Йĕре-йĕре кĕркунне
Сивĕ çумăр çутарчĕ.
Кикик-какак кайăк хур,
Тăррик-тăррик тăрнасем
Кăвак пĕлĕт айĕнчен,
Карталанса, ăшшалла
Пурте кайрĕç ăсанса.
Ирхине те каçхине
Ӳкет шур тăм çĕр çине;
Йывăç çулçи тăкăнчĕ,
Вăрман сăнĕ хуралчĕ.
Куллен-куллен — пĕрмаях
Сивĕ енчен сивĕ çул
Сивĕ шăнтса вĕрнипе
Пĕтĕм çĕр-шыв çӳçенсе,
Сиве шăнса пăрланчĕ.
Йăлтти-ялтти сикекен
Мулкач-карсак шуралсан,
Уя-хире, вăрмана,
Çырма-çатра таврашне,
Хура çĕре шуратса,
Чылай хулăн юр çурĕ.
Иртсе кайрĕ хура кĕр,
Килсе çитрĕ шурă хĕл.
Кăлтăр-кăлтăр урапа
Арпалăхра, йĕтемре,
Кускăчсене пуçтарса
Ларать ĕнтĕ хуйхăрса.
Юман тупан çунийĕ
Юр çунăшăн савăнать,
Çавăнпа та вăл ĕнтĕ
Лупасайне кĕнĕ те,
Туртисене тăратса,
Пăхса ларать юсанса.
Çара çуна вăрмана
Ула кĕсре хыçĕнчен
Шура юра йĕрлесе,
Каять килет час-часах.
Врене тупан — кукăр пуç,
Хура çуна — чăпта хыç
Ĕçке-çике кайнă чух
Хура лаша кӳлессе
Кĕтсе ларать савăнса.
Ирхи куна каçченех
Ачи-пăчи — вĕт-шакăр
Çунапа та тăркăчпа,
Хăшĕ-пĕри хырăмпа,
Шăри-шари кăшкăрса,
Тăвайккинчен ярăнать.
Ури-алли шăнсассăн,
Хырăм чылай выçсассăн,
Тинех утать килнелле
Кмака çинче ăшăнма,
Тварпа çăкăр чăмлама.
Апат çисен, ирхине,
Арçын ача, хĕрача —
Тăнлă-пуçлă пуласшăн
Тăрăшакан ачасем, —
Сумка çакса шкулалла
Васка-васка чупаççĕ.
Кăнтăрлахи апата
Çиме шкултан ярсассăн,
Куçса тухса урамра
Ал шăнасса пĕлмесĕр,
Пĕрне-пĕри юрпала
Перкелесе пыраççĕ...
Шкултан врентсе ярсассăн,
Урам варне ачасем
Çемçе юра кустарса
Купа туса хураççĕ -
Çын кĕлетки тăваççĕ.
Унтан пулмин вăйăлла
Ушкăн-ушкăн ачасем
Вăрçă вăрçма пуçлаççĕ -
Чăмăртаса юрпала
Пĕрне-пĕри тĕллесе,
Ăçтан лекнĕ çавăнтан
Вăркăнтарма тытăнаç.
Юр чăмăркки вирлĕнех
Пите-куçа вăрăнсан
Ачи каять макăрса,
Аш-амăшне калама.
Кукăр хӳре йыттисем
Ача кĕтӳ хушшинче
Чупса-сиксе çӳреççĕ,
Лăнки-ланки вĕреççĕ.
Хăшĕ-пĕри ачапча
Шкула кайма ăнкармасть:
Транкка-транкка урамра
Йытă-кушак хваласа,
Сăмса шывне юхтарса,
Çӳрет пĕтĕм хĕл хута.
Лаша, ĕне, сурăхсем
Хĕл кунĕпе тăршшĕпе
Ыраш улăм çийĕнче,
Сивĕпеле тĕршĕнсе,
Пучахсене пуçтараç,
Кĕлте çыххи чăмлаççĕ,
Каçпулттипе çур улăм
Пĕрер чикĕм парасса
Макра-макра кĕтеççĕ.
