Тĕлĕнтермĕш иккен шăпчăк кайăк,
Тĕлĕнтермĕш те пит ăнланми:
Хурт-кăпшанкăпа çеç тăрансан та —
Шăратать вăл юрра ытарми.
Чиепе хурлăхан шăтаймин те —
Сивĕнмест садăмран вăл, тармасть.
Тĕс кӳрет ăна çулçă çути те,
Çил кĕввийĕ те юрă сунать.
Макăрмасть вăл хăй тусĕ хурашăн,
Хуйхăрмасть йăвине витменрен.
Эй, ыр шăпчăкăм, çывăх юлташăм,
Ăмсанатăп сана чĕререн!