Чăтăмлăх сахал çав пирĕн,
Пĕр сăмах илтсессĕн хирĕç
Тытăнатпăр тавăрма,
Урлă-пирлĕ çавăрма.
Кăшт кăна пуласчĕ тимлĕ,
Тараватлăх имле-симлĕ.
Килĕшӳлĕх çук пулсан,
Кĕвĕçӳ вăл мăй таран.
Çемьере асли те кирлĕ,
Çавăн пек чух пурнăç мирлĕ.
Кашниех хуçа пулсан,
Ырлăх пуласса ан шан.
Ирĕкре паян хĕрарăм,
(Ăнсăртран эп каламарăм.)
Иртĕхет тĕк ытлашши —
Çухалать çав чун ăшши.
Ирĕклĕх чаракĕ çук тăк,
Çав хĕрарăм хăй те суккăр.
Пурăнать хăра-хăра
Пĕр пĕччен ватăлăхра.