Ĕлĕк пĕр карчăкпа старик пурăннă. Вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ пулнă, ăна Этикан тесе чĕннĕ. Çак Этикан питĕ маттур каччă пулса ӳснĕ иккен те, çавăнпа ăна çитĕнсе çитсен салтака илсе кайнă.
Ĕлĕк салтакра хальхи пек мар, çирĕмшер—çирĕм пиллĕкшер çул пурăннă. Анчах Этикана салтак служби пĕрре те килĕшмен: вăл тухать те тарать службăран.
Пĕр кун каять хайхи, икĕ кун каять, виçĕ кун та каять... Виççĕмĕш уйăхне тин пĕр сухаçа тĕл пулать. Этиканăн хырăмĕ çав тери выçса çитнĕ пулнă, ывăнасса та ывăннă, çавăнпа та вăл: çак старик патне чарăнам-ха, тесе шухăшланă. Вара старик патнерех пырать те:
— Вăй патăр, асатте! — тесе ыр сунать.
Старик ăна хирĕç:
— Тавах, канса кай, — тет.
Этикан старикпе чылайччен калаçса ларать. Старик ăна пĕр çăкăр сăмси касса парать, умне пĕр кăкшăм уйран лартать. Вара лайăх апатлантарнă хыççăн, старик Этикана хăш еннелле кайсай яла часрах çитесси çинчен каласа, çул кăтартса ярать.
Çакăн хыççăн Этикан часах пĕр пĕчĕк яла пырса çитет. Ял вĕçĕнче пĕр пĕчĕкçеççĕ пӳрт ларать. Этикан çав пӳрт чӳречи умне пырать те:
— Хваттер яраймăр-ши? — тесе ыйтать. Ку пӳртре пĕр карчăк çех пурăннă иккен.
— Пӳртĕм пĕчĕкçĕ те — кĕрсе вырт, — тет карчăк, Этикан пӳрте кĕрет те:
— Салям-алякюм, асанне! — тет.
— Аликюм-салям, — тесе хуравлать ăна карчăкĕ. Хăйне сывлăх суннипе пулас, карчăк Этикана чей ĕçтерсе çитерет тата лайăх вырăн сарса парать. Ирхине Этикан тăрать те карчăк валли икĕ картлам шыв кӳрсе килет, вут-шанкă хатĕрлесе хурать, çил сирсе ывăтнă пӳрт тăррине те улăм пăрахса витсе парать. Этикан çакăн пек пулнăшăн карчăк питĕ хĕпĕртесе каять, тет. Вара вăл Этикана, ырă сунса, пĕр çăм тупă тата çул çиле çур çăкăр парса ярать, тет.
Хай Этикан каллех малалла утать. Паллах, ĕлĕк хальхи пек чугун çулсем, тĕрлĕ машинăсем пулман. Çавăнпа салтакран та çурранах таврăнмалла пулнă. Халĕ пулсан лар та вĕçтер анчах!
Кайсан-кайсан Этиканăн каллех çиме пĕтсе çитет. «Мĕн тăвас-ха ку çăм тулăпа, çăкăр панă пулсан хăть çиме юрĕччĕ, тесе шухăшласа пырать вăл. Вара çăм туппине тытать те çӳлелле вăр-р! тутарса ывăтса ярать, тет.
Халап-юмахра пурте час пулать вĕт. Ак, çав самант хушшинчех, Этикан куçне уçса-хупса та ĕлкĕреймест — ун умне пĕр улма чăпар урхамах çитсе тăрать тет
— Мĕн кирлĕ, Этикан? — калать ăна урхамах.
Этикан, телĕнсе кайнипе, ним калама аптрать.
— Эпĕ салтакран таврăнатăп, тата темиçе пин сухрăм каймалла... Ман часрах киле çитес шухăш çех! — терĕ, тет, Этикан урхамаха.
— Лайăх утлан та лайăх лар! — тесе каралĕ тет урхамах.
Унччен те пулмарĕ, тет, Этикан урхамах çине сиксе те утланчĕ, тет. Вара улма чăпар урхамахĕ çав самантрах, вутлă çиçĕм пек ялкăшса, ыткăнса вĕçсе кайрĕ тет те, Этикансен ялĕ вĕçне çитсе те чарăнчĕ, тет.
— Ну, Этикан, — тесе каларĕ, тет, урхамахĕ, — эсĕ çитес çĕре çитрĕн ĕнтĕ. Хăвна кирлĕ вăхăтра çăм тупăна тыт та çӳле пер, вара эп сан умăнта пулăп, — тесе каларĕ,тет. Çапла каласанах, Этикан курса та юлаймарĕ, урхамах пĕр ыткăнса, пĕр çиçкĕнсе куçран çухалчĕ, тет.
