Пĕрре мана хамăр ялти ват сунарçă Кăтра Карачăм урамра тĕл пулчĕ те:
— Çтаппан шăллăм! Эх, кăвакал какайĕ тутлă та иккен! Тӳррипех калатăп: эсĕ тутанса пăхсан, куянсем çине çаврăнса та пăхмастăнччĕ,— терĕ.
Кăтра Карачăм суйма юратнăран, вăл хăй ĕмĕрĕнче пĕр кăвакал та тытса курманран, эпĕ унтан:
— Хăвах çисе куртăн-и вара? — тесе ыйтрăм.
— Хам çиессе çимен те, анчах манăн асатте пĕр улпут çинине курнă, — терĕ Кăтра Карачăм.
— Çын çинине курни мĕн вăл, хамăрăн тытса тутанса пăхасчĕ, —терĕм эпĕ.
Çавăнтах манăн пуçа кăвакалсем тытас шухăш пырса кĕчĕ. Анчах хам вĕсене мĕнле тытмаллине пĕлместĕп.
— Камран ыйтса пĕлес-ха? — тесе шутлама тытăнтăм.
Пĕр енчен, мана, чапа тухнă сунарçăна, çавăн çинчен ыйтса пĕлме те намăс. Тепĕр енчен, пирĕн ялта кăвакалсем тытма пĕлекен сунарçăсем те çукчĕ. Тытма мар, хăйсен ĕмĕрĕнче кăвакал курнă сунарçă та çукчĕ пирĕн ялта.
Çапла кăвакал какайне тутанса пăхас шухăш кунран-кунах ӳссе пычĕ. Юлашкинчен эпĕ куянсем çине çаврăнса та пăхми пултăм.
Кĕркунне çитрĕ. Кăвакалсем кĕркунне пит самарланса каяççĕ тенине илтрĕм те, пĕр ирпе Ямаш вăрманне тухса утрăм. Кăвакалсем шыва юратнăран, эпĕ те тӳрех Патин шурлăхĕ патне çул тытрăм, унта лăпах кăнтăрлапа çитрĕм. Шурлăх патĕнче вун-вуникĕ сунарçă çӳрет, хăйсем пĕри те пĕр кăвакал та тытайман. Вĕсемпе пĕрлех ялти ват сунарçă Кăтра Карачăм та çӳрет.
— Ĕçсем епле-ха? — тесе ыйтатăп çаксенчен.
— Япăхрах çав, — теççĕ. — Кăвакалсем нумай, анчах персе ӳкерсен шыва кĕрсе илме шикленетпĕр, шăнса пăсăлма та пулать... Çавăнпа пеместпĕр те, — теççĕ çаксем.
— Çапла çав, — терĕм эпĕ те, вĕсем майлă пулса. — Алса пысăкĕш кăвакалшăн никамăн та шăнса вилес килмест ĕнтĕ, — терĕм.
Çанталăк ун чухне чăнласах сивĕччĕ вара. Паян-ыран пур шыв шăнса ларас пек сивĕ тăратчĕ. Çакна пула эпĕ сунарçăсене:
— Кăвакалсем тармаççĕ-ха, эпĕ уншăн пĕртте хуйхăрмастăп. Анчах кĕр вăрăма тăсăлса кайрĕ, темĕн амакшăн часрах шăнтса лартмасть, — тетĕп.
— Шăнтса лартсан, вара пĕр кăвакалне те кураймăн, — тет мана Кăтра Карачăм.
— Ара, эсĕ, ватăлнă пулсан та, кăвакалсене мĕнле тытмаллине пĕлместĕн-çке! — тетĕп çакна.
— Санран ыйтсах тăмăпăр-ха, — тет вăл мана.
— Кăвакалсене шыв шăнса ларсан тытма аваню Манăн асатте яланах çапла тытатчĕ, лавĕ-лавĕпе кăвакал тиесе таврăнатчĕ, — терĕм.
— Епле апла?! — тесе тĕлĕнсе кайрĕç çак сунарçăсем.
