Шăпăрланнă хурăн
Çил лăсканăран.
Кил карти те хурлă,
Савăк мар урам.
Уйăхлă кĕр каçĕ
Тарăн курăнать.
Урăхла сăн пачĕ
Шурă хурăна.
Тухйине вăл хывнă,
Ылтăн тенкине
Сапаланă хунă
Кĕр арки çине.
Çил ачи пуçтарĕ,
Кустарса, ирпе.
Сиккипе вăл тарĕ,
Шăхăрса, хирпе.
Чĕтренет-и уçăм —
Хурăншăн пĕрех.
Маншăн çара пуçăн
Вăл илемлĕрех.