил, пилĕке юсамах тивет.
Ăсатма тухсан, хăлхаран пăшăлтатрĕ:
— Икĕ хăлхупа та итле. Çынсем мĕн калаçаççĕ?
Пĕрлене хыпар çитнĕччĕ ĕнтĕ: Кирилл Петровича вĕлернĕ. Эрех туяннă Çтаппан васкасах таврăнчĕ.
Ĕçкĕ-çикĕ тытăнчĕ. Каçхине вĕсем лесник патĕнчех çывăрчĕç. Çтаппан пĕрремĕш хут ĕçсе лартрĕ. Калама çук хăраса ӳкнĕскер, хăйне кĕç-вĕç тытма килессе кĕтрĕ.
Яла ирхине тухса кайрĕç. Сухрун вĕсене хăй лашипех ăсатрĕ. Аслашшĕ ăна татах хăналарĕ, мунча пуришĕн тесе укçа пачĕ. Вĕсем Çтаппантан вăрттăн та чылай пăшăлтатрĕç.
Виççырмара Кирлене вĕлернĕ пирки кăна калаçрĕç. Пуля пуçран тивмен пулсан, икĕ суранĕ хăрушах та мар-мĕн. Хăйсем вăрмантан таврăничченех Çтаппансем патĕнче милиционерсем пулнă, ухтарнă, анчах нимĕн те тупман. Аслашшĕпе иккĕшне те вĕсене вăрмантан тухнă кунах ял Советне чĕнчĕç.
— Асту, ывăлăм, ан ман: ырă каланă çĕре çу тумлать, усал каланă çĕре юн тумлать, — терĕ аслашшĕ. Çав сăмахсем паян кунчченех асра, анчах паян кунчченех Çтаппан çав сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланмасть. Аслашшĕ, ахăртнех, Çтаппана шанман пулас. Тен, вĕлерессипе хăратнă? Иккĕшĕ те килĕшсе кайрĕç, пĕр пек хуравларĕç: пĕлместпĕр, вăрманта ĕçленĕ. Çтаппанĕ хăй халиччен алла пăшал тытса курманни çинчен каларĕ. Чăнах та аслашшĕсĕр пуçне алла пăшал тытнине никам та курман: вăрманта пеме вĕреннĕ вăл.
Çамрăк хĕрарăм-следователь вĕсене çав кунах кăларса ячĕ. Çур çула яхăн тăсăлчĕ допрос. Аслашшĕпе Çтаппана та, Сухрун лесникпе арăмне те темиçе хут чĕнчĕç. Тĕрĕосипе каласан, вĕсене Сухрун лесник кăна хăтарчĕ пулас: милицие вăл аслашшĕпе мăнукĕ икĕ каçĕнче те пирĕн патăмăрта çывăрчĕç, тесе евитленĕ.
Вĕлерекенсем иккĕн пулнине пĕлчĕç: пĕри винтовкăпа пенĕ, тепри — наганпа. Анчах тытман вăрă — вăрă мар. Çавăнпа никама та айăплаймарĕç.
Кайран, вунă çул иртсен, Çтаппан пĕррехинче тăшман ункине лекнĕччĕ. Фашистсем вĕсене йытăла хăваларĕç. Çавăн чухне, хашка-хашка кĕç-вĕç татăлса анас пек чупнă чухне, Çтаппан пуçĕнче пĕр шухăш сĕвĕрĕлме пĕлмерĕ: милиционерсем йытă илсе килнĕ пулсан, вĕсене сăмахсăрах çулса тытатчĕç. Аслашшĕ епле ăс çитернине вăл халь те ăнланмасть, ват кулак патронсене çуса çупа сĕрчĕ, пӳрнепе тытса мар, çĕтĕкпе тытса авăрларĕ: ун пек тусан патрон çине пӳрне йĕрри юлмасть имĕш. Ялта хăшĕ-пĕри: Тит Захарович та айăплă пуль, тесе шутларĕç, анчах ытларахăшĕсем Кирилл Петровича хăй тытса килнĕ бандитсен шайккин юлашки таварчĕ тесе калаçкаларĕç. Ку сăмаха аслашшĕ ытларах саратчĕ.