— Тĕлĕнмелли нимĕн те çук. Ара, кăвакалсем яланах шыв çинче çывăраççĕ, шăнтса лартсан пурте пăр çумне çыпçăнса лараççĕ, —терĕм.
Сунарçăсем мана ĕненсех пăрахрĕç. Ĕненмесен те май килмест: ара эпĕ таврари чи палла та чаплă сунарçă-çке.
Çапла вĕсем савăнса пурте киле май уттарчĕç, эпĕ шурлăх патĕнче пĕр пĕччен тăрса юлтăм. Кăвакалсем курасран хам çăка хăвăлĕ ăшне кĕрсе лартăм. Сивĕ пулнăран çавăнтах виçĕ çĕклем хăрăк турат пухса кăвать чĕртсе ятăм. Манăн çăка хăвăле мунча пекех ăшăнса çитрĕ, эпĕ çири тумтире хывса сартăм та пĕр кана лайăх çывăрса илтĕм. Хам питех кулăшла тĕлĕк куртăм. Шывсем шăнса ларнă пек, малтан курнă сунарçăсем лашисене кӳлсе, пĕр-пĕринпе ăмăртсах, Патин шурлăхĕ патнелле сиккипе чуптараçсĕ пек. Хăйсен ураписем шăн çĕр çинче аслати пек халтăртатса пыраççĕ пек, хам та çав сасăпах вăранса кайрам.
Пăхатăп та тĕлĕнсех каятăп. Çав сунарçăсем шуйлантарса янă кăвакалсем пурте шурлăха пухăннă — шыв çинче аллаппи пысăкĕш те вырăн юлман: ăçта пăхнă унта кăвакал çӳрет. Хăйсем пит самăрланса çитнĕ, çапах та апатшăн çунаççĕ.
Пĕр кăвакалĕ пысăк шапана урлăлла хыпнă та, çăтса ярасшăн тапаçланать, теприсем çавăнтах унăн çăварĕнчи апатне хыпса илесшĕн çунса çӳреççĕ.
— Эхе! — терĕм. — Эсир пит выçă, сире апат памалла-мĕн, —терĕм.
Çав самантрах ман пуçа никам шутласа кăларайми ăслă шухăш пырса кĕчĕ. Пĕрреччен эпĕ пĕр сунарçă кăвакалсене сысна çăвĕ татăкĕпех нумай тытни çинчен илтнĕччĕ. Анчах унăн кăвакалĕсем сысна çăвне ăмсанса хыпнипех çăвĕçумне çыхнă çип çине тирĕне-тирĕне ларнă. Кунти кăвакалсем пĕртте апла тирĕнсе ларас пек туйăнмарĕç. Çапла манăн каллех тепĕр ăслă шухăш шухăшласа кăлармалла пулчĕ.
Эпĕ хамăн пуçа чи çывăх юлташран та ытларах шанатăп, мĕншĕн тесен вăл мана нихçан та улталаман. Вăл мана темĕнле хăрушă инкекрен те пĕр самантрах хăтăлмалли мел тупса парать. Çакна аса илсе эпĕ тӳрех киле май утрăм, кăвакалсене мĕнле тытмăлли ăслă меле те вăлах шутласа кăларĕ-ха, терĕм.
Хĕвел анса лăрас умĕн эпе Пахчал ялне çитрĕм. Пахчал кооперативĕ уçă, халăх лăках кĕрсе тулнă. Мĕнле те пулсан лайăх тавар илсе килнĕ пулĕ тесе, эпĕ те шалалла кĕрсе кайрăм.
— Суту тума пĕлместĕр! Вăлтасене хĕле кĕрес умĕн илсе килмелле-и вара?! — тесе вăрçать пĕри.
— Тĕрĕс калатăн, халь кам илтĕр вĕсене, — тет тепри.
— Мĕнле вăлтасем? — тесе ыйтрăм.
— Мĕнле валтасем?.. Пулă тытмаллисем, — теççĕ мана.
