Пур кăмăлтан тăватпăр та ĕçе,
Кану кунне ма савăк тăвас мар.
Хальччен курман телейлĕ пурнăçне
Ма юрăра хавассăн мухтас мар?!
Кĕрекере тус-тантăш куç тулли,
Ĕçчен туссемшĕн чунăм савăнать.
Сим пыл курки сипетлĕ, чăп тулли,
Алран-алла çӳрет вăл — çаврăнать.
Юрлар, ай, тăвансем, пĕрле юрлар,
Кĕрекене ярар-и янратса.
Юррăмăрпа чĕре варне юлар,
Кайран пире ас илччĕр мухтаса.
Ĕçсе çиер тату, сăпай пулар,
Чыса упрар ялан çӳлте тытса.
Савар, ыр çыннăмсем, чунтан савар, —
Пĕрне-пĕри пурнар хыт юратса.