Этикан киле çитсен, ватă ашшĕпе амăшĕ çав тери хĕпĕртесе ӳкрĕç, тет. «Вилсен тăпра çине таптасса сунманччĕ тесе, савăннипе йĕре-йĕре ыталаса чуптурĕç, тет, ывăлне. Анчах Этиканăн калама çук пысăк хуйхă пулнă иккен. Унăн салтака кайиччен пĕр савнă тусĕ пулнă. Вăл Селиме ятлă пулнă. Çав Селимене амăшĕсем ирĕксĕр качча пама тытăнсан, вăл шыва сиксе вилнĕ, тет. Вăл Этикан салтакран таврăниччен качча каясшăн пулман. Çавăнпа та Селиме вилнĕ хыпара илтсен питĕ пысăк хуйха ӳкнĕ. Анчах мĕн тăвас тен? Вилнĕ çын вилнех, куççульпе чĕртме çук ăна...
Пурăнсан-пурăнсан пĕр патша хăйĕн хĕрĕ çухални çинчен хыпар кăларать, тет. Çав хыпар çинче вăл кам та кам хăйĕн хĕрне тупса паракана çур патшалăхне тата хĕрне качча пама пулнă, тет. Çак хыпара илтсен, Этикан та пысăк шухăша каять. Вара вăл патша патне пырса хĕр шырама каясси çинчен килĕшсе тухрĕ, тет.
Çакăн хыççăн, мĕн пулать те мĕн килет тесе, пĕрре çăм туппине çӳлелле перет те, ун патне улма чăпар урхамах тапса та çитет, тет.
— Мĕн нушу пур, Этикан? — тесе ыйтать, тет, урхамах.
— Çапла-çапла, патша хĕрĕ çухалнă та, эпе çавна шырама кайма шухăшларăм, — тет, Этикан.
— Лайăх лар та хытă çап! — терĕ, тет, урхамах. Вара Этикан лайăх кăна ларса елкĕрчĕ, тет те, пĕтĕм таврана вутлă çиçĕм çиçтерсе, пĕрре куç хупса иличчен çич çĕрмине кайса çухалчĕ, тет. Нумай кайнă-и, сахал-и, паллă мар. Этикан урхамахĕ тĕнче тĕленмелле аслă тата тĕпсĕр тарăн тинĕс варрине пырса чарăнчĕ, тет. Пырса чарăнчĕ тет те хăй тинĕс çинех юлчĕ, тет, вара тĕпсĕр тарăн тинĕс тĕпне анса кайрĕ, тет. Тинĕс тĕпне çитсен вăл ним тума та пĕлмест, ни унталла, ни кунталла утма. Çапах та пĕр еннелле утса кайрĕ, тет. Ак, унччен те пулмасть, хăй умĕнче пĕр чугун алăк тăнине курах каять. Мĕн пулать те мĕн килет тесе, çав алăкăн хăлăпне тытрĕ, тет те, пĕтĕм тинĕс тĕпĕ, аслати авăтнă пек, кĕрлесе кайрĕ, тет. Çав вăхăтрах алăкĕ уçăлчĕ, тет те, Этикан хăранипе чутах каялла кайса ӳкеймерĕ, тет: ял пысăкăш пӳлĕмре икĕ рет вилнĕ çынсем пуçхĕрлĕ çакăнса тăраççĕ, тет. Хăйсем пурте арçынсем, çамрăк каччăсем, тет. Этикан çак икĕ рет виле хушшинчен малалла утса каять те, тепĕр алăка тĕл пулать. Ку алăкĕ лешĕнчен темиçе хут пысăкрах, тет, питĕрмелли çăрисем те темиçе пăтлă кире пуканĕ пек çакăнса тăраççĕ, тет. Вăл çак алăка та уçас тесе хăлăпĕнчен тытрĕ, тет те, тинĕс тĕпĕнчи аслати сасси паçăрхинчен те темиçе хут ытларах кĕрлесе кайрĕ, тет. Ку пӳлĕмре арçынсенчен темиçе хут ытларах вилнĕ хĕрарăмсемпе хĕрсем пуçхĕрлĕ çакăнса тăраççĕ, тет. Вĕсен пĕчĕк ачисем вилнĕ амăшĕсен кăкăрĕсене ĕмсе лараççĕ, тет. Этикан çав тери хĕрхенет вĕсене, шелленипе ун ик куçĕнчен куççуль шăпăртатса юхса анать. Этикан çак хĕрарăмсем хушшинчен малаллах утса кайрĕ, тет. Акă вăл тепĕр алăк умне те çитет. Ку алăкне уçса ярать те, урай варринче пĕртен-пĕр тупăк çех ларать, тет. Тупăк патне пырса пăхать те, тĕлĕнсе хытса