Вылять, ташлать çăп-çăмăл мамăк
Тĕтреллĕ сывлăш сăпкинче.
Шур кĕрĕклĕ хула урамĕ
Кăшт çӳçенет сив çил çинче.
Ӳкет юр...
Çыхрĕ парк шур явлăк,
Çул çийĕн — çăлтăрлă кавир,
Вăраннă май кĕрлевлĕн-шавлăн
Сăвва кĕресшĕн ĕçлĕ ир.
Умра çын хĕвĕшме пуçларĕ...
Сывлать вăй-халлăн пур кĕтес.
Ырми ĕçлетĕн, Шупашкарăм,
Реслубликă чĕри пек эс.
Вак çăлтăрсем çинче утатăп,
Манра — хуламăрăн таппи...
Кун-çул, ăçта эс пит васкатăн,
Тен, эп санран юлмастăп-и!
Хĕр пек хĕрелчĕ хĕл хĕвелĕ.
Вăл ылтăн шевлисем çине
Тирсе тухасшăн теветкеллĕн
Тăкăнакан юр çеçкине.
«Хĕвел, хĕвел! Часрах тухсамччĕ!» —
Ача кулать, хавасланать, —
Хăй амăшĕ илсе каятчĕ
Ирех ача садне ăна.
Мана çав пĕчĕкçĕ тĕпренчĕк
Мăн улăп евĕр туйăнать.
Алне сулать те вăл — именчĕк
Хĕвел тухать,
кун пуçланать.
Çăвать, çăвать тем тĕрлĕ çăлтăр,
Ача тытасшăн кашнине.
Лешсем çиçеççĕ йăлтăр-йăлтăр,
Пĕри лекмест ун аллине.
Çут çăлтĕр тӳпере сахал-и...
Ак çитĕ вăхăт — пăх та кур —
Çӳле çĕкленĕ, парĕ алă
Пур çăлтăра та çав маттур.