Вăтăр ултă çул иртрĕ унтанпа. Çтаппан та утмала çитрĕ. Колхоза кĕни те халь вăтăр тăватă çул. Аслашшĕ те тахçанах çук. Вăрçă вăхăтĕнче, мăнукĕ фронтра чухне вилнĕ вăл, хăйпе пĕрле вăрттăнлăха та илсе кайнă. Ылтăнĕ те çук. Çартан таврăнсанах Çтаппан ятарласа тимĕр туя тутарчĕ, каçпа аслашшĕн кивĕ пӳрт вырăнне кайса тахçан пытарнă ылтăна шырарĕ. Улмуççи тункатине те тупрĕ вăл, анчах ылтăнне аслашшĕ таçта пытарса хăварнă — пĕлмерĕ. Хĕрĕ те качча кайрĕ, ывăлĕсем те тĕрлĕ çĕрте ĕçлеççĕ.
Хăй те ĕнтĕ вăл урăхланчĕ, кивĕ шухăшсенчен тасалчĕ. Ялта та ят çуках мар унăн: кашни кун тенĕ пакех ĕçе каять, тăрăшса ĕçлет. Çынсем те вăл сăмах вакламаннине, час-часах шухăшлă çӳренине хăнăхнă. Виçырмара сăмах та çӳрет: Çтаппан контузи хыççăн пăсăлнă. Тата çакна пĕлеççĕ çынсем: ватăлнăçем хытсах пырать Çтаппан: ĕçлесе илнĕ укçине те перекет кассине хурать, выльăх усраса та сутать. Хăшĕсем ăна çĕнĕ пӳрт лартма хатĕрленет, теççĕ.
Анчах никам та вăл хăй чĕринче йывăр чул çакса çӳренине пĕлмест. Этемми фронтра çынна та вĕлернĕ, малтанах хăрушă та пулнă, анчах çав вăтăрултă çул каялли асран тухмасть. Ак халь тата Андрей Викторович тепĕр хут асилтерчĕ ăна.
Çтаппан пукан çинчен тăрса кантăк умне пычĕ. Клуб патĕнче халăх та йышланнă. Палăк патне грузовик пырса тăратнă, унăн кузовĕ çине ялта ятлă çынсем, районтан килнисем хăпарса тăнă. Кирилл Петрович ывăлĕ, Александр Кириллович Ветров сасси Çтаппана илтĕнмеллех янраса тухать:
— Юлташсем!
Ашшĕ вилнĕ хыççăн икĕ уйăхран çуралнă вăл, ăна Çтаппан лайăх астăвать-ха. Сасси ун ашшĕнни пекех хулăн, ашшенни пекех чарсăр. Ашшĕ пекех кĕрнеклĕ хул-çурăмлă хăй, çӳлле те яштака. Вунă çул ĕçлет Александр Кириллович председательте — Андрей Викторовича улăштарчĕ вăл. Татах вăйлатрĕ председатель колхоза, ял-ялĕсем те ăмсанаççе халь Виççырмана.
— Кулаксем персе вĕлернĕ Кирилл Петрович Ветров коммунист палăкне уçма ирĕк парăр, — вĕçлет сăмахне председатель. Хăватлăн янраса каять Совет Союзĕн Гимнĕ. Ăна вĕрсе каламалли инструментсен колхозри оркестрĕ калать.
Тавра шăпах. Ытла та шăп. Мухтавлă та хăватлă кĕвĕ Виççырмара кăна мар, çĕршывĕпех янранăн туйăнать. Ăна Çтаппан çеç мар, Çăрахвин инке те итлет, анчах пĕлмест вăл упăшкин хуйхине.
