Каçхи çаран кăвак пĕве пек хумханатчĕ —
унта хĕрсем шăватчĕç шурă акăшла.
Хура вăрман хыçне хĕвел анатчĕ,
çил çанăран таçта туртатчĕ тантăшла.
Çак иртнĕ кун сăнне асилӳре çеç
паян упратăп эп чи хаклă парнелле.
Ман шухăшсем вара каç еннелле
темме ялан салхуллă утсене кӳлеççĕ.
Ман ĕмĕр те, эппин, каç еннеллех утать,
хыçа юлать çулсен чарусăр шавлă туйĕ.
Анчах нумайăш манăç кӳллине путать —
пурăннăçем çакна чĕре татах та туйĕ.
Упкелешсе чао-час эп ыйтăп: çак-и ăраскал?
Кăтарт-ха унăн чăн сăнне эс, шухăш-тĕкĕр?
Анчах чун сассипе пăлханĕ ман ăс-хал:
алри тулли курка, эппин, пулмарĕ тĕпсĕр?
Эп пăхăп анакан хĕвелĕме салху —
каçхи çутта куçра тытса юлма ăмсаннăн.
Туллашĕ кăкăрта çĕкленнĕ тăлăх хум:
çыр хĕррине чупса çитетпĕр-и, тăванăм?
Çил хăлхаран тем пăшăлтатĕ пикенсех:
ăçтан çулсен кутамккине сирсе пăрахăп?
Ăна йăтма çулсем иртӳçĕн хĕнтерех —
сана татах пусать, пусать сулмаклăраххăн.
Çапах та манмăп илĕртӳллĕ пĕр сăна:
каçхи çаран кăвак пĕве пек хумхансассăн,
хĕрсем унта шур акăшла шуса тухсассăн,
каллех эп илтĕп хамăн çамрăк сассăма.