Хальхи çĕнĕ пурнăçра
Ĕçлекенĕн, хресченĕн,
Ĕçне мала ямашкăн
Журнал-хаçат, кĕнеке
Пуринĕн те илмелле.
Саманара мĕн пулни,
Çутçанталăк хыпарĕ,
Пĕтĕм тĕнче пурнăçĕ —
Ӳкет пурте хут çине.
Çĕр ĕçлесси-тăвасси,
Пахча-çимĕç тăвасси —
Кĕнеке çинче пурте пур.
Ху сывлăхна сыхлама,
Выльăх-чĕрлĕх усрама
Кнекепеле вĕрентеç.
Юрлă юхнă пурнăçа
Мĕнле майпа юсама
Кĕнекерех ăс тупан.
Çичĕ шитлĕ çĕр çинче,
Чуллă тарăн çырмара,
Хăйăр-тăмлă тăпрара
Чăваш халăх малалла
Кĕнекесĕр-вренӳсĕр
Транах апат çиес çук,
Хăй кăна мар, выльăх те
Тут хырăмлă пулас çук.
Виçĕ хăлаç анара
Пурăнăçа юсама
Кнеке-хаçат тăн парать.
Самогонка таврашне
Ĕçме пурте пăрахса,
Кнеке, хаçат-журналсем
Пурте пуçлар илмешкĕн.
Ним пĕлмесĕр тĕттĕмре
Хупăрланса пурăнма
Çĕнĕ пурнăç хĕвелĕ
Сирĕн çине пăхаймĕ.
Ăслăлăхăн чăнлăхне,
Вĕренĕвĕн мухтавне
Сăра курки вĕрентмест —
Кнеке-хаçат вĕрентет.
Хальхи пурнăç хăватне
Чĕлĕм тĕтĕм кăтартмасть,
Çĕпре курки палăртмасть —
Хаçат-журнал пĕлтерет.
Хăмăш-хăях хушшинче
Шăнкăлтатса юхакан
Шыв сассине итлеме
Кнеке тытса вулăн эс.
Шурăмпуçĕ килнĕ чух
Шĕкĕлтетсе юрлакан
Кайăксенĕн юррине
Итлес килет пулсассăн,
Кнеке илсе вуласам.
Çутçанталăк хастарлăх,
Пĕтĕм этем ăслăлăх —
Пурте çавă кнекере.
Поэт-çыруç таврашĕ,
Кнеке ĕçне тăвакан,
Ăнланмалла кĕнеке
Çапса парăр халăха!