Ак кур,
Ачи-пăчи çулпа пыран ватта çул пачĕ.
Çак кун
Тепри аманнă чĕкеçе сиплерĕ, ячĕ.
Ку вăл – никам çырман,
Ниçта та çырăнман
Саккун.
«Çĕтем –
çур çул шырам сана, савни,
шырам пĕр ĕмĕр,
Пĕтем, –
Çĕн несĕл юлтăр та, унра ман çунтăр ĕмĕт».
Çапла тăвать тупа
Таса юратупа этем.
Ак кур,
Ачи – ӳсет. Чĕкеç – вĕçет.
Каччи хĕрне чуптурĕ... Кулчĕç…
Çак кун
Çут тĕнчере этемлĕхпе миçе тĕл пулчĕ
Этем алли çырман,
Ниçта та çырăнман
Саккун?
31.07.1971.