каять, унта çав тери илемлĕ хĕр выртать, тет, ун кăкăрĕ çине икĕ кинжал чикнĕ, тет. Тупăкри хĕр çав тери илемлĕрен, Этикан патша парса янă сăнӳкерчĕкне кăларса пăхать, тет те çак хĕр патша хĕрĕ иккенне палласа илет, тет. Вара халь тин ним тума та çукне кура хăй те çав тери хуйхăрма тытăнать, тет. Çапах ним тума аптранă енне, татах йĕри-тавра пăхкалама тытăнать, тет. Унччен те пулмасть вăл тата тепĕр алăк курчĕ, тет. Ку алăкăн тăрринче этем пуç шăммисем шăл йĕрсе лараççĕ, тет. Алăкĕн хăлăпĕ вырăнне этем янах шăммисене лартнă, тет. Этикан ку алăкне уçсан хăрамаллилех хăраса кайрĕ, тет: пӳлĕмре ниçта ларма-тăма çук шуйттансем выртаççĕ, тет. Вĕсен патши пулас, мăйракисем вĕçне ылтăн пӳрнескесем тăхăнтарнăскер, пĕр-пĕччен тăрăх сак çинче выртать, тет. Вăл Этикан кĕрсенех куçĕсене мăч-мăч тутарса уçрĕ, тет те:
— Тăрăр, шыврисем, Этикан чунне илме! — тесе хаяррăн кăшкăрса ячĕ, тет. Унччен те пулмасть, Этикан çине темиçе çĕр шуйттан сиксе ыткăнчĕç, тет. Этикан хĕçне туртса кăларчĕ, тет те, пĕтĕм вăйĕпе хирме тытăнчĕ, тет, шуйттансене. Кашни касмассерен темиçе пуç татать, тет, анчах шуйттансен кашни тумлам юнĕнчен темиçешер шуйттан çуралса пырать, тет. Этикан чисти халран кайрĕ, тет. Çав вăхăтра шуйттансен патши тăрăх сак çинче шăлне йĕрсе ахăлтатса кулса ларать, тет. Этикан пĕтерсен те малтан патшине пĕтерем-ха тесе, хăйĕн хĕçне шуйттан патши çине сулса ячĕ, тет те, хĕçĕ çавăнтах çурмаран шартлатса хуçăлса кайрĕ, тет. Унччен те пулмасть, Этикан хăйĕн урхамахне аса илет, кĕсйинчен çăм туппине кăларса çӳлелле перет. Анчах ăна та çĕре анса ĕлкĕриччен маларах шуйттан патши ярса илчĕ, тет. Вара вăл тата ытларах шăлне йĕрсе кăтартрĕ, тет. Çиленнипе урса кайнă Этикан пĕтĕм вăйпа шуйттан патши мăйракинчен çавăрса илчĕ, тет те, мăйрака вĕçĕнчи икĕ ылтăн пӳрнеске ун аллине лекрĕ, тет. Çиллипе икĕ пурнескине те урайне тытса çапрĕ, тет те, çав самантрах ун умне виçе салтак çитсе те тăчĕç, тет.
— Мĕн ĕç хушан, Этикан? — тесе ыйтрĕç, тет, салтаксем.
Этикан савăнса кайнипе:
— Турăр çак шуйттан кĕтӳне! — тесе каларĕ, тет. Унччен те пулмасть виçĕ салтак пĕр самант хушшинче çак шуйттан кĕтӳне вутлă хĕçсемпе тураса та тăкрĕç, тет. Çăм туппине те Этикана хăйнех илсе пачĕç, тет. Вара Этикан салтаксене питĕ пысăк тав турĕ, тет те, лешсем çавăнтах пӳрнеске ăшне кĕрсе çухалчĕç, тет.
Этикан ни хăрама, ни савăнма аптраса тăчĕ, тет. Пӳрт тулли шуйттан виллисем выртаççĕ, тет.
Вăл, кунта тăрса ĕç тухмасть тесе, алăк патне пырать. Алăка уçса ярать те, тĕлĕнсе хытсах каять: тупăкри хĕр тăрса ларнă, тет. Этикан алăка уçсанах, вăл тупăк çинчен сиксе анать, тет те, Этикана ыталаса чуптăвать, тет.
— Ну, Этикан, эсĕ ман пурнăçăма çăлтăн, халĕ ĕмĕрне те санран уйрăлас çук эпĕ, — тесе каларĕ, тет те, хăйĕн ылтăн çĕррине Этикана кăларса пачĕ, тет. Вара Этикан та ăна хĕпĕртенипе тепре ыталаса чуптуса илчĕ, тет.
