Эх, çав этем йăли-йĕрки!.. Ăçтан тупăннă-ши, кам шутласа кăларнă? Выльăх-чĕрлĕхе ав çын ятне хуратпăр. Теме пĕлтерет ĕнтĕ ку. Чĕрĕ чунĕ кил хушшинче хăйсемпе пĕр тан пулнине кăтартасшăн-ши хуçисем? Ăна ачи-пăчи пек юратса ӳстернине, тăванĕ пек хисеплесе пăхнине пĕлтерет-ши çакă? Тен, чăнах та çапла, анчах Маруç-Маруçка хăйне юратнине те, хисепленине те туйса кураймарĕ-ха. Ячĕ те ăнсăртран çакланчĕ те...
Кил хуçи Лява картишне тухрĕ те тарăха-тарăха кăшкăрашма пикенчĕ: «Маруç! Маруç! Ăçта эс, каяннăй?» Тăтăшах çухатать вăл арăмне, ир те, каç та шыраса хăшкăлать вара. Пурăнаймасть тетĕр-и пĕччен? Çук çав, пĕртте апла мар. Мухмăрĕ кастарать — акă мĕн канăç памасть.
Арçын картлашка вĕçне анчĕ те сассине тата хăпартрĕ: «Маруç теп! Маруç!..»
— Му-у-у! — хирĕç пырса тăчĕ тин çеç урисене тăнкăр тытма тытăннă пăрушка, кӳршĕрен темиçе кун каялла туяннăскер. Пач пытармасăр каласан, туянман та-ха, улăштарнă — уйри пахчапа: сакăр соткă çĕре вунă çуллăха панă, хăйсем пурпĕр юхăнтарса яратчĕç кăна. — Му-у-у! — Кӳршисен ĕни вăхăтра пăруламарĕ, çăва тухаспа тин, çакă шиклентерчĕ вĕсене, çавăнпа унран хăпрĕç мар-и, ара? Теме систернĕ пек пулчĕ выльăхĕ йĕркерен тухни.
— Кай-ха кунтан! Сана чĕнмен эп. Эс Маруç мар вĕт, — аллисемпе хăлаçланчĕ Лява. — Маруç теп!
— Му-у-у! — çине тăрсах тем систересшĕн пăру.
— Эсĕ мар, арăм кирлĕ мана. Ăнланмастăн-и?
— Му-у-у!
— Пăх-ха ăна, Маруç теме те çук — çăварне карать, — пăру сăмсине тĕрте-тĕрте ярать кил хуçи. — Кай кунтан!
Пăрăнасшăн мар чĕрчун.
— Тепĕр тесен... — алне сулса пӳрте каялла кĕрсе кайма хатĕр Лява. — Маруç ячĕ килĕшет-им сана? Маруç ятлă пуласшăн-и?
— Му-у-у!
— Ну, юрĕ эппин. Пул! Маншăн ик айкки те тăвайкки... Маруç тăк Маруç. Тен, икĕ Маруçран пĕрин уссине курăп? Э? Мĕнле?
— Му-у-у!
— Çитĕ, кайса вырт. Ят хутăм — урăх нимĕн те ан кĕт манран.
«Мĕнле ан кĕт? Хăв кĕтетĕн-çке... Сан çеç ăш хыпать-им? Ман та ĕçес килет. Лартса парасчĕ кăштах шыв, — теесшĕн ĕнтĕ пăру, анчах çын чĕлхине пĕлеймест. Пĕртен-пĕр сăмах çеç çăварĕнче: — Му-у-у! — Мĕскĕннĕн те тарăхуллăн тухать вăл.
— «Мур» тетĕн-и эс тата мана? — хаярланма тытăнать Лява. — Юрать пĕр сăмах çеç пĕлен: «мур» та «мур».
«Хăвăн сăмаху вăл, ман мар, эп те мур саншăн, арăму та мур. Санран вĕренмерĕм-и?» — темелле те пăрушкан. Çук çав — этем мар вăл, ăçтан уçса парайтăр хуйхи-суйхине мухмăрла арçынна. Ачашламалла ăна, йăпатмалла, юратмалла, вара, тен, пĕр чĕлхе тупма та пулĕ.
Резинки пушанса кайнăран ана-ана ларакан йĕмне турта-турта хăпартать Лява. Шăлаварне иртенпех тăхăнса курман, кутăн-пуçăн сĕнкĕлтетсе çӳрет кунĕпе: урама тухса пăхмашкăн сăлтав тупăнмарĕ. Арăмне шанма хăнăхнă та, халĕ те вăл пуш алăпа таврăнмасса кĕтет. Тӳсĕмĕ пач пĕтрĕ ĕнтĕ: «Курăнмасть-ши Маруç килни?»
