Çук, сайхах1 вăл касаймасть,
Сарлăк2, сырăш3 тăваймасть,
Килĕ-çуртĕнче сапрам,
Урăх мĕн тата калам?
Пĕчĕкрен çапла супьях4,
Састăклă5 та сăрхăватлă6,
Суптăркка7 вăл, чăн-чăнах,
Сехметпе8 тахçан туслашнă.
Сăянташлă9 та саланкăр,
Супинкки10 çукпа пĕрех,
Сыхчă11 хăй ăна хăтартăр
Çичĕ тĕслĕ чир-чĕртен.
__
Сĕлевĕс — кахал, лодырь