Сывлăш пĕр тусансăр. Тăрă:
Хурăн-шăпăр тасатать ăна.
Эп утап Кĕтне çыранĕ тăрăх,
Тĕкĕр-шыв кăтартрĕ ман сăна.
Аякра кăвакалсен сассийĕ,
Ват йăмра — тӳлеклĕхе хурал.
Шурă пĕлĕтсем сивлек юр сийĕн
Курăнаççĕ янкăр тухăçра.
Кĕрхи каç илемĕ маншăнах-тăр.
Вĕçертсе яратăп шур плаща.
Асăмра-çке «акăр çулĕ такăр»,
Чунăмра — «юрт, юрт, лашам».
Асаттем юратнă çак тавралăх
Тăнăç пурнăç илемне мухтать.
Ĕçпе чапшăн тĕнче курнă халăх,
Манăн халăхăм, çакна упрать.