Урайĕнчен, сак çинче
Транкки-транкки сикекен
Виç тăватă путеке
Калпак пыскăш уттине
Илсе анса утлăхран
Пӳрте кӳртсе панă чух
Картишĕнчи выльăхсем,
Симĕс утта юратса,
Сырса илеç хуçине;
Пушăпала хӳтерсен,
Утă çине тинкерсе
Пăхса юлаç макăрса.
Чăрсăр выльăх, качака,
Ыраш улăм юратмасть,
Лупас çине юр çинчен
Хăйне валли çул хывнă -
Йăмра турач кăшлама.
Сисмен хутран ухать те
Мăйракине çаклатса,
Сухаллине чĕтретсе,
Йăмра турач кăшлать вăл:
Качча-качча! тесен те,
Çапах анма васкамасть.
Сысни пур çав, киревсĕр,
Шăрчĕсене тăратса,
Сив пуласса сиснĕ пек,
Çавра сăмса-çăварпе
Улăм хыпса чупкалать;
Ниçта хума пăлмесĕр
Нăррик-нăррик! çухăрать.
Ирхинепе ял çине
Шурă тĕтĕм мăрьерен
Туха-туха сарăлать:
Çăмах, яшка, тинкĕле,
Хăшĕ пăтă, паранкă
Пĕçереççĕ апата.
Ăшă апат пĕçерме
Юрĕ-варĕ çукки пур —
Çити-çитми çăкăрне
Хĕссе-хĕссе турать те,
Çавра йывăç тиркипе
Тварпа-шывпа сиктерсе,
Аххăн-аххăн ахлатса,
Çук пурнăçшăн кулянса,
Ларса çиет çемйипе.
Çинĕ-çимен çимĕçпе
Этем чĕри тăранмасть,
Çавăнпа та апатран
Тухса сĕтел хушшинчен
Ярса илсе чĕлĕме
Кăварпала чĕртет те,
Паклаттарса табака,
Кăвак сĕрĕм кăларса,
Ăшчиккине пусарма,
Çынсен картне лармашкăн
Тăнĕ-пуçĕ анриччен
Чĕлĕм туртать хăш этем.
Анкă-минкĕ ачапча
Сăртлă-сăртлă çамкара,
Виçĕ утăм анара
Тырă-пулă пуласси
Çинчен пĕртте шутламасть —
Апат çинĕ хыççăнах
«Мемме!» тесе амăшне
Макра-макра анратать.
Хĕрарăмсем, хĕрĕсем,
Вутă хутса кăларсан,
Çӳппе-çаппа пуçтарса,
Алă-ура кăнăçсан,
Йĕтĕн-пуса, кантăр сӳс
Чава-чава шăртласа,
(Варпуççине хăварса),
Арламашкăн кĕнчеле
Чавса çыхса лартаççĕ;
Йĕтĕн сӳне арлама
Турахупĕ тытаççĕ.
Сура-сура сӳс туртса,
Вăльтăр-вăльтăр йĕкине,
Виç пӳрнепе пĕтĕрсе,
Сĕвем вăрăм тумашкăн
Çупса ярса арлаççĕ.
Çие пуçа питĕрме
Кĕпе-йĕмлĕх пир авăр
Хатĕрлеме хĕлĕпе
Ырми-канми кĕнчеле
Хĕрарăмсем арлаççĕ.
Йĕке тăршшĕ хĕрачи
Сӳс ланчашки тупать те,
Туя çумне çыхать те,
Аппăшĕнчен курмалăх,
Пĕлнĕ пекех хăтланса,
Салакайăк йăвилĕх
Тĕвлентерсе çип арлать.
Ялта-хирте, пур çĕрте
Пусса выртать шурă юр.
Хĕллехи кун — кĕске кун —
Хĕвел пăртак тухать те
Симĕс-чакăр йăлтăркка
Йăлтăртатса выртакан
Шăрçа сапать юр çине.
Сив пуласса пĕлтерсе,
Йĕри-тавра хĕвеле
Çутă кăшăл çаврăнать;
Хăш чух хĕвел ураллă.
Ураланать ик енчен.
Хĕлле хĕвел тӳпере,
Пĕлĕт çинче çӳресе,
Ури-алли шăннипе
Пăхнă-пăхман сивĕрен
Тăм илесрен хăраса,
Кăвак пĕлĕт витĕнет,
Таçта кайса пытанать.
Питĕ сивĕ шартлама,
Тула тухсан — чĕпĕтет.
Кăвакарчăн-чăх-чĕпе
Тискер саспа хăратса,
Сив сывлăша ян ярса,
Кăранклатса, вăшлатса,
Хура çăхан ял урлă
Вĕçсе ӳкет вăрмана.
Сар пĕсехе — кăсăя
Ниçта апат тупмасăр,
Ури-алли шăннипе
Кантăк айне хăш чухне
Вĕçсе пырса ларать те,
Чичилетсе кантăка
Сăмсипеле таккатĕ.
Сивĕ кунсем хушшинче
Тата сивĕ каç пулать.
Уйăх ухать пĕлĕте,
Хаяр çыннăн куçĕ пек
Çутатать те — ăшăтмасть.
Чăлтăр-чалтăр çăлтăрсем
Сивĕ шăннă çĕр çинче
Ним хисепсĕр инçерен
Куç хупмалла выляса,
Пăхса тăраç вĕçĕмсĕр.
Çилĕн хапхи уçăлсан,
Асар-писер çил-тăман
Сиксе тухать тепĕр чух —
Сĕм вăрманта тулашать,
Аслă уйра аташать;
Мĕнпур çиллĕ тăмана,
Айĕн-çийĕн тустарса,
Яла килет хваласа;
Урамсене тăршшĕпе
Юр капанĕ купалать.
Çил ачийĕ пӳрт çумне,
Кантăк айне пытанса
Хашăлтатаь, шăхăрать.
Урăм-сурăм çанталăк
Хапха урлă кармашса
Карта урлă кĕрт хывать.
Хĕллехи çĕр — вăрăм çĕр,
Чăваш этем пӳртĕнче
Пĕчĕк краççын çутипе
Хăшĕ хуçать çăпата,
Хăшĕ явать пăяв-шыв.
Хĕрарăмсем кĕнчеле
Ӳркенмесĕр арлаççĕ.
Шурă сурăх пек пулса
Алăк уçсан кĕрекен
Сивĕсенчен хăраса,
Эххĕм-эххĕм ӳсĕрсе,
Ватти кмака çийĕнче
Выртать юмах юптарса.
Ачи-пăчи ун патне
Ухса ларнă итлеме.
Юмах ярать, юптарать,
Кукăр çулпа чуптарать.
Арçури те шуйттанĕ,
Çичĕ пуçлă çĕленĕ,
Ашапатман карчăксем —
Тем те пур çав юмахра.
Сĕтлĕ кӳлĕ варринче
Шурă акăш ярăнса,
Çунатланса выляни
Çинчен янă юмаха
Итле ларан ачасем
Çвара карса тăнлаççĕ.
Мăррăк-мăррăк кушакки,
Юмах пĕлнĕ пек пулса,
Мăрăлтатса çавăнтах
Выртать кмака çийĕнче.
Краççын çути патнерех
Вунвиççĕри шкул ачи
Ларнă сĕтел хушшине;
Чавсаланнă стел çине,
Уçса хунă кнекине.
Мăкăртатса хăй тĕллĕн
Çапла вулать майĕпе:
«Улпутсене, патшана,
Буржуйсене, пупсене —
Канаш влаçĕ пĕтĕмпех
Çапса ватнă пуçĕпех.
Ĕçхалăхĕ халь ĕнтĕ
Хăй пурнăçне хăй тăвать —
Юрлă-начар пурнăçа
Лайăхлатма хамăра
Канаш йĕрки пулăшать.
Пирĕн хĕсĕк пурнăçа
Пурте пĕрле тăрăшса
Çителĕклĕ тумашкăн
Пултаратпăр халь ĕнтĕ».
Кнеке çинчи çак сăмах
Килес ыйха сĕвĕрсе,
Ача чуне хускатать,
Çамрăк ăсне вăйлатать.
Тулта тăман çĕрĕпе
Чарăнмасăр тулашать,
Хашăлтатса, хашлатса
Хăйĕн пĕтĕм пĕвĕпе
Пӳрте пырса çапăнать;
Тулти кантăк хуппине,
Шакка-шакка аллипе,
Кисрентерсе хăварать.