Тĕл пултăм эп сана пĕр ăшă, çутă кун,
Хĕвел йăпатнă чух тăп-тăрă шыв питне.
Куç килчĕ хуралса, кăрт! сикрĕ кайăк-чун,
Эс лăпкăн тинкерсе пăхсассăн ман çине.
Эп сисрĕм: чĕрере тем вăрттăн чĕрĕлет.
Хаваслăх-ши унта е канăçсăрлăх çеç?
Анчах та сан çине пăхас, пăхас килет,
Анчах та сан çинчен куçа илес килмест.
Таçти тинĕссенче кĕрленĕ хум сасси
Сан сассупа пĕрле вăранчĕ çĕнĕрен.
Кала: пулни-и эс, е чăн та — пуласси?
Сыв пуллашу-и эс, е шанмалла чĕрен?
Çук, ним те ан кала... Çав вырăнтах тĕнче.
Тĕл пулăва кăна çĕр хут, пин хут мухтав.
Ан пултăр çеç суя куçу йăлкăшнинче,
Туту пĕçертнинче ан пултăр çеç ултав.