Алтăк-кăлтăк1 урамра
Алчă-мăлчă2 яланах,
Явăнать анра-сухра3,
Акăш-макăш савăнать.
Куçĕсем армак-чармак,
Тумĕ те авкум-шавкум4,
Анăш-тăнăша5 чарма,
Эх, никам та çук çав, çук.
Пуçĕнче — арпа-тĕрпе,
Ариш-пирĕш уткалать.
Иртĕхсе асса-тĕссе
Аскăн-тĕскĕн6 пурăнать.
Самани асар-писер,
Ампăс-тăмпăс7 та тискер,
Юп курас тесен чипер
Пурнăçа пĕлсе тинкер.