Тăнран кайса ӳкес те — вăранас,
Хуçа пулас, чура кунне курас,
Вилме выртас та — яшт! сиксе тăрас,
Анчăк пек туслă е суя пурнас? —
Ан пултăр канăç, çав-çавах та туслăх
Ал патăр та — çын ĕмер пуç ан устăр.
Телейсĕр чух телейĕме курасчĕ,
Юрайманран юракана тухасчĕ,
Наркăмăша шерпет ĕçнĕн туясчĕ,
Вăйсăр çынран Улăп пулса тăрасчĕ,
Тамăкра чух та çăтмахра теесчĕ,
Ултавлăх витĕр чăнлăха пĕлесчĕ, —
Вара кĕрес те пурнăç ытамне
Тĕпчес, тĕпчес кун-çул тĕрĕслĕхне, —
Ун чух тин пĕлĕн Юрату хĕмне,
Çак тĕнчене
Ху мĕншĕн килнине...