Ĕлĕк-авал çĕр çинче
Аслă Атăл хĕрринче
Пурăннă, тет, пер чухăн:
Тăхăр ывăл çемйинче
Пулнă, теççĕ, çав çыннăн.
Те телейлĕ пулманран,
Те инкек-мĕн нумайран,
Хайхи тăхăр ывăлран
Пĕр ывăль те утайман,
Вăтăр çула çитиччен
Ура çине тăрайман.
Ир пуçласа çĕрлеччен
Çав çын пĕччен ĕçленĕ.
Тăхăр ывăл утайман,
Алла ним ĕç тытайман,
Пулнă пурте утаман,
Анчах уссийĕ пулман.
Мĕн-мĕн туса пăхман-ши
Çак инкеке сиресшĕн,
Мĕн чул куççуль юхман-ши
Карчăкпала старикĕн?
Киреметне чӳкленĕ,
Туррине те пуççапнă,
Юмăçне те çӳренĕ,
Хĕрт-суртне те ыр тунă,
Анчах инкек сирĕлмен —
Тăхăр ывăл сипленмен.
Кунĕн-çĕрĕн тенĕ пек,
Пĕрре те ларса канман.
Килĕрен çӳренĕ тек
Старик пурнăç ăнманран.
Кăвакарса-шуралса,
Пĕрмай пынă ватăлса.
Телей çукшăн хурланса,
Карчăк йĕнĕ татăлса:
— Ах, старикĕм, старикĕм,
Эсĕ вилсе кайсассăн,
Епле тӳсĕ ăшчикĕм
Пĕччен кăна юлсассăн?
Тăхăр тăлăх ывăла
Епле пăхса ӳстерĕп,
Хам ăшăмри тăвăла
Мĕнпе эпĕ çĕнтерĕп?..
Старик çапла каласа
Ӳкĕтленĕ карчăкне:
— Ан ĕсĕкле, ан йĕрсем,
Иртнĕ пирĕн ĕмĕрсем...
Пирĕн пек мар лайăхрах
Пурнăç пулĕ çамрăксен,
Телей тĕлне тупĕç, тен, —
Пиллĕх пултăр пирĕнтен!..
Çил çаврăнать, çаврăнтăр,
Çĕр çаврăнать, çаврăнтăр,
Самани те çаврăнĕ, —
Эпир курман кун-çулсем
Ывăлсемшĕн çаврăнĕç...
Старик çапла калать те
Ĕмĕрлĕхе куç хупать,
Хăйĕн тăхăр ывăлне
Тăлăха вăл хăварать.
Каç пулать те ир пулать,
Вăхăт иртнĕçем иртет.
Хайхи тăхăр ывăлран
Асли вăтăра çитет.
Вăтăр çулхи Алие
Хисеплемен пĕри те,
Ăна курсан кашниех
Мăшкăлласа кулнă, тет:
— «Али, паттăр пулан пуль
Эсĕ капла пурăнсан?..
Упаленсех иртет пуль
Çак тĕнчере ĕмрӳ сан?»
Али хытă тарăхнă,
Çавах ним те тăвайман...
Çилли унăн тăвăннă,
Анчах ури утайман.
Çавна кура хурланнă
Алин ватă амăшĕ.
Хуйхăпах вăл шуралнă,
Хыпсах-çуннă ун ăшĕ.
Пĕрре çапла ирхине,
Хĕвел тухса сарăлсан,
Али тухнă ирĕке
Ем те ешĕл пахчана.
Çичçĕр çитмĕл тĕспеле
Çуннă сывлăм шăрçисем —
Ылтăн пек те кĕмĕл пек,
Ахах пек те мерчен пек,
Ырă хĕвел çуттипе
Çуннă сывлăм пĕрчисем.
Ун умĕнче яш çĕмĕрт
Ларнă шурă чечекре,
Çĕмĕртлĕхре пĕр шăпчăк
Шăрантарнă юррине.
Шăпчăк хăйĕн юрринче
Чĕннĕ паттăр Алие:
— «Ут эс сывлăм çийĕнче,
Тупăн пӳрнĕ телее!..»
Çак самантран пуçласа
Али утма пуçланă,
Юрла-юрла савăнса,
Çут тĕнчене мухтанă.
Çак вăхăтра, ăнсăртран,
Кӳршĕри пуян йытти,
Вĕçерĕнсе касмăкран,
Чупса çитнĕ пахчана,
Али патнелле пырса
Сикнĕ ăна тулама.
Харăлтатнă, çуйăхнă, —
Али çапах хăраман.
Çав йытта вăл хӳререн
Ярса илнĕ вирлĕрех,
Вара лайăх меллесе
Вăркăнтарнă пĕрре çеç.
Чиркӳ çӳлĕш сывлăшра
Çитмĕл çич хут пĕтрĕнсен,
Йытă ларнă тирĕнсе
Çӳлĕ хĕрес тăррине.
— «Усал мар-ши ку йытă?..
— Шуйттан мар-ши
Алийĕ?..
— Эрхерее пĕлтерес...
— Хăвăрт-хăвăрт пур çĕре
Тĕрлĕ хыпар çитерес...
— Патшана, та систерес!..»
Çапла хыпар сарăлнă
Çав Али-паттăр çинчен
Таçта-таçта çитиччен.
«Чан сасси инçе кайтăр»,
Тесе ĕлĕк ваттисем,
Суеç çынсене хушса,
Сарнă тĕрлĕ сăмахсем.
Анчах çак Али ĕçне
Пĕр суеçĕсемсĕрех:
Вулăсра та, уесра,
Кĕпĕрнере, таçта та —
Пĕлсе çитнĕ пĕтĕмпех,
Илтнĕ ăна патша та.
* * *
Пит шухăшла-шухăшла
Аптăранă та патша,
Усал Али-паттăра
Чĕррĕнех тытса килме
Янă ротăпа салтак.
— «Али-паттăр эсĕ-и?» —
Ыйтнă харсăр салтаксем.
— «Эпĕ», — тенĕ Алийĕ,
Çиçнĕ унăн куçĕсем.
Салтаксем:
Апла пулсан, пирĕнпе
Утăпăр патша патне;
Ырăпала пымасан —
Усалпа та чĕнĕпĕр.
Ытах хирĕçсе тăрсан,
Тытăпăр та хĕнĕпĕр!
Али:
Сакăр çамрăк шăллăм пур
Саккăрĕш те утаймаç.
Эп вĕсене хăварсан,
Вĕсем мансăр пурнаймаç.
Патша патне пымастăп,
Кирлĕ пулсан, хăй килтĕр,
Эхер те хăй килмесен,
Тек никам та ан килтĕр —
Ура йĕрĕ ан пултăр.
Салтаксем:
Айтăр, айтăр, салтаксем,
Тытăр, çыхăр усала!
Патшана вăл мăшкăллать,
Епле тӳсĕн мăшкăла?
Вăтăр çул утман касмак,
Ха, вĕреннĕ вăл асма?..
Али:
Ан çыхланăр, шĕшлĕсем,
Хаяр Али-паттăра!
(Али урса каять те
Çапмассерен вăркăтать).
— Акă сире, вăт сире,
Тĕшĕрем те çĕмĕрем,
Çапа-çапа вĕлерем!
Йăлт тустарса пĕтерем
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Пысăк рота салтакран
Пĕр салтакĕ çеç юлать.
Вăл та, вăрттăн пытанса,
Аран тарса хăтăлать.
Ним суймасăр-тумасăр,
Вăл патшана евитлет:
— «Али-паттăр пит
харсăр,
Пире вăл йăлт пĕтерет.
Çав пĕр рота салтака
Çапа-çапа салатрĕ;
Çĕнтерме çук пуçтаха,
Хăй вăйне вăл кăтартрĕ.
Сана тем-тем каларĕ,
Мăшкăлласа пĕтерчĕ,
Сывлама та памарĕ,
Йăлт ывăтса пĕтерчĕ».
Чăрсăр патша çилленет,
Арăслан пек тулхăрать.
Икĕ рота салтака
Хăпăл-хапăл йыхăрать,
Йыхăрасса йыхăрать,
Анчах хăй те вăл хăрать.
Патша:
Эсир, ăмăрткайăксем,
Пурте маттур салтаксем;
Тытса килĕр путсĕре,
Çĕртĕр ăна тĕрмере!