Гимн каласа пĕтерсен, грузовик çинчвн Александр Кирилловичпа Андрей Викторавич анаççĕ. Андрей Викторавич шап-шурă костюмпа, çӳçĕ те шап-шурă, çавăнпа вăл пĕр-пĕр çветтуй пек туйăнать.
Палăка витнĕ çивитти сăвĕнсе анать, Çтаппан умне шăвĕр тăрăллă шап-шурă палăк тухать. Кирлене, ялти пĕррамĕш коммуниста, чысласа лартнă палăк. Халь Кирле хăй те халăхпа пĕрле пек туйăнать. Çтаппана каллех Кирле тĕлĕкре каланă сăмахсем аса килсе каяççĕ, каллех сывлăш тухми пулать.
Палăк патĕнчен Андрей Викторович машина çине хăпарать, сăмах пуçлать. Çтаппан унăн сассине илтмест, çапах темĕнле асамлă турăш калаçнăн туйăнать. Вăл Çтаппан пирки приговор вулать пак, тарăхупа тулнă пĕтĕм халăх Çтаппан патне чупса кĕрессĕн туйăнать.
Çтаппан ахлатса ярать, çенĕке чупса тухса алăка çаклатса хурать.
Анчах халăх хусканмасть, халăх шăпах. Мĕн палăка тума тытăннăранпах канăç паман шухăш татах çивăчленет. Çтаппан краççын лампине çутса пĕчĕк пӳрт сакайне сикет, хăй хыççăн сакай алăкне витсе хурать. Ĕнер, Çăрахвин ĕçре чухне кăнĕччĕ унта вăл, анчах алăка çĕртен тасатса çитереймерĕ. Халь, ак, ухмаха тухнă çын пек, пӳлĕм тĕлĕнчи çĕре тăпрас çине ывăтать. Çĕр айĕнчи çула та, нӳхрепе те пĕтермелле халь ун, хăйне айăплама пултаракан юлашки сăлтавсене пĕтермелле. Çартан таврăнсан, сарайĕнчи нӳхрепне арăмĕ ача çуратма кайсан питĕрсе хунăччĕ. Анчах ăна ирĕклĕн ĕçлема памарĕç, е ачисем кӳршĕ ачисене ертсе килчĕç, е урах çынсем пыркаларĕç. Çавăнпа пӳрт сакайне каякан çула кураймарĕ те вăл. Çул килекен çĕр çине вут шаршанĕ купаларĕ, вуттине хĕлле çунтарса пĕтерсен, каллех çĕнĕ шаршан купаларĕ. Çĕр йăтăнса анасса кĕтрĕ вăл, анчах çул, тухатса хунă пекех, пĕтмерĕ, йăтăнмарĕ. Йăтăнасса йăтăнмарĕ те, çапах йăтăнать вăл! Хăçан та пулин — паян-и е ыран-и...
Йывăррăн уçăлать нухреп алăкĕ. Юман картлашкисем те, юман стенасем те кăвакăшпа пăнтăхса ларнă, сăмсана тӳрех сивĕ сывлăш та хутăш çĕрекен йывăç шăрши çапать.
Çтаппан картлашка çине пусса пăхать. Çирĕп-ха юман хăмасем. Çтаппан лампăна йăтса нӳхрепе анать. Акă çĕр айнелле кĕрекен çул алăкĕ. Ăна пуслăх пек юмансенчен çурмаран çурса тунăччĕ. Çиелтен пăхсан кăна ытти стенасенчен уйăраймастăн.
Кĕреçе аврипе хирет алăка Çтаппан. Тутăхса кайнă петле хурахлатса кăшкăрать. Татах та нӳрлĕрех шăршлă сывлăш пырса çапать сăмсана. Ура айĕнчи çĕр çумăр çуса кайнă пек нӳрĕ. Лампăна йăтса кĕрет вăл шалалла. Лампине хыçала тытнăран унăн ĕмĕлки малалла хăрушшăн ӳкет, çĕр айĕнчи çул тăрăх шăватъ. Ламлине мала тытсанах, куç чарăлса каять.