Халь нумаях шухăшласа тăма вăхăт çук ĕнтĕ, Этикан хай хĕре çавăтса тухма тытăнать. Паçăр çакăнса тăракан вилнĕ хĕрарăмсен пӳлĕмĕн алăкне уçса яраççĕ те вĕсем, ак тамаша: пур хĕрарăмсем те чĕрĕлсе тăнă, тет. Этикаепа патша хĕрĕ тухнă çĕре вĕсем пурте икĕ ретле тăрса тухнă, тет те, Этиканпа патша хĕрне ӳксе пуççапсах тав тăваççĕ, тет.
— Эсĕ, Этикан, пире ĕмĕрлĕхех вилĕмрен хăтартăн, халĕ санран юлмастпăр! — тесе калаççĕ, тет. Вара çак хĕрарăмсем пурте Этикан хыççăн утма тытăнчĕç, тет. Этикан вилнĕ арçынсен алăкне уçса ячĕ, тет те пур арçынсем те чĕрĕлсе, хĕрарăмсем пекех, икĕ рет тăрса тухнă, тет. Çак арçынсемпе хĕрарăмсем пĕрлешсен Этикана тата темиçе хут мухтаса тав тума тытăнаççĕ тет. Чĕрĕлсе тăнă хĕрарăмсенчен пĕри шур тутăрпа пĕркеннĕ ытарма çук хĕр Этикан умне тухса тăчĕ, тет те, тата тепĕр алăк еннелле кăтартрĕ, тет. Этикан, çак чĕрĕлсе тăнă халăх хайне мухтанипе паттăрланса кайнăскер сав алăка та уçса кĕчĕ, тет. Кунта асапланса пурăнакан сăнчăрланă çынсен юнĕсене çĕленсем ĕçсе тăраççĕ, тет. Этикан икĕ ылтăн пӳрнескине кăларса, хире-хирĕç шак! тутарса çапать те, виçĕ салтак çитсе те тăраççĕ, тет.
— Мĕн ĕç хушан, Этикан? — тесе ыйтрĕç, тет, салтаксем.
— Вăт, çак çĕленсене пĕтермелле! — тесе каларĕ, тет, Этикан. Унччен те пулмасть, виçĕ салтак виççĕ çĕкленсе çапăнчĕç, тет те, виçĕ çунатлă кушак пулса тăчĕç, тет. Çĕлен-калта кушак чĕрни перĕнсенех вилет иккен, çав виçĕ кушак хăйсен йĕп пек çивĕч чĕрнисемпе пĕр самант хушшинчех мĕнпур çĕлен-калтана чăрмаласа вĕлерсе тăкрĕç, тет. Вара çак самантрах пĕтĕм суранлă çынсем, хăйсен сăнчăрĕсене татса, çак чĕрĕлсе тăнă халăхпа пĕрлешрĕç, тет. Пурте Этикана хăйсен чунне пама хатĕр, хĕпĕртенипе ним тума пĕлмеççĕ, тет.
Этикан çак чĕрĕлсе тăнă пĕтĕм халăха шыв тĕпĕнчи тĕнчерен илсе тухма шухăшларĕ, тет. Вĕсене çакăнти шуйттансемпе çĕленсем тыткăнра усранă пулнă иккен. Этикан каллех! ылтăн пӳрнескесене хирĕç шак-шак тутарчĕ, тет те, виçĕ салтак сиксе те тухрĕç, тет.
— Мĕн ĕç хушан, Этикан? — тесе ыйтрĕç, тет, вĕсем.
— Çак халăха çӳле илсе тухас пулать, — тесе каларĕ, тет, Этикан.
Вара çак самантрах юлашки алăк уçăлса кайрĕ, тет те, тинĕс икĕ пая уйрăлса тăчĕ, тет; тинĕс тепĕнчен çӳлелле утса улăхма кĕленче пусма пулса тăчĕ, тет; икĕ аяккипе кĕленче хӳме витĕр тинĕсре ӳсекен тĕрлĕ йывăç-курăксем, чăмса çӳрекен пин тĕслĕ пулăсем тата тем те пĕр курăнать, тет. Малтан патша хĕрĕпе Этикан, вĕсен хыçĕнчен пĕтĕм халăх çак кĕленче пусма тăрăх улăхрĕç, тет. Улăхса çитсен, вĕсем тинĕс варринчи пĕр илемлĕ утрав çине тухса тăчĕç, тет. Темĕнле йышши садсем, темĕнле йышши çырласем ӳссе ларнă, тет, утрав çинче. Çак ытарма çук çут тĕнчене тухса çитсен, шыв тĕпĕнчи тĕнчерен тухнă халăх калама çук савăнса кайрĕ, тет. Икке уйрăлнă тинĕс вара салхуллăн пĕрлешсе хупăнчĕ, тет.
