Эп астăватăп, тусăм: уява
Аçу-аннӳ патне тăван ялна
Пĕрре эс илсе кайнăччĕ мана.
Пит ăшшăн кĕтсе илнĕччĕ пире.
Çитейрĕмĕр: чăваш йăлипеле
Мунча кĕретпĕр çĕн милĕкпеле.
Лапка çинчен анатпăр та, лаçра
Витре тулли кăпăкланать сăра,
Епле ăш канмĕ — вăл пыл пек çăра.
Унтан — тӳрех ачалăх кӳллине:
Вылятпăр вĕтĕр-шакăрпа пĕрле
Ахăлтатса пĕр ăстрăм мечĕкле.
Унтан эпир — тулли кĕрекере:
Сĕтел çинче çĕр тĕрлĕ пуль апат,
Аçу-аннӳ сăпай та тарават.
Каярахпа — яш-кĕрĕм вăййинче
Чипер-çке чун çунтармăш хĕрĕсем,
Анчах та пирĕн валли мар вĕсем...
Ташлать, юрлать яш-кĕрĕм, савăнать.
Эпир санпа çӳретпĕр темĕнччен
Куçа илмесĕр икĕ хĕр çинчен...
...Каллех ав, тусăм, çывхарать уяв.
Кайса курар-и пирĕн еннелле,
Тепре тухса выляр-и мечĕкле?..