Маччана тĕкĕленĕ хăмасем çĕрсе хавшанă, вĕсене юман тĕкĕсем каса-окаса кĕнĕ. Тĕккисем кăмпăсланнă, хăмасем çинче шурă туналлă çĕрĕк кăмпасем шăтнă.
Çтаппан çулне юман вутсыпписем çине пăрахнă ещĕк картлать. Çиелтен ăна чус татăкĕсемпе витнĕ. Çук, кунта кун пек ещĕк кĕртсе хунине астумасть вăл. Апла пулсан? Çиелтен витнĕ михĕ çĕрсе кайнă. Ăна уçсанах, Çтаппан куçĕ умне обрез тухрĕ. Ăна кĕпçипе йывăççи-мĕнĕпех, лайăх çу сĕрсе хунă. Палласа илчĕ обреэа Çтаппан. Татах та хăрушăрах пулса кайрĕ ăна çĕр айĕнче. Хыпаларĕ вăл ещĕке. Икĕ наган тухрĕ. Вăсене те çу сĕрсе хунă. Апла пулсан, аслашшĕ ăна каламасăр çăка хăвăлĕнчи пăшалсене илсе килнĕ, пытарса хунă. Çтаппан кунта кĕрессе пĕлнĕ вăл, кĕтнĕ.
Малалла утать вăл. Кил хушши тĕлне çитсен, пĕр-витре çурă кĕрекен чугуна асăрхать. Чугунне çиелтен çатмапа витнĕ, çатми çине тата ывăс хурса хăмапа тăкĕленĕ.
— Акă ăçта вăл асатте ылтăнĕ! Тăмсай эп, тахçанах кĕрое пăхмалла пулнă. Хăрушлăх курмасăр телей кураймастăн, теççĕ, — пăшăлтатать Çтаппан. Чĕтракен аллисемпе чугуна туртма хăтланать, анчах вăл йывăр, вырăнтан та хускалмасть. Кунта чăн-чăн ылтăн выртнă пирки иккĕленмелли çук. Хăвăртрах, хăвăртрах курас килет ун çав хаклă япалана. Кама сутасси, ăçта вырнаçтарасси пирки те шухăшлать ĕнтĕ вăл, кивĕ пӳрт вырăнне çĕнĕ чул çурт лартма ĕмĕтленет. Çтаппан малалла пĕкĕрĕлсе урипе пĕкке пĕррех! тапать. Ваштах тухса сирпĕнет тĕкĕ. Лаштăр! йăтăнса анать çĕр. Хăйпе пĕрле вăл Çтаппана та пусса антарать. Çутă сӳнет. Тăма хăтланса тапкаланнă çемĕн çĕр Çтаппана татах пусать. Çĕр кăна та мар, татса хунă вутă шаршанĕ те çиелтен пусать ăна. Вăл кăшкăрма хăтланать, çĕр кĕресрен çăварĕ патне аллисене илсе пырасшăн, анчах аллисене ытла та тӳсме çук йывăр çĕр пусать, çĕр хускатма памасть.
— Тикĕс мар килчĕ ĕмĕрĕм, — шухăшлать вăл. — Нивушлĕ тахçанах ĕмĕтленнĕ аслашшĕ мулĕн çумĕнче выртса вилмелле? Çук! Çук! Çук!
Чун хавалĕпе юлашки вăйне пухса кăшкăрать: — Çăлăр! Çăлăр!
Анчах кам илтĕ ун сассине?
Урамра çав вăхăтра Совет Союзĕн Гимнĕ митинг хупăннă ятпа мăнаçлăн янăрать. Итлет ăна халăх, хăйĕн паянхи чаплă пурнăçшăн пуç хунă мухтавлă ывăлне чапа кăларса янракан гимна итлет.
Çтаппан кăна нимĕн те илтмест. Çĕр айĕнчи юлашки сывлăша йывăррăн çăта-çăта, вăл тăнне çухатать.