Халăха çакăнта темиçе кун савăнтарнă хыççăн Этикан шыв варринче пурăнма лайăхах мар тесе, хăйĕн тăван çĕршывне, часрах патша патне кайма шухăшларĕ, тет. Вара вăл каллех виçĕ салтака чĕнсе илчĕ, тет те, ĕç хушрĕ, тет. Çак самантра вара вĕçĕ-хĕррисĕр тинĕс урлă, асамат кĕперĕ пек кĕпер пулса тăчĕ, тет. Кĕперĕн хăмисем кĕмĕл, тет, чĕнтĕрĕсем ылтăн, тет, икĕ айккинче ытарма çук сад, тет; çулçисем çупса, улмисем ташласа тăраççĕ, тет; кĕперĕн икĕ айккипе ылтăн кăвакалсем чăмса çӳреççĕ, тет; йĕри-тавра темле музыка сасси янăраса тăрать, тет. Кĕпер урлă утса каçнă чухне те, утнă пек мар, сывлăшра вĕçсе пынă пек туйăнать, тет. Кĕпер çине кĕрсенех ватă çынсем çамрăкланса кайрĕç, тет, çамрăккисем çитĕнсе çитрĕç, тет; пĕтĕм халăх каçса çитсен вара, кĕпер сывлăша хăпарса çухалчĕ, тет.
Çак хыпара илтсен, патша та тинĕс хĕрринчен пуçласа çурчĕ патне çитиччен пĕтĕм халăха утса пыма шур пир сартарса тухрĕ, тет. Вара вăл, чăнах та, Этикана хăй хĕрне пиллерĕ, тет, тата çур патшалăхне пачĕ, тет. Туйĕнче пĕтĕм халăха савăнтарса ыр кăтартрĕ, тет.
Пурăнсан-пурăнсан, патша вилсе каять. Вилес умĕн хăйĕн пĕтĕм патшалăхне Этикана парса хăварчĕ, тет.
Этикан хăй_ вилĕмрен чĕртнĕ арăмĕпе малтанласа питĕ аван пурăннă. Анчах ун арăмĕ çиелтен çеç лайăх пулнă иккен. Этикана юратман вăл, ăна епле те пулсан вĕлересшĕн пулнă. Пĕрре çапла, таçти патша ывăлĕ хăнана килсен, упăшкин çăм туппипе ылтăн пӳрнескисене пĕтĕмĕшпех çав еркĕнне парса янă, тет. Лешĕ, Этиканăн çак япалисене килне илсе çитерсенех, ун патне вăрçăпа пырасси çинчен хыпар пĕлтерет. Этикан, хăйĕн хăватне шанса, нимĕн те пăшăрханмасть. Тепĕр кунне Этикан çĕршывĕ çине тупăсемпе кĕрслеттерме тытăнчĕç, тет. Этикан чăтса тăраймасăр, çăм туппипе ылтăн пӳрнескисене илчĕ, тет те, чикĕ хĕррине кайрĕ, тет. Унпа пĕрлех арăмĕ те пычĕ, тет. Чикĕ хĕррине çитеспе Этикан çăм туппине çӳлелле кăларса печĕ, тет те, нимле урхамах та пымарĕ, тет. Унтан пӳрнескисене кăларса шаккарĕ, тет, каллех пĕр салтак та пымарĕ, тет. Вара арăмĕ ахăлтатса кулса ячĕ, тет: — Ну, Этикан, урхамахпа пӳрнескӳсене текех эс кураймăн, вĕсем ман чăн упăшкамра! — тесе каларĕ, тет. Вара унччен те пулмарĕ, тет, леш патша ывăлĕ урхамахпа пырса Этикан арăмне çаклатса кайрĕ, тет. Этикан аллинчи çăм тупăпа ылтăн пӳрлескесем улăштарса хăварнисем çеç пулнă, тет.
Çакăн хыççăн Этикан çав тери пысăк шухăша ӳкрĕ, тет.
— Эпĕ ăна тупăкра выртнă çĕртен ирĕке кăлартăм, шуйттансене пĕтерсе тăкрăм, мĕн чухлĕ халăха чĕртрĕм, вăл çапах та мана улталарĕ, — тесе шухăшларĕ, тет. Ăна çăм тупă парса яракан карчăк йывăр килнĕ самантар хăйне чĕнсе илме хушнăччĕ-çке-ха. Çавăнпа та вăл халĕ:
— Эх, асаннем мĕн калĕ-ши? — тесе хуйхăрса ячĕ, тет. Унччен те пулмарĕ, тет, ун умне асламăш çитсе тăчĕ, тет.
— Ма хуйхăран, ачам? — тесе ыйтрĕ, тет, карчăк. Этикан мĕн пулса иртнине йĕркипе каласа пачĕ, тет.