Арçын тарăн калушĕсемпе лăкăштата-лăкăштата кивĕ хапха патне çитрĕ. Чирлĕ çын пек хăйăлтата-хăйăлтата, çурăк саслăн чĕриклетсе уçăлчĕ алăк. Каç сĕмĕ çапнă урамра никам утни те курăнмасть. Лач сурчĕ Лява тарăхнипе, хапха алăкне хыçран шанлаттарса хăварчĕ: «Тĕнче хĕрне çитрĕ пуль, йĕксĕк. Сĕтĕрĕнсе килет ак çăвар уçайми, лĕнчĕр-лĕнчĕр кĕлеткине суллантарса...»
— Му-у-у! — арçынна шелленĕн илтĕнчĕ пăру сасси.
— Макăр çав, макăр. Кирлĕ мар эпир ăна иксĕмĕр — эс те, эп те, — хăйне ытларах шеллет арçын. Ним уссисĕр таврăнмалла Ляван каялла.
Хапха алăкĕ хытă çапăнса çекĕлне сиктерчĕ те тепĕр хут каялла тапса уçăлчĕ, унтан каллех хупăнчĕ, анчах вăйсăрланчĕ те питĕрĕнсе çакланаймарĕ. Юпа çумĕнчи çурăкран тăвăр картишне урамри хунар çути сăрхăнса кĕчĕ.
«Пăх-ха, такам пур пулас унта, манпа куç хĕсмелле вылясшăн...» — асăрхарĕ тин çеç çĕнĕ ят илнĕ пăрушка. Шикленерех çенĕкелле кăштăртатакан хуçине пăхса илчĕ. «Хăвăртрах, хăвăртрах кĕрсе çухал», — васкатас килчĕ ун. Пурпĕр хăюлăх çитерсе хапха патне пычĕ, асăрхана-асăрхана çурăкран мĕн курăннине тĕпчеме пикенчĕ. Малтан сулахай куçĕпе, унтан сылтăммипе сăнарĕ, анчах нимĕн те ăнкараймарĕ. Хăрах куçпа ют тĕнчене епле ăнланăн? Сăмса шăтăкĕсене выляткаласа пăхрĕ те — темĕнле илĕртӳллĕ шăршă илĕртсе кăтăкларĕ вĕсене. Лява пирки мансах, вăл пӳртне кĕрсе çухалнине асăрхамасăрах, пăру хапха алăкне урипе тĕксе пăхрĕ, мăшлата-мăшлата сăмсипе хирме пикенчĕ. Ак тамаша, парăнчĕ хайхискер, пуç кĕмелĕх уçăлчĕ! Хытăрах хирĕнсе ярса пусрĕ те Маруç — çур кӳлепи урама тухрĕ, тепĕр утăм турĕ те — тăвăр картиш тыткăнĕнчен хăтăлчĕ. Çӳлелле кармашрĕ, сылтăмалла-сулахаялла çаврăнкаларĕ. Ăна илĕртекен хунар вĕсен умĕнчи юпа тăрринчен мар, кӳршĕсен енчен çутатать-мĕн, хăй патнелле илĕртрĕ вăл ку таранччен асăрхаман чуна. Анчах юпа патне çитмесĕрех чарăнчĕ пăру, урамалла виçĕ пысăк чӳречерен çутă сапакан çурт патнелле пăрăнчĕ те тимĕр юпаллă çĕнĕ хапха умне пырса тăчĕ. Çак килтен тухнă-çке вăл! Манма ĕлкĕреймен ăна! Епле манăн: ĕçчен хресченĕн хăтлă хуçалăхĕнче, унăн ăшшине туйса çутă курнă мар-и, ара?! Анчах темшĕн тăван килтен уйăрчĕç-çке ăна, юхăнчăк кӳрше ăсатрĕç... «Ытлашши çăвар пултăм-ши? Хаклă çыннăмăрсене юрама пĕлмерĕм-ши?..» — тенешкел кускаласа тăчĕ пăрушка. Пĕчĕк алăка сăмсипе тĕртсе пăхрĕ, хапхана урипе шакăртаттарма хăтланчĕ — çук, тавăрмалла ăсатман ĕнтĕ ăна юта. Эх, тупса пачĕç те хуйхă-суйхă. Паян кунччен йĕркеллĕ ят хураймарĕç тĕк çĕнĕ хуçисем, ыррине кĕтмелле-и вĕсенчен?..
— Ай-уй, пирĕн пăру мар-и кунта? — илтĕнчĕ тăрук юнашар хĕрĕнкĕ хĕрарăм сасси. — Мĕн туса çӳрен кунта? Кам кăларса янă сана? Ах, çав Лявана! Нуккă, чуп-ха киле! Эп сана! — аллинчи патакпа хăмсарчĕ хĕрарăм. Патакне вĕшле йытăсенчен асăрханас шутпа килĕнченех йăтса тухнăччĕ-ха.