Ĕнер кайнă йĕкĕтсем
Намăс кӳчĕçĕ мана,
Пĕтчĕр вĕсен йăхĕсем,
Вĕсене эп ылханап.
Салтаксем:
Эпир япăх пулмăпăр,
Тытăпăр та килĕпĕр,
Малтан кайнă рота пек
Намăс курса вилмĕпĕр,
Тĕлĕнмелле ĕç тусан,
Медальсем те илĕпĕр.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Икĕ рота салтака
Али каллех пĕтерет,
Тыта-тыта вĕсенне
Мăйĕсене пĕтĕрет.
Хăшĕн пĕвĕ, ак, кунта,
Пуçĕ-ури, ав, лере.
Халь вăл пĕр полк пулсан та
Йăлт аркатса пĕтерет.
Икĕ рота салтакран
Чĕррĕн иккĕш çеç юлсан,
Çакăн пек сăмах калать:
Али:
Эх, айăпсăр салтаксем,
Ман çине вăйпа килме
Икĕ рота салтак мар,
Çичĕ полк та çитес çук.
Халех калăр патшана,
Эпĕ кирлĕ-тĕк ăна:
Кӳлтĕр сакăр ăйăрне,
Сакăр çул кӳлменнине,
Сакăр çул хушши ниçта
Витерен тухманнине.
Кӳми пултăр чугунран,
Сакăр кустăрма пултăр,
Саккăрĕш те сарлака,
Çирĕп хурçăран пултар;
Ларкăчĕ çинче патша
Вăтанмасăр-тумасăр
Пысăк сăран алсапа
Тилкепе тытса пытăр.
Тек-тек сăмах каламăп,
Мĕн каласси çакă ман,
Никамран эп хăрамăп,
Никама эп парăнман,
— Юрĕ, — теççĕ салтаксем,
Вĕçтереççĕ хăвăртрах.
Патшана, çитсен вĕсем,
Мĕн курни-илтни çинчен
Пĕлтереç хăра-хăра.
Хальччен илтмен хыпара
Патша итлет тĕлĕнсе:
«Мĕн тăвас ку
паттăра?" —
Тет вăл, вăрттăн шикленсе.
Вара кӳме тутарса
Хурçăран та чугунран,
Сăран алса тăхăнса,
Тилкепине хăй тытса,
Хăех кучерĕ пулса,
Вĕçтерет Али патне.
Патша çитсен Алие
Пуç таять те ал парать.
Çемçе-çемçе аллипе
Алие вăл çупăрлать:
— «Хирĕçмĕпĕр,
вăрçмăпăр,
Пĕрне-пĕри тивмĕпĕр,
Ялан пĕрле пурнăпăр,
Апат пĕрле çийĕпĕр.
Тăхăр çынна пурăнма
Пит чаплă çурт тутарăп,
Ĕçме-çиме, тумланма
Ылтăнне те хам парăп». —
Çапла калать те патша
Алие кăшт пуç таять.
Али сакăр шăллĕпе
Çула кайма пуçтарнать.
Тăхăр ывăл — пĕр тăван
Пурăнаççĕ пит аван.
Ир пулать те каç пулать,
Вăхăт иртни сисĕнмест...
Анчах патшан вĕсене
Ним ĕçсĕр усрас килмест.
Çавăнпа ун каçсерен,
Каçсерен ыйхи килмест.
Пĕрре патша çаксене
Хăй пӳлĕмне чĕнтерет,
Чĕнтерет те вĕсене
Шăп та шай тĕлĕнтерет.
Ак вăл пӳлĕм кантăкне
Ерипен туртса уçать:
Кантăк умĕ çеçкере,
Ытараймăн, тĕслĕрен
Ырă вĕçен-кайăксем
Юрă юрлаç тĕрлĕрен...
Алие утма чĕнен
Ачаш шăпчăк та кунтах;
Ун юрри тата чипер,
Вăл чĕнет инçе, таçта...
Çĕкленеç сакăр тăван,
Харăс пикенеç утма.
Патша савăнса ӳкет,
Лешсем утнине кура.
Вара йĕркипе, ĕретĕм
Çакăн пек ыйтса тухать:
Патша:
Эсĕ, Али, вăйлăскер,
Вăтăра çити утман.
Санран мĕнле ремесла
Эп пултарăп-ши тупма?
Али:
Çĕрĕн хăлăпĕ пулсан
Çавăрăп та сирпĕтĕп.
Урăх нимле ремеслам
Ман пулас çук сирĕншĕн!
Патша:
Юрĕ, Али, пит аван,
Пысăк ĕçе пултаран.
Эсĕ тата, иккĕмĕш,
Мĕнпе кăмăл тултаран?
Иккĕмĕш:
Хăть те миçе шыв урлă,
Хăть те миçе çĕр урлă,
Вăл ăçтине пĕлсессĕн,
Пăхса витĕр эп курăп!
Патша:
Килĕшетĕп, пит аван,
Пысăк ĕçе пултаран.
Эсĕ тата, виççĕмĕш,
Мĕнпе кăмăл тултаран?
Виççĕмĕш:
Хăть те миçе шыв урлă,
Хăть те миçе çĕр урлă,
Вăл ăçтине пĕлсессĕн,
Мĕн пуплеççĕ—веç илтеп.
Патша:
Питĕ аван, пит аван,
Чаплă ĕçе пултаран,
Эсĕ тата, тăваттăмĕш,
Мĕнпе кăмăл тултаран?
Тăваттăмĕш:
Çакă сакăр тăванран
Хăть те хăшĕ пулсан та:
«Пул карап, пул карап —
Эп пурне те пултарап», —
Тесе виççĕ каласан,
Карап тума пултарать.
Патша:
Тата чаплă сан ĕçӳ.
Карап кирлĕ патшана.
Эсĕ тата, пиллĕкмĕш,
Мĕнле ĕçе пултаран?
Пиллĕкмĕш:
Çĕр çинче те, шывра та,
Эп ухă пек ыткăнăп,
Тепле йывăр килсен те
Лекес çук эп тыткăна!
Патша:
Питĕ маттур, пит аван,
Эс те, йĕкĕт, пултаран.
Тата санăн, улттăмĕш,
Мĕнле чапă пулĕ-ши?
Улттăмĕш:
Хăть çӳлтен, хăть аякран,
Мана пулсан пурпĕрех, —
Пĕрре персен ухăпа
Такама та ӳкереп.
Патша:
Ай, чăнах та пит аван,
Тĕлĕнетĕп, пултаран.
Кирлĕ пулăн эс мана,
Ман тăшман пуçне çиме.
Тата пирĕн çиччĕмĕш
Ăçта кăна çитĕ-ши?
Çиччĕмĕш:
Сывлăшра та, шывра та
Пулă пекех чăмăп эп.
Патша:
Питĕ чаплă, пит аван.
Эс те маттур, пултаран.
Тата пирĕн саккăрмĕш
Мĕнпе савăнтарĕ-ши?
Саккăрмĕш:
Çĕр çинче те, çӳлте те,
Савă-юрă хывнă чух,
Ман пек чаплă купăсçă
Тĕнчипе те пулас çук.
Патша:
Чунăма тĕлĕнтерен,
Пурне те савап сире.
Чи кĕçĕнни мĕнпелен
Тĕлĕнтерĕ-ши пире?..
Тăххăрмĕш:
Эпĕ туман ĕç те çук,
Эп чăнах та кĕçĕнни...
Кур ак, патша: ним те çук!
(Куçа хупса иличчен
Йĕкĕт куçран çухалать).
Патша:
Пултаратăр, йĕкĕтсем.
Пултаратăр, пит маттур!
Итлĕр халĕ, паттăрсем,
Сире валли пĕр ĕç пур.
Хуйхăм-суйхăм пысăк ман:
Сап-сар хитре хĕрĕме
Çич çул хушши эп курман,
Çирĕ вăл ман чĕреме.
Таçти-таçти çĕршыва
Кайрĕç пулĕ вăрласа,
Те пурăнать, те шыва
Путарчĕç мăшкăлласа?
Вăт çав хĕре халь кайса
Эсир шыраса тупсан,
Пурăнăттăм савăнса,
Уçăлĕччĕ ман сассăм.