— Шыври шуйттан патшине вĕлернĕшĕн пысăк тав сана. Эпĕ ăна ĕмĕр тăрăшса та çĕнтереймерĕм, вăл манăн чăн хаяр тăшманччĕ, —тесе каларĕ, тет, — арăмушăн ан хуйхăр, ăçта кайнă çавăнтах пĕттĕр, — тесе каларĕ, тет те, Этикăна хăйĕн çăм туппиле ылтăн пӳрнескисене кăларса пачĕ, тет. Вĕсене вăл ют патша ывăлĕнчен туртса илме те ĕлкĕрнĕ иккен. Этикана тата пĕр шур тутăр пачĕ, тет те: — Асту, лайăх сыхла та лайăх пурăн, — тесе хăварчĕ, тет. Этикан, çав тутăра аллине илсенех, çав тери вăйлăланса кайрĕ, тет. Вара, урхамахĕпе хăйхи виçĕ салтака чĕнсе илчĕ, тет те, тăшмансен çарне пĕтĕмпех çĕмĕрсе тăкрĕ, тет.
Этикан килне таврăнсан пӳртне кĕчĕ, тет, тĕлĕнсех кайрĕ, тет: ун сĕтелĕ çинче мĕскер ĕçес-çиес тен — пурте пур, тет. Темле хаклă йышши пĕремĕксем, хакла йышши канфетсем, тăварлă çусем т. ыт. те, каласа пĕтерме те çук. Сĕтелĕн икĕ пуçĕнче тулли шерпетлĕ икĕ тулли курка лараççĕ, тет. Пĕрин çине: «Ку Этиканăн», теприн çине: «Ку Селимен» тесе çырса хунă, тет. Этикан, куç кĕски умне пырса, карчăк панă тутăрпа шăлăнчĕ, тет те, хăйне хăй палламалла мар çамрăкланса, илемленсе кайрĕ, тет. Вара вăл сĕтел хушшине пырса ларчĕ, тет те:
— Эх, çак апат-çимĕçе хатĕрлекен ман умра пулинччĕ, — тесе каларĕ, тет. Унччен те пулмасть, тĕпеле кĕрекен чаршав яри уçăлса кайрĕ, тет те, ун умне, хĕвел пек çуталса, тĕнчере чăн илемлĕ хĕр Селиме тухса тăчĕ, тет. Тинĕс тĕпĕнче Этикан умне шур тутăрпа пĕркĕнсе пынă хĕр Селиме, унăн ĕлĕкхи юратнă тусĕ пулнă иккен. Ыттисемпе пĕрлех вăл та чĕрĕлсе тăнă пулнă.
— Патша хĕрĕн пурнăçне те эсех çăлтăн, анчах вăл санăн пуçна çиесшĕн пулчĕ; халĕ ĕмĕр иксĕмĕр пурăнăпăр, — тесе каларĕ, тет те, Селиме, никам ĕмĕрне илтмен илемлĕ сасăпа юрă шăрантарса ячĕ, тет.
— Этикан, аван-и ман юррăм? — тесе ыйтрĕ, тет, юрласа пĕтерсен.
— Кун пек юрра ĕмĕрне те илтменччĕ, — тесе каларĕ, тет, Этикан. Вара иккĕш икĕ шерпет куркине çĕклесе ĕçрĕç, тет те, ĕмĕр-ĕмĕр пĕрле пурăнма сăмах парса, çав тери хыттăн ыталанса чуптурĕç, тет.
— Пирĕн пурнăç çак юрă пек пулĕ, итлессӳ килсен, пус çав сĕтел çинчи шур тӳммене, — тесе каларĕ, тет, арăмĕ; Этикан çав тӳммене пусрĕ, тет те, ун арăмĕн юрри пкех илемлĕ юрă пĕтĕм патша çуртĕнче кĕрлесе кайрĕ, тет. Этикан балкон çине чупса тухрĕ, тет, çав илемлĕ юрă пĕтĕм хулипе янраса тăрать, тет. Пĕтĕм халăх савăнса илемле юрă юрлать, тет. Этикан çак япаласем пĕр кĕтмен çĕртен пулса иртнине курсан, ним тума аптрарĕ, тет, иккĕленсе шухăша кайса тăчĕ, тет. Çав вăхăтрах арăмĕ ăна:
— Атя-ха, Этикан. хамăр пурлăха курар, — тесе каларĕ, тет. Вара, пӳртрен тухса, вуник алăклă амбар умне пычĕç, тет те, пĕр алăкне уçса ячĕç, тет. Калама çук аслă амбарăн малти пӳлĕмĕнче халиччен çĕр çинче нихçан пулман сад ешерсе ларать, тет; тĕнчери чи илемлĕ çеçкесем чечек çурса лараççĕ, тет. Тепĕр алăкне уçрĕç, тет те, унта тĕнчере мĕнле ĕçме-çиме кирлĕ — çавă пур, тет. Тата тепĕр алăкне уçрĕç, тет те, тĕнчере мĕнле чаплă тумтир тăхăнас тенĕ — çавă пур, тет. Тăваттăмĕш алăкне уçрĕç, тет те, унта вĕçĕ-хĕррисĕр аслă уйра темле йышши тыр-пулă çитĕнсе, хумханса ларать, тет. Пиллĕкмĕш алăкне уçсан — вĕçĕ-хĕррисĕр улăхра тем тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхсем çӳренине курчĕç, тет. Вĕсем çапла вуникĕ алăка уçса, вуникĕ пӳлĕме курса тухрĕç, тет. Вĕсенче вĕçĕ-хĕррисĕр аслă тинĕссем, чăмса çӳрекен карапсем; вĕçĕ-хĕррисĕр вăрмансем; темле-темле машинăсем, хăйсем тĕллĕн персе ларакан тупăсем, пĕлĕтре вĕçсе çӳрекен япаласем тата темĕн те пĕр курчĕç, тет. Пĕр сăмахпа каласан, çавăнти ырлăха тĕнчере никам та курса пĕтерес çук, тет.