Шарт сикнĕн чалт сиксе ӳкрĕ пăру айăккинелле, айăпне туйса илнĕн пăрăнса тарма васкарĕ. Анчах килнелле мар, урам варринелле тапăртаттарчĕ. Хĕрарăм хыçран чупанçи турĕ, ĕлкĕрчĕ-ĕлкĕрчех — пӳлсе хучĕ выльăх çулне:
— Тартап сана! Ах, каяннăй! Киле çит-ха! — урмăш сасă ян кайрĕ урам тăрăх.
— Маруç! Маруç! — илтĕнчĕ тăрук кил енчен Лява сасси. Ларайман арçын пӳртре, каллех сĕтĕрĕнсе тухнă.
— Мĕн кăшкăран, кунта эп! Хуп çăварна, — пӳлчĕ самантрах хĕрарăм. — Уç алăка, пăрăн унтан!
— Сана мар эп... Пăру тухса тарнă!
— Эппин мĕн ухмахĕшĕн ман ята çухăран?
— Пĕр эс анчах Маруç-им?
— Пăрушу Маруç пулса тăчĕ-им, катăк? Кикен çирĕн-им?
— Хăв кикен çинĕ эс!
— Ытлашширех павра-ха! — туйипе юнарĕ хĕрарăм. — Пăрăн унтан!
Иккĕн аран-аран хӳптĕрлесе илчĕç пăруша, хăваласа кĕртрĕç-кĕртрĕçех ăна, тăвăр картана хупса хучĕç.
— Ну, кала-ха, мĕн шутласа тупнă эс? — хашка-хашка ыйтрĕ арăмĕ Ляваран.
— Мĕн пирки эс?
— Пăру пирки, ячĕ пирки...
— Мĕн шутласа тупнă? Шутласа тупман, хăй йышăнчĕ... — айăпа кĕнĕн тӳрре тухма тăчĕ упăшки. — Маруç тесенех сас парать, килĕшет эппин ăна...
— Эс манран мăшкăлласшăн-и? Эп уншăн ял тăрăх чупса çӳреп, вăл пур... пăруна ман ята хурса ларать...
— Эп мар, унчченех çав ятлă пулнă тет вăл... — суеçтермелĕх ăс çитерчĕ Лява.
— Чăнах-и? Хăйсенчен кайса ыйтрăн-и?
— Эс ыйтасса кĕтмелле-им? Хăвăн малтан ыйтмалла пулнă.
— Эс мĕн... Эс мĕн айăплан мана? Эп илсе килнĕ-им ăна? Ятне те хăвăн малтанах ыйтса пĕлмелле пулнă... — йăвашланса пычĕ Маруç. — Юрĕ эппин, Маруç тăк, Маруç... Çук, Маруç мар, Маруçка пултăр.
— Маншăн пурпĕрех — Маруç та лайăх, Маруçка та каять.
— Çын манран култăр кăна... Вара-и?
— Юрĕ ĕнтĕ, лăплан. Курăнĕ унта... — Чи кирлине хăвăртрах ыйтмалла Ляван: — Тупса килтĕн-и эс? Кăларса пар-ха, вилеп вĕт. Атя пӳрте хăвăртрах...
Урăлса çитсен Лявапа Маруç пăру ячĕ пирки сăмах та хушмарĕç, яланлăха Маруçка пулса юлчĕ хайхискер. Анчах ят хуни унăн пурнăçне пĕртте улăштармарĕ. Пăруласа та курчĕ Маруçка, сĕтне те антарать, пурпĕр хăйне ачашласса, юратасса кĕтсе илеймест. Пурăнкалать çапла выçăлла-тутăлла, ырă курмасăр. Пĕртен-пĕр савăнăçĕ те — Ляван касу пăхма черет çитсен! Калча çине, клевер е люцерна уйне кĕрсе кайсан та чармасть ăна хуçи, кӳпĕнесрен те хăрамасть. Ырă курать вара Маруçка, тав туса сĕтне те ытларах антарать ун чухне. Анчах урăх кĕтӳçĕсем усал çав: ытти ĕнесенчен уйрăлма памаççĕ, хăваласах тăраççĕ. Лява черечĕ çĕнĕрен çитиччен тĕмсĕлмелле ун, апăршан. Ирĕксĕрех чăтмалла кил хуçисем ăна мана-мана хăйсен хуйхи-суйхипе нушаланнине...