Çакна тума, йĕкĕтсем,
Эпĕ сире хушатăп,
Маншăн урăх çук çынсем,
Сирĕн çине шанатăп.
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
. . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . . .
Килĕшеççĕ йĕкĕтсем
Хай патша хĕрне тупма,
Хатĕр тепĕр кун ире
Ăна шырама тухма.
Пĕри итлет инçетрен,
Тепри курать катаран;
Виççĕмĕшĕ хастарлăн
Карап тăвать самантра.
Пысăк тупăсем персе,
Тинĕсе веç чĕтретсĕ,
Вăйлă карап ыткăнать
Хĕре çăлма тыткăнран.
Пĕр кун каять малалла,
Ик кун каять малалла.
Çитмĕл çичĕ кун кайсан,
Çич тинĕс урлă каçсан,
Çитеççĕ пĕр хулана, —
Вăрă патша хулине.
Çухалнă патша хĕрĕ
Вунçич çула çитнĕ-мĕн:
Урăм-сурăм тилĕрсе
Вăрă туй пуçланă-мĕн.
Кам-кам çук-ши ку туйра?
Кĕтӳпех кунта майра...
Хайхи тăхăр тăванран
Чи кĕçĕнни — çук пулать.
Хăрамасть вăл патшаран,
Кĕрет те сăмах хушать.
Кĕçĕнни:
Ырă патша, ан çиллен
Чĕнмесĕрех кĕнĕшĕн,
Санăн чаплă çĕршывна
Пĕр ыйтмасăр килнĕшĕн.
Эпир таçтан, инçетрен
Çул çӳреме тухрăмăр,
Халь акă, кĕтмен çĕртен,
уй курма шут тытрăмăр...
Сирĕн вăййăр-куллăра,
Пур авалхи йăлăра,
Пире, тăхăр тăвана,
Курма ирĕк памăр-ши?
Кил-çуртăра кĕрсессĕн,
Алăк патне лартмăр-ши?..
Вăрă патша:
Таçтан килнĕ хăнана
Епле хăйса хăвалас?
Кĕрĕр, ларар, савăнăр,
Пурсăра та хăналас!
... Тăхăр тăван йĕркипе
Пӳрте кĕрсе лараççĕ,
Алла тытнă куркана
Ĕçмесĕрех памаççĕ.
Туй кĕрлет те туй урать,
Мĕнле музык çук кунта?..
Çĕр хуткупăс янăрать,
Туй халăхне сиктерет.
Саккăрмĕш:
Ырă патша, ĕрехмет
Пысăк хăна тунăшăн,
Пире ылтăн куркапа
Пыллă сăра сĕннĕшĕн.
Çĕнĕ çынпа кĕрĕве
Парне пама мулăм çук,
Вĕсен вăрăм ĕмĕрне
Эпир хирĕç пулас çук.
Çавăнпа купăсăма
Ерипен кăна пусса
Пĕр-ик çавра выляма
Ирĕк памăр-ши мана?
Вăрă патша:
Кăмака пек параппан,
Туя илем паракан;
Тем пысăкăш купăссем,
Пурте чыслă хăнасем.
Санăн сĕрме купăсу
Туя сиен кӳрес çук:
Айта кăна, нăйлаттар,
Алăк панче вылянтар!..
Саккăрмăшĕ вылятса
Ярсан сĕрме купăспа,
Туй халăхĕ, урнă пек,
Ташласа веç супăшать.
Ватă-и вăл, çамрăк-и,
Сывлăшри пек пĕтĕрнет.
Хăна-и вăл, ют çын-и,
Çак самантшăн хĕпĕртет.
Чăтаймасть Вăрă патша,
Вунçиччĕри йĕкĕтле
Яра парать хăй ташша,
Кукленет те сиккелет.
Корольсем те ташлаççĕ,
Министрсем ташлаççĕ,
Шуракăш пек юхаççĕ
Ушкăн-ушкăн майрасем.
Тĕрлĕ-тĕрлĕ купăссен
Йăлтах пĕтрĕç сассисем,
Сĕрмекупăс сасси çеç
Янăратĕ халь пĕччен.
Акă, Али-паттăр та
Ташлама тухать сиксе.
Çавраçил пек çаврăнать,
Пĕр сиксе илет çӳле,
Кама пырса çапăнать,
Çав кайса ӳкет çĕре.
— «Пер, чикĕнтер,
Петĕркке,
Çап та çĕмĕр, Çамакка!
Ăйта, хирĕр, Якуркка,
Патша хĕрĕ çамрăк-ха!» —
Такмакланă май Али
Ташла-ташла сăмахлать,
Пӳртре, вара, çавăнтах
Тăвăллă тăман тухать.
Тăхăр тăван — тăхăр вăй
Тăхăр паттăр утаман, —
Пĕтĕм çуртри халăха
Тытăнаççĕ туптама.
Çак самантра кĕçĕнни.
Пуринчен çивĕчреххи,
Патша хĕрне çавăтать.
Тинĕс хĕрне çул тытать.
Сакăр тăван ун хыççăн
Тухаççĕ те чупаççĕ,
Патшапала корольсем
Çăвар карса юлаççĕ.
... Тăхăр тăван тинĕсре,
Карап паттăр ыткăнать.
Патша хĕрĕ вĕсемпе —
Ăна çăлнă тыткăнран.
Вăрă патша çуртĕнче
Урăм-сурăм пăлхану,
Çухалсан та «Çут тĕнче»
Тупма шанчăк пур халь ун...
Вăрă патша:
Итлĕр, пĕлĕш-тăвансем,
Чи хисеплĕ çыннăмсем,
Хам ытла ватăличчен,
Вунçич çула çитиччен
Ӳстертĕм эп вăл хĕре
Чи паха чечеклĕхре...
... Ăна хам арăм туса,
Çамрăкланăп тенĕччĕ.
Çав шутпах вĕт, инçетрен
Ятнех илсе килнĕччĕ.
Вăрларĕç те кайрĕçĕ,
Ĕмĕте веç татрĕçĕ!
Айтăр, хатĕрлĕр карап.
Тăшман пит хăвăрт тарать,
Вăл хăй çĕрне çитиччен,
Шусăм çути киличчен
Пирĕн ăна тытмалла,
Йалт пĕтерсе тăкмалла.
Айтăр, хатĕрлĕр карап,
Ăмăрткайăк пулам та,
Мачти çине ларам та
Инçетрен пăхса курам.
Вилĕм вăрă-хураха,
Пуçне шыва пăрахам!..
Çак сăмахсене веçех
Йăлт итленĕ виççĕмĕш.
Чăнах та Вăрă патша
Ăмăртканăк пулать те,
Мачта çине ларать те,
Ял пек пысăк караппа
Темĕн чухлĕ салтакпа,
Вăрçă хатĕрĕсем хурса,
Чăмса тухать тинĕсе
Али-паттăра тытма.
Виççĕмешĕ йăлт итлет.
Иккĕмĕшĕ йăлт курать.
лттамĕшĕ уххине
Лайăх тĕллесе хурать.
Али:
Кала-ха эс, виççĕмĕш,
Сас-чĕв пур-и-мĕн хыçра?
Эсĕ тата, иккĕмĕш,
Пăхкала-ха, мĕн куран?
Виççĕмĕш:
Илтместĕр-и-мĕн ара
Тупă сасси ян ярать.
Çакă аслă тинĕсе
Кӳлĕ пек хумхантарать!
Иккĕмĕш:
Пăхăр, курăр ав, çитет,
Çывхарать хăруш карап.
Ăв, карап мачти çинче
Ăмăрткайăкĕ ларать.
Улттăмĕшĕ уххине
Пĕрре çеç тытса тĕллет —
Мачта тăрринчи патша
Тӳрех шыва тирĕнет.
Пиллĕкмĕшпе çиччĕмĕш,
Пит çӳлтен-çӳлтен пырса,
Патшан вăрçă карапне
Пăрахаççĕ çавăрса.
Карап путать ерипен,
Тинĕс хумĕ лăпланать,
Али-паттăр йĕрĕпе
Пыраканĕ пĕр путать.
Патша хĕре, çаврăнса
Ашшĕ патне таврăнсан,
Тăхăр чаплă тăвана
Тăхăршар хут чуптăвать.
