Трамвайсем çывăрмаççĕ часах.
Тĕксĕм çитă хуллен сăрхăнать
Çын сайпалнă каçхи урамра.
Çул кĕлеллĕ шап-шур туфлисем
Хĕр чунне ăшăтан тунсăхпа
Калăçаççĕ каçхи шăплăхра.
Эс кĕретĕн каçхи трамвая.
Сĕвенетĕн те кантăк енне
Тăнкăрти сасăпа тĕлĕретĕн...
...Тĕлкĕшеççĕ шап-шур кĕвĕсем.
Паганинин çинçе пурнисем
Вĕлтлетеççĕ пек вĕçем, чĕнмесĕр.
Пĕрлешсе сан вĕри чунупа
Пианинă сывлать, тунсăхлать:
Тăтăшах чарăнмасăр юхать
Огинскин ачаш полонезĕ,
Каярах эс анатăн вара...
Çил кĕлеллĕ шап-шур туфлисем —
Шур çунатлă шап-шур чайкăсем —
Урамри шăплăха итлесе
Ылмашаççĕ хваттер еннелле.
Çуллĕ çуртăн вăрах пусмисем
Çитереççĕ сана пӳлĕме.
Шурă юр пек вителĕк çинче —
Куллен-кун вăхăтра килекен
Эсĕ кĕтнĕ ачаш çырусем.
Ирĕлет сăн-питре тунсăх кулă.
Тинсăхпах сирĕлет шур вителĕк,
Çӳçенетĕн те çăмăллăн, лăпкăн
Йăпшăнатăн шап-шур тĕнчене...
Куçусем тинкереççĕ çавах,
Ĕмĕтпе ăшăнаççĕ те авăк
Ывăнни, ĕшенни çитнипе
Хупăнаççĕ юмах пек хуллен.
Ун сăнарĕ те çĕтнĕн таçта
Сайралать, чӳхенет, иксĕлет;
Ăшă ыйăх çеç, сассăр юхса,
Пӳлĕмри шăплăхпа пĕркенет.
...Тăнкăрти трамвайсемсĕр юлатăн.
Эсĕ халь пĕчченех ыйăхра.