Тăвăл тӳснĕ тĕссĕр тинĕс
Кантаратчĕ шăм-шакне.
Ун ытамĕнчи пĕр кимĕ
Çухатсаччĕ хăй çулне.
Парăса карăнтармалăх
Çил илменччĕ сывласа.
Анаслатчĕ нӳр çанталăк.
Ку вăл – тăвăл тухасса!
Çĕлен пуçлă сăр гагара,
Урмăш сасăллă чарлан.
Чĕмсĕр чулсенчен кăкарнăн
Пытанатчĕç хăвăла.
Çулран çĕтнĕ кимĕ çийĕн
Нӳрĕ сывлăша çурса
Вĕçнĕ тăвăл хыпарçийĕ,
Кĕтнĕ тинĕс урасса.
Шурă парăс карăнсассăн
Хĕрелен тухăçалла,
Çурла уйăхăн шусассăн
Çил кăтартнă çулпала,
Тăвăл çитнĕ, çил çĕкленĕ
Шурă-шурă капансем.
Чуллă çыр ванса тĕпреннĕ,
Путнă халсăр кайăксем.
Тăвăл хыпарçи çеç виçнĕ
Ик çунатăн чĕр вăйне.
Тӳпене çĕмренĕн вĕçнĕ,
Чул пек аннă хум çине.
Тинĕс чашкăрнă та йӳçнĕ
Çĕпрепе çĕнетнĕ пек.
Кимĕ парăнман, шав ишнĕ
Ишнĕ хăйĕн çулĕпех.
Тинĕсе паян пăхсассăн
Савăнмасăр чăтма çук.
Кăн-кăвак, тӳпе пек аслă,
Пăхăн – тулмĕ сан куçу.
Шыв çинче хĕвел мерченĕн,
Пин-пин çăлтăрăн çунать.
Хумсене çил йĕнерленĕ,
Çитерме хуса тухать.