Патша каять савăнса,
Патша ним тума пĕлмест.
Хăй хĕрне вăл çавăнпа
Али-паттăра пиллет...
Али:
Вăтăр çул утми ларса
Нумай нуша куртăм эп.
Аттем-аннем ватăлса
Выçах вилчĕç, хурлăх вĕт?..
Çак ĕçе эп çеç туман,
Ăна тунă тăххăрăн.
Çавăнпа та авланма
Вăхăт-терĕш çуккă ман.
Эп каятăп вăй виçме
Таçти-таçти тĕнчене...
Мана савăккăн çиçме
Намăс халĕ пĕччене.
Çак тĕнчере ырлăх çук,
Çак тĕнчере хурлăх çеç.
Çавăнпа эп лăпкă мар,
Чĕрем те ман вут-кăвар.
Çак çĕр хăлăпне тупса
Çĕре çавăрса хурсан,
Телей çăлкуçĕ тапса
Вăйлăн палкаса тухсан,
Пĕтĕм хурлăха пăвса
Çĕр шăтăкне пăрахсан,
Эпĕ таврăнăп киле,
Ун чухне вара, пилле!
Али-паттăр сăмахне
Патша итлет шикленсе.
Пĕлет вăл ун хăватне.
Ĕç тухас çук хирĕçсе.
Патша:
Апла пулсан, ан çиллен,
Çапла хăвăр кăмăлăр,
Ман лашам пур, вут-çĕлен, —
Хăть тĕнчипех çаврăнăр.
Али:
Тĕнче тавра çаврăнма
Питĕ маттур ут кирлĕ,
Çил-тăвăл пек ыткăнма
Тĕнчере çук вăй кирлĕ.
Эсир парăр парасса
Вут-çĕлен пек лашăра,
Анчах пĕлмеп чăтасса
Вăл вут-çĕлен ман айра.
Чăтать пулсан вăл мана,
Эп сикĕп те утланăп,
Чĕтрентерсе таврана
Çиçĕм евĕр ыткăнăп.
Хай ута илсе тухсан,
Али пăхрĕ ун çине,
Ăна пăхса çаврăнсан,
Хучĕ хăйĕн аллине.
Çавăнтах ут авăнса
Выртрĕ çĕре тăсăлса,
Патша пăхрĕ хурланса,
Али пăхрĕ тарăхса.
Али:
— Мана юрахлă лаша
Çук пуль çутă тĕнчере?..
Путрĕ Али шухăша,
Юн тăвăнать чĕрере.
Пĕр ирхине ир-ирех
Али тухрĕ уй-хире.
Таçтан пулчĕ куç тĕлнех,
Курчĕ шап-шур старике.
Старик пирĕн Алие
Çапла сăмах каларĕ.
Асамçă старик:
Али ывăлăм, эп пĕлеп
Эсĕ мĕншĕн çуннине,
Сана юрăхлă утсем
Таврара та çуккине.
Ак, сăна çак улăха,
Пăхсан куçу йăмăхать:
Çичçĕр çитмĕл çеçкере
Сывлăм шăрçи йăлкăшать.
Ĕмĕр шанми çеçкесем
Илемлĕн ларччăр тесен,
Ылтăн-сывлăм шăрçисем
Сӳнми çутăлччăр тесен —
Сивĕ хĕл те кирлĕ мар,
Хура кĕр те кирлĕ мар,
Телей тĕнчи çеç кирлĕ,
Ăна тупма вăй кирлĕ.
Эсĕ кайăн вăй виçме
Таçти-таçти ют çĕре,
Анчах кун пек илеме
Кураймăн эс тĕнчере.
Лайăх, сывă çаврăнса
Хамăр çĕре таврăнсан,
Çĕрĕн хăлăпне тупса
Çĕре çавăрса хурсан,
Çав телейлĕх тĕнчине
Куçу тинех курĕ сан!
Халь эп сана ыр сăмах
Калас тетĕп юратса:
Çак улăхра урхамах,
Çĕр тĕттĕмне çутатса,
Вут-хĕм евĕр ялкăшса,
Çӳрет çил пек ыткăнса.
Ав, çав кӳлĕ хĕрринче
Ылтăн утă капан пур,
Шуçăм килсен, ир çинче,
Эс çав капан патне пыр.
Урхамах хăй тихипе
Утă çиме пырсассăн,
Йăпшăнса пыр ерипен,
Пыр та çулăх пĕр сассăр.
Пĕр тытсассăн ан вĕçер,
Вĕçерсен вăл, çиçĕм пек,
Йăлт çиçсе чĕтретĕ çĕр,
Вĕçсе кайĕ çĕмрен пек.
Халь эс кай та улăха
Выртса çывăр, ан шарла,
Ире хирĕç вăранса
Эп хушнине пурнăçла.
Али:
Ырă ватă сăмахне
Итлеме эп пит хавас.
Шур асатте хушнине
Каяс та ман пурнăçлас.
Ватта сывлăх сунать те
Али киле уттарать,
Унтан, тĕттĕм пулсанах,
Капан патне таврăнать.
... Кăвак-симĕс шурăмпуçĕ
Шуралса килнĕ чухне,
Ытарма çук сывлăш уçă,
Пирĕн Али пуçне çĕклет...
Ак, курать вăл умĕнче:
Тихаллă çӳрен кĕсре,
Ерипен çеç кĕçенсе,
Тихине çиме чĕнет...
... Ак, ерипен, кушакла,
Çилхерен вăл çакăнать...
Çамрăк Али-паттăра
Кирлĕ пулнă çак кăна.
Сиксе ӳкет урхамах
Таçта-таçта инçете,
Али чĕнмест пĕр сăмах,
Вĕçерĕнмест нимпе те.
Çавра кӳлĕ тинĕс пек,
Кӳлле чăмать урхамах,
Тихи çăрттан пулă пек,
Чăмма пĕлет, çав-çавах.
Ямасть Али çилхерен,
Урхамах пĕр тулхăрать:
Те ывăнса çитнĕрен,
Те путасран вăл хăрать?..
Ак, вăл çыран хĕррине,
Ешĕл хăмăш хушшине,
Илсе тухать ерипе
Пирĕн паттăр Алие.
Вара виç хут тулхăрса
Хăйне хăех вăл силлет,
Çав вăхăтра вăркăнса
Ун тихи персе çитет.
Виçĕ хут куçран пăхса,
Хай хăруш çӳрен лаша,
Хулленрех пуçне ухса,
Алипе халь паллашать.
Урхамах:
Али-паттăр, эс мана
Тытасса сунманччĕ эп,
Хам юратнă тихама
Халь ĕнтĕ сана пиллеп.
Веçех пăхнă вăл хама,
Виçĕ çул çитер ăна.
Чаплă пулĕ урхамах,
Кирлĕ пулĕ вăл сана.
Йывăр вăхăт-мĕн килсен,
Пурнăçра инкек пулсан,
Эс ăна чĕнсе илсен —
Çывăх тусăр пулĕ сан.
Лаша çын пек калаçса
Алие çапла калать,
Хăй тихине ыр сунса
Али-паттăра парать.
Али виç çул çитерет
Çиçĕм евĕр тихине,
Çитĕнет те çитĕнет
Тихи унăн сехетпе.
Али-паттăр савăнать,
Хăй тихине вăл шанать...
Пĕрре тимĕрçе пырать,
Тимĕрçсене ĕç парать.
Али:
Али-паттăра кунта
Çитĕ ĕнтĕ пурăнма.
Эп каятăп вăй виçме
Чугун-чугун ту хыçне.
Ман валли йĕнер тăвăр,
Çитмĕл çич пăтлă пултăр,
Йĕнерĕн пускăчисем
Вунçичшер пăт йĕс пулччăр.
Хĕрĕх пăтлă йĕвене
Таса кĕмĕлрен тăвăр,
Е типес, е йĕпенес,
утăхас-мĕн ан пултăр.
Хĕрĕх пăтлă картуза
Таса пăхăртан тавăр,
Чĕлпĕрĕме карт туртсан,
Пуçран ӳксе ан юлтăр;
Кăкăрăм çине хума
Питлĕх хĕрĕх пăт пултăр,
Лайăхрах тытса пыма
Утмăл пăт чукмар пултăр.
Чукмар пултăр хурçăран.