Эпĕ халиччен нихçан та вăлта курманччĕ, çавăнпа кунта килнĕ май вăлтасене те курсах каяс терĕм. Мана пĕр çыхă вăлта тыттарчĕç.
— Вăлтисене те илме пĕлмен. Çак, пысăкскерсене, пулă епле хыпма пултарĕ, — тет кĕреçе сухаллă çын.
Çак самантрах манăн пуç ăслă шухăш шухăшласа та кăларчĕ.
— Ара, ку вăлтасем çине сысна çăвĕ лартса Патин шурлăхĕнчи кăвакалсене пурне те тытатăп-çке эпĕ, — терĕм.
Çавăнтах вăлтасене илтем те килелле утрăм.
Манăн карчăкăн виçĕ мăн çăмха кĕр çиппи пурччĕ. Киле тавăрăнсанах эпĕ çав çиппе метршар тăршше татса кашнинех сӳс тилхепе çине çыхрăм. Çапла эпĕ вунă тилхепе çине çыхса тухрăм, кашни тилхепи çумĕнчех икшер çĕр çип пулчĕ. Çав çип вĕçĕсенчен вăлтасем çыхса ятăм, кашни вăлти çинех пĕрер татăк сысна çăвĕ тăхăнтартăм. Вун тилхепине те Патин шурлăхне кайса ятăм.
Кашни вăлтинех пĕр кăвакал çакланасса эпĕ малтанах шанса тăтăм. Çавăнпа тилхеписене, кăвакалсем йăтса каясран, йывăçсенчен çыха-çыха лартрăм.
Çапла эпĕ вунă тилхепе çинче икĕ пин вăлта хăвартăм. Пĕрер кăвакал çаклансан та икĕ пин кăвакал пулать тесе, тата икĕ пин кăвакала пĕр лавпа турттарса килме май çук тесе, тепĕр кун ирхине кăвакалсем тиеме карчăкпа иккĕн икĕ лавпа тухса кайрăмăр.
Мĕн шутлани тĕрĕсех пулчĕ: манăн вăлтасем çине кашнинех пĕрер кăвакал çакланнă. Анчах, вунă тилхеперен пĕри çук. Тилхепине çыхна йывăçĕ патне пытăм — йывăçĕ те çук; икĕ çĕр кăвакал çав тери пысăк йывăçа тымарĕ-мĕнĕпех кăкласа таçта вĕçсе кайнă. Тĕлĕнсех кайрăм. Кăвакалсем пĕртте эпĕ шутланă пек мар иккен: вĕсем калама çук вăйлă. Анчах темĕнле вăйлă пулсан та, вĕсĕм çав йывăçа инçетех илсе каяйман пулнă.
Кăвакалĕсене тытма çав тери ансат пулнă пулсан та, лавсем çине тиесе пĕтерме питех йывăр пулчĕ. Кашни кăвакалнех малтан çĕçĕпе пусмалла пулчĕ, унсăрăн вĕсем хамăра та лавсемпе пĕрлех çĕклесе таçталла вĕçсе кайĕç, терĕм.
Икĕ çĕр кăвакал çав тери пысăк йывăçа тымарĕ-мĕнĕпех кăкласа таçта вĕçсе кайнă. |
Икĕ пин кăвакала тасатса какайне каткасем çине тăварласа лартиччен лăпах виçĕ кун иртрĕ. Тăваттăмĕш кунĕнче çанталăк сивĕтрĕ, шывсем пĕр каçрах шит хулăмĕш шăнса ларчĕç. Эпĕ çăка хавăлĕнче çывăрса курнă тĕлĕк чăн пулас япаланах пĕлтерчĕ. Шывсем шăнса ларнă хыççăн Ямаш ялĕнчи сунарçăсемпе Кăтра Карачăм чăнласах лашисене кӳлсе Патин шурлăхĕ патне вĕçтернĕ. Анчах вĕсем унта пĕр кăвакал та курман. Эпĕ Ямащ вăрманĕнчи кăвакалсене пурне те хам тытса таврăннă иккен.