Акă Лява каллех пĕччен. Арăмĕ ĕнине сума мансах таçта çӳрет. Тĕттĕмленсе те çитрĕ ĕнтĕ. Маруçка çилли карăнса тулнă, туртса ыратать. Ăна сума-и, кил хуçи витрепе шыв лартса пама та тавçăраймасть, картишне туха-туха пĕртен-пĕр юррине ĕнĕрлет:
— Маруç, Маруç! Ăçта çӳрен эс?
— Му-у-у! — аса илтерет хăйне ĕне.
— Шăплан-ха эс, урăх Маруç кирлĕ мана, — чĕрчуна мĕн асаплантарнине туймасть арçын.
Урама та тухкаласа пăхрĕ Лява, усси çук: курăнмасть арăмĕн мĕлки. Ĕни макăрнине вара хăлхана та чикесшĕн мар.
Хуçи урама тухмассерен Маруçка ун хыççăн утать, анчах алăкран кăлармасть ăна арçын, хăмсарать, хăвалать. Хуçи пӳрте кĕрсе çухалать те, картишĕнче пĕччен юлать ĕне, канăçсăрланса урлă-пирлĕ кускалать. Хапха патне пырса кил хуçи хĕрарăмĕ таврăнасса кĕтет:
— Му-у-у! Му-у-у!..
Лява урама чупрĕ-чупрĕ те хапха алăкне çаклатма мансах кĕрсе çухалчĕ. Маруçка самантрах сисрĕ çакна, чупсах пычĕ хапха патне. Тăхтамасăр мăйракипе хире-хире уçрĕ алăка, хĕсĕнсе тухрĕ. Тăвăр картишĕнче тĕмсĕлнĕ хыççăн анлă урам хуçи пек туйса илчĕ хăйне: хăвалакан-хăмсаракан çук, никам та кăшкăрса хăратмасть, хăть сылтăмалла ут, хăть сулахаялла лĕпĕстет... Ирĕкре Маруçка, ирĕклĕхре! Эх, çилли ытла тулса çитнĕ-çке, канăç памасть, туртса ыратать — сутарасчĕ ăна, ĕмтересчĕ пĕр-пĕр пăрушкана. Пулинччĕ хăйĕн пăрăвĕ, тен, нушаланма тивместчĕ, анчах упраймарĕ-çке. Çук, вăл хăй мар айăпли, кил хуçисем ĕни пăруласса пĕле тăркач таçта кайса çухалчĕç, пĕчĕк чун çут тĕнчене килнĕ-килмен шăнса хытрĕ...
Урам варринче чарăнчĕ Маруçка, унталла-кунталла çаврăнкала-çаврăнкала тăпăртатса тăчĕ: кӳршисен умĕнчи юпа тăрринчи хунара такам çутма ĕлкĕрнĕ, пĕртен-пĕр вăл кăна çутатать, ыттисен лампочкисене ачапча çĕмĕрсе пĕтернĕ, çунса кайнисене улăштаракан тупăнман.
Çутă еннелле туртăнчĕ Маруçка. Юпа патне çитсе ун тавра утса çаврăнчĕ, хăш енчен еплерех шăршă-маршă килнине туйма тăрăшса мăш-мăш тукаларĕ. Сулахайра тахăшĕ çулçă-курăкпа выльăх апачĕ пĕçернĕ курăнать — сăмсана илĕртсе кăтăклать; сылтăм енчисем çĕрулми ăшаланă пулас, çил кăшт унталла пулин те тутлă шăрша çĕнтереймест. Мал енчен те сăра, те аншарли пăтти илĕртсе кăтăкларĕ ĕне чунне — юлашкисене пĕр-пĕр хуçа кăмăлне çемçетсе чăхха-чĕппе сапса панă ĕнтĕ... Туять çав ĕне сăмси, теме те уйăрать. Сăра-сăмакун пăттине вара нимĕнпе те пăтраштарас çук Маруç-Маруçка. Самаях тутанса пăхнă ăна, витре туллиех. Хуçисем пĕррехинче хаяр шĕвекне юхтарса илнĕ хыççăн валашкинчи шӳсе кайнă хутăша сивĕтме урăх савăта пушатнă та лаç алăкне питĕрмесĕр хăварнă. Ыр курмалăх çитрĕ Маруçа! Кӳпĕнсе каймаллах чыхса тултарнă çав хырăмне. Лявапа арăмĕ картиш тавра хăваласа темĕн чухлĕ чуптарчĕç апăршана, тăраниччен патак çитерчĕç. Те чухласах хăтланчĕç, кам пĕлет, çапах та вилĕмрен хăтăлса юлчĕ ĕне. Хуçисем ун чухне мĕн кăна каласа хăртмарĕç: «Ма илтĕмĕр сана? Кирлехчĕ-и эс пире? Ырăскер пулсан йӳнĕпе паратчĕç-и сана кӳршĕсем? Вĕсем пекех çăткăн эс! Тăрантарса çитерес çук. Пуçна çиесчĕ пĕрех хут...»