Ултă хут çапса пăхăп;
Улттă çапса хуçăлсан,
Хăвăра лаççа хупăп.
Сакăрвунă тимĕрçĕ
Хĕрсех ĕçе тытăнаç,
Сакăрвунă вĕркĕчĕ
Урлă-пирлĕ хĕм сапаç.
Ик-виç кунтан тимĕрçсем
Чĕнчĕç пирĕн паттăра.
Мĕнпур кирлĕ хатĕрсем
Хатĕр выртаç лаçăра.
Тимĕрçсене тав туса,
Хатĕр-матĕрне çакса,
Али ларчĕ утланса,
Вĕçрĕ тусан кăларса.
Урхамах ак ыткăнать,
Сăмсинчен ун вут тухать.
Çĕр чĕтретсе çĕмĕрсе.
Йăлт-йăлт çиçĕм çиçтерсе,
Аслати пек кĕрлесе,
Тĕнчене веç кисретсе,
Али-паттăр ыткăнать.
Ыткăнать вăл, ыткăнать:
Вăрмансемпе уй-хирсем,
Аслă-аслă тинĕссем,
Ӳпре евĕр вĕлтлетсе,
Тăрса юлаç ун хыçне.
... Ире хирĕç улăхра,
Питĕ лăпкă вăхăтра,
Калăр, кам çав ырлăхра
Юратмасть-ши çывăрма?
Путенепе карăшĕ
Ăмăртса кĕвĕ калаç,
Е шурăмпуç кайăкĕ
Юр юрлать, пыр та калаç...
Али те, ак, лашине
Ярать ешĕл улăха,
Курăк çине выртать те
Тарăн ыйăха каять.
Те нумай вăл, те сахал
Çывăрнă, хăй те пĕлмест, —
Ăна иккĕн вăратаç
Вырăсла апат тĕлне.
Вăл курать куçне уçсан:
Икĕ паттăр умĕнче,
Питлĕхсем умра, хыçра,
Чукмарсем те çумĕнчех.
Вăтăршар пăт пушмаксем
Иккĕшĕн те уринче.
Пĕри:
Ăçтан килсе кĕтĕн эс,
Никам килми çĕршыва?
Кам пулан, кала-ха эс,
Ан тун ним те пирĕн умра.
Али:
Али-паттăр, тееççĕ
Мана хамăр çĕршывра.
Пурте мана пĕлеççĕ,
Ман пекки çук таврара.
(Самантра сăн улшăнать
Лешсен çак ята илтсен.)
Тепри:
Али-паттăр хăватне
Эпир пĕлнĕ тахçанах,
Эсĕ паттăр иккенне
Чухларăмăр курсанах.
Кам та кам çак чукмара
Инçе-инçе ывăтать,
Çавă пирĕн хушăра
Аслă пиччĕшĕ пулать.
Пĕр-пĕрне хурламăпăр,
Çак чукмара перĕпĕр,
Кам вăйлине пĕлĕпĕр,
Ăна пичче тейĕпĕр.
Килĕшеççĕ паттăрсем.
Пĕри чукмара тытать,
Вара, таçта инçете
Пур вăйĕпе ывăтать.
Малалла виç кун утса
Инçетри уя тухсан,
Хайхи чукмара тупса
Перет иккĕмĕш тытса.
Пилĕк кун та пилĕк каç
Пĕр канмасăр шырасан,
Чукмара тупса тухаç
Тарăн-тарăн çырмаран.
Юлашкинчен майласа,
Али меллĕн тыткалать,
Мĕнпур вайран ывăтса
Чукмара вăл çухатать.
Тепĕр уйăх çурăран,
Шыра-шыра пăшăхсан,
Çичĕ тăвăн леш енче,
Аслă тинĕс хĕрринче,
Çын кĕрейми шурлăхра
Тин тупаççĕ чукмара.
Çак самантран пуçласа
Пирĕн Али-паттăра
Икĕ паттăр чыс туса:
— Пичче, — терĕçĕ вара.
Али хăйĕн вăйĕпе
Ик паттăра хăратать,
Пĕр сăмах каланипех
Чĕрисене хускатать.
Пĕрре çапла, каçхине,
Али икĕ юлташне
Картпа табак парать те,
Куркапа шыв лартать те,
Çакăн пек сăмах калать.
Али:
Эпĕ çӳрĕп ирчченех.
Эсир ларăр выляса,
Шурăмпуç киличченех
Çак тăр шыва сăнаса.
Мана йывăр-мĕн килсен,
Улма чăпар урхамах
Хытă саслăн кĕçенĕ.
Вара эсир хăвăртрах
Ăна пырса вĕçерĕр!
— Юрĕ, — теççĕ иккĕшĕ, —
Эс хушнине тăвăпăр...
Халĕ вĕсен пиччĕшĕ
Мĕн тунине сăнăпăр.
Али-паттăр самантрах
Куçран кайса çухалать,
Çурçĕр çитнĕ вăхăтра
Кивĕ кĕпер вăл курать.
Кĕпер çинче тахçанхи,
Авалхи мăк çитĕнет,
Пусмассерен кисренет.
Темиçе ĕмĕр хушши
Пулман кунта çын шăрши...
Кĕпер çине кĕрет те,
Ун варрине çитет те,
Пирĕн паттăр чарăнать,
Карлăк çумне тайăнать.
Йăлтăр уйăх çутинче
Йăл йăл тăвать çут тĕнче,
Сайра-сайра çăлтăрсем
Çуталаç инçе-инçе.
Пирĕн Али шап тăрать,
Таврана вăл хыт сăнать,
Вуник Вуткуç ялкăшса
Çывхараççĕ чашкăрса.
Вуник Вуткуç хыçĕнчен
Тăсăлать хура мĕлке,
Тӳлек каç шăплăхĕнче
Вăл кашлать тискер çил пек.
Çывхарать вăл, çывхарать
Пит хăрушшăн кĕрлесе,
Али шăп кăна тăрать
Кĕпер хăмине илсе.
Вуткуç:
Кам мĕлки вăл ман умра?..
Кам пӳлет вăл ман çула?
Нимĕр пулăн ман ăшра,
Ху камне часрах кала!..
Никам та çак тĕнчере
Мана хирĕç тухас çук,
Тухсан та эп çĕнтереп,
Мана çĕнен пулас çук.
Ĕмĕрте пĕр илтнĕччĕ
Али-паттăр тенине,
Çак тĕнчене вăй виçме
Килме ĕмĕтленнине.
Кунта Али çитес çук,
Пулас çук вăл ман хăна,
Кунта килсе çитиччен
Çĕр хут лекĕ тыткăна.
Каласамччĕ, нишлĕ чун,
Мĕн шухăшпа килнине?
Килеймен кунта пĕр чун,
Çухатмасăр хăй пуçне!
Али:
Йĕрĕнетĕп, шăршлă чун,
Кирлĕ мара калаçан,
Али-паттăр кунта чух,
Намăс мар-и калаçма?
Тăшманпа эп тус пулма
Çуралман çут тĕнчене.
Малтан Ырă çапăçмасть,
Çап вăю çитиччен эс.
Çĕлен çапсан хӳрипе
Сулăнать Али кăшт çех,
Али вара хĕçĕпе
Турама пуçлать хĕрсех.
Ултă пуçлă çĕлене
Пуçсăр-мĕнсĕр хăварать,
Касса татнă пуçсене
Шыва чиксе путарать.
Çĕлене майлаштарса,
Али килне таврăнать,
Икĕ паттăр хăрлатса
Çывăрнине вăл курать:
— Пĕррелĕхе каçарăп,
Анчах тепре çывăрсан,
Пуçăрсене касатап, —
Тет вăл лешсем вăрансан.
Анчах тепĕр каçхине,
Каллех çав кĕпер çине
Али тухать васкаса,
Тăрать каллех сăнаса.
Тăхăр пуçлă вутçĕлен
Килет çĕре кисретсе,
Али каллех хĕçпелен
Хурать ăна пĕтерсе.
Тăхăр пуçлă çĕлене
Вакла-вакла пĕтерсен,
Али таврăнать килне:
Паттăрсем çывраççĕ-мĕн, —
Вăратмашкăн питĕ хĕн.
