Сар йĕкĕтпе сар хĕр туслашнă
Пĕрле пуласшăн ĕмĕрех.
Сар йĕкĕтпе сар хĕр туслашнă,
Калать тет йĕкĕт сар хĕре:
— Шур акăш пек кермен лартар-и
Кĕленчерен те кĕмĕлтен?
Шур акăш пек кермен лартар-и? —
Татах та савăк пулĕ, тен...
Калать пике вара хавассăн:
— Тĕнче ахаль те чăп-чăпар.
Çук, çук, савни пĕрле пулсассăн
Мана тек ним те кирлĕ мар.
Калать тет йĕкĕт: — Ӳстерер-и
Парка çеçкеллĕ йывăçсем?
Калать тет йĕкĕт: — Ӳстерер-и?
Иленччĕр çепĕç кайăксем...
Калать пике вара хавассăн:
— Куçран куçа пăхса ларар.
Çук, çук, савни умра пулсассăн
Мана тек ним те кирлĕ мар.
Хĕре сар йĕкĕт ӳкĕтленĕ:
— Акар-и хӳхĕм чечексем?
Хĕре сар йĕкĕт ӳкĕтленĕ:
— Иленччĕр сарă лĕпĕшсем.
Калать пике вара хавассăн:
— Ăçта васкан — савнар-выляр.
Çук, çук, савни çумра пулсассăн
Мана тек ним те кирлĕ мар.
Чĕнмен тет сарă йĕкĕт урăх,
Салхуллăн утнă уйрăлса.
Чĕнмен тет сарă йĕкĕт урăх,
Çухалнă тет таçта кайса.