Тăрать акă халĕ Маруçка ĕлĕкхи килĕ патĕнче... Ирĕн-каçăн иртет-çке ун умĕпе, малтанхи хуçисене куркалать. Ырă çынсем пулас вĕсем: тепĕр чухне ачисем çăкăр чĕлли хыптараççĕ ăна. Паян пĕри те курăнмарĕ, ачашлакан тупăнмарĕ. Кĕтсе тăни те кăлăхах, тинех тухас çук урама: кĕç-вĕç çывăрма выртмалла. Ĕшенчĕç пуль çав çынсем, канма васкаççĕ ĕнтĕ...
Э-э, çук, çывăрасшăн мар курăнать хăшĕ-пĕри. Такам çывхарса килет ав. Катăк Митюк мар-и? Çавах, чăн та çав! Лайăх паллать ăна Маруçка: Митюка чылайăшĕ хăйĕн черечĕ çитсен касу кĕтме тара тытать-иç. Тутлă апатпа сăйласа астараççĕ те ăна, катăка, хаваспах килĕшет хайхискер. Нумай кирлĕ-им ăна, ниçта ĕçлеменскере, каччă çулне çитнĕскере?.. Ашшĕ-амăшĕ те ĕмĕрне килте ларса ирттерет те... Ĕлĕк те, колхоз-совхоз вăхăтĕнче, ĕç кунĕ пухса курман, нимерен нимене çӳренипех çырлахнă. Ача укçипе ытларах çырлахса пурăннă мар-и çичĕ ывăлпа хĕр çуратма ăс çитернĕскерсем?! Хăйсем халăхпа пĕрле тар тăкма хăнăхаймарĕç те, ачи-пăчине йĕркеллĕ ĕçлеме вĕрентессе кĕтмелле-и?
Çитмен пурнăç ватти-вĕттин аллине кукăртать. Митюк та ав, аслă ывăл, патшалăхăнне, халăхăнне, кӳршисенне хапсăнса ӳсрĕ. Ал айне лектĕр çеç урлă-пирлĕ выртакан ăпăр-тапăр — самантрах Митюксен килне куçать. Лекмесен... Хăй шăршласа çӳрет вăл. Килтен-киле, урамран-урама... Пĕр-икĕ пуленке те пулин йăтса таврăнать каччă. Тепĕр чух тутлă тĕлĕк куракансем патне хӳме урлă каçса тĕрĕслеме те ӳркенмест: шаршанри вутта пĕр-икĕ çĕклем хăйсен сарайне куçарать, хăма-кашта таврашне çаклатса таврăнать... Маруçкăна кӳрентерсе курман-ха Митюк. Кӳрентерме-и? Вăкăр патне те икĕ хут вăлах çавăтса кайрĕ: кил хуçисем хăйсем вăй çитереймерĕç те кӳршĕ каччине пуççапрĕç — çур литр шантарчĕç. Турра шĕкĕр, иккĕ чуптарсан пĕрре пĕтĕленчĕ ĕне... Касу пăхнă чух ыр туман-и тата Митюк? Çук, хăй те ырă курнă, тăватă ураллă тусĕсене те савăнтарнă: кĕтӳçĕ патне сайра пĕрре такам арăмĕ кăнтăр апачĕ çĕклесе пыркалать, каччă вара кăшт-кашт çырткалать те хĕрарăма çавăтса вăрман хӳттине çухалать... Выльăх-чĕрлĕхе пурпĕр мар-и? Çаран уттипе, сĕтеклĕ калчапа хырăм сарма ан чарччăр çеç! Тем пек тав тумалла та Маруçкăн, майне чухлаймасть-çке. Меллĕ самант тупăнмарĕ-ши тинех?
Маруçка темиçе утăм турĕ те чарăнчĕ: Митюк ун патне хăй пырса калаканччĕ-çке, ачашлакаланччĕ... Катăк теççĕ те каччăна çынсем, вĕсем ăнлансах калаçаççĕ-ши? Выльăх-чĕрлĕхе пит юратать-çке вăл, кашни чĕрчунпа калаçма хатĕр. Маруçкăна ачашланă чухне те ăна пĕчĕк ача вырăнне хурса мĕнле кăна çепĕç сăмах тупса йăпатмасть... Анчах халь Митюк ăна палласшăн мар, ум картисем çумĕпе йăпшăнса таçта васкать. Пăхмасть те мĕскĕн ĕне еннелле. Ют куç умне курăнасшăн мар курăнать, вăрттăн ĕçпе çӳрет ĕнтĕ. Эх!..
Митюк хăйне курмăш пулни Маруçка кăмăлне хытах тиврĕ: пĕрне кирлĕ мар вăл, теприне...
