Васкатпăр пур çĕре те ĕлкĕрме:
вак-тĕвекпе вакланнăран сисместпĕр,
юлать чи кирлĕ ĕç. Ăна темме
çак шавлă пурнăçра аса илместпĕр.
Каласчĕ, кунăмсем, сире халех:
çула тухатпăр пушăлла, тиевсĕр!
Хыпаланса иртетпĕр ахалех
хавхаланусăр, ĕмĕтри вĕçевсĕр.
Кайран, шур пас тытсассăн тăнлава,
куратпăр хамăр пĕчĕкçĕ лава,
тиес татах — çитмест хастарлăх вучĕ.
Çу вăхăчĕ иртсен, вăрман çапла
ларать пехиллесе вилес çынла:
ун умĕнче — шур хĕлĕн шурă хучĕ.