Вара Али вĕсене
Пĕççисенчен тытать те
Ывăтать çӳле-çӳле,
Вăратать хĕне-хĕне.
Лешсем:
Каçарсам ĕнтĕ, пичче,
Урăх кун пек пулмăпăр,
Эс киличчен, ирчченех,
Куçа пĕрре хупмăпăр.
Пӳрте виçĕ тăмана
Вĕçсе кĕрсе ларчĕç те,
Лăпăс-лăпăс çунатне
Виçĕ хут сулларĕç те,
Йывăр ыйхă çавăнтах
Пире ыталарĕ-çке.
Виçĕ усал тăмана
Виçĕ тăшман пулнă-мĕн,
Виçĕ çĕлен арăмĕ
Пире улталанă-мĕн.
Али:
Кĕçĕр ман çĕнтермелле
Вуник пуçлă çĕлене.
Унăн вăйне пĕлмелле,
Пĕлмелле ун хăватне.
Çак куркари тăрă шыв
Хĕрлĕ юнпа улшăнсан,
Кисренсе илĕ çĕршыв.
Вара эсир хăвăртрах
Сиксе тухăр улăха,
Унта тăрĕ урхамах
Аслати пек тулхăрса.
Касса ярăр васкарах
Урхамахăн чĕлпĕрне,
Анчах сыхлăр хăвăра,
Ан утланăр ун çине.
Астуман та, каçарăр,
Тăшман тăмани килсен,
Çунтарăр та кĕл тăвăр,
Ĕмĕрлĕхе тĕп тăвăр.
Ултав-сăлтав ан пултăр,
Айăп пулĕ хăвăрта.
Мĕн хушнине йăлт тăвăр,
Хатĕрленĕр хăвăртрах.
Çак сăмахсене илтсен,
Хуçăлать кăмăл лешсен,
Пысăк шантару парса
Чуптăваççĕ пиччĕшне.
Хайхи мăн кĕпер патне
Али иртерех çитсе,
Виçĕ хăмине илсе,
Тăрать усала кĕтсе.
Ак, пăхать те вăл курать:
Таçтан-таçтан, инçетрен,
Аслати пек кĕрлесе,
Пĕтĕм çĕре кисретсе,
Çиçĕм евĕр йăлт çиçсе
Тискер çĕлен çывхарать.
Пусарать вăл тусене,
Çĕре пусарса килет,
Шунă май вуник пуçне
Çӳлелле йăтса илет.
Вĕрлĕк тейĕн сăннисем,
Чашкăраççĕ пуçĕсем.
Ак, килет вăл çывхарса,
Хура ту хускалнă пек.
Тухать тăвăл кашласа,
Вутлă çумăр çăвас пек.
Çĕлен вуник сăннипе
Кĕпер урлă кармашать,
Али-паттăр сехрине
Хăпартма вăл шухăшлать.
Али кĕпер варрине
Паттăрăн тухса тăрать.
Çĕлен те ак ун умне
Сăннине тăсса хурать.
Çĕлен:
Эй, эс, хывăх хутаççи,
Пăрăн, пăрăн çул çинчен!
Пăрăнмасан пуçна çи
Куçна уçса хупиччен!..
Мана хирĕç тăракан
Çут тĕнчене çуралман,
Мана парăнтаракан
Халиччен никам пулман.
Çĕлен çапла калать те
Куçĕсемпе хĕм сапать,
Сăннисене тăсать те
Кив кĕпере хыпашлать.
Анчах Али чукмарне
Çирĕп тытать аллинче.
Тискер çĕлен сăннине
Курать вăл хăй умĕнче.
Чукмарĕпе вăл çапать
Хайхи çĕлен сăннине,
Çурмаран ăна хуçать.
Çапма тăрать теприне,
Çĕлен чăтса тăраймасть,
Хыт тарăхса калаçать:
«Пĕр сăннăма хуçсан та
Санран эпĕ хăрас çук.
Мана çĕнен нихçан та
Çут тĕнчере пулас çук.
Тĕнчипеле пĕр паттăр,
Али-паттăр ятлăскер,
Пур тееççĕ чăн паттăр,
Анчах вăл та таçтискер!..
Али:
Сивĕ, хура тискер юн,
Ытлашши эс ан иртĕн!
Кала халĕ, путсĕр чун,
Мана ма çиллентертĕн?
Тавлашасах тен пулсан,
Хире-хирĕç тăрăпăр,
Çапăçма вăю пулсан,
Вăя виçсе пăхăпăр.
Çĕлен:
Çапăçас-тăк, — çапăçас,
Чăтма çук ку намăса!
Тупăшас-тăк, — тупăшас
Мĕн-пур вăйăма пухса.
Али:
Малтан ырă çапăçмасть,
Айта çап, епле çапан...
Вуник çухрăм каялла
Çĕлен чакрĕ ерипе,
Алие пур вăйпала
Çапрĕ хăйĕн хӳрипе.
Али шăпах мăй таран
Путса ларчĕ çĕр айне;
Вăй пухса аран-аран
Пăркаларĕ вăл мăйне.
Çĕлен хыттăн чашкăрса
Али патне çывхарать,
Хӳрине вĕлт çавăрса
Алие тепре çапать.
Анчах Али телейне,
Чукмар выртать çывăхра,
Ун хӳттине хăй пуçне
Али чикет хăвăртрах.
Урнă çĕлен тарăхать,
Ниçта кайса кĕреймест,
Хӳрипе те вăл çапать,
Сăннине те вылятать,
Анчах Али-паттăра
Нимле сиен тăваймасть.
Юн юхтарса, чашкăрса,
Куçĕсенчен хĕм сапса,
Çĕлен чакать каялла,
Те юлашки вăйпала
Çапасшăн вăл паттăра?..
Юмах юхать малалла,
Анчах икĕ паттăра
Эпир маннă пулмалла.
Хайхи виçĕ тăмана
Хăйсен ĕçнех тунă-мĕн,
Икĕ паттăр тăвана
Çывăрттарса янă-мĕн.
Хыт кĕçеннĕ урхамах,
Тапăçнă та çуйăхнă.
Çав вăхăтра куркана
Шыв вырăнне юн тулнă...
Урхамах хыт туртăнсан,
Чĕлпĕр таçта ывтăннă.
Вара çăлма Алие
Хай ухă пек ыткăннă.
Урхамаха курсанах
Али вăйĕ хутшăннă,
Ут хӳринчен тытсанах
Пĕр сикнĕ те, пĕр тухнă.
Сиксе тухнă-тухманах
Çĕлен патне ыткăннă,
Çиçĕм вăйлă урхамах
Йĕри-тавра хĕм тăкнă.
Али пĕрре çапнипех
Хайхи тискер çĕленĕн
Тăхăр пуçĕ татăлнă,
Учĕ çивчĕ чĕрнипе
Виçĕ пуçа пĕрерĕн
Каса-каса вакланă.
Çав вăхăтра паттăрсем
Ыйхăран вăраннă-мĕн.
Куркари юна курсан,
Çав тери хăранă-мĕн.
Вара иккĕш те пĕрле
Тухса тарма шут тытнă,
Шăвăннă вĕсем çĕрлех,
Калама çук хыт утнă.
Анчах паттăр Алирен
Ăçта тарса хăтăлăн?
Куратĕ вăл инçетрен,
Темиçе çĕр çухрăмран.
Хайхи икĕ паттăра,
Таçтан-таçтан инçетрен,
Хăй патне вăл йыхăрать,
Сăмахпа вăтантарать.
Али:
Тав сире, тăванăмсем,
Мана «ырлăх» тунăшăн.
Пысăк мар айăпăрсем,
Каçаратăп эп куншăн.
Халь тин мана çĕнекен
Тĕнчипе те пулас çук.
Ман ята хисеплекен
Хирĕç тухма хăяс çук.
Юлăр-ха эсир ларса,
Эп каяс çĕре каяп,
Çĕрĕн хăлăпне тупса
Çĕре çавăрса хурап.
Урхамахпа чукмара
Сире шанса хăварап.
Лешсем виç хут пуç тайса
Тав турĕç те Алие,
Али вара хыпăнса
Утрĕ хăйĕн çулĕпе.
Кайсан-кайсан, каç пулсан,
Пин-пин çăлтăр çутăлсан,
Тӳпене уйăх тухсан,
Пĕр илемлĕ сад патне,
Хитре кӳлĕ хĕррине
Али çитрĕ ерипе.
