Йĕри-тавра сĕм вăрман хуçаланать. Мĕнле кăна йывăç çук пулĕ кунта: ытам çитми юманĕ, яштака ăвăсĕ, илĕртӳллĕ хурăнĕ, лапсăркка вĕренесемпе çăкасем. Вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть çак вăрманăн. Çак вăрманпа тăватă паттăр утса пырать. Мĕн шыраççĕ-ши вĕсем кунта? Мĕнпе илĕртет вĕсене мăнаçлă вăрман? Вăрман илемĕпе, е унăн сывлăшĕпе киленме килнĕ вĕсем ку вырăна? Çук иккен, ку пачах та апла мар.
Хăйсем пурăннă таврара çăкăр-тăвар çитменни çеç мар, тӳре-шарасемпе пуян куштансенчен тарса хăтăлас ĕмĕт те килтен çула тухма хистенĕ вĕсене. Анчах та ăçта тармалла? Мĕнле хăтăлмалла? Пур-ши ун пек вырăн çĕр çинче?
Çурхи хĕвел хăйĕн ăшшине пĕр шеллемесĕр сапалать таврана. Унăн пайăркисем йывăçсемпе курăксем хушшинчен йăл-йăл курăнса каяççĕ. Ахрат варĕсем тăрăх ăсла пек пăтранчăк çурхи шыв юхать.
Уçланкăсенче майĕпен симĕс курăк сăмсаланать, анчах серте çĕкленмен-ха. Енчен те вăл ӳснĕ пулсан яшка пĕçерсе çиме май килетчĕ. Вара ăш та кăштах лăпланатчĕ пулĕ.
Иртенпех лăш курмасăр утакан чăвашсем чăнкă çыранлă вăрăм та тарăн çырма хĕррине пырса тухрĕç. Кăштах канса илес тесе хăрăк турат сарса çырма хĕррине ларчĕç. Йĕри–тавралла тинкерчĕç.
— Пăхăр-ха, ку çырма пилĕк çырмапа пĕрлешет иккен. Вăт ку çырма! — сăмах пуçларĕ çӳллĕ те патвар Ахвантер. — Енчен те кунта пытанса ларсан, пире нимĕнле тиек те шыраса тупаймĕ, килсе те кĕреймĕ.
— Тĕрĕс калатăн, — çирĕплетрĕ ун сăмахне хыткан та шуранка Алсарей, — шухăшласа пăхар.
— Нимĕн те шутламалли те çук кунта, — пӳлчĕ Ветсер. — Килер те йăва çавăрар çак вырăна.
Тăватă чăваш тарăн çырма урлă каçрĕç те тăвайкки хĕррипе малалла çул тытрĕç. Çул çинче вĕсем шăнкăр-шăнкăр шыв юхса выртнине курчĕç, тепĕртакран çăл тĕлне те пырса тухрĕç. Шывĕ тăрна куçĕ пек тăп-тăрă, тап-таса. Чăвашсем шыва тутанса пăхрĕç.
— Шывĕ лайăх, вырăнĕ те ытарма çук илемлĕ, — терĕ Ахвантер. — Ку манăн вырăн пулать. — Суйласа илнĕ вырăна палăртма тесе пысăкрах чул шырарĕ.
Тăватă чăваш çаплах малалла утать — ыттисене валли те вырăн кирлĕ-çке.
Çул çинче вĕсем тепĕр виçĕ çăл тупрĕç. Вĕсен шывĕ те чĕркĕмĕл пек таса. Тути те аван. Кунашкал шыва вĕсем халиччен тĕл пулман. Туссем ытараймарĕç — çăлсем çывăхне чулсем купаласа вăрăм шалчасем лартса хăварчĕç.
Çурхи ĕçсене пĕтернĕ хыççăн пĕр ялти тĕне кĕмен чăвашсем хăйсем шыраса тупнă вырăна çуртсем лартма пикенчĕç. Тăваттăшĕн те тĕрлĕрен çуртсем пулчĕç. Тепĕр çулне вĕсем кил-йышĕпех куçса килчĕç, кунта пурăнма пуçларĕç.
Çапла пуçланнă вун улттăмĕш ĕмĕрте мăн çырма хĕрринче пĕр чăваш ялĕ. Пурăна киле Сăхăтпуç, Енкипеç, Хăватлă Çăл урамĕсем тăсăлса кайнă. Ял ӳснĕ, сарăлнă. Хăшĕсем мăн çырман тепĕр енне куçса ларнă. Кунта тепĕр ял пуçланса кайнă. Икĕ яла мăн çырма уйăрса тăнă. Çак çырма ятĕнчен Мăнçырма ял ячĕ те пуçланса кайнă ĕнтĕ.
Халап çăлкуçĕ
Мăнçырма ялĕнче пурăннă, хамăн мăн асатте Даниил Степанович Белов (Шурри) çырса пынă хутсенчен илнĕ.