Тахçан, ĕлĕк-авал Тĕрер тăрăхĕнче илемлĕ хĕр пурăннă. Унăн илемĕпе пурте киленнĕ. Вăл утса пынă чухне сар хĕвел те çутăрах çутатнă, кайăк-кĕшĕк те илемлĕрех юрлама пуçланă.
Пĕррехинче Илемпи шыв ăсма валак хĕррине аннă. Ун хĕрринче сарă каччă лашине шыв ĕçтерсе тăнă. Каччăна курсанах сар хĕр çырла пек хĕрелсе кайнă, иккĕшĕ те пĕр-пĕрин çине куç илмесĕр пăхнă.
Çак кунран Илемпи чĕринче вутлă çулăм çунма пуçланă. Кашни çĕнĕ куна хаваспа кĕтсе илнĕ, пушă вăхăт тупăнсанах валак патне васканă.
Анчах та пĕррехинче Илемпи шыв ăсма ансан сарă каччă Наçтук тус-юлташĕпе уçăлса çӳренине асăрханă. Илемпи çакна курсан аçа çапнă пек хытса ларнă. Унăн илемлĕ йăл кулли те таçта çухалнă, чĕрине вара хура çĕлен кĕрсе вырнаçнă, пуçне усал шухăш çавăрттарнă.
Каç пулнă-пулман Илемпи юмăç патне кайса Наçтук юлташне пăстарма шутланă. Юмăç карчăк хĕре пулăшма килĕшнĕ. Çав каçхинех юмăç уйра пĕччен ларакан йывăç патне кайса хăйĕн хура ĕçне тунă. Нумай та вăхăт иртмен аслати аслати кĕмсĕртетсе çиçĕм çиçме пуçланă, хурама йывăççи патĕнчен çĕр çурăлса кайса пысăкланса пынă, пысăк та тарăн çырма пулса кайнă.
Кĕçех ялта та синкер хыпар сарăлнă — Наçтук сасартăк йывăр чирлесе вилсе кайнă иккен. Çак çухатăва чăтаймасăр сарă каччă шыва сиксе вилнĕ. Хăй мĕн туса хунине курсан тин Илемпи хăйĕн йăнăшне ăнланса илет, кашни кун çав хурама патне, тарăн çырма хĕррине çӳреме пуçлать. Куççулĕ витĕр каçару сăмахĕсене каласах кун хыççăн кун ирттерет. Текех Илемпин илемлĕ сăнĕ никама та илĕртмен ĕнтĕ, икĕ кăвак куçĕ те кăвар пек хĕрелсе кайнă, сарă çӳçĕ шуралнă та хура тутăрпа витĕннĕ.
Унтанпа нумай вăхăт иртнĕ, анчах та паян куна та çав çырмара хура тутăр çыхă хĕр йĕре-йĕре каçару йăлăннине илтме пулать теççĕ. Илепи куççуль çырми хĕррипе иртекен кашни çын пуçне усать, Наçтукпа сарă каччăн юратăвĕпе синкерлĕ шăпине аса илет.
Халап çăлкуçĕ
Халапа 55 çулхи Вера Николаевна Владимировăран 2009 çулхи юпа уйăхĕнче çырса илнĕ.