Шăпăртататчĕ ăшă çумăр,
Пилеш пиçетчĕ хĕмленсе.
Ун айĕнче эпир тĕл пулнă
Сăмах хушма та именсе.
Çыр хĕррипе утма аванччĕ,
Тăкатчĕ çирĕк çулçине.
Çыр хĕрринче ура шăватчĕ —
Кăштах тĕрентĕм сан çине.
Сан аллусем ӳкме памарĕç.
«Каçарăр, — терĕм, — юри мар...»
Сасартăк çиçĕм ялтăрарĕ,
Чуна та хыпрĕ шĕл кăвар.
Ăнлантăм эпĕ: пурнăçра та
Инкек е йывăрлăх пулсан,
Ал парăн шанчăклăн. Нихçан та
Хăвармăн пĕччене тусна.