Эп çуралнă ял вырнаçнă
Пит илемлĕ вырăнта.
Çултан çул-çке килленетĕп
Çак асамлă туйăмпа.
Виçĕ енче виç вăрман:
Сухати, Туçи, Усрав.
Ик улăхра ик çырма,
Йăршупа Рикша юхаç.
Икĕ шыв пĕрлешнĕ хыççăн
Кăшт кăна анатарах
Пысăках мар шыв арманĕ,
Çӳретчĕç унта ялтан:
Кăлтăр-кăлтăр çавра чулĕ
Çаврăнатчĕ васкаса,
Кăпăш-кăпăш шурă çăнăх
Таврăнатчĕç авăртса.
Çурхи шыв çурса каятчĕ
Пĕвене кашни çулах.
Ял халăхĕ ӳркенместчĕ —
Пĕвелетчĕç пĕр кунтах.
Хĕрĕхĕн ытла тухатчĕç
Ирхине утă çулма.
Хур-кайăксем вĕçнĕ евĕр
Курăнатчĕç аякран.
Пит ăнса утти ӳсетчĕ —
Чечек-курăк çăп-çăра.
Типĕтсе пуçтарнă хыççăн
Вырнаçатчĕ капана.
Шыв арманĕ, çил арманĕ
Юлчĕ пирĕн асăмра.
Хулара пĕçернĕ çăкăр
Турттараççĕ халь яла.
Ял тавра уйсем тулатчĕç
Тĕрлĕ-тĕрлĕ тыр-пулпа.
Халĕ эпĕр çырлахатпăр
Пӳрт хыçĕнчи пахчапа.
Пурнăç кайрĕ улшăнса.
Пит тиркеç малтанхине...
Ырăпа эп асăнатăп
Мĕн пулса иртнисене.