Этиканпа арăмĕ ĕнтĕ калама çук лайăх пурăнаççĕ, тет. Вĕсене хăйсен патшалăхĕнчи пĕтĕм халăх юратать, тет. Анчах çав вăхăтра таçти вăрман ăшĕнче пĕр шуйттан патши пурăннă иккен. Вăл Этикан вĕлерттерсе пĕтернĕ шуйттансен мăн аслашшĕ пулнă, тет. Çăв усал темиçе патшалăхри халăха вутпа çунтарса çаратнă, тет, халĕ унăн Этикана пĕтерме черет çитнĕ, тет. Шуйттансене пĕтернĕшĕн Этикан çине вăл калама çук хаяр çилĕ тытнă, тет.
Акă пĕрре Этикан арăмĕ ывăл ача çуратса пачĕ. тет. Этикан хăйĕн савăнăçне ниçта шăнăçтараймасть, тет.
Вĕсем ывăлне Утикан ятлă хучĕç, тет. Виççĕмĕш каçхине Этикан хăйĕн пĕчĕк Утаканĕ шари кăшкăрнипе вăранса кайрĕ, тет. Куçне уçса пăхрĕ, тет те: çав самантрах кăмака пысăкăш вут кӳмеркки унăн çумĕнчи арăмне вут ăшне явăçтарса аслати пек кĕрлесе йăтса тухса кайрĕ, тет. Этикан вилнĕ пек пулса кайрĕ, тет. Урама чупса тухрĕ, тет те, пĕтĕм хула çине вут çăвать, тет. Вăл çăм туппине çӳлелле хăпăл-хапăл перет, тет те, ун умне аран-аран урхамахĕ уксахласа çитрĕ, тет.
— Этиканăм, эпĕ ăна хирĕç тухаймастăп, вăй çитмест, —_тесе пĕлтерчĕ, тет вăл. Этикан ылтăн пӳрнескине шаккарĕ, тет. Виçĕ салтакĕ те аран-аран уксахласа çитрĕç, тет, çаплах пĕлтерчĕç, тет.
— Эх, асаннем ăçта-ши? — тесе ячĕ, тет, тарăхса çитнипе Этикан. Унччен те пулмарĕ, тет, карчăк çитсе те тăчĕ, тет.
— Эх, Утикан, вăл шуйттан патшине эпĕ те çĕнес çук, аслаçунтан кĕрсе ыйт-ха, пулăшсан — вăл пулăшĕ, — тесе каларĕ, тет. Вара пӳрте кĕрсе каллех сĕтел çинчи шур ĕнчĕ тӳмме çине пусма хушрĕ, тет. Этикан чупса кĕрсе шур тӳмме çине пусрĕ, тет те, — пӳртре темле сасă калаçма тытăнчĕ, тет.
— Этикан, ачам, эпĕ хам та, сан пекех, маттур салтакчĕ, çав шуйттан патшине вĕлересшĕн нумай тăрăшрăм та, вĕлереймерĕм. Халĕ ăна вĕлерекен çуралчĕ, вăл — Утикан, — тесе каларĕ, тет, сасă. —Вуникĕ алăклă амбарăн пĕр пӳлĕмĕнчи садра пĕр путвал пур, çавăнта пĕр вутлă хĕç çакăнса тăрать, тата унтах пĕр шур тутăр пур, çав тутăрпа Утикан питне шăл та, вутлă хĕçне пар, вара вăл ыттине хăй пĕлĕ, халĕ шур тӳмме çине пăх — тесе каларĕ, тет.
