Вăл мăшăр йывăç хӳттине пĕлмен,
Хунав кĕтсе час-час сывланă ассăн.
Хăй ачисем пек, çамрăк-кĕрĕме
Сăнанă, пухăнсан вăййа хавассăн.
Ун айĕнче сахал-и купăссем
Пĕр-пĕринпе мĕн шуçăмччен тавлашнă,
Калаçнă туй пирки чун савнисем
Е теприсем яланлăх сыв пуллашнă.
Таптанă-и çĕрти тымарсене,
Хуппа-и чĕрнĕ, турата-и хуçнă —
Асăрхайман сĕткен тумланине,
Курман: йăмра мĕн-ма пуçне лăш уснă?
Шартлама чух уничери йăмра
Чĕтрет ав халĕ тăлăххăн, пĕчченĕн.
Ăна ку чух манатпăр. Вăл вара
Çуркуннесем шавланă вăхăтра
Каллех пире кĕтмешкĕн хатĕрленнĕ.