Пурăннă ĕлĕк-авал пĕр ялта ашшĕ тата икĕ ывăлĕ.
Ывăлĕсем хăмăркка тĕслĕ çӳçлĕ пулнă. Аслине Мăн Хăмăркка тенĕ, кĕçĕннине — Кĕçĕн Хăмăркка. Ашшĕ вилсе кайнă хыççăн ывăлĕсем ун мулне пайлама пуçланă. Анчах та мула тан мар пайларăмăр тесе хирĕçсе кайнă. Ашшĕн мулне тустарса пĕтерсен иккĕшĕ икĕ еннелле уйрăлса кайнă. Çавăнтанпа асли Мăн Хăмăркка ялĕнче (хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕнче вырнаçнă Хăмаркка ялĕ) пурăнма тытăннă. Çемье çавăрса ял пуçласа янă. Ял ятне чи малтан çак вырăна куçса килнĕ Мăн Хăмăркка ячĕпе панă. Анчах та вăхăт иртнĕçемĕн Хăмăркка сăмах Хăмаркка сăмахпа ылмашăннă. Кĕçĕн Хăмăркка ывăлĕ ашшĕ килĕнчех пурăнас тенĕ (хальхи вăхăтра Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Хăмаркка ялĕ).
Етĕрне тăрăхĕнче пĕр мăрса пурăннă. Унăн икĕ ывăл пулнă. Иккĕшĕ те Хăмăркка ятлă пулнă. Ашшĕ вĕсене Кĕçĕн Хăмăркка тата Мăн Хăмăркка тесе чĕннĕ. Кĕçĕн Хăмăркки ашшĕ мулне юратнă, çавăнпа ашшĕне йăпăлтатса çеç пурăннă. Ашшĕн киревсĕр ĕçĕсене те ырласа тăнă. Мăн Хăмăркка ялан тĕрĕслĕхшĕн тăнă. Вăл чухăн çынсене пулăшса тăнă. Ку мăрсана килĕшмен, çавăнпа вăл Мăн Хăмăрккана килĕнчен хăваласа янă. Мăн Хăмăркка вăрман урлă килсе çырма-çатраллă вырăна килсе вырнаçнă. Çакăнтан вара Мăн Хăмаркка ялĕ пуçланса кайнă (хальхи вăхăтра Хĕрлĕ Чутай районĕнче вырнаçнă). Ватăлса çитсен ашшĕ Кĕçĕн Хăмăрккана хăй вырăнне мăрсана лартнă. Кĕçĕн Хăмăркка пурăннă тăрăх Кĕçĕн Хăмăркка ятпа халăх асĕнче юлнă (хальхи вăхăтра Етĕрне районĕнчи Кĕçĕн Хăмаркка ялĕ).
Çăлкуçĕ
Хăмаркка ялĕнче пурăнакан 78 çулхи Григорьева Мария Петровнăран 2008 çулта Вазина Ольга çырса илнĕ.