Пысăк клуб та хальлĕхе çук пирĕн,
Çĕн парксем те ĕмĕтре кăна...
Хăй патнех палатка каçăн-ирĕн
Чĕннĕ евĕр туйăнать мана.
Киносем курмашкăн пухăнсан, вăл
Пулчĕ шурă сарлака экран.
Манăн савнăçа халь хурçă савăл
Уйăрас çук, тусăм, çакăнтан.
Çутă клуб та, парк та пирĕн пулĕ...
Ун çинчен хыпар пĕлтернĕ пек,
Хум çĕкленĕ уй-хирти тыр-пулă
Аслă çулăн икĕ енĕпех.