Мĕнле кăна тискер кайăксемпе вĕçен кайăксем пурăнмастчĕç-ши Ямаш вăрманĕнче! Таврари пур ялсенчи сунарçăсем те унтан тухма та пĕлместчĕç. Кунĕн-çĕрĕн, хĕлĕн-çăвĕн Ямаш вăрманĕнче сулланса çӳретчĕç. Кун каçа пĕр куян тытмасан та, вĕсем уншăн пĕртте пăшăрханмастчĕç. Ăнсăртран пĕр куянне лектерсен, çав куян тирне сутма тесех Çĕрпӳ пасарне каятчĕç. Миçе мăшăр çăпата çĕтмен-ши, миçе пăт тар усăсăр персе сая яман-ши вăл сунарçăсем! Çакна темĕн пек пысăка вĕреннĕ çын та шутласа кăларас çук. Юлашкинчен, Ямаш вăрманне те çав тар тĕтĕмĕнчен кăвак сăн çапрĕ, вăрман хăйĕн ешĕл тумне çухатса, тĕссĕрленсе кăвакарса юлчĕ. Анчах тискер кайăксемпе вĕçен кайăксем çапах та вăл вăрмана юрататчĕç, унта вĕсем кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех пурăнатчĕç. Уçтук варĕнчи чăтлăхра упасем йышлă çӳретчĕç. Уйпуç варĕ тилĕсен йăви пулса тăчĕ, Патин шурлăхĕнче кăвакалсем пĕлĕт пек вĕçсе çӳретчĕç.
Эпĕ вĕсене çулсерен хисепсĕр нумай тытса пурăнтăм. Çуркунне умĕн вăрманта пĕр кайăк тĕсĕ те тăрса юлмастчĕ, çитес хĕлре сунара ăçта каяс-ха, тесе те час-час шутлаттăмччĕ.
Манăн телее, кĕркунне умĕн вĕсем каллех йышланса çитетчĕç, маншăн вара пĕтĕм тĕнче тепĕр майлă улшăнса кайнă пек туйăнатчĕ.
Тӳррипех калатăп. Ямаш вăрманĕ пулман пулсан, эпĕ те чаплă та паллă сунарçă пулас çукчĕ. Ямаш вăрманĕнче эпĕ сăсар, тилĕ, кашкăр, упа хисепсĕр нумай тытрăм. Ямаш вăрманĕнчех эпĕ хамăр çĕршывра ĕмĕрне те пулман тискер кайăка — арăслана та тытрăм. Юлашкинчен, Ямаш вăрманĕнчех эпĕ ăсансем те тытма вĕрентĕм.
Ăсансем тенĕрен, сире вĕсене мĕнле тытни çннчен каласа парам.
Малтан эпĕ ăсан кайăк иккенне те пĕлмен. Ăна эпĕ, кăвакал пекех, шывра пурăнакан кайăк пулĕ тесе шутланă. Вăл вуçех урăхла кайăк иккен. Вăл шурлăхсенче мар, хурăнпа пилеш нумай ӳсекен вырăнсенче пурăнма юратать, мĕншĕн тесен ăсан çуркунне хурăн кăчки, кĕркунне пилеш çиме юратать.
Çакна лайăх сăнаса пĕлнĕ хыççăн, манăн пуç вĕсене мĕнле тытмалли меле часах шутласа кăларчĕ. Эпĕ çуркунне çитсенех Ямаш вăрманне кайса, хурăнсемпе пилешсем нумай ӳсекен вырăн шыраса тупрăм.
Çав вырăнта кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех ăсансем тĕл пултăм. Анчах ун чухне вĕсем пит начарччĕ.
Паллах, хурăн кăчки çинипе ăсансем мар, килти чăхсем те самăрланас çук. Çавăнпа эпĕ вĕсене çуркунне мар, кĕркунне тытма шутласа хутăм. Кĕркунне вĕсем пиçсе çитнĕ пилеш çинипе самăрланĕç тата кашниех пĕрер пусăм чĕпĕ кăларнипе хăйсен йышне те ӳстерĕç, терĕм.
Анчах кĕркуннене эпĕ аран-аран кĕтсе илтем. Пĕрреччен, кӳршĕ арăмĕсем Ямаш вăрманне милĕк касма тесе кайнă та, эпĕ шыраса тупнă вырăна çитсе кĕнĕ, унтан пĕр ăсан чĕппи тытса таврăннă.