Этикан шур тӳмме çине пăхрĕ, тет те, тĕлĕнсех кайрĕ, тет. Унта, куçкĕски çинчи пек, темиçе пин çул хушшинче этем ури пусман вăрман курăнса, кашласа ларать, тет. Çав вăрман варринче пĕр чул çурт, вуникĕ рет кашкăр, вуникĕ рет тигр, вуникĕ рет арăслан кăкарса тухнă тет. Вăрман тулли хура çĕлен-калта яшăлтатса çӳреç, тет. Çурт таврашĕнче те, картишĕнче те, пӳртĕнче те этем пуç шăммисем шаршанпа купаланса выртаççĕ, тет. Пӳртри пуç шăммисем çинче сăнчăрласа пăрахнă Утикан амăшĕ выртать, тет, кăварланса кайнипе ăна паллама та çук, тет; çавăнтах шуйттан патши ларать, тет.
Этикан ним тума пĕлмесĕр васкаса тухса кайрĕ, тет те, садри путвалтан чăнах та вутлă хĕçпе шурă тутăр илсе те кĕчĕ, тет. Çавăнтах тутăрпа сăпкари Утикана шăлкаларĕ, тет те, лешĕ пĕр самант хушшинчех çав тери вăйлă тата ытарма çук илемлĕ пăхаттир пулса тăчĕ, тет. Çавăнтах:
— Кӳр-ха, атте, çăм туппа, — тесе ыйтрĕ, тет. Ашшĕ çăм туппине парсан, ăна маччана тытса перет. Уксах урхамах çитрĕ, тет. Ăна вăл пĕрре çеç тутăрпа шăлса илчĕ, тет те, урхамах та çавăнтах темиçе хут тĕрекленсе тăчĕ, тет.
— Ну, ларăр иксĕр те, халĕ иксĕре те чăтăп, — тесе каларĕ, тет, урхамах. Вара ашшĕ хушнипе Утикан та тӳмме çинче курăнакан амăшне пăхса илчĕ, тет те, иккĕш те урхамах çине утланса, амăшне çăлма кайрĕç, тет.
Утиканпа Этикан урхамахĕ, хаяр аçа çапнă чухнехи çиçĕм пек, ялкăшса илчĕ, тет те, пĕтĕм пĕлĕт чĕтресе кайрĕ, тет.
Пĕр самант хушшинче вĕсем çичĕ тинĕс урлă, çичĕ чугун ту урлă, çитмĕл те çичĕ уй урлă каçса кайрĕç, тет. Сăнчăрта тăракан тискер кайăксемпе çĕленсене Утикан хăйĕн вутлă хĕçĕпе енчен енне пĕрер çеç сулчĕ, тет: лешсем çунса та кайрĕç, тет. Унччен те пулмасть, тет, Утикан çитмĕл хăласлă чугун хӳме урлă сиктерсе каçса, шуйттан патши çуртне алăксăр-мĕнсĕр, вутлă хĕçĕпе пĕрре сулнипех, кĕрсе кайрĕ, тет. Кĕрсе кайрĕ, тет те, пĕр аллипе амăшне йăтса тухрĕ, тет. Шур тутăрĕпе пĕрре çеç амăшĕн питне шăлчĕ, тет, амăшĕ çавăнтах ĕлĕкхинчен те илемлĕн, чăн та чăн ылтăн хĕвел пек пулса, чĕрĕлсе тăчĕ, тет. Унтан тутăрне этем шăммисем еннелле сулчĕ, тет те, шутсăр халăх чĕрĕлсе тăчĕ, тет. Тата тепре сулчĕ, тет те, ашшĕн вунпĕр пӳлĕмлĕ амбарĕнчен çумăр пĕлĕчĕ хупласа килнĕ пек, кавирсем килсе сарăлчĕç, тет. Çав кавирсем çине пĕтĕм халăха лартрĕç, тет те, хăйсем патне илсе кайрĕç, тет. Вара чĕрĕлсе тăнă пĕтĕм халăх валли вуникĕ пӳлĕмлĕ, вуникĕ алăклă амбара уçса пăрахрĕç, тет. Унти ырлăха ĕçсе-çисе те, выляса-кулса та, ĕмĕрне те пĕтерес çук, тет.
Этиканпа Утакан патĕнче эпĕ те пултăм. Шурă ĕнчĕ тӳммине пĕрре пусса пăхрăм та — ырă юрă сасси çитмĕл те çичĕ патшалăх урлă янраса кайрĕ.
Мана та питĕ пысăк хăна турĕç. Юлашкинчен Этикан хăй çинчен çак халапа сире халлантарса пама хушса каларĕ. Çавна каласа патăм та ĕнтĕ эпĕ сире.