Янрать юрă, янрать…
Ирпе те, каçпа та çук канăçăм ман,
Таçта хӳкле йĕрет шеллесе.
Эс юратушăн каçар мана,
Çунать чĕрем хĕмленсе.
Чуна ыраттарса вăл асаилӳ тĕнчине илсе каять. Çак юрра Михаил юрататчĕ.
Пурнăç — кăткăс япала. Тепĕр чухне çынна темле килĕштерсен те, чĕрепе ун патне ăнтăлсан та — пĕрле пулма çук. Тамара Михаила çăмăлах мар вăхăтра тĕл пулчĕ. Хĕре уйăх каялла тахçантанпах çӳренĕ каччи пăрахса кайрĕ. Шухăшсем, ыйтусем пуçра, вĕсенчен ниепле те хăтăлма çук. Ирпе те, каçпа — пĕр минутлăха та канăç памастчĕç асаилӳсем. Юрать тантăшĕ вăйпа тенĕ пекех Ксюшăна урама илсе тухатчĕ.
Акă пĕр çуллахи каç вĕсем клуб еннелле утаççĕ. Вĕсен умĕнче пĕр машина чарăнчĕ. Унтан Ксюшăн савнийĕ Гриша тата палламан каччă анчĕç те хĕрсем патне пычĕç. Машина малалла вĕçтерчĕ. Çамрăксем вара шăкăл-шăкăл калаçса клуба çитрĕç. Унта вальс кĕвви янрать. Унăн çеммипе Ксюшăпа Гриша çăмăллăн çаврăнма тытăнчĕç. Тамарăна вара Михаил, тантăшĕн савнийĕпе килнĕ яштак каччă, ташша чĕнсе кăларчĕ. Темле лăпкăн хăйне туйрĕ хĕр унпа, чуна асаплантаракан шухăшсем те таçта кайса çухалчĕç.
Çурçĕр тĕлнелле çамрăксем Тамарăсен тĕлнелле утрĕç. «Сана киле ăсатса хăварар-ха», — терĕ Ксюша. Хапха патне çитсен, тантăшĕ сывпуллашса чун савнийĕпе хăйсен урамĕ енне утрĕ. Михаил вĕсемпе пырасшăн пулмарĕ. «Тамара, кăштах калаçса ларар-ха», — хуллен аллинчен тытса чарчĕ вăл килне кĕме хатĕрленнĕ хĕре. Сак çинче ларакан икĕ çамрăк вăхăт мĕнле иртнине сисмерĕç, тахçантанпах пĕр-пĕрне пĕлнĕ çынсем пек, калаçрĕç те калаçрĕç. Шурăмпуç та çуталма тытăнчĕ. Тăруках телефон шăнкăртатрĕ. Михаила Гриша киле пĕрле машинăпа ларса кайма чĕнет иккен. «Юрĕ, час çитетĕп», — терĕ те йĕкĕт салхуллăн, Тамарăпа сывпуллашрĕ.
Каяс килмест Михаилăн килне. Пушă унта. Çамрăк каччă мар-ха вăл, авланнă. Анчах ялан арăмĕпе ним çукранах вăрçăнмалли тупăнать. Акă ку хутĕнче те мăшăрĕ пĕчĕк ачипех пĕр эрне ĕнтĕ амăшĕ патĕнче пурăнать, упăшки патне таврăнасшăн мар. Михаил вара çак вăрçусенчен ывăнчĕ. Унăн лăпкă, чипер, юратакан çынпа пурăнас килет. Вĕсен темшĕн ун пек пулмасть. Паян Михаил чунĕпе кăштах канас тесе, хăйĕн юлташĕпе çак яла ларса килчĕ. Халь вара çакăншăн ӳкĕнчĕ. Тамара темпе тыткăнларĕ ăна, уйрăлас килмерĕ унтан.
Тепĕр кунне тантăшсем каллех клуба тухрĕç. Михаилпа Гриша та кунтах. «Эпир кайрăмăр», — терĕ Ксюша ташăсем пĕтсен. Тамарăпа Михаил та хуллен каçхи шăплăха путнă урам тăрăх утрĕç. Акă ĕнтĕ ял вĕçĕнчи ватă йăмра çумне те çитрĕç. Юратаççĕ ун айĕнчи сак çинче каччăпа хĕрсем калаçса ларма, çăлтăрсене сăнама. Нумай çын шăпине сăнанă йăмра çамрăксене ют куçсенчен хăйĕн çĕр çитиех усăнса тăракан тураттисем айне пытарать. Михаил хĕрпе килне кайичченех кунта сăмахласа ларчĕ. Иккĕшĕ те туйрĕç: тем туртать вĕсене пĕр-пĕрин патне.
Сисĕнмесĕр кунсем иртрĕç. Пĕррехинче Тамара патне ирех Ксюша пăлханса пырса кĕчĕ. «Пĕлетĕн-и, тантăшăм, Михаил авланнă çын иккен. Каçар, хам та пĕлмен, Гриша каламан. Ĕнер çеç темле персе ячĕ. Эх, тустартăм эпĕ ăна», — шавларĕ вăл. Пуçран чукмарпа çапнăн, Тамара тăруках анраса кайрĕ. Шутламанччĕ вăл авланнă çынпа çыхланасса. «Мĕн тăвăн ĕнтĕ, тантăшăм?» — хумханса ыйтрĕ Ксюша. «Пĕлместĕп», — теме çеç пултарчĕ Тамара. «Мĕншĕн-ха çакăнта та пулсан ман телей пулмарĕ?» — кăшкăрас килчĕ унăн.
Каç çывхарса пычĕ. Каллех урама тухма чĕнеççĕ. Унта Михаил та пур. Хĕр ним тума аптрарĕ, çапах та шухăшласан-шухăшласан, тăхăнчĕ те урамалла утрĕ. Унăн сăмахласа илмеллех пĕр эрне пĕрле çӳренĕ çынпа. Тантăшĕ хăйĕн савнийĕпе икĕ çамрăка ват йăмра патĕнче тăратса хăварчĕç те клубалла утрĕç. Калаçу ниепле те çыпçăнмарĕ. Юлашкинчен Тамара чăтаймарĕ: «Мĕншĕн хăв авланнине пытартăн манран?», — терĕ. Михаил темччен чĕмсĕр тăчĕ те кайран йывăррăн сăмах хушрĕ: «Каçар, эпĕ шутламан çакăн пек пулса тухасса. Пĕр-икĕ кун калаçăп та урăх çӳреместĕп, тенĕччĕ, анчах эсĕ темпе мана тыткăнларăн. Каç çывхарса пынă май, чун пăлханма тытăнатчĕ, туртатчĕ сан пата».
Тамарăн шăпăр-шăпăр куççульсем юхма тытăнчĕç. Чăтаймарĕ Михаил, çупăрларĕ хĕре, çепĕççĕн чуптума пуçларĕ. Пикен вара хирĕçлеме вăйĕ те пулмарĕ. Вăл шăппăн ун ытамĕнче тăчĕ. «Ан пăрах мана, тархасшăн, Тамара. Мана сансăр питĕ япăх. Пултарнă пулсан, кĕсьене чикĕттĕм те хампа илсе çӳрĕттĕм ялан», — сăмах хушрĕ çамрăк, хĕрĕн шывлă куçĕсенчен пăхса.
Тамара ним те каламарĕ, куççульсем çеç типĕ çĕр çине тумларĕç. Хĕр Михаилăн ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ те килне чупса кĕрсе кайрĕ. Çамрăк арçын вара темччен тарăн шухăша кайса ларчĕ, пирус хыççăн пирус мăкăрлантарчĕ.
Тепĕр каç хĕр ун патне тухмарĕ. Малалла кашнинчех, çуллахи ял тĕттĕм каçа путсан, Тамарăсен тĕлĕнче çине-çинех пирус туртса тăракан çын курăнчĕ. Пĕррехинче хĕр чăтаймарĕ, урама тухрĕ ун патне. Йывăррăн пулсан та, сăмахларĕç вĕсем. Каллех тĕлпулусем пуçланчĕç.
Пĕр каçхине Михаил питĕ салху килчĕ. Мăшăрĕ таврăнсăнах, вĕсем каллех вăрçса кайнă. «Мана ывăла шел, вăл ним те ăнланмасть, пирĕн хушшинче макăрса çӳрет. Темле пулсан та, эпĕ ăна пăрахмастăп», — терĕ арçын пăшăрханса. Малалла тĕлпулусенче Тамара час-часах Михаил хăйĕн килĕнчи йывăрлăхĕсем çинчен каласа панине итлерĕ. Пĕррехинче хĕр ăнланчĕ: халь унпа юнашар тăракан çын нихçан та тĕппипех ун пулаймĕ — унăн пĕр пайĕ яланах çемйинче пулĕ. Чунĕпе вăл ниепле те çакна йышăнаймасть. Тамарăна вара вăйлăрах та вăйлăрах туртать Михаил патне, лешне те кашнинчех хĕрпе сывпуллашма питĕ йывăр. Тепĕр кăштахран вĕсем уйрăлаймĕç нихçан та. Малашлăхĕ вара çук икĕ çамрăкăн. Часах кĕркунне çитет, Тамарăн института таврăнса малалла вĕренмелле. Михаил та çемйипе ун хушшинче чунне çурать. Çук, терĕ хĕр хăйне хăй. Халь кая мар-ха, татас пулать ку çыхăнăва.
Вăл пĕр каçхине çакăн çинчен тусне каларĕ. Темччен чĕнмесĕр, пуçне аллисемпе çупăрласа ларнă хыççăн, Михаил йывăррăн сăмах хушрĕ: «Мĕншĕн эпĕ сана маларах тĕл пулман-ши? Пĕртте уйрăлас килмест, Тамара. Ман сана никама та парас килмест, пĕлетĕн-и — никама та. Анчах пурнăçунта килĕшекен çын тĕл пулсан, кăтарт эс мана ăна. Эпĕ хăть пăхăп, лайăх çын-и вăл». Унтан вăл хĕре хыттăн çупăрласа чуптума тытăнчĕ. «Юрĕ, Тамара, кай. Атту çылăха кĕресси инçе мар», — тăрук хĕре хăйĕнчен уйăрса каларĕ Михаил. Иккĕшĕн куçĕсенчен те куççуль тумларĕ.
Йывăр пулчĕ хĕре çывăх çынна чĕререн кăларма. Çăмăл мар туйăмсен тыткăнĕнчен хăтăлма. Хулара инçетрен куратчĕ вăл тепĕр чухне тусне. Пăхатчĕ те ун еннелле Тамара, пĕтĕм ăшĕ пăлханма тытăнатчĕ, пĕтĕм чĕрипе талпăнатчĕ Михаил патне. Анчах хăйне вăхăтра чаратчĕ хĕр: «Çук, юрамасть. Сан мар вăл», — тетчĕ. Кашнинчех чунĕпе вилсе чĕрĕлнĕн туятчĕ çамрăк.
* * *
Пурнăç малалла. Вĕренес пулать ун çине ырă шанчăкпа пăхма. Институтран та вĕренсе тухрĕ Тамара, тепĕр хулана ĕçлеме вырнаçрĕ. Пĕррехинче ун патне Ксюша тантăшĕ телефонпа шăнкравларĕ те хурлăхлăн: «Ĕнер машинăпа аварине лексе Михаил вилнĕ. Виçĕмкун пытараççĕ», — терĕ. Тамара чутах тĕшĕрĕлсе анатчĕ, аран пукан çине ларса ĕлкĕрчĕ. «Юлашки хут та кураймăп ĕнтĕ ăна, — макăрчĕ хĕр, — мĕнле каяс ман унта. Эпĕ ют, кĕтмен çын унăн тăванĕсемшĕн».
Пытарнă хыççăн тепĕр кунне çеç тухса утрĕ вăл масар çине. Темччен асаилсе ларчĕ Тамара Михаилпа пулнă тĕлпулусене. Сăмахпах каçару ыйтрĕ унтан пуриншĕн те. Куççульсем ӳкрĕç те ӳкрĕç чĕрĕ çĕр çине. Аран-аран лăпланса хуллен утрĕ хĕр автобуссен çулĕ еннелле. Пуçа таçтан пĕр поэт пĕччен кайăк çинчен çырнă юрă сăмахĕсем килсе кĕчĕç: «Мĕнле шел. Ним те улшăнмĕ вĕт-ха çак пурнăçра, сан юрру илтĕнми пулсан та урăх». Чăнах та, çутçанталăк çавăн пекех: хĕвелĕ хĕртет, машинăсем чупаççĕ, халăх таçта васкать. Пĕр çын çĕр çинче çукки сисĕнмест те тейĕн. Анчах пуриншĕн мар. Теприсемшĕн çав вăхăтра тĕнче йăтăнса аннăн туйăнать.
Ун хыççăн вăхăт нумай иртрĕ. Тамара лайăх çынна тĕл пулса качча кайрĕ. Вĕсен çемйинче ывăлпа хĕр ӳсеççĕ. Телейлĕ темелле вĕсем. Паянхи юрă çеç чуна асаилӳсемпе ыраттарса илчĕ. «Пурăнасчĕ малалла та чипер, савăнасчĕ сарă хĕвелпе, паянхи телейлĕ кунпа», — шухăшларĕ Тамара, чӳрече витĕр шап-шурă чечексемпе витĕннĕ çуркуннехи пахчана пăхса.