Çав ăсан чĕппине вĕсем пурте пĕрле пĕçерсе çинĕ те, ăсан какайĕ питĕ тутлă пулни çинчен пĕтĕм таврана сăмах сарнă, çитменнине тата ăсан чĕппине хăш вырăнта тытни çинчен те каласа панă.
Çакăн хыççăн, пирĕн ялти сунарçăсем кăна мар, таврари мĕнпур сунарçăсем те кунсеренех Ямаш вăрманне ăсан тытма кая пуçларĕç. Ăсансем пит чее пулнипе çав сунарçăсем пĕри те пĕр ăсан тытаймарĕç. Çапла вĕсем кĕркуннечченех Ямаш вăрманĕ тăрăх пĕр усăсăр сулланса çӳрерĕç.
Юлашкинчен, кĕркунне çитсен, ăсансем тытма кайрăм, тӳрех малтан шыраса тупнă вырăна пытăм. Анчах, кăнтăрлаччен çӳресен те, эпĕ пĕр ăсан та кураймарăм. Пĕрре киле каяс тесе, тепре каçченех юлса пăхас тесе шутлатăп. Çапах та пĕр килнĕ пек чухне каçченех юлса пăхас терĕм, хам ывăннипе аçампа пĕркенсех çывăрма выртрăм.
Темĕн чухлĕ çывăрнă, ăна хам та пĕлместĕп, каçпала вăранах кайрăм, куçсене уçса пăхрăм та шалтах тĕлĕнсе кайрăм. Ăсансем ниçта та кайман иккен, çавăнтах пурăнаççĕ. Кăнтăрла курăксем айне пытанса ларса, каçпа пилеш çиме тухнă пулнă. Хăйсем пит самăрăлса кайнă, пилеш çине те вĕçсе хăпараймаççĕ.
Эпĕ вĕсене пит шеллерĕм, сиксе тăтăм та пилеш татса пама пуçларăм. Ăсансем манран пĕртте шикленмеççĕ, татса панă пек пилеше çисе пĕтерсех пыраççĕ.
Çапла пилеш çиесшĕн пулса, пĕр самантрах ман тавра шутласа кăлармалла мар нумай ăсан пухăнчĕ. Капла çитерсен, эпĕ сире виçĕ кунта та тăрантаймăп, терĕм те пĕр пилешне тĕпренех кесса киле май утрăм. Ăсансем ман хыçран пилеш тавра пĕлĕт пек сырăнса пыраççĕ.
Киле лăпах тул çутăлас умĕн çитрĕм. Ман хыçран карташ тулли ăсан кĕрсе тулчĕ. Манăн вĕсене хупса лартмашкăн пысăк вите те çук. Мĕн тума çав териех нумай ертсе килтĕм-ха кусене, тетĕп. Хам, пĕччен нимĕн тума аптăранипе карчăка вăратрăм. Карчăкĕ тата, ыйăхран уçăлса çитменнипе пулас, мана ятлаçма пуçларĕ:
— Мĕн тума çав териех нумай ертсе килтĕн? Ăçтан илсе килнĕ, çавăнтах кайса яр! — тет карчăк.
— Карчăк, курмастăн-и-мĕн, ăсансем вĕт вĕсем, — тетĕп.
Манăн карчăк тин ăна кĕрсе çитрĕ. Пилешрен пĕр тураттине хуçса илчĕ те, ăсансене çуррине яхăнах пӳрте йăхăрса кĕртрĕ, ыттисене вара кӳршĕсенчен шăналăксем ухса карташ варрине хӳтлĕхсем туса хупрăмар.
Эпĕ, иккен, Ямаш вăрманĕнчи мĕнпур ăсансене хам хыçран ертсе таврăннă. Вăл ăсансене хĕлĕпе çисен те пĕтереймерĕм, пасара пайтах кайса сутрăм, нумайăшне кӳршĕсене патăм, аллăшне хĕл каçарма хăвартăм. Карчăк вĕсене чăхсемпе юнашар кашта çине лартма вĕрентрĕ.
Çав аллă ăсан çулсеренех аллă пусăм чĕпĕ кăлараççĕ. Çапла эпĕ халĕ хам килте усракан ăсан какайĕпех калама çук аван пурăнатăп. Хăçан та пулсан, тен, эсир Ямаш ялне пырса тухăр. Ун чухне вара ман пата кĕмесĕр ан кайăр, сире те ăсан какайĕпе хăна туса ярăп.