Хура кĕре кĕрсен кичем çанталăк,
сас-чӳсĕр çухалать хитре тĕнче.
Тӳпе çăварĕ — йăнкăл-янкăл алăк —
пĕр вĕçĕм уçă унăн умĕнче.
Пĕрех шыв çитмĕ сӳнтермешкĕн йăрăс
вĕренесен ялтравлă кăварне.
Çу кунĕсем иртсе çухалчĕç йăрă,
сар инкесем пек, Хыркасси варне.
Тус-йышĕнчен тăрса юлса-ши — сумсăр
кӳлленчĕкри пĕр хытхура çинче
«Сос!» — кăшкăрать аптранă кăткă уссăр,
калла-малла чупкаласа темччен.
Çук çăлăнăç. Çанталăк та салху, —
çапах кунта мĕн парĕ тарăху?