Выртрĕ вăл йывăç айне,
Путрĕ ăшă ыйăха.
Каçхи пĕлĕт тӳпере
Хупларĕ çут уйăха.
Ирхине вăл вăранать
Темле йытă вĕрнипе.
Унта-кунта пăхкалать,
Анчах çук пек нимĕн те.
Ак, пăхать вăл сăнаса:
Пĕр пăхăр çурт ялтăрать.
Çав çурта шăна пулса,
Ерипен вăл ярăнать.
Пӳртĕнче никам та çук,
Вăл ларать чылай кĕтсе.
Ултă пуçлă хĕрарăм,
Ак, пӳрте кĕрет çитсе.
Улттă ярса пусать те,
Урай сыпăкне ларать,
Вара пăшăрханнă май
Çак сăмахсене калать:
Арăм:
Пуçне çийĕп эп унне
Хам упăшкам пуçĕшĕн;
Татапах ун ĕмĕрне
Хам тăвансен юнĕшĕн,
Никам çĕнми Алие
Çитрĕ вăхăт тавăрма.
Ăшра çиллĕм туллиех,
Хуйхăм питĕ йывăр ман,
Вĕсем пырас çул çине
Çын тӳсми шăрăх ярăп,
Хамах çавă çул çинче
Тăрă çăл пулса ларăп.
Пырĕç те шыв ĕçĕçĕ,
Шыв ĕçсе киленĕçĕ...
Вара пуçне çййĕçĕ,
Пĕтĕ вĕсен пурнăçĕ!
Шăна вĕçсе тухать те
Вĕçтерет кĕмĕл çурта.
Кĕмĕл çуртран тухать те
Вĕçтерет ылтăн çурта.
Çаксенче те çилĕпе
Ылханаççĕ, тарăхнă,
Тăхăр пуçлă çĕленпе
Вуник пуçлин арăмĕ.
Али çитсен каялла,
Юлташĕсемпе пĕрле,
Уттаратĕ малалла
Шикленмесĕр сĕм çĕрле.
Пĕр ирхине, ир-ирех,
Сывлăш пăчăхса килет,
Сĕм вăрмана, уй-хире
Шăрăхлăх пусса илет.
Сывласа сывлăш тухмасть,
Юнпа хутăш юхать тар.
Ниепле май çук утма,
Хăть чунна пăвса кăлар...
... Умра пĕчĕк лупашка,
Тăрă çăл тапса сикет.
Çавăнтах пĕр чаплашка,
Унпа шыв ĕçес килет.
Икĕ паттăрĕ ĕçесшĕн,
Вĕсен шутсăр ăш çунать,
Анчах виççĕмĕшĕ, темшĕн,
Хăй чукмарĕпе сулать.
Çакăн хыççăн хай çăлкуçĕ
Хура юн пулса тăрать, —
Çавăнтах сывлăш та уççăн,
Сулхăнăн вĕрсе ярать.
Иккĕмĕш кунне татах ак
Вилĕм шăрăхĕ пусать.
Куç уçма çук, сывлама та,
Йăлт тусан мăкăрланать.
Çăлăнăç, тен, çакă пулĕ:
Умра ырă çурт ларать,
Анчах Али, ним пăхмасăр,
Вут чĕртет те çунтарать...
Виççĕмĕш кун ирех выçă
Виçĕ паттăр кашкăрла,
Тăранмаççĕ, хăть те мĕн çи,
Выçса супнă апшурла.
Инçе мар ак, вĕçхĕррисĕр
Ытарма çук сад ӳсет.
Çав сада пырса кĕмесĕр,
Канмасăр ăçтан тӳсен?..
Винограчĕ те, çырли те,
Темĕскер те пур унта.
Пиçсе çитнĕ улмисен те
Вăрри витĕр курăнать.
Ах, мĕншĕн çапла илемлĕ
Ытарма çук сад-ши ку?
Е Али пуçне çиесшĕн
Ӳссе ларчĕ-ши-мĕн ку?
Хырăм выçă, пысăк хуйхă,
Улмине татас килет.
Çавăнтах хăрушă ыйхă
Ăлие пусса илет.
Хайхи чăтăмсăр ик тусĕ
Ик улмине татаççĕ,
Çавăнтах вĕсем пит пысăк
Тăвар юпа пулаççĕ.
Самантрах сисет Али те:
— «Кая юлнă, мĕн тăвас?
Çын хăйне упра пĕлмест-
тĕк,
Ман ăна ăçтан упрас?»
Вуник пуçлă çĕлене
Вĕлернĕшĕн тарăхса,
Арăмĕ ун çул çине
Тухса ларнă сад пулçа.
Садри хĕрлĕ улмасем
Пулнă-мĕн тухатмăшсем,
Хĕрлĕ-хĕрлĕ çырлисем
Пулнă юн чăмăрккисем.
Али çакна сисет те,
Садри мĕнпур ырлăха
Тура-тура тăкать те,
Йăлт путарать шурлăха.
Лачкам шыва ӳкрĕ вăл,
Йĕп-йĕпе çан-çурăме...
Вăт эсрелĕ,— вăт мăшкăл —
Тин тăранчĕ хырăмĕ.
Малалла кайсан-кайсан,
Тепĕр çичĕ талăкран,
Чугун ту çумне çитсен,
Канма выртрĕ пĕр-пĕччен,
Выртрĕ тул çутăличчен.
Выртать Али, шухăшлать
Хăйĕн тусĕсем çинчен...
Çав хушăрах асăнать
Иртнĕ çапăçу çинчен.
Текех ĕнтĕ тĕнчере
Çĕнекенĕ çук ăна.
Çут тĕнчере вăл пĕрре,
Пĕр Али-паттăр кăна.
нчах инкек пĕтмен-мĕн.
Вăрансан вăл ирпелен,
Хальччен никам тĕкĕнмен
Чул юпана тӳнтерет.
Тӳнтерет те тĕлĕнет,
Сывлăшĕ ун пӳлĕнет,
Хайхи юпа айĕнчен
Тухать тата пĕр çĕлен.
Вуник пуçлă çĕленрен
Хăрушрах-мĕн ку çĕлен,
Вăл çĕре кисретнĕрен
Ирĕксĕрех шикленен.
Лăстăр-лăстăр силленет,
Аслати пек тулхăрать.
Те ахаль, те çилленет,
Сăннине тăсса хурать.
Çĕлен-патша:
Эп виççĕр çул выртатăп,
Эсĕ вăтăр çул утман...
Ма хускатрăн? Эп
ыйтатăп,
Мана канлĕ вырăнтан?
Виçĕ ывăлăм, виç кинĕм
Пĕтрĕç ман сана пула,
Вут-хĕмпе çунать ăшчикĕм
Ман çак хуйăха пула.
Чун илмесĕр каçармастăп,
Парăнассăм çук сана.
Чĕрĕллех тытса кăшлатăп,
Чĕрĕллех ĕçĕп юнна!
Али йăл-л кулса илет те
Çĕлене çапла калать.
Али:
Çитĕ виççĕр çул ĕмме
Пирĕн çĕрĕн сĕткенне!
Сан тискер чунна илме
Килтĕм çак ту хĕррине.
Сан тискер тăванусем,
Хура юнлă тăшмансем,
Пурăннă-мĕн юн кӳпсе,
Çут тĕнче ятне çĕртсе.
Тух-ха, сив юн, шатăкран!
Çĕр хăлăпĕ санăн мар!
Хăвăрт-хăвăрт тухмасан,
Алăра пур ман чукмар!
Али-паттăр чукмарне
Вăхăт сана парăнма!..
Çĕлен-патши чашкăрма
Тытăнать çилленнипе,
Алие хыпса çăтма
Карать хапха çăварне.
Али утне утланать,
Хатĕрлетĕ чукмарне.
Шăлсенчен пĕрре персе,
Темиçе шăл ӳкерсе,
Сиктерсех тухса каять
Çĕлен витĕр вĕçтерсе.
Хăвалать çĕлен çиленнĕ
Аçа-çиçĕм пек урса.
Алие ăçтан çитейĕ,
Юлаймарĕ те курса.