Тепĕр тесен... Маруçка ирĕке тухрĕ тĕк ун мĕншĕн çынсене пуççапса çӳремелле? Сывлас кăкăр тулли уçă сывлăшпа, кантарас чуна мĕн тăвас килнине туса! Сывлăшĕ вара мĕне тăрать?! Уçă, тутлă: çывăхри вăрманпа уйри калча шăршине ял тăрăх сапалать урам вĕçĕнчен вĕрекен лăпкă çил. Йĕкĕлтет, илĕртет — никам чарман чух хуçаланса курма чĕнет...
Чăн та, чаракан çук-çке Маруçкăна. Хăçан пулнă ун пекки? Ма вăхăта сая ярса тăпăртатас пĕр вырăнта? Малалла, эппин, малалла!
Анчах ĕне пĕр-ик пӳрт умĕнчен иртме кăна ĕлкĕрчĕ — каллех çын тĕлне лекрĕ: Вăрăм Варварисен хапхи шалт турĕ те — сикрĕ тухрĕ ун тĕлне те Çтаппан, те Митрахван... Ăçтан пĕлтĕр Маруçка çынсене ятран? Пĕччен хĕрарăм кунĕн-çĕрĕн тĕрлĕ арçынпа сăра-эрехшĕнех, вак укçашăнах вырăн çинчен тăмасăр ашкăнса пурăннине те чухлас çук. Пĕри кĕрет, тепри тухать... Епле чухлатăр ĕнтĕ хăйне çулталăкра пĕрре чуптарнипех лăпланаканскер?
Арçын Маруçкăна асăрхамарĕ те, урам урлă каçса хирĕç çурта кĕрсе кайрĕ.
— Му-у-у! Му-у-у! — макăрмалли кăна юлчĕ ĕнен, Хытах тухаймарĕ сасси, мĕскĕннĕн илтĕнчĕ: хуçисене çеç мар, пăт-пат куç тĕлне лекекене те кансĕрлет-мĕн вăл. Эппин унталла-кунталла пăрăнкаласа хăйне ăнланакана тĕл пуласса шанни кăлăхах. Хăвăртлатмалла уттине, никам çук çĕре — ирĕклĕхе! — васкамалла. Ирĕклĕхĕ ав çывхарсах пырать — ял вĕçне тухмалла та çул юппине çитмелле, унтан е аслă çул урлă каçмалла, е пăрăнса çумĕпе утмалла. Çывăхрах — ырлăх: вăрман, çаран, ĕшне, юнашарах пĕве...
Малалла васкиччен Маруçка хыçалалла — килĕ еннелле — çаврăнса пăхрĕ. Тен, кам та пулсан хыçран чупать?.. Çăкăр чĕллипе илĕртсе таврăнма йыхăрать?.. Ятран чĕнсе, çепĕççĕн-çепĕççĕн йăпатса ачашлама шантарать?.. Çук унта никам та, хапха алăкĕ уçăлса хупăнни илтĕнмест, паллакан мĕлке курăнмасть...
«Юрĕ эппин, каçарăр мана, айăп ан тăвăр», — тенĕн пуçне уха-уха утрĕ ĕне уялла. Тек хăйне никам чăрмантармасса шаннăччĕ те, урам варринче ларакан мунча пури ăшĕнчен пăшăл-пăшăл, мăшăл-мăшăл туни тытса чарчĕ. Ытти чухне — ирпе-и, каçпа-и — сурăх-така пухăнакан кунта, пура çумне купаланă çăка каштасен хуппине кăшласа тăпăртатакан... Пура патнерех пычĕ Маруçка, алăк валли каснă пушă вырăна пуçне чикрĕ... Шари çухăрса ячĕ пура кĕтессинче арçын хӳттине хĕсĕннĕ хĕр.
— Кай кунтан! Кай! — хăйсен тĕлне усал-тĕсел пырса тухнăн хăлаçланчĕ каччă. Унтан ăнкарса илчĕ те кăшт йăвашланчĕ: хыçран сыхлакан та, хĕр ашшĕ-амăшĕ те мар, чĕлхесĕр чĕрчун кансĕрлесе çӳрет савнă-савман мăшăра. Эппин хăрама кирлĕ-и? Хĕре ытамран вĕçертме сăлтав çук, ăна, тин кăна хыпалама, чуп тума ирĕк панăскере, алран вĕçертмелле мар. — Ут, ут малалла... Туп хăвна валли ху пекки.. — Хĕре çумнерех çупăрларĕ каччă, ытамри пикепе кăна юлас килчĕ ун.
