Хĕвел!.. Çав ятлă çăлтăра пула
Пур çак тĕнчере ялпа хула.
Пур эсĕ, эпĕ... Пур кĕтрет тĕнче
Çӳл тӳпери çав çăлтăр айĕнче.
Вăл пулмасан хăватлă çутçанталăк
Çиçеймĕччĕ этемлĕх савăнмалăх.
Ун сиплĕ ăшшине пула кăна
Эпир çак Çĕр çинче чăн-чăн хăна.
Шутлатпăр хамăра хуçа тесех, —
Çалла та, тен? Шутлатпăр тĕрĕсех?
Çак пысăк чыспала ыр тивĕçе
Çухатас марччĕ, манас марччĕ çеç.
Эппин, эс савăн тĕнчене килнишĕн,
Хуçа ятне ан яр, кĕреш çĕннишĕн.
Кĕтрет япалана аркатасран сыхлан,
Ху хыççăн ан хăвар усал ятпа ылхан.
Этем кун-çулĕ — чи таса тупра,
Мĕн пуррине йышлат, куç пек упра.
Калас сăмахăм çакă юлчĕ ман:
Хĕвел-аçупала Çĕр-аннӳне ан ман!