Али ак персе çитет
Тикĕт тăвакан патне,
Пĕр пичĕке хатĕрлет
Сăмала çĕлен ятне.
Тикĕт тăвакан çынсем
Хапăл тăваç Алие,
Сăмалийĕ вĕресен
Тултараç пичке ăшне.
Ак, çĕлен персе çитет.
Кăларать сăнне тăсса.
Пĕр шăвать вăл, пĕр сикет,
Сăмахлатĕ чашкăрса.
Çĕлен-патша:
Алие тупса парсан,
Сирĕн айăп пулас çук.
Эхер те пĕр тупмасан,
Сиртен пĕри юлас çук!..
Ĕçлекенсем:
Сана эпир, чыс туса,
Лайăх кĕтсе илтĕмĕр.
Вырт эс çăварна карса,
Эпир ăна чикĕпĕр!
Али-паттăр унсăрăн
Сан çăварна кĕрес çук,
Тĕнчери пĕр паттăрăн
Чунне эс илеес çук.
Çĕлен çăварне карать
Пĕркеленнĕ пичĕпе —
Çăвара кĕрет каять
Тем пысăкĕш пичĕке.
Шатăр тутарса çыртать
Çĕлен хайхи пичкене,
Сăмала юхса тухать,
Çунтарать ун çăварне.
Çĕлен-патша:
Али-аттăр пулмарĕ
Ку киревсĕр пичкере,
Тем хăямат, тем мурĕ
Тӳсме çук ку пĕçерет!
Али-паттăр ирĕкре
Çӳрет хăвăрт вĕçтерсе,
Çĕлене каллех, тепре
Пăхасшăн вăл пĕçертсе.
Катка ăшне туп-тулли
Тултаратĕ вăл тăвар,
— Пулмăп, — тет, — çĕлен
кулли, —
Хыптарать тепĕр çăвар.
Çĕлен хуса çитсессĕн,
Унăн çуннă çăварне
Çынсем персе чикеççĕ
Катка тулли тăварне,
Али-паттăр тусĕсем —
Тăвар тăвакан çынсем.
Çĕлен тилĕрсе, урса,
Темĕн те пĕр çĕмĕрсе,
Алие пырать хуса.
Алийĕ те чее çав,
Юри пынă илĕртсе
Çак çĕлене тимĕрçе.
Тимĕрçсем:
Мухтав, чаплă Алие,
Пире çăлакан çынна!
(Сакăрвунă тимĕрçĕ
Çӳлелле йăтаç ăна).
Санăн чапу сарăлни
Пирĕн пурнăçа ăнтарать.
Çак тĕнчере эс пурри
Пире савăнăç парать.
Утмăл пăтлă чукмар мар,
Çĕр пăтлине тăвăпăр.
Саншăн нимĕн те шел мар,
Мĕнпур вăя парăпăр.
Али:
Усал юнăн тĕнчере
Тумламĕ типтĕр тесен,
Пур тăшмана пĕтерсе,
Нимрен хăрас мар тесен,
Çĕлен йăхĕ ан юлтăр,
Вĕсен патши тĕп пултăр!
Ак кунта вăл хăй çитĕ,
Сиртен пулăшу ыйтĕ...
Çĕлен çитет чашкăрса
Хайхи пысăк лаç умне.
Тимĕрçĕсем васкаса
Питĕреç лаç алăкне.
Çĕлен-патша:
Ырлăх парăп, тимĕрçсем,
Алие тытса парсан.
Йăлт пĕтерĕп вĕлерсе, —
Ăна тытса памасан!
Тимĕрçсем:
Меслет çук ăна тытма,
Яхăнне те вăл ямасть,
Хăяймастпăр çулăхма,
Пирĕнтен вăл хăрамасть.
Пысăк-пысăк хăйрапа
Темĕскер хăйранă пек,
Çĕлен тăчĕ çулама
Хайхи лаçăн алăкне.
Çула-çула алăка
Çĕлен витĕр шăтарать,
Ăлăк евĕр чĕлхине
Шăтăк витĕр кăларать,
Хыпашлать çине-çинех.
Тăсăлать тискер чĕлхе,
Вучахран чĕлхе çине
Сирпĕнет хĕрӳ хĕлхем.
Анчах çĕлен чĕлхине
Пурĕпĕр калла илмест.
Хăть мĕскер сап ун çине,
Ăна нимĕн те витмест.
Аллă пăтлă кĕлеще
Али-паттăр аллинче,
Лайăх хĕрнĕ кĕлеще
Тимерçĕ вучахĕнче.
Пирĕн Али хĕстерет
Хайхи çĕлен чĕлхине,
Мăн шинапа явалать
Вăл хăйĕн кĕлещине.
Çĕлен-патша чашкăрать,
Ăвкаланать, явăнать,
Урлă-пирлĕ сиккелет,
Али çаплах хĕстерет.
Çав вăхăтра тимĕрçсем
Тытрĕç çивĕчĕ хĕçсем,
Тискер çĕлен патшине
Йăлт турарĕçĕ вĕсем.
Пĕтерсессĕн тураса,
Али тавра пухăнчĕç,
Чун-чĕререн тав туса,
Ĕмĕрлĕх ырă сунчĕç.
Али çĕлен шăтăкне
Пырса кĕчĕ васкаса,
Тупрĕ çĕрĕн хăлăпне,
Хучĕ çĕре çавăрса.
Али пăхрĕ çаврăнса
Ак, хăйĕнчен хăй тĕлĕнет.
Унта вак çĕлен-калта
Йăшăлтатаç кĕтӳпех.
Али пĕр чугун кăлай
Хучĕ лайăх меллесе,
Çапрĕ çилĕ килнĕ май,
Шанчăклă чукмарĕпе.
Кăлай иртрĕ кĕрлесе,
Аслати кĕрленĕ пек.
Çĕлен-калта чунĕ те
Çĕр çине юлмарĕ тек.
Уçăлчĕ телей тĕнчи:
Пĕтĕмпех чечек те сад,
Çавăнтах Али савни
Кăкшăмпа чĕр шыв ăсать.
Ку хĕре вăл илсе килнĕ
Вăрă патша туйĕнчен,
Çĕленсем каллех вăрланă
Ăна Али куриччен.
Ак кунтах, çăл патĕнче,
Кĕмĕл-кĕмĕл çеçкесем...
Çичçĕр çеçке хушшинче
Савăнаççĕ тимĕрçсем.
Çавра кӳлĕ хĕрринче
Ылтăн курăк ешĕрет,
Ылтăн курăк хушшинче
Ларса тухнă пĕр ĕрет
Али-паттăр шăллĕсем.
Тăхăр тăван пĕрлешсен,
Тăхăр талăк савăнаç,
Иртсе кайнă кунсене
Ылханайса асăнаç.
Асăнаççĕ ашшĕне те,
Асăнаççĕ амăшне...
Асилеççĕ нушине те,
Хăйсем выçă ларнине.
... «Ĕмĕр шанми çеçкесем
Илемлĕн ларччăр тесен,
Ылтăн сывлăм шăрçисем
Сӳнми çутăлччăр тесен,
Сивĕ хĕл те кирлĕ мар,
Хура кĕр те кирлĕ мар,
Телей тĕнчи çеç кирлĕ,
Ăна тупма вăй кирлĕ.
Эсĕ кайăн вăй виçме
Таçти-таçти ют çĕре,
Анчах кун пек илеме
Кураймăн эс тĕнчере.
Лайăх, сывă çаврăнса
Хамăр çĕре таврăнсан,
Çĕрĕн хăлăпне тупса,
Çĕре çавăрса хурсан,
Çав телейлĕх тĕнчине
Куçу тинех курĕ сан!»
Çак сăмахсене Али
Нихăçан асран яман.
Çĕр çинче телей тĕнчи
Пуласса шаннă ялан.
Çĕрĕн хăлăпне тупса,
Çĕре çавăрса хурсан,
Телей тĕнчи ялкăшса,
Хĕвел пек шуса тухсан,
Пирĕн Али-паттăра
Урăх ним кирлĕ пулман,
Çут тĕнчери пусмăра
Витнĕ ĕмĕрлĕх тусан.
Çак юмаха шав яраççĕ
Ăслă Виçпӳрт ялĕнче,
Юратса сӳтсе яваççĕ
Али-паттăрсем çинчен.