Çамрăксене кансĕрлесе çӳренине ăнланчĕ ĕне. Пăрăнса утрĕ. Урам вĕçне çитиччен те пуçне çĕклемерĕ тек. Пĕтĕм ял хыçа юлсан тин этем нуши-тертĕнчен хăтăлнине туйса илчĕ вăл: кăшкăрса хăратакан, хăмсарса хăвалакан, куçран пăхтаракан çук юнашар. Савăнса тапса сикмелле ĕнтĕ ун унталла-кунталла, никам чарман чух калча уйĕнче, çаран çинче ырă курмалла... Çук çав, сӳрĕк кăмăл сĕвĕрĕлесшĕн мар: хăй никама та кирлĕ марри пусмăрлать ĕнене. Ĕлĕкхи пăрушка та мар Маруçка тапса сикме. Темрен ытла вара çилли, тулса çитнĕскер, чăрмантарать: кĕç-вĕç çурăлса каяспа пĕр, чупнă чух енчен енне çапкаланнипе ăшă сĕт тумлама тытăнĕ тата...
Лăпкă çил вăштăртатса илчĕ те уçă сывлăш çупăрласа илчĕ ĕнене. «Ан кулян, эс пĕччен мар. Манса кай хуйху-суйхуна, кил пирĕн ытама... Пирĕнпе выля та кул, йăпан...» — илĕртнĕн ачашларĕ пит-куçне. Тутлă шăршă илсе килчĕ те хăйĕнпе пĕрле выльăх чунне йĕкĕлтесе вăрман еннелле васкатрĕ. Пĕлет Маруçка, туять: унта — чăн-чăн çăтмах, унта — ирĕк, унта — вăл хăй хуçа! Пĕртен-пĕр чăрмав çеç умра — аслă çул. Инçе мар, юнашарах, ун патне çитсен урлă каçмалла кăна... Пуш-пушах вăл, кунĕпе шăв-шав кĕрлевĕнчен йăлăхнăскер канать. Маруçкăн чăрмантармах тивет ăна: тавра кайса çӳреймĕ, хăвăртрах уйрăлмалла ялĕнчен. Ытти чухнехи пек ум пӳлсе çырма хĕррипе хăвалакан кĕтӳçĕсем çук, эппин васкамасăр тӳрремĕнех утма юрать. Çул хĕрринчи шăнăр курăкĕ илĕртмест ăна: тусанлă апатпа çăвар тутине ярса тăрĕ-и?! Ешĕл вăрман кĕтет, унти ырлăх йыхăрать.
Çул юппине çитсе тăчĕ ĕне. Шикленме пăрахса хуçа пек хăпарса тăчĕ аслă çул çине. Шăкăр-шăкăр шăкăртатрĕç урисем, ташша яма хатĕр тейĕн Маруçка. Пуçне уха-уха, хӳрине сулла-сулла сиккелеме хатĕр вăл. Эх, йывăрланса çитнĕ çилли кансĕрлет çав, ыттинчен... Тахçанах малалла тапса сикмелле те... Пĕве хĕрринелле, симĕс вăрман хӳттине, сĕткен калча пуссине... Шанчăкне çухатас килмесĕр тăван килĕ еннелле çаврăнса пăхрĕ Маруçка: çук, каялла чĕнсе илĕртекен курăнмасть, сас памасть. Ытти шăв-шава илтмест халĕ чĕрĕ чун, аслати кĕр кĕрлесен те сисеймĕ вăл. Каçхи тĕттĕмре пĕр тикĕссĕн шăхăрса килекен «васкавлă пулăшу» машинине асăрхать-и вара?! Машинăра ларса пыракансен те куçĕ витĕрех мар: тухтăрсем мар вĕсем, сунарçăсем, тĕрĕсрех каласан, браконьерсем, кунĕпе вăрман тăрăх ним уссăр чупнă-чупнă та ĕнтĕркенĕ. Шоферĕ те кĕç-вĕç тĕлĕрсе каясла пырать. Çавăнпах хунар çутинче мăйракаллă выльăх тухса тăрсан машинине чарма пултараймарĕ. Маруçка та, куçĕ çутăпа шарса кайнăскер, пĕрре сылтăмалла, тепре сулахаялла сиксе тарма тăнăскер, пăрăнса ĕлкĕреймерĕ... Хытах пырса çапрĕ ăна тимĕр ут. Ĕнен малти урисем çĕкленсе кайрĕç, хыçалтисем каялла çур утăм туса хуçланчĕç, кӳлепи айăккăн сулăнса кайрĕ те хыттăн-хыттăн лачлатрĕ, пуçĕ асфальт çине çапăнчĕ.
— Мĕн пулчĕ? — пĕр харăс кăшкăрса ячĕç ĕнтĕркенĕ сунарçăсем самантрах куçĕсене чарса.
— Пăши! — персе ячĕ тахăшĕ ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕ çитнĕн.
— Çук пуль... — хăюсăртараххăн хуравларĕ шофер.
Пурте машинăран сиксе тухрĕç, Маруçка патне чупса пычĕç. Ĕне тăма хăтланчĕ, анчах урисем итлемерĕç, пуçĕ кăшт çĕкленчĕ те каялла ӳкрĕ.
— Ларăр хăвăртрах, вĕçтерер кунтан, — хыпкаланса ӳкрĕ шофер.
— Пăрахса хăваратпăр-и? — Мĕн тумаллине чухлаймарĕç арçынсем.
— Мĕн тăвасшăн тата эсир? Тармалла çын куриччен. Хуçи чупса çитĕ те ак... — васкатрĕ шофер.
— Атьăр тиесе каятпăр. Йĕр ан юлтăр кунта. Пăши вырăнне пултăр, — тупăнчĕ тавçăруллăскер.
— Çутусене сӳнтер-ха эс, — хушрĕ шофера тепри. — Атьăр-ха шутлар лайăхрах.
— Пирĕншĕн пулсан... Эс таптанă — эс шутла, — юлхавлăн хушса хучĕ тăваттăмĕш арçын.
Шофер машина хунарĕсене сӳнтерме васкарĕ. Руль умне кĕрсе ларчĕ те кирлĕ кнопкăсене пусрĕ. Çутă пач сӳнес чухне Маруçка тепре хускалса илчĕ те куçне уçрĕ. Сип-симĕссĕн йăлтăртатса илчĕç куç шăрçисем, кĕç-вĕç сӳнме хатĕрскерсем. Куççуль тумламĕсем, шултра та сайраскерсем, пăчăртана-пăчăртана тухрĕç те асфальт çине тумларĕç. Сас кăларма пăхрĕ ĕне — çăварне уçма вăйĕ çитмерĕ.
— Тийĕр хăвăртрах! — хăйĕнчен хăй хăраса кăшкăрчĕ шофер.
— Чĕрĕ вĕт вăл, вилмен, — тупăнчĕ хирĕçлекен.
— Тийĕр эсир хăвăртрах, вăрман хĕрне çитер те майлар!
— Кил, эппин, ху та, тăваттăн йăтаяс çук эпир!
Шофер хыпаланса машинăн хыçалти икĕ алăкне уçрĕ те тусĕсене пулăшма васкарĕ. Пиллĕкĕн ĕнене аран-аран сĕтĕрсе кĕртсе пăрах-рĕç. Маруçка хыççăн йĕр хăварса сĕчĕ юхса пычĕ...
Вăрман хĕррине çитсе чарăнчĕ машина. Арçынсем хыпаланса майларĕç ĕнене. Кашкăр чунĕ хуçаланчĕ вĕсенче... Тӳпе тискерлĕхе пытарас тенĕн тĕттĕмленсех ларчĕ, [[I,82]] тĕттĕмленчĕ...
Выльăхĕ çухалнине Маруçпа Лява Катăк Митюкран пĕлчĕç. Каччă ĕнене ирсерен касăва ăсатаканччĕ, халĕ те кӳршисене пулăшма тесе çитрĕ те, пушă картиш çеç кĕтсе илчĕ ăна. Хуçисене çенĕк алăкне шаккаса уçтарчĕ Митюк.
— Хăвăрах ăсатрăр-им? — ыйтрĕ вăл.
— Сумасăрах кам кăларса янă-ши вара ăна? — шыçăннă куçне сăтăркаларĕ Маруç. — Эй, Лява, тăр-ха, касу кăлариччен тытса ĕлкĕр-ха ĕнене! Суса юлас. Мăшăлтат хăвăртрах! — Упăшкине тилмĕрчĕ анасла-анасла. Унтан каччăна ӳкĕтлеме пикенчĕ: — Чуптар-ха, Митюк, эс вăр-вартарах, Лявана кĕтсен...
Митюк кĕттермерĕ, касу пухăнакан тăкăрлăка хăвăрт çитсе килчĕ, анчах пĕчченех таврăнчĕ.
— Çук сирĕн Маруçка, никам та курман ăна, — ним пулман пек пĕлтерчĕ вăл.
— Юрĕ-çке, темех мар, каçхине килĕ-ха, — алă сулса пӳрте кĕрсе кайрĕ Маруç.
Тумланса тухрĕ те ирхи апат пĕçерме мансах ял тăрăх васкаса утрĕ. Хирĕç тĕл пулакансенчен Маруçка пирки ыйткаланçи турĕ, паллакансем патне кĕркелерĕ, ĕни çухалнишĕн куляннине систерсе куççуль кăларма хăтланчĕ. Хăйне шеллекен тупăнасса ытларах шанчĕ хĕрарăм, пĕри те пулсан сăра-эрех